Чӑвашстат ӗҫ укҫи парӑмӗсен кӑтартӑвне шутланӑ. Ҫур ҫулта парӑм темиҫе теҫетке миллион таран ӳснӗ-мӗн.
Ку енӗпе Канаш тата Шупашкар малта. Чӑвашстат специалисчӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче ӗҫ укҫин парӑмӗ 40 миллион тенке ҫитнӗ.
Конкурс производствин процесӗнчи организацисенче парӑм 15 миллион тенке ҫитнӗ. Чылай компани ӗҫ укҫине мӗншӗн тӳлеменни те паллӑ: «кӗмӗл» ҫук. Палӑртма кӑмӑллӑ: республикӑри 19 районта тата 2 хулара парӑм пачах ҫук. Канашра вара ҫынсене пӗтӗмпе ӗҫ укҫи 20,7 миллион тенкӗ тӳлемен. Шупашкарта ку кӑтарту 14,7 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Шупашкарта археологи шыравӗ вӑхӑтӗнче тепӗр ӗлӗкхи кӑмака тупнӑ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӑна тӗпчеҫҫӗ.
Шырав Ярославль урамӗнчи 29-мӗш ҫурт тӗлӗнче пулнӑ. Кӑмакана шӑпах унта тупнӑ. «Шупашкарти производство комплексӗ» археологи еткерне халӗ тишкереҫҫӗ.
Кӑмака виҫӗ камерӑран тӑрать. Вӗсене 9х16х32 калӑпӑшлӑ кирпӗчрен хатӗрленӗ. Специалистен шухӑшӗпе, ахӑртнех, унпа кирпӗч туса кӑларнӑ ҫӗрте усӑ курнӑ. Вӗсенчен вара Ярославль урамӗнчи ҫуртсене тунӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑмака XVII-XVIII ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи. Тӗпчев малалла пырать.
«Хавал» чӑваш халӑх пӗрлешӗвӗ вырӑс шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗренекен пӗрремӗш класс ачисем валли диск кӑларнӑ.
«Кала-ха» вӗренӳ пособине 15 юрӑ ҫырнӑ. Вӗсенчен пӗрине мӗнпур курс валли визит карточки тесе хаклаҫҫӗ.
Маларах асӑннӑ пӗрлешӗвӗн хастарӗ Александр Блинов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес уйӑхра Чӑваш кӗнеке издательствинче пособи те кун ҫути курӗ.
Диска Ют чӗлхесен «Язык для успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) шкулӗнче туянма пулать. Унӑн сайчӗ — http://language-school.ru/kontaktyi. Диск 100 тенкӗ тӑрать.
А. Блинов офиссен адресӗсене те пӗлтерет: Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 12Б ҫуртри 212-мӗш офис (23-02-03), Ленин проспектӗнчи 7-мӗш ҫуртри 302-мӗш офис (тел. 68-50-07), Мускав проспектӗнчи 17/1-мӗш ҫуртри 2-мӗш хутра (тел. 43-96-77), Университет урамӗнчи 34-мӗш ҫурт (тел. 68-50-90), Максим Горький урамӗнчи 12-мӗш ҫурт (тел. 68-00-56), 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 19/37-мӗш ҫурт (тел. 68-50-03), Смирнов урамӗнчи 7-мӗш ҫурт (тел. 68-03-45). Кунсӑр пуҫне Ҫӗнӗ Шупашкарта та сутаҫҫӗ.
2013 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗ республикӑн тӗп хулине хӑтлӑх кӗртессипе ҫыхӑннӑ правилӑсене ҫирӗплетнӗ. Унта ҫуртсен урам енне кондционерсемпе антеннӑсем вырнаҫтарассине те пӑхса хӑварнӑ. Хулари тӳре-шара ҫырса хатӗрленӗ, депутатсем ҫирӗплетнӗ правилӑра 2.11 пунктӑн 2.11.2.2 ҫум пунктӗнче Шупашкарти магистральлӗ урамсенче кондиционерсемпе антеннӑсене картиш енне кӑна вырнаҫтарма ирӗк панӑ.
Прокурор тӗрӗслевӗ ку пункт саккунпа килӗшсе тӑманнине палӑртнӑ. Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансенчен пӗрисем ҫуртӑн пӗтӗмӗшле пурлӑхӗпе усӑ кураяҫҫӗ те теприсен айккинче юлма тивет.
РФ Ҫурт-йӗр кодексӗн 1-мӗш статйинче ҫурт-йӗрпе усӑ курассинче федераци саккунӗсемпе хӑш-пӗр чару пулайрассине пӑхса хӑварнӑ-ха, анчах ҫурт ӑҫта вырнаҫнинчен килессине унта асӑнман.
Саккунпа килӗшсе тӑман пункта прокуратура пӑрахӑҫлама хушса хут ҫырнӑ.
Шупашкарти ҫуртсен ҫывӑхӗнче ҫӳп-ҫап купи ӳссе ларна. Унран халӗ те хӑтӑлаймаҫҫӗ.
Ку купа мӗнле ӳссе ларнине ҫынсем те, чиновниксем те ӑнланаймаҫҫӗ, чӑн-чӑн тӗлӗнтермӗш тейӗн. Мӗншӗн тесен вӑл мӗнле пулса кайнине никам та пӗлмест.
Ҫӳп-ҫап купи 2014 ҫулта йӗркеленме тытӑннӑ. Мӗнле? Никам та калаймасть. Ҫывӑхри ҫуртсенче пурӑнакансем ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫӳп-ҫапа вӗсем контейнера переҫҫӗ. Халӑх шухӑшӗпе, унта урапасем ҫӗрле килеҫҫӗ те ҫӳп-ҫап тӑкаҫҫӗ. Ҫавна пулах купа ӳссе те ӳссе пырать.
Тӳре-шара те аптӑранӑ. Ҫӳп-ҫапа илсе тухма тӑрӑшаҫҫӗ пулин те купа пӗчӗкленмест. Ҫавах та ку каяш купине юпа уйӑхӗ вӗҫӗччен пӗтересшӗнех.
Шупашкарти Ял урамӗ ятлинче пурӑнакансене те ҫак ыйтӑвах калаҫтарать. Анчах унта нимӗнле тӗлӗнтермӗш та ҫук. Ҫынсем хӑйсемех кивӗ япаласене ҫырманалла туртаҫҫӗ. Контейнер пулсан та унталлах ывӑтаҫҫӗ.
Шупашкарти вӑрманта, Ҫурҫӗр поселокӗ хыҫӗнче, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ икӗ хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Вӗсем ҫухалнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 1954 тата 1956 ҫулсенче ҫуралнӑ икӗ хӗрарӑм вӑрмана кайнӑ та киле таврӑнман. Вӗсене полицейскисем тата республикӑри ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсем тепӗр кунхине шырама тухнӑ.
Шел те, вӗсене тупайман. Хӗрарӑмсене паян та шыранӑ, вӑрманти кашни ҫырма-ҫатрана тӗплӗн тӗрӗсленӗ. Ватӑскерсене малалла шырӗҫ.
Шупашкарта кӑҫал пӗрремӗш виҫӗреш ҫуралнӑ. Паян виҫӗ хӗрачапа амӑшне Пепкелӗх центрӗнчен киле янӑ.
Амӑшӗ Софийӑна, Миланӑна тата Валерийӑна биркӑсӑрах уйӑраять. Хӗр пӗрчисем ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Кашни 2 килограмран кӑшт ытларах тайнӑ. Хӗрарӑм вӗсене хӑйех ҫуратнӑ.
Хулари 1-мӗш клиника пульницин тӗп тухтӑрӗ Геннадий Драндов каланӑ тӑрӑх, вӗсен виҫӗреш ҫурални 3-4 ҫулта пӗрре ҫуралать. Ҫулталӑкне 8 пин хӗрарӑм ҫуратнине шута илсен ку — сайра тӗслӗх.
Тухтӑрсем виҫӗреше тӗрӗсленӗ. Вӗсем сывах. Амӑшӗ Анастасия Леонтьева унӑн пулӑшуҫӑсем пуррине каланӑ. Ачасен асламӑшӗпе кукамӑшӗ хаваспах мӑнукӗсене пӑхӗҫ. Ҫемьере аслӑ ывӑл та пур. Дима 4 ҫулта. Вӑл та йӑмӑкӗсене пӑхма пулӑшӗ.
«Ҫул-йӗр правилисене пӑснӑ — ҪҪХПИе шӑнкӑравла» — ҫак ятпа Шупашкарта пӗрремӗш хут акци иртнӗ. Ӑна ҫул ҫинче аварисен йышне пӗчӗклетессишӗн йӗркелеҫҫӗ.
Общество транспорчӗ ҫине стикерсем ҫыпӑҫтарнӑ. Унта дежурнӑй чаҫӗн номерне палӑртнӑ. Ҫул-йӗр правилисене пӑснине курсан 24-07-70 номерпе шӑнкӑравламалла.
Стикерсене маршруткӑсем ҫине ҫыпӑҫтарнӑ. Ӑна ахальтен суйламан. Ҫынсем ку транспортпа тӑтӑшрах усӑ кураҫҫӗ. Водительсем вара правилӑсене нумай пӑсаҫҫӗ.
Вӗсен айӑпӗпе кӑҫалхи 8 уйӑхра 26 авари пулнӑ. Вӗсенче 34 ҫын суранланнӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗ ҫынсем йӗркене пӑсни пирки вӑхӑтра пӗлтерессе шанать.
Домодедовӑри ЗАГС пайӗнче хӑйне евӗр туй иртнӗ. Унта Шупашкарта пурӑнакан Наталия Геннадьевна Андреева тата Мускаври Игорь Михайлович Афанасьев ҫемье чӑмӑртанӑ.
Хӗр ЗАГСа ахаль тумпа пыман. Вӑл чӑваш тумӗпе ҫитнӗ. Ӑна ун валли ятарласа ентешӗсем ҫӗленӗ.
Наталья тӑван йӑли-йӗркине хисеплет, тӑван халӑхне юратать. ЗАГС ӗҫченӗсем хитре тум тӑхӑннӑ мӑшӑра курма хавас пулнӑ. Вӗсем ҫамрӑксене саламласа юрату, ҫемье ӑшши суннӑ.
Шупашкарта чи хӑрушлӑхсӑр маршурткӑсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Ӑна тунӑ чухне ҫурла уйӑхӗнчи кӑтартусене шута илнӗ.
Танлаштарӑма авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнипе хатӗрленӗ. Хулара хӑш маршруткӑна ларма хӑрушӑ мар-ха? Хӑшӗсем ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнса ҫӳреҫҫӗ?
Танлаштарӑма туса Шупашкар ҫыннисене хӑш общество транспортне ларма хӑрушӑ маррине пӗлтересшӗн. 46-мӗш тата 49-мӗш маршрутсемпе ҫӳрекеннисем ҫул-йӗр правилисене нумай пӑсмаҫҫӗ. Кунашкал тӗслӗх вӗсен уйӑхра пӗрре пулнӑ. 65-мӗш маршрутка — 70, 61-мӗш – 32, 37-мӗш 12 хутчен ҫул-йӗр правилисене пӑснӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |