Авӑн уйӑхӗн 21-30-мӗшӗсенче Чӑваш Енре «Автобус» декада иртет. Ҫул-йӗр ӗҫченӗсем ҫынсене илсе ҫӳрекен автобуссене чарса тӗрӗслеҫҫӗ. Ку – питӗ лайӑх шухӑш. Мӗншӗн тесен ҫулпа шӑхӑрса пыракан водитель сахал мар халӗ. Халӑха илсе ҫӳремелли йӗркене пӑснӑ тӗслӗх те пайтах.
Инспекторсем водительсене тӗрӗсленине 21+ телекуравпа пӑхма май килчӗ. Сюжета сӑнанӑ май ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑчӗ. Ара, хам та кашни эрнерех яла каятӑп, пӗрмай ҫул ҫинче. Автобуса е маршруткӑна ларнӑ чухне водителе, организацие шанатӑн-ҫке-ха.
Инспекторсем икӗ маршруткӑна чарчӗҫ. Вӗсенчен иккӗшне те асӑрхаттару пачӗҫ. Пӗри, Ҫӗрпӳрен Шупашкара килекенскер, урапана газпа ӗҫлеттермелле тунӑ. Полицейскисем ку ҫынсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнине каларӗҫ. Урапана улшӑнусем кӗртни инкекпе вӗҫленме пултарать. Инспекторсем ҫынсене ку маршруткӑран кӑларса теприне, хӑрушлӑх кӑларса тӑратманнине, лартрӗҫ. Ҫынсем Шупашкара чипер-йӗркеллех ҫитнӗ.
Тепӗр маршруткӑна чарсан вара вӑл пачах саккуна пӑсни палӑрчӗ. Хайхи водителӗн ҫынсене «Ҫӗрпӳ-Шупашкар» маршрутпа илсе ҫӳреме ирӗк ҫук-мӗн.
Паян, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри утмалли куна паллӑ тунӑ. Спорта юратакансем хулари тӗп урамсемпе утнӑ. Ку мероприятине ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
Ку уява йӑлана кӗнӗ акципе пӗрлештернӗ. Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗнче ветерансем сывлӑхне ҫирӗплетсе утнӑ тата ҫынсем тухтӑрпа уҫӑлма тухнӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейри утмалли куна Олимп чемпионки Елена Николаева та хутшӑннӑ. Спортсменкӑн шухӑшӗпе, утасси — спортӑн чи ҫӑмӑл тӗсӗ. «Олимп медалӗ патне эпӗ нумай талпӑннӑ. 30 ҫулта Олимп чемпионки пулса тӑтӑм! Паянхи кун та утатӑп, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнатӑп», — тенӗ Елена Николаева.
Шупашкарти Тӗп пасар умӗнче ҫӗнӗ палӑк лартасшӑн. Ӑна ҫынсем курса ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Темӗнле сӑлтава пула палӑка каялла илнӗ. Ӑна ҫитес вӑхӑтра вырӑна тавӑрӗҫ.
Палӑк — хӗвелҫаврӑнӑш вӑррине сутакан кинемей. Ку палӑка тахҫанах лартма шухӑшланӑ-мӗн. Ӑна хатӗрлемешкӗн 2 уйӑх кирлӗ пулнӑ.
Палӑка пасара кӗнӗ ҫӗрте паян, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, вырнаҫтарнӑ. Ӑна ирхине ҫынсем курса юлнӑ. Каҫ енне вара вӑл таҫта ҫухалнӑ. Анчах ҫитес вӑхӑтра вӑл каялла таврӑнассине пӗлтереҫҫӗ.
Иртнӗ ӗмӗрте ҫак вырӑнта кинемейсем хӗвелҫаврӑнӑш вӑрри сутнӑ. Ҫакна асра тытса палӑк лартма шухӑшланӑ та. Ӑна тимӗртен тунӑ, пӑхӑр сӑрӑпа сӑрланӑ. «Кинемей» 300 килограмм таять.
Ку хӗрсем Африкӑран Чӑваш Ене ахальтен килмен. Кунта вӗсен «услам» пулнӑ.
Вӗсем укҫа ӗҫлесе илнӗ. Мӗнле? Хӑйсен кӗлеткине сутса. Африка хӗрӗсем ку ӗҫпе аппаланнине ҫурла уйӑхӗнчех тупса палӑртнӑ. Йӗрке хуралҫисем тӗрӗсленӗ вӗсене. Хайхискерсен Раҫҫейре пулмалли срок та вӗҫленнӗ-мӗн. Анчах вӗсем ҫӗршывран кайма васкаман.
Африка хӗрӗсене ҫӗршывран кӑларса яриччен ЧР ШӖМӗнчи ют ҫӗршыв гражданӗсене вӑхӑтлӑх тытмалли центра янӑ. Йӗркене пӑснӑшӑн кашнине 2-шер пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех вӗсене ӳтне сутнӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче приставсем хӗрсене Мускава илсе кайнӑ. Унтан вӗсене Африкӑна самолетпа ӑсатӗҫ. Аса илтерер: 2014 ҫулта Шупашкарта кунашкал тӗслӗх пулнӑ. Ун чухне Нигерири 3 ҫынна ҫӗршывран ӑсатнӑ.
Пиллӗкмӗш канал корреспонденчӗсем Шупашкарти депутатсенчен газонсем ҫине машина лартни пирки ыйтса пӗлнӗ. Депутатсем каланӑ тӑрӑх, газонсем ҫине машина лартнӑшӑн штраф тӳлеттерни Шупашкара чи хӑтлӑ хуласен йышне кӗртме май панӑ.
«Шупашкар — Раҫҫейри чи хӑтлӑ хуласенчен пӗри. Ку ята тивӗҫес тесе чылай ӗҫ тунӑ. Куншӑн чи малтанах халӑх хӑй тӑрӑшнӑ. Ку норма пурнӑҫланма тытӑнсанах ҫынсем картишсене чечексемпе илемлетме тӑрӑшакансен ӗҫне хаклама пуҫларӗҫ. Паллах, ку штрафсемпе ҫыхӑннӑ. Анчах пирӗн картишсем машина кӗтӗвне ҫаврӑннине кам ырлатӑр?» — тенӗ Дмитрий Никоноров.
Никоноров хулара пушӑ гараж кооперативӗсем нумаййине те палӑртнӑ. Ҫуртсен айӗнчи гаражсем те пушах. Анчах ҫынсем темшӗн машинисене подъездсен умне лартма кӑмӑлланине каланӑ вӑл.
Кӑҫалхи кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенче машинӑна газон ҫине лартнӑ водительсенчен 25 миллион тенкӗ штраф пухнӑ. Ку укҫапа ҫӗнӗ парковкӑсем тунӑ, хулана хӑтлӑх кӗртнӗ-мӗн.
Чӑваш Енре кӑҫал шкул пӗтерсе аслӑ вӗренӳ заведенийӗсене кӗме пултарнисенчен кашни виҫҫӗмӗшӗ ют хулана тухса кайнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, 32 проценчӗ ытти регионти аслӑ шкулсене суйланӑ. Хамӑр республикӑра юлса кунти университетсене, академисене кӗнисем — 66 процент. Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне кӑҫал 6 457 ҫын тытнӑ. Вӗсенчен кашни виҫҫӗмӗшӗ аслӑ шкулсене тапса сикнӗ.
Ют хулана каякансенчен ытларахӑшӗ Мускав, Питӗр, Хусан хулисене суйланӑ. Чӑваш Енӗн республикӑн Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Мускавпа Питӗре выпускниксенчен 14,5 проценчӗ кайнӑ, ҫав шутран 12,1 проценчӗ — ҫӗршывӑн тӗп хулине, 2,4 проценчӗ — Питӗре. Ытти регионти аслӑ шкулсене кӗме пултарнисенчен 7 проценчӗ Хусанта пӗлӳ илӗ.
Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ умӗн акци ирттерме палӑртнӑ. Ватӑ ҫынсем парикмахерские кайса йӳнӗпе ҫӳҫ кастарма пултараҫҫӗ. Анчах 60 ҫултан аслӑраххисен ҫеҫ ку ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма май пур.
Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 29 тата 30-мӗшӗсенче 60-тан аслӑраххисем ҫӳҫне 100 тенкӗпе ҫеҫ кастарайӗҫ. Анчах ҫӑмӑл прическа пирки ҫеҫ сӑмах пырать. Акци хулари пур районта та иртӗ, ҫулран инҫех мар вырнаҫнӑ парикмахерскисене пырса тивӗ.
«Облик» вӗренӳ центрӗ акцие авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнчех пуҫланӑ. Вӑл юпан 1-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Николаев урамӗнчи 41-мӗш ҫуртри парикмахерскире те ваттисене хапӑлласах йышӑнаҫҫӗ.
Ваттисен ҫӳҫе тӳлевсӗр кастарма та май пур. Николаев урамӗнчи «Овация» тата Декабристсен урамӗнчи «Диана» парикмахерскисене ҫитмелле. Унта «Облик» центрта вӗренекенсем ҫӳҫ касӗҫ.
Уйрӑмах хӑрушӑ преступнике 4 ҫул шыраҫҫӗ. Ку таранччен вӑл Атӑлҫи тӑрӑхӗнче 30 ытла хӗрарӑма вӗлернӗ. Пурте — 75–90 ҫулсенчисем.
Преступник пӗччен пурӑнакан хӗрарӑмсен алӑкӗнчен шаккаса хӑй ТСЖ ӗҫченӗ пулнине пӗлтернӗ. Унтан хваттере кӗрсе хӗрарӑма пӑвса вӗлернӗ, укҫи-тенкине вӑрласа тухнӑ. Кунашкал икӗ тӗслӗх Шупашкарта та пулнӑ.
Ҫав хурах ведеокамера ҫине те лекнӗ. Анчах унӑн ятне-шывне никам та пӗлмест. Ун пирки пӗлтерекене 3 миллион тенкӗ пама шантараҫҫӗ. Унччен ку хыпаршӑн 1 миллион тенкӗ пама шантарнӑччӗ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хурах пирки хыпарлаканӑн ятне-шывне никама та каламӗҫ. Унӑн сӑнӗн фоторобочӗ пур.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутатне Юрий Борисова ятланӑ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташне «фанфурик» сутнишӗн сӑмах лекнӗ.
Республика правительствин эрнесерен иртекен ларӑвӗнче Элтепер Администрацийӗн Тӗрӗслев тата халӑх хӑрушсӑрлӑхӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Метелкин Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 4 суту-илӳ точкинче спиртлӑ хутӑшсене пӗчӗк савӑтпа сутнине пӗлтернӗ. Ҫавсен хушшинче республикӑн тӗп хулинчи Гагарин урамӗнчи павильона асӑннӑ. Ӑна вара Юрий Борисов депутат тытса тӑрать иккен.
Элтепер усламҫӑ пирки: «Бизнес тесе нравственность та, кӑмӑл-сипет те, этика та ҫук», — тесе ӳпкевлӗн каланӑ май потребитель рынокӗнче йӗрке пулмаллине асӑрхаттарнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗнче кадр тӗлӗшӗнчен улшӑнусем пулнӑ. Тытӑм ертӳҫин Алексей Ладыковӑн — ҫӗнӗ ҫум.
Пӗтӗмпе Алексей Ладыковӑн — ултӑ ҫум. Ҫӗнни, Алексей Жирнов, экономика аталанӑвӗпе тата финанспа ҫыхӑннӑ ыйтусене пӑхса тӑрӗ. Унпа паян хула администрацийӗнче иртнӗ канашлура паллаштарнӑ.
Алексей Ладыков палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ ҫум финанс, кредитлӑх, инвестици тытӑмӗнче пысӑк опыт пухнӑ. Унччен Михаил Жирнов Мускаври «Оптима» тата «Эксплор» компанисенче, «Альфа-Банкра», «Чӑвашкредитпромбанкра» ӗҫленӗ. Вӑл Симферопольте те ӗҫлеме ӗлкӗрнӗ. Унта вӑл «Крымсавут» учрежденире вӑй хунӑ.
Унччен ку должноҫра Максим Семенов ӗҫленӗ. Кунта вӑл 5 ҫул вӑй хунӑ, должноҫран утӑ уйӑхӗнче кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |