Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Седов юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен пуҫлӑх пуканне йышӑнма пӑрахнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хула администрацийӗн ертӳҫин лавне туртакана ҫирӗплетме паян комисси йӗркеленӗ. Йыша республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене: либерал-демократсен партийӗн пайташне Сергей Белобаева тата «Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗн» пуҫлӑхне, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» пайташне Юрий Кислова, ЧР Президент Администрацийӗн Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Юрий Садовникова, Социаллӑ тата культура программисен фончӗн ертӳҫине Михаил Федотова кӗртнӗ.
Улатӑр хула администрацине хальлӗхе Татьяна Ежова, унччен вӑл пуҫлӑх ҫумӗнче тӑрӑшнӑ, ертсе пырать.
Маларах эпир Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртмалли комисси пайташӗсене ҫирӗплетнине пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енре чиркӳрен турӑшсемпе ытти эреше вӑрланӑ ҫынсене тытса чарнӑ. Йӗксӗксем пирӗн республикӑра кӑна мар, кӳршӗ регионта та палӑрма ӗлкӗрнӗ.
Улатӑрти арҫынсен мӑнастирӗнчен ылтӑн эреш ҫухални пирки юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче полицие пӗлтернӗ. Унччен кӑшт маларах икӗ ҫамрӑк ҫын сентрене питӗ лайӑх сӑнанӑ, ыйтса пӗлнӗ. Анчах нимӗн те туянман.
Тӳрех ҫавсем вӑрланӑ тесе шухӑшланӑ. Вӗсем Улатӑр районӗнчи темиҫе храмра та пулнӑ. Вӗсем пекрех ҫынсем Мари Республикинче те хурахла ӗҫсем тунине пӗлтернӗ.
Каччӑсене Шупашкарта тытса чарнӑ. Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти чиркӳре те хаклӑ япаласем ҫухалнӑ. Ахӑртнех, ку ӗҫе те вӗсем тума пултарнӑ. Халӗ вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енре 50 ытла ҫын норовируспа чирленӗ. Ку – кӑҫалхи 9 уйӑхри кӑтарту. Тухтӑрсем сывлӑх тӗлӗшпе тимлӗрех пулма ыйтаҫҫӗ.
Ку вирус Чӑваш Енре 2011 ҫултах палӑрнӑ. Кӑҫал Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫын уна чирленӗ. Патӑрьел районӗнче – 6 тӗслӗх. Тухтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: норовирус ерет. Вӑл – пыршӑлӑх инфекцийӗ. Пӗрремӗш хутчен ӑна АПШри Норволк хулинче 1972 ҫулта тупса палӑртнӑ.
Юлашки ҫулсенче Раҫҫейре ку вируспа ҫынсем ытларах аптӑраҫҫӗ. Вӑл ҫуман пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла, чашӑк-тирӗк урлӑ ерет. Пӗр-пӗрне алӑ тытсан та вӑл организма лекет. Кун пек чухне кӑмӑл пӑтранать, хӑстарать, вар витти пуҫланать, ӳт температури ӳсет.
Шупашкартан Канаша 18 сехет те 40 минутра каякан пуйӑса расписанирен кӑларӗҫ. Чукун ҫул транспортне кӑмӑллакансемшӗн савӑнӑҫлах мар хыпара Тутарстанри Транспорт министерстви пӗлтернӗ.
«Канаш—Шупашкар» тата «Шупашкар—Канаш» маршрутпа хутлакан пуйӑсӑн ҫӗнӗ рапсисанийӗ паянтан вӑя кӗрет.
Ҫапла вара паян 03 сехет те 51 минутра Канашран Шупашкара 6502 номерлӗ пуйӑс килмӗ. Шупашкартан Канаша ҫӳренӗ 6505 номерлӗ пуйӑс та 18 сехет те 40 минутра ҫула тухмӗ.
Канаша 07 сехет те 12 минутра тата Канашран Шупашкара 17 сехет те 05 минутра хутланӑ пуйӑссем малашне те ҫӳрӗҫ.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Шупашкартан Самара пуйӑс ҫулӗ туни экономика тӗлӗшӗнчен усӑллӑ тесе шухӑшланӑ май «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен уҫӑ обществи ҫак икӗ хулана пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳрекен ҫулпа ҫыхӑнтарма сӗннине пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарти Гладков урамӗнче ҫӗнӗ шкул хута кайни пирки эпир те пӗлтернӗччӗ. Хула администрацийӗ шкул директорӗн вакансине кам йышӑнассине палӑртмашкӑн конкурс ирттернӗ.
Конкурса ирттересси пирки ҫурла уйӑхӗн варринче пӗлтернӗ. Директор пуканне кам йышӑнассине авӑн уйӑхӗн варринче палӑртма шухӑшланӑ. Анчах конкурс тӑсӑлса кайнӑ.
Конкурса иккӗмӗш хут ирттернӗ. Хальхинче директора палӑртнӑ. Ку тивӗҫе Татьяна Львовна Николаева пурнӑҫлӗ. Вӑл халӗ Шупашкарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 1-мӗш шкула ертсе пырать.
Аса илтерер: шкулта 1100 ача валли вырӑн пулӗ. Ӑна ҫулталӑк вӗҫлениччен туса пӗтерме палӑртнӑ.
Шупашкарта пӗр миллион укҫана тивӗҫ чи хитре юрлакана шыраҫҫӗ. Кастинга виҫӗ куна палӑртнӑ. Пӗрремӗшӗ юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Олимп» культура ҫуртӗнче иртнӗ. Теприне ыран «Медвежий угол» барта, виҫҫӗмӗшне каллех «Олимпра» пухмалла.
Вокалистсен хушшинче иртекен «ХаРРошая премия» конкурса 16 ҫултан аслӑраххисене хутшӑнма ирӗк панӑ. Музыка ушкӑнӗсен те конкурсра тупӑшма юрать. Анчах пурин те вӗсен автор юррипе хутшӑнмалла.
Финала пӗтӗмпе 10 юрӑҫа суйласа илӗҫ. Вӗсенчен чи пултаруллине «Русское радио» пӗр миллион тенкӗ преми пама шантарать.
Финал чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарти «Мега Галакси» кану центрта иртмелле. Ҫӗнтерӳҫӗне премие «Серебро» хӗрарӑмсен поп-ушкӑнӗн юрӑҫисем тыттарӗҫ.
Шупашкарти Петров урамӗнчи ҫурт 9-мӗш ҫурт ишӗлме пуҫлани, ӑна аварриллисен йышне кӗртсе ун вырӑнне ҫӗннине хӑпартни пирки пӗрре мар хыпарланӑччӗ. Ҫак ҫурт пирки каллех калаҫнӑ.
Ҫынсене хальхинче тата мӗн пӑшӑрхантарать? Унта пурӑнма куҫакансене ҫурт ҫывӑхӗнчи территорие мӗнле хӑтлӑлатни канӑҫсӑрлантарать-мӗн. Унта парковка валли вырӑн пулӗ-и?
«ГУКС» АО директорӗ Юрий Агеев каланӑ тӑрӑх, проект патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ. Вӑл мӗнпур требованипе килӗшсе тӑрать. Ҫав шутра ун ҫывӑхӗнчи лаптӑка хӑтлӑлатас ыйтӑва тата ыттине шута илнӗ.
Ку ҫурта ҫитес ҫулхи 3-мӗш кварталта туса пӗтерме палӑртнӑ. Унта 153 хваттер пулӗ.
Ӗнер чӑваш парламенчӗн депутачӗсене халӑх тарҫи пулнине ӗнентерекен значоксем тыттарнӑ.
Депутат значокӗсене субординацие пӑхӑнса валеҫнӗ: малтан парламент ертӳҫине, унтан — спикер ҫумӗсене, кайран — комитет ертӳҫисене, юлашкинчен — ахаль депутатсене.
Александр Белов журналист ҫырнӑ тӑрӑх, значоклӑ пулнисем протокол сӑнӳкерчӗкӗ валли ӳкерӗннӗ май кашни хӑйне май тытнӑ. Шупашкарти Ҫӗнӗ Кӑнтӑр микрорайонӗнчен депутата суйланнӑ Роман Каляев Валерий Филимонов спикера тӑванла ыталаса илнӗ, Петр Краснов регалине типпӗн илсе ҫаврӑнса утнӑ, Игорь Моляков сӑмах калама ӑнтӑлнӑ.
Депутата пуҫласа суйланнисем значока тимлӗн сӑнанӑ пулсан, унччен те халӑх тарҫи шутланнисемшӗн вӑл хӑнӑхнӑ япалан туйӑннӑ. Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗн пуҫлӑхӗ Юрий Кислов малтанхи значока кӑмӑлланине палӑртнӑ, мӗншӗн тесен унӑн йӗппи (булавки) меллӗрех пулнӑ, хальхи валли вара пиншака шӑтарма тивет.
Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти шкулсенче ӗҫлекен чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен тата шкулсенчи директорсен вӗренӳпе воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗсен ушкӑнӗ Чӑваш Республикипе юнашар вырнаҫнӑ кӳршӗ Мари Эл Республикин тӗп хулине — Йошкар-Олана — ҫул тытнӑ. Унта вӗсем хулари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 14-мӗш гимназире «Вӗренекенсен этнокултьтура аталанӑвӗ» ятлӑ семинарта пулнӑ. Мари Эл Республикинче пурӑнакан ӗҫтешсем пирӗн делегацие уроксемпе класс тулашӗнчи ӗҫсен тӗсӗсене кӑтартнӑ.
Ҫавӑн пекех вӗрентекенсем хула центрӗнче ҫӗкленекен ҫӗнӗ архитектура микрорайонне ҫитсе курнӑ, тӗрлӗ паллӑ вырӑнсенче экскурире пулнӑ. Вӗрентекенсене уйрӑмах ҫармӑссем хӑйсен тӗп хулин историне, унпа ҫыхӑннӑ паллӑ ҫынсен ячӗ-шывне ҫӗклеме тӑрӑшни кӑмӑла кайнӑ тата Европа шайӗнче тӑракан архитектура ҫурчӗсемпе парксем, урамсемпе лапамсем ҫӗклеме вӑй-хал ҫитерни тӗлӗнтернӗ.
Нумаях пулмасть Пятница телеканалпа кӑтартакан «Магаззино» кӑларӑм ертӳҫи Александр Молочко Шупашкара килсе кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Ӳкерӳ авӑн уйӑхӗн варринче иртнӗ. Кӑларӑм эфира хӑҫан тухасси паллӑ.
Кӑларӑма Пятница телеканалпа ҫитес эрнере курма май пулӗ. Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 18 сехетре эфира тухӗ вӑл. Шупашкарти лавккасене тӗрӗсленӗ кӑларӑмпа «Магаззинӑн» виҫҫӗмӗш сезонӗ вӗҫленӗ.
Аса илтерер: Александр Молочко Шупашкарта авӑнӑн 18-22-мӗшӗсенче пулнӑ. 5 кунра вӑл Тӗп пасара, «Смак» лавккана, «Акатуй» супермаркета тӗрӗсленӗ. Александр Молочко вӗсенчен пӗрне те наклейка ҫыпӑҫтарса хӑварман.
Кӑларӑм ертӳҫи Шупашкар лавккисенче таракансем чупнине, срокран тухнӑ апат-ҫимӗҫ сутнине, ҫимӗҫсенче нитрат нумаййине тупса палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |