Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Аслӑ Устюга кайса пульницӑна лекнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 24.12.2017 17:09 | 1998 хут пӑхнӑ
Культура
http://social.ren.tv сайтри сӑн ӳкерчӗк
http://social.ren.tv сайтри сӑн ӳкерчӗк

Паян, раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ирхи 3 сехет те 30 минутра Коми Республикинчи Сысольск районӗнчи Куратово ялӗ тӗлӗнче автобус тӳнсе кайнӑ. Вӑл «Аслӑ Устюг-Шупашкар-Хусан-Пермь» маршрутпа ҫула тухнӑскер пулнӑ.

Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви паян ирхи 9 сехетре малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, салонта 50 ҫын пулнӑ. Ҫав шутран 49-шӗ — пассажирсем, вӗсенчен 12-шӗ — ачасем. Йышра Чӑваш Енри ҫичӗ ҫын пулни паллӑ.

Ҫул-йӗрти инкекре 12-ӗн аманнӑ. Вӗсен хушшинче Чӑваш Енри пӗр ҫын пур. Аманнисене Коми Республикинчи Сысольск районӗнчи тӗп пульницине вырттарнӑ.

Чӑваш Енри пассажира (вӑл хӗрарӑм пулни паллӑ, мӗншӗн тесен «пострадавшая» тенӗ) травматологи уйрӑмне вырттарнӑ. Унӑн сывлӑхне вӑтам йывӑр тесе хаклаҫҫӗ.

Ҫаврӑнса ӳкнӗ автобусри ытти пассажира Куратово ялӗнчи Культура ҫуртне вӑхӑтлӑха вырнаҫтарнӑ. Кайран вӗсене туркомпанин тепӗр автобусӗпе лартса янӑ.

#Сывлӑх сыхлав министерстви, #Аслӑ Устюг, #туристсем, #машинӑсем, #сывлӑх, #Коми Республики, #Куратово, #Сысольск, #спорт, #Пермь, #Шупашкар, #Хусан, #пульницӑсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем