Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Чӑвашсен пултаруллӑ юрӑҫи Иван Христофоров ҫак кунсенче 80 ҫул тултарнӑ. Сумлӑ юбилейпа саламлама Трактор тӑвакансен культура керменне ентешӗсем, тус-юлташӗсем, ӗҫтешӗсем, унӑн пултарулӑхне кӑмӑллакансем пухӑннӑ.
Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов чӑваш халӑхне нумай ҫул илемлӗ сассипе савӑнтарнӑшӑн, халӗ те маттур пулнӑшӑн тав тунӑ, ҫавра ҫулпа чун-чӗререн саламланӑ.
Юрӑҫа сцена ҫинче мӗн кирли паллӑ ӗнтӗ — микрофон. Николай Федорович Иван Христофорова чаплӑ микрофон парнеленӗ, малашне те халӑха сассипе савӑнтарма сывлӑх суннӑ.
Чӑваш халӑх артистне Елчӗк районӗн ентешлӗхӗ те саламланӑ. Елчӗк тӑрӑхӗнчен тухнӑ хастарсем — ЧНК спорт комитечӗн ертӳҫи Виталий Васильев, кире пуканӗ йӑтакансен федерацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Карпов, Петр Пупин скульптор тата ыттисем — Иван Христофоровпа мухтаннине пӗлтернӗ.
Юбиляра ывӑлӗ Ваня Христофоров, ЧНК президенчӗн пӗрремӗш ҫумӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Валерий Клементьев, Фарида, Марта Зайцева тата ытти юрӑҫсем пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ.
