Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Шупашкарта колхозниксем мӗншӗн хуҫаланасшӑн?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 22.12.2017 22:21 | 2440 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Мускавра пурӑнакан, чӑвашлӑхшӑн ҫунакан чи паллӑ ҫынсенчен пӗри — Владимир Болгарский — Раҫҫей тӗп хулинче Патшалӑх Думи умне пӗчченле пикетпа тухнине Чӑаш халӑх сайчӗ пӗлтернине вулакансем астӑваҫҫӗ пулӗ. Унпа пӗр шухӑшлӑ пулса Валерий Сунгуров та тепӗр плакат йӑтса тӑнине хыпарланӑччӗ ун чух.

Владимир Болгарский пикета тухнине вырӑсла интернет-кӑларӑмсенчен (ӑна рекламӑлас мар тесе ятне асӑнмӑпӑр) пӗринче те ҫырнӑ. Вӑл материала 50 ҫын ытла комментарилеме ӗлкӗрнӗ. Вӗсен самай пайӗн шухӑшӗ, тӗпрен илсен, пӗр пекрех: чӑвашла вӗрентме ыйтса вырӑссене хӗсӗрлеҫҫӗ.

Хама питӗ тӗлӗнтернӗ комментарисенчен пӗрне ҫакӑнта илсе кӑтартасах килчӗ. Ятне кӑтартман этем ҫырнӑ тӑрӑх, иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулсенче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар вокзалӗсенче ҫеҫ чӑвашла калаҫнине илтме тӳр килнӗ. 70-мӗш ҫулсенче Шупашкарта чӑвашсем ҫурринчен те сахалрах пулнӑ. Ун чухне наци шкулӗ е пулнӑ, анчах чӑвашсем хӑйсен ачисене унта вӗрентесшӗнех пулман. Чӑваш чӗлхишӗн янӑрашакансен ачисем чылай чухне Мускавра пӗлӳ илнӗ.

«Эпир шӑпах вырӑнтисем тата кӑк шупашкарсем е ҫӗнӗ шупашкарсем, пирӗнтен чылайӑшӗ чӑваш мар е чӑвашла ӑнланаҫҫӗ, анчах чӑвашла калаҫмаҫҫӗ. Колхозниксем (пурте мар) хӑйсен ялӗнчен килеҫҫӗ те хула культурине илес вырӑнне хӑйсен йӗркине тума пуҫлаҫҫӗ, хӑйсен ялӗнчи пек пурӑнма тата япӑхлатма, хӑйсен чӗлхипе калаҫма хистеме пуҫлаҫҫӗ», — тенӗ комментарторсенчен пӗри...

#чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #МИХсем, #Шупашкар, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Мускав, #вӗрентӳ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимĕр Акташ // 4019.00.7949
2017.12.23 13:24
Шовинистсем сахал мар. Анчах, эпир, хулари чăвашсем, Перестройка вăхăтĕнче (1980-меш çулсен вĕçĕнче) хамăр тăван халăха, хамăра хисеплеме пуçларăмăр. Каялла, комплекс неполноценности патне таврăнмастпăрах!!! Хамăр ачасене, мăнуксене те çапла вĕрентмеллех!
Agabazar // 4089.28.1228
2017.12.23 21:06
Agabazar
Ачамăрсем,
кунашкал павракансем çине çаврăнса пăхма пуçласан, пурăнма та кирлĕ мар.
Петр // 5059.3.5746
2017.12.28 19:22
Шовинистсем хыҫӗнче час-час Ҫӗршыв тӑшманӗсем тӑраҫҫӗ долларсемпе. Патшалӑх, 1363 Чӑваш шкулӗсене пӗтерсен, СССР-не те пӗтерчӗҫ 8 декабрьте 1991ҫулта.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем