Раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарта пӗр хӗр троллейбуса кӗме тӑнӑ та ӑна ток ҫапнӑ. Вӑл «Гремячево» чарӑнура 6-мӗш троллейбуса ларасшӑн пулнӑ.
«Про Город» хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, Олеся пӗрремӗш картлашка ҫине пуснӑ кӑна – вӑл каялла вирхӗнсе кайнӑ. Хӗр асфальт ҫине ӳкнӗ. Олеся вӑйлӑ чӗтренӗ, калаҫайман та. Ӑна икӗ ҫамрӑк ҫын пулӑшнӑ. Троллейбус водителӗ тухнӑ та: «Васкавлӑ медпулӑшу чӗнмелле-и?» - тесе ыйтнӑ. Шӑнкӑравлакан пуррине курсан каялла ларнӑ та транспорта тапратнӑ.
Хӗре пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӑл унта пӗр талӑк выртнӑ. Олеся юристран пулӑшу ыйтасшӑн, кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен тӑкак кӳнӗшӗн укҫа шыраса илесшӗн. Троллейбус управленийӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерме шантарнӑ.