Шупашкарти 112-мӗш ача пахчинче «зебрӑсем», автомобильсем, светофорсем тупӑннӑ. Вӗсем — чӑн-чӑннисем мар. Анчах ачасем унпа усӑ курса ҫул-йӗр правилисене вӗренеҫҫӗ.
Кунашкалли Шупашкарта хальлӗхе пӗрре ҫеҫ. Статистика палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи 8 уйӑхра ҫул ҫинче ачасемпе 66 пӑтӑрмах пулнӑ. 16 тӗслӗхре ачасем суранланнӑ. Ытларах — 7 ҫула ҫитменнисем.
Ача пахчинчи пӗчӗк светофор чӑн-чӑнни пекех ӗҫлет. Кунтисем ҫул-йӗр правилисене лайӑх пӗлеҫҫӗ. Ачасем инспектор вырӑнӗнче те пулса кураҫҫӗ. Ача сачӗ пӗлтӗр грант ҫӗнсе илнӗ, ҫав укҫапа ҫак проекта хута янӑ. Кун валли ЧР Вӗренӳ министерстви те, ашшӗ-амӑшӗ те укҫан пулӑшнӑ. Автохулана тумашкӑн ҪҪХПИ ӗҫченӗсем те хутшӑннӑ.
Малашне кунашкал автохулана ытти ача пахчинче те тума палӑртнӑ. Анчах ку хӑҫан пурнӑҫа кӗресси паллӑ мар-ха.
Нумаях пулмасть ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн машинисенче мобильлӗ терминалсем вырнаҫтарма тытӑннӑ. Ку вӑл айӑпа кӗрсен протокол ҫырса штраф тӳлеттереҫҫӗ те айӑплӑ водитель вырӑнтах явап тытма пултарассине пӗлтерет ӗнтӗ. Ҫапли-ҫапла-ха та, анчах пур айӑпшӑн та вырӑнта штраф тӳленипех усаллине манаймӑн. Йывӑртарах айӑпа кӗрсен ятарлӑ ӗҫ те пуҫарӗҫ, ӑна суда та ярса парӗҫ. Кун пек чухне этем шӑпине тӳре татса парӗ.
Хальлӗхе терминалсене 59 патруль машининче вырнаҫтарнӑ, вӗсенчен 45-шӗ - Шупашкартисем, 14-шӗ — Ҫӗнӗ Шупашкартисем. Пӗтӗмпе республикӑра 147 машинӑра терминал вырнаҫтарма шухӑшлаҫҫӗ.
Шупашкарта водительсем хӑйсен ураписене ҫул хӗрринче тӗрӗс мар лартнине сӑнакан «Паркон» прибор ӗҫлеме тытӑннӑ. Чи малтанах вӑл тротуар, газон ҫинче лартса хӑварнӑ автомобильсене «курать».
Мускав район администрацийӗн ӗҫченӗсем пӗр ирхине тӗрӗс мар лартса хӑварнӑ 50 ытла урапана тупса палӑртнӑ. Водительсем автомобильсене кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗре лартса хӑвараҫҫӗ, ыттисене кансӗрлеҫҫӗ. Ҫавсене сыхлакан видеокамера видеомодульрен тӑрать. Ӑна автомобиле вырнаҫтараҫҫӗ. Прибор 400 пин тенкӗ тӑрать.
Прибор ӗҫлеме пуҫланӑранпа 400 ытла йӗрке пӑсакана асӑрханӑ. Вӑл йӗркене пӑснӑ вырӑна, вӑхӑта, куна палӑртать. Хӑй тунӑ сӑнӳкерчӗксене ҪҪХПИе ярать. Лешсем вара автомобиль камӑн пулнине палӑртаҫҫӗ.
Паян, авӑнӑн 2-мӗшӗнче, Пичет ҫурчӗ патӗнче каллех ҫынна ҫапса хӑварнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, иномарка хӗрарӑма ҫул урлӑ каҫнӑ чухне таптанӑ.
Инкек тӳснӗскере ҫийӗнчех пульницӑна ӑсатнӑ. Хальлӗхе тухтӑрсем унӑн сывлӑхӗ кӑшт йывӑртарах пулнине пӗлтереҫҫӗ. Йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах каҫхи 4 сехет ҫурӑра пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 1972 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм ҫуран ҫынсен каҫмалли вырӑнта ҫул каҫма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине Шевроле-Ланс маркӑллӑ урапа (автомобиль) кӗрсе кайнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.
Аса илтерер: Яковлев проспектӗнчи ҫула анлӑлатнӑ хыҫҫӑн Пичет ҫурчӗ патӗнчи чарӑнура унччен икӗ ҫынна таптаса кайнӑччӗ. Пӗр ҫын сурансене пула вилнӗ, тепри аманнӑ. Кӗркунне халь пур каҫмана пӗтерӗҫ — ҫынсен чукун ҫул хӗррипе каҫма тивӗ.
Вӑрнар районӗнчи Упнер ялӗнче ҫул ҫукки халӑха пӑшӑрхантарать. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, инкек пулас тӑк машинӑсем яла пылчӑкра кӗреймеҫҫӗ.
Упнерти ҫулпа ҫамӑл автомобильсене ҫӳреме йывӑр. Пысӑкрах урапасемшӗн те чӑрмавлӑ. Ҫынсем ытларах урампа ҫуран ҫӳреҫҫӗ, хӑшӗ-пӗри велосипед ҫине ларать. Ялта ҫӑрӑлса тухма май ҫук вырӑнсем те пур. Тӗслӗхрен, кӗпер. Ҫумӑр вӑйлӑ ҫусан ӑна шыв илет. Ҫапах ачасенчен ытларахӑшӗ шкула ҫак ҫулпах ҫӳрет. Халӑх ку пӑтӑрмах пирки вырӑнти администрацие пӗрре мар асӑрхаттарнӑ.
Вера Кондратьева каланӑ тӑрӑх, ҫула тӑватӑ ҫул каяллах тума шантарнӑ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, ҫула юсама укҫа ҫук. Кӑҫал ҫул-йӗре йӗркене кӗртме 537 пин тенкӗ ҫеҫ уйӑрнӑ-мӗн. Кунпа темех тӑваймӑн-мӗн.
Упнерсене ку кӑна пӑшӑрхантармасть. Халӑх ялти туса пӗтермен икӗ хутлӑ ҫуртшӑн пӑшӑрханать. Ку ӗҫе 20 ҫул каяллах пӑрахӑҫланӑ иккен. Ачасем вара унта выляма ҫӳреҫҫӗ. Иван Афанасьев каланӑ тӑрӑх, ку ҫурта йӑтса антарма 3 миллион тенкӗ кирлӗ!
Вӑрмар районӗнчи Чулкас ял тӑрӑхӗнче ял урамӗсене юсас тӗллевпе юлашки вӑхӑтра самай ӗҫ пурнӑҫланине пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем.
Асӑннӑ ял тӑрӑхӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, укҫана вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫулсене тӗпрен юсама тата тытса тӑма уйӑракан субсиди шучӗпе майлаштараҫҫӗ.
Кӑҫал хӑш ялсене юсанине асӑнса кайман та, анчах ӳкерчӗк тӑрӑх хакласан ӗҫлени куҫкӗрет.
Чулкас тӑрӑхӗнчи ялсенчи ҫулсене юсама «Стройтранс» текен обществӑна суйланӑ-мӗн.
Сӑнсем (32)
Атӑлта ишмелли тапхӑр вӗҫленнине кура ҫынсене шыв тӑрӑх «Шупашкар-пляж» маршрутпа турттарма пӑрахнӑ.
Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх ку ҫулпа кӑҫал 22 пине яхӑн ҫынна каҫарнӑ.
Шыв ҫулне уҫнӑранпа трамвайсем «Куславкка – Волжск – Куславкка» маршрутпа ҫӳренӗ. Вӑл направленипе пассажирсене кунне виҫӗ хутчен: 7 сехетре, 12 сехет те 30 минутра, 17 сехет те 30 минутра — илсе ҫӳренӗ. Ҫурлан 25-мӗшӗ тӗлне 12 пине яхӑн пассажир ку ҫула суйланӑ.
Шупашкарти юханшыв портӗнчен уҫӑлса ҫӳремелли теплоходсем ҫӳретнӗ. Вӗсене кунне тӑватӑ хутчен ҫӳретнӗ. Теплоход пассажирсем 25 ҫынтан кая мар пуҫтарӑннӑ май ҫула тухнӑ.
Ҫурлан 26-мӗшӗнче 21 сехет те 20 минутра Шупашкарта инкек пулнӑ. Ку Гладков урамӗнчи 28-мӗш ҫурта хирӗҫ пулса иртнӗ.
Пӑтӑрмаха курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, 21-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус «зебра» умӗнче чарӑнса тӑнӑ, ҫынсене ирттерсе янӑ та малалла кайма тытӑннӑ. Ҫав самантра троллейбус умӗнче тепӗр ҫын пулнӑ-мӗн.
Троллейбус малти урапипе 32 ҫулти хӗрарӑм урлӑ каҫса кайнӑ. Хӗрарӑм ҫавӑнтах вилнӗ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче 56 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 32 ҫултискер ҫул урлӑ ятарлӑ вырӑнта каҫма тӑман.
Паян Кӳкеҫри «Сельхозтехника» чарӑну патӗнче битум пички тӳнсе кайнипе вӑхӑтлӑха ҫула хупса хума тивнӗ. Инкекӗ кӑнтӑрла иртни 1 сехет те 20 минутра пулнӑ.
Битумлӑ пичке тӳннине кура вут хыпса илнӗ. Ҫулӑма сӳнтерессишӗн яваплӑ службӑсем ҫийӗнчех ӗҫе кӳлӗннӗ. Инкекпе кӗрешнӗ вӑхӑтра машинӑсене «Вятка» ҫулпа ҫӳремелле тунӑ.
Инкек сӑлтавӗ пирки каласан, пичкене кӳрсе каякан машинӑпа пичкене ҫыхӑнтаракан сӑнчӑр татӑлнӑ иккен.
Ҫурлан 20-мӗшӗнче каҫхи 8 сехет те 30 минутра Тӑвай районӗнче Нӑрваш ялӗ ҫывӑхӗнче икӗ урапа (автомобиль) ҫапӑннӑ. Вӗсенчен пӗринче Тӑрмӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.
Тӑвай районӗнче пурӑнакан 31 ҫулти каччӑ транспорта правасӑр ларнӑ. Ҫак документсӑр 18 уйӑхлӑха вӑл кӑҫалхи ака уйӑхӗнче тӑрса юлнӑ. Ҫул ҫинче вӑл хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та «ВАЗ-2112» автомобильпе ҫапӑннӑ. Унта руль умӗнче Тӑрмӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ, 53 ҫултискер, пулнӑ. 53-ри арҫынна реанимацие илсе ҫитернӗ, анчах вӑл операци вӑхӑтӗнче вилнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |