Шупашкарта ҫурт йӑтӑнса аннӑ. Граждан урамӗнче вырнаҫнӑскерӗн пӗр пайӗ ишӗлнӗ. Унта никам та пурӑнман.
Ку паян 11 сехетре пулнӑ. Ҫуртӑн сулахай енӗ мӗншӗн йӑтӑнса аннине тӳрех палӑртайман. Унта ҫынсем пурӑнман, анчах унта кӗрсе ҫырткаламалли кафе пулнӑ.
Вырӑна специалистсем ҫийӗнчех ҫитнӗ. Икӗ хутлӑ ҫурт мӗншӗн ишӗлнине палӑртнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, унта никӗсе ҫирӗплетес тесе ӗҫсем ирттернӗ. Ҫавна пула ҫӗр куҫнӑ, унтан сулахай кӗтес ишӗлнӗ. Телее, никам та шар курман. Шалта пулнисем ҫурт ишӗлсе аниччен урама чупса тухма ӗлкӗрнӗ.
Хӑлха илтменнисен обществи унта тӗлпулусем ирттернӗ. Вӗсен пӳлӗмӗ – сылтӑм енче. Галина, обществӑра ӗҫлекенскер, каланӑ тӑрӑх, вӗсем сасӑ илтсенех урама чупса тухнӑ.
Полици ӗҫченӗсен кунӗ умӗн РФ ШӖМӗ ачасен «Манӑн атте-анне полицире ӗҫлет» сӑнӳкерчӗксен конкурсне ирттерет. Шӑпӑрлансем хӑйсен ӗҫӗсенче аслисем ӑҫта ӗҫленине уҫса кӑтартма тӑрӑшнӑ.
Чӑваш Енре «Полицейские — ырӑ сӑмах» видеосаламсен клнкурсне ирттерме шухӑшланӑ. Чи лайӑх ӗҫсене Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче кӑтартӗҫ.
Жюри ачасен 30 ытла ӗҫне пӑхса тухнӑ. Чи пӗчӗкки — 4 ҫулта. Дарья Николаева ӗҫне «Атте — командировкӑра» ят панӑ. Муркашри шкулта вӗренекенскер виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Шупашкарти 48-мӗш шкулта ӑс пухакан Валерия Архипова «Полици пире сыхлать» ӗҫӗпе иккӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗ — Шупашкарти 4-мӗш гимназире вӗренекен Анастасия Свеклова. Вӑл ӗҫне «Анне патӗнче ӗҫре» ят панӑ. Малти вырӑнсене тухнӑ ӗҫсем Раҫҫей шайӗнче иртекен финала хутшӑнӗҫ.
Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче инкек пулнӑ. Балконран ҫул ҫитмен ҫамрӑк ӳксе вилнӗ. Арҫын ача 16-17ре ҫеҫ пулнӑ. Следстви комитечӗ халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатать.
Ку чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пулнӑ. Тӑххӑрмӗш пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи пӗр ҫуртран ҫамрӑк ӳкнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ 11-мӗш класра вӗреннӗ. Ҫав каҫ вӑл юлташӗсемпе пулнӑ.
Каччӑ 14 е 18-мӗш хутран ӳкнӗ. Вырӑна тӑванӗ ҫитнӗ. Унтан ашшӗпе амӑшӗ килнӗ. Йӗрке хуралҫисем ҫамрӑксем пулнӑ вырӑна пӑхса тухнӑ, эрех-сӑра кӗленчисене тупнӑ.
Следовательсем ҫав каччӑпа пӗрле пулнӑ ҫамрӑксенчен ыйтса тӗпченӗ. Ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницине Красноармейскинчи район пульниципе пӗрлештересшӗн. Ӗнер ку ыйтупа районта халӑха пухса калаҫнӑ.
«Красноармейски районӗнчи ҫынсене медицина пулӑшӑвӗ кӳрессине лайӑхлатас тесе эпир ҫакӑн пек йышӑнатпӑр. Кунти пульницӑна сыхласа хӑварасшӑн, сиплев учрежденийӗн пухӑнса кайнӑ парӑмне татасшӑн», — ӗнентернӗ министр районтисене. Красноармейски тухтӑрӗсем Васкавлӑ пулӑшу пульницинчи хальхи вӑхӑтри технологисемпе усӑ курма пултарнине те палӑртнӑ вӑл. Ансӑр спецалистсем вара района ҫитсех ҫынсене консультаци пулӑшӑвӗ кӳрӗҫ. Фельдшерпа акушер пункчӗсем, ҫемье врачӗн офисӗсем малтанхиллех ӗҫлӗҫ.
Икӗ пульницӑна пӗрлештерессине Алла Самойлова министр халӑх ырлӑхӗшӗн тӑрӑшнипе сӑлтавланӑ.
Шупашкарта хула пуҫлӑхне тӳлевсӗр ӗҫлеттересшӗн. Унччен республикӑн тӗп хулинчи Депутатсен пухӑвӗн Председателӗ — хула пуҫлӑхӗ пулнӑ Леонид Черкесов РФ Патшалӑх Думине депутата суйланнӑ хыҫҫӑн ҫак тивӗҫе унӑн ҫумӗ Ирина Клементьева ҫине тиенӗччӗ. Ун хыҫҫӑнах хула пуҫлӑхне тӳлевсӗр ӗҫлеттермелли пирки сӑмах тухрӗ.
Ӗнер шупашкарсем хула пуҫлӑхне укҫалла е укҫасӑр тар тӑктарассине халӑхпа сӳтсе явма пухӑннӑ. Унта тӗрлӗ шухӑш сисӗннӗ. Либерал-демократсен партийӗн пайташӗ Константин Степанов, сӑмахран, ӗҫлекен ҫынна тӳлемеллине палӑртнӑ. Пухӑва ертсе пыракан Николай Владимиров депутат хӑйӗнпе килӗшменнине кура либерал-демократ тарӑхса тухса кайнӑ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗ Владимир Кузин малтан тӳлес шухӑшлӑ пулнине пӑхмасӑрах халӗ урӑхларах калаҫнӑ. «Ӗҫтешсемпе сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн» вӑл урӑхларах пӗтӗмлетӳ тунине пӗлтернӗ.
Тавлашуллӑ ку ыйтӑва Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче татса парӗҫ. «Халӑх тарҫисем» еплерех йышӑнасси пирки тӗшмӗртме пулать-ха, ҫапах та пӗтӗмлетӳпе васкар мар.
Ачасем ӗҫпе пиҫӗхнине эпӗ пӗртте хирӗҫ мар. Анчах витӗр йӗпетекен ҫумӑрпа тупӑшса ӗҫленине, каҫарӑр та, ӑнланмастӑп.
Тӗлӗнмелле ҫак ӳкерчӗке паян эпӗ Шупашкарти электромеханика колледжӗ патӗнчен иртсе кайнӑ чухне асӑрхарӑм. Вӑхӑт ун чухне вуннӑ ҫурӑ патнеллеччӗ. МТВ чарӑнуран Пичет ҫурчӗ патне ҫитиччен ура йӗп-йӗпех пулчӗ. Вӑйлӑ ҫумӑртан хӳтӗленме кӑларнӑ сунчӑк та пулӑшаймарӗ: куртка нӳрелчӗ.
Ыр ҫын хӑй йыттине урама кӑларман ҫанталӑкра каччӑсем колледж умӗнчи йӗпе юра тасататчӗҫ. Лаптӑкӗ аванах — пуҫтарма тытӑннӑ кӑначчӗ. Яшсенчен пӗри: «Пӗрре! Иккӗ!» — тесе шӳтлесе юлташӗсем патне пычӗ.
Ҫумӑрлӑ ҫанталӑксӑр пуҫне ырӑ вӑхӑт тупайман-ши тесе колледж администрацийӗпе ҫыхӑнма пӑхрӑм. Ҫине-ҫине шӑнкӑравласа ларсан кирлӗ ҫынсем патне ҫитрӗмех: вӗҫне-хӗрне тухма пулчӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарти В.И. Чапаев скверне йытӑ-кушака хӳтӗлекенсем пухӑннӑ. Вӗсем Раҫҫей Федерацийӗн Пуҫиле кодексӗн 245-мӗш статйине хытарма, тӗнче тетелӗнче вырнаҫнӑ петицисенче алӑ пусма ыйтнӑ. «Эпир ҫакна тивӗҫ мар», «Пирӗн те пурӑнас килет» йышши лозунгсемпе пӗрлех ҫакскерсем Хабаровскра чӗрчунсене шар кӑтартакан икӗ хӗре пуҫиле майпа айӑпламалли йышши плакатсем ҫырса тухнӑ.
Йытӑ-кушак пусса ҫиекенсем пирки Пӗрремӗш каналпа темиҫе кӑларӑм кун ҫутти курнӑччӗ. Ун пек кӑларӑмсене пырса сурчӑк сирпӗтсе лараканнисенчен хӑшӗсем ахаль чухне, кӳршӗ-аршӑ пусса ҫиеҫҫӗ тенине илтмӗш пулса пурӑннӑскерсемех. Кайран кӑна, хӑйсен чӗрчунӗ ҫухалсан, пыр шӑтӑкӗ ҫурӑласла кӑшкӑрашма тытӑнаҫҫӗ.
Йытӑ (кушакӗ пиркиех илтсех кайман та) пусса ҫиекенсем ӗлӗкех пулнӑ. Туберкулезран сиплет тенӗрен ҫапла тунӑ хӑшӗсем. Хальхи вӑхӑтра тухтӑрсем ку шухӑша пачах ырламаҫҫӗ, пустуй сӑмах тесе ҫирӗплетеҫҫӗ.
Чӑн та, РФ Пуҫиле кодексӗн 245-мӗш статйи чӗрчунсемпе тискеррӗн тытакансене явап тыттарма пӑхса хӑварнӑ. Статьяна ӑнлантарса панинче тискерлӗх мӗнне ӑнлантарнӑ: ури, хӳрине татса илни, тирне сӳни тата ҫавӑн йышши хӑш-пӗр хӑтланкаларӑш.
Шупашкарти Студентсен скверӗнче кӳлепе чутах тӳнсе кайман. Чалӑшса кайнӑскере рабочисем ҫийӗнчех тӳрлетме тытӑннӑ.
Студентсен скверӗнчи «Добрый ангел мира» (чӑв. Тӗнчен ырӑ пирӗштиӗ) скульптура чалӑшма пуҫланине хула ҫыннисем ӗнер асӑрханӑ. Шупашкар тӑрӑмӗшӗн яваплисем те палӑк тӳнме пуҫланине курнӑ — ӑна ҫийӗнчех юсама тытӑннӑ. Ӗнер вӑл вырӑнта икӗ техника ӗҫленӗ. Аллинче чечек тытакан хӗрарӑм евӗрлӗ ҫав палӑка рабочисем хӑй вырӑнне йӗркелесе лартассипе тӑрӑшнӑ.
Чипер ларакан скульптура чалӑшса кайнине ҫынсем унӑн постаменчӗ чалӑшнипе сӑлтавлаҫҫӗ.
Маларах эпир Шупашкарти «Ашмарин урамӗ» чарӑнуран Кӳкеҫ еннелле кайнӑ ҫул ҫавринче «Уйӑх ҫинчи хӗр» улӑм палӑк ҫуннине пӗлтернӗччӗ. Пӑтӑрмах ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче пулнӑччӗ.
Шупашкарта ҫурална хӗр Мускавра экстремистсем патӗнче тыткӑнра пулнӑ. Елена М.-н амӑшӗ полицие пӗлтермен пулсан, тен, никам та хускалмӗччӗ. Хӗрарӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн хӗрне ИГИЛа () ямашкӑн тытса тӑнӑ.
Оперативниксем хӗре Мускавӑн хӗвеланӑҫ енче тупнӑ. Унта вӑл сакӑр арҫынпа пурӑннӑ. Елена М.-на савнийӗпе пӗрле хваттерте пӗр уйӑх хупса усранӑ. Ахӑртнех, хӗре психотроплӑ япаласем ӗҫтернӗ.
Оперативниксем пӑлӑртнӑ тӑрӑх, унччен Елена Сири ҫыннипе тӗл пулнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл тӗне улӑштарнӑ. Унтан Карачай-Черкесси ҫыннипе пурӑнма тытӑннӑ.
Халӗ ҫав хваттерте пурӑннӑ арҫынсене полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ.
ИГИЛ — Раҫҫейри тата ытти ҫӗршывсенчи ӗҫне чарнӑ террористла пӗрлешӳ.
Шупашкарӑн Алькеш посёлокӗпе ҫумри районӑн Вӑрманкас ялӗ хушшинче вырнаҫнӑ юпана ҫулла тӳнтерме хӑтланни пирки эпир ҫырнӑччӗ. Ҫав пӑтӑрмаха пулах кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче Паттӑрлӑх кунне палӑртмарӗҫ.
Ӗнер, чӳкӗн 6-мӗшӗнче, шар курнӑ юпа вырӑнӗнче халӑх тӗнӗн керемне (храмне) уҫрӗҫ. Тӳнтерме пуҫланӑ юпана тӳрлетсе лартса ун тавра тимӗртен ҫӳллӗ хӳшӗ йӗркеленӗ. Юпана ҫавӑн пекех тимӗр карта тытса ҫавӑрнӑ. Парне тумалли вырӑна та манман. Унччен юпа тӗссӗр тӑнӑ пулсан халь ӑна сӑрланӑ. Маларах ӑна ҫул хӗрринче асӑрхама йывӑр пулнӑ пулсан халь аякранах курӑнса тӑрать.
Кереме уҫма Фёдор Мадуров ӳнерҫӗ, Лапсар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Евгений Афанасьев тата ыттисем хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |