«Чӑваш Ен» ПТРК харӑсах виҫӗ юбилейне паллӑ тунӑ. Кӑҫал радио – 90, телекурав – 55, «Шупашкар ТВ» студи 20 ҫул тултарнӑ. Уяв Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ.
Агния Мадянова 1973-1993 ҫулсенче радиора сасӑ режиссерӗнче ӗҫленӗ. Вӑл аса илнӗ тӑрӑх, ун чухне кӑларӑм нумай пулнӑ.
Паян ПТРКра ҫамрӑк журналистсем нумай. Павел Храмкин унта 2 ҫул ӗҫлет. Вӑл Йошкар-Оларан килнӗ.
Уяв каҫне Пӗтӗм Раҫҫейри ПТРК департаменчӗн регионти ертӳҫи Андрей Никитин уҫнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ӑшӑ сӑмахсем каланӑ.
ПТРКра ӗҫлекенсем ташӑ та вӗреннӗ. Сцена ҫине ПТРКра ӗҫлекен пур специалист та тухнӑ. Ытти регионти ӗҫтешӗсем те вӗсене саламлама килнӗ. Оперӑпа балет театрӗн артисчӗсем те пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ.
Екатерина Таратина шкулти вӗрентекен тӗлӗшпе кӑмӑлсӑр. Вӑл «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, педагог унӑн хӗрне, 5-мӗш класра вӗренекенскере, уроксем хыҫҫӑн швабрӑпа хӗнессипе хӑратнӑ, тантӑшӗсен умӗнче ҫӳҫрен туртнӑ.
Амӑшӗ кун пирки прокуратурӑна ыйту ҫырнӑ. Шкул ертӳлӗхӗ вара ку пулӑма хирӗҫлет, вӗрентекен чысне хӳтӗлесшӗн.
Вӗрентекен хӗрачан телефонне те туртса илнӗ, пӳлӗмре питӗрсе лартнӑ-мӗн. Унтан класра пуҫтарма хушнӑ. Лиза уроксем хыҫҫӑн макӑра-макӑра амӑшӗ патне шӑнкӑравланӑ.
Шкул ертӳлӗхӗ ҫав вӗрентекен пирки лайӑххине ҫеҫ калать. Педагог Лизӑна ҫав кун иртерех киле янӑшӑн ӳкӗнет. Вӑл пуҫ ыратать тенӗ-мӗн. Педагог каланӑ тӑрӑх, Лиза ҫав кун тарӑхса ҫӳренӗ. Ҫитменнине, вӑл ун чухне урока 15 минут кая юлса ҫитнӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 10 ача амӑшне «Раҫҫей мисӗ» конкурса хутшӑнма чӗннӗ. Илемлӗх конкурсӗ Дон ҫинчи Ростов хулинче иртет.
Хальлӗхе Мария Падиарова унта каяссипе каймассине пӗлмест — шухӑшлать-ха. Ачисем кайма хистеҫҫӗ. Амӑшӗ вӗсенчен пӗрне хӑйӗнпе пӗрле илме шантарнӑ. Мария хӑйӗн шухӑшне йӗркелӳҫӗсене ҫитес вӑхӑтра пӗлтерӗ.
Мария Падиарова 35 ҫулта. Ҫамрӑк пулин те вӑл 10 ачана кун ҫути парнелеме ӗлкӗрнӗ. Ян — 16, Дарина — 15, Светозар — 14, Даниил — 15, Ярослава — 9, Яков — 8, Есения — 5, Захар — 4, Игнат — 2 ҫулта, Мия — 9 уйӑхра.
Конкурса ҫӗршыври чи илемлӗ хӗрарӑм символне тупса палӑртас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Кайран ҫӗнтерӳҫӗ «Миссис International –2017» конкурса кайӗ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн солисчӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ Айдар Хисамутдинов ыран, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, хӑйӗн пултарулӑх каҫне ирттерет. Вӑл 35 ҫул тултарать.
Концерт интереслӗ иртессе шантараҫҫӗ. Автор ӗҫӗ нумай пулать. Куракана хальхи хореографипе савӑнтарӗҫ, классика пулмӗ.
Пултарулӑх каҫне ӗҫтешӗсем те хутшӑнӗҫ. Концертра артистсем кураканпа ҫывӑхланасшӑн. Унта пынӑ хӑнасем концертпа киленӗҫ ҫеҫ мар, постановкӑсене те хутшӑнӗҫ.
Айдар пултарулӑх каҫӗ ирттерсе хӑй театрта ӗҫленине пӗтӗмлетесшӗн. Мӗншӗн тесен вӑл ҫитес вӑхӑтра карьерӑна вӗҫлесшӗн. Унӑн шухӑш нумай, вӑл хӑйне проектсем пурнӑҫа кӗртсе аталантарасшӑн. Артистӑн ку шухӑш тахҫанах ҫуралнӑ. Ҫапах вӑл хӑш чухне сцена ҫине ташӑҫӑ пек тухӗ.
Диктанта юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Енре Пысӑк этнографи диктанчӗ пӗрремӗш хут иртессине, тепгр майлӑ каласан, пирӗн республика та Пӗтӗм Раҫҫейри акцие хутшӑнма кӑмӑл тунине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енре Пысӑк этнографи диктантне 7 лапамра ҫыртарнӑ. Вӑл Шупашкарта кӑна мар, Канаш, Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче те иртнӗ. Унта 15 ҫул тултарнӑ ҫамрӑксем тата аслӑраххисем, пурӗ 500-е яхӑн ҫын, хутшӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче иртнӗ диктанта студентсемпе, наципе культура пӗрлешӗвӗн ертӳҫисемпе пӗрлех Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев, вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ ректорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Иванов та ҫырнӑ.
Диктантӑн кӑтартӑвӗпе, тӗрӗс хуравсемпе, час-час тӗлпулнӑ йӑнӑшсене тишкернипе http://www.miretno.ru сайтра чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче паллашма май килӗ.
Шупашкар депутачӗсем хула пуҫлӑхне укҫа тӳлесшӗн мар. Ку шухӑша ӗнер иртнӗ Депутатсен пухӑвӗн черетсӗр 11-мӗш ларӑвӗнче палӑртнӑ.
Аса илтеретпӗр, унта пухӑннӑ «халӑх тарҫисем» хула пуҫлӑхӗ пулнӑ Леонид Черкесов ӗҫрен каяссишӗн, ҫав тивӗҫе Ирина Клементьевӑна шанассишӗн сасӑланӑ. Леонид Черкесов текех хула пуҫлӑхӗ мар, вӑл РФ Патшалӑх Думин депутатне суйланнӑ.
Шупашкрати Депутатсен пухӑвӗн ӗнерхи черетсӗр ларӑвӗнче Депутатсен пухӑвӗн председательне — хула пуҫлӑхне укҫа тӳлемесӗр тытса тӑрас ыйтӑва хускатнӑ. Анчах апла йышӑниччен Устава улшӑну кӗртмелле. Унччен ку сӗнӗве халӑхпа пухӑнса сӳтсе явасшӑн. Ку тӗллевпе кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пухӑнма йышӑннӑ.
Леонид Черкесов текех Шупакар хула пуҫлӑхӗ мар. Вӑл РФ Патшалӑх Думин депутатне суйланни пирки унччен пӗлтернӗччӗ.
Паян, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен черетлӗ мар 11-мӗш ларӑвӗ иртнӗ. Унта Леонид Черкесов ӗҫрен вӑхӑтсӑр каясси пирки депутатсем пурте сасӑланӑ. Унӑн тивӗҫӗсене халь Ирина Клементьева пурнӑҫлать.
Аса илтерер: Леонид Черкесов Шупашкар хула пуҫлӑхӗнче 2010 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен ӗҫлет. Юлашкинчен ӑна ку должноҫе 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче суйланӑ.
Темиҫе ҫул каялла Шупашкарти Ярмӑрккӑ урамӗнче ҫӳллӗ хутран ача ӳкнӗччӗ. Нумаях пулмасть, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, ҫав урамра каллех инкек пулнӑ.
Ҫав кун улттӑмӗш хутран 6 ҫулти ача ӳкнӗ. Пӗчӗкскер васкавлӑ медпулӑшу киличченех сывлама чарӑннӑ.
Ҫакӑн пирки «Про Город» хаҫата Николай Ефимов пӗлтернӗ. Ку инкек пирки вӑл кӳршисенчен пӗлнӗ.
Инкек пулнӑ кунхине ача килте пӗччен е ашшӗ-амӑшӗпе пулнӑ-и? Николай пӗлмест. Халӗ ку ӗҫе следовательсем уҫӑмлатаҫҫӗ.
Пӗрлӗхлӗ дежурнӑй диспетчер службинче улттӑри ача васкавлӑ медпулӑшу киличчен вилнине ҫирӗплетнӗ.
РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем Шупашкарти ваккат тата унпа пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Халӗ ҫав ҫынсем пирки республика прокуратури айӑплава ҫирӗплетсе суда ярса панӑ.
Аса илтеретпӗр, 45 арҫын тата унпа пурӑнакан, унран икӗ ҫул кӗҫӗнрех хӗрарӑм Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченне сӗтев сӗннӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑм ваккат пулса ӗҫленӗ-мӗн, арҫынӗ официаллӑ майпа ниҫта та тар тӑкман. 43-ри ваккат вӑйӑ бизнесне саккунлӑ мар майпа тытса тӑракан ҫынна хӳтӗлеме килӗшнӗ. Хӑй хӳтӗлесе пӗтереймессе ӑнланнипе-ши, унпа пӗрле пурӑнакан арҫын Федерацин хӑрушсӑрлӑх службинче тӑрӑшакана пуҫиле ӗҫе чарса лартма пулӑштӑр тесе 500 пин тенкӗ пама пулнӑ. Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче хӗрарӑм-ваккат банксенчен пӗрин ячейкине 495 пин тенкӗ кайса хунӑ та унӑн уҫҫине хӑрушсӑрлӑх органӗн ӗҫченне тыттарнӑ.
Шупашкарта ватӑ ҫынсене пулӑшаҫҫӗ. «Пахча ҫимӗҫе киле ҫитерсе парасси» ыркӑмӑллӑх акцийӗ старт илнӗ.
Ку акцие Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунне халалланӑ. Ӑна Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центр пуҫарнӑ.
Социаллӑ ӗҫченсем пӗччен пурӑнакан ватӑ ҫынсене пахча ҫимӗҫе, улма-ҫырлана пуҫтарма, вӗсене тӑварлама-маринадлама, пахчара тирпейлеме пулӑшаҫҫӗ.
Пахча ҫук тӑк социаллӑ ӗҫченсем пасартан пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла туянса киле ҫитерсе параҫҫӗ. Шупашкарти Калинин районӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, акци пуҫланнӑранпа соцӗҫченсем 15 сусӑрпа ватӑ ҫынна пулӑшнӑ. Акци малалла пырать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |