Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Владимир Болгарский чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе Патшалӑх думи умне тухнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 19.12.2017 12:47 | 4482 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Мускавра пурӑнакан чӑвашлӑхшӑн ҫунакан чи паллӑ ҫынсенчен пӗри — Владимир Болгарский — паян Раҫҫей тӗп хулинче вырнаҫнӑ Патшалӑх думи умне пӗчченле пикетпа тухнӑ. Унпа пӗр шухӑшлӑ пулса Валерий Сунгуров та тепӗр плакат йӑтса тӑнӑ.

«Моему чувашскому-булгарскому языку более 2000 лет. Сейчас он испытывает небывалые трудности. Требую равных условий для развития языков в республиках РФ. Для обучения родному языку требуется согласие родителей, а для иностранного — нет. Почему?» (чӑв. Манӑн чӑваш-пӑлхар чӗлхи 2000 ҫултан аслӑрах. Хальхи вӑхӑтра вӑл пысӑк йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ. РФ республикисенче чӗлхесене аталанма пӗрешкел условисем туса пама ыйтатӑп. Тӑван чӗлхене вӗренме ашшӗ-амӑшӗнчен ирӗк ыйтаҫҫӗ, ют чӗлхешӗн вара — ҫук. Мӗншӗн?) — ҫапларах ҫырнӑ Владимир Болгарский хӑйӗн плакачӗ ҫине. Тепӗр плакатне Валерий Сунгуров тытнӑ. Унта «Требую ратификации европейской хартии о языках» (чӑв. Европӑн чӗлхесем ҫинчен калакан хартине ратицикацилеме ыйтатӑп) тесе ҫырнӑ пулнӑ.

Чӑваш хастарӗсем — пӗри Трак ен, тепри Чӗмпӗр ен чӑвашӗ — Патшалӑх Думи умне 9 сехетре тухнӑ. 11 сехетре пӗчченле пикета вӗҫленӗ. Плакатпа тӑнӑ вӑхӑтра пӗр хут ҫеҫ ФСО хуралҫи пырса кайнӑ — ҫын кам пулнине ӗнентерекен документа тӗрӗсленӗ. Ытти енчен нимӗнле чӑрмав та пулман.

«Патшалӑх Думин тӗп алӑкӗ патне пыраймарӑмӑр. Унти вырӑна пирӗнчченех тепӗр пикетҫӗ йышӑннӑран 50 метр аяккарах тӑма тиврӗ», — пӗлтерчӗ Владимир Болгарский. Маларах пырса тӑни ирӗклӗ сунаршӑн пикетленӗ иккен.

#чӑваш чӗлхи, #пикетсем, #политика, #Патшалӑх Думи, #Мускав

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимĕр Акташ // 4019.00.7949
2017.12.19 15:08
Маттурсем, Владимир Болгарский тата Владимир Сунгуров!!!
Эсир чăн-чăн хăюллă чăваш патриочĕсем!!! Эпир сирĕнпе мăнаçланатпăр!!!
Agabazar // 3631.89.9779
2017.12.19 19:37
Agabazar
Алăкĕ патнех пырса тăраймарăмăр тенĕ-ха та, кунта тăрă пур вĕт. Алăк тĕлĕ пулмасан тата мĕскер вăл?
2017.12.20 14:56
Владимир Болгарский
Акапасар унта ике алăк. Пĕp eнчен патенчех тăтăммăp. Tепĕp тĕп алăкĕ eнчен 20 метрсенчех тăтăммăp. Саккунпа тепĕp пикетчиксем пулнипе, 50 метрта пулмалла пулсан та. Фотосем çинче расстояни паллă.
Хăватлăар // 7127.0.0452
2017.12.21 12:51
Маттурсем, Владимир Болгарский тата Владимир Сунгуров. Чăвашсем-тăванăмăрсĕм. Маттур та хăватлă пулар. Хамăр прависĕне саккунпа килишÿлле хÿтĕллер. Пур нацийсĕнь прависĕм пĕр тан, пĕр пек, урăхла нимĕнлете пулма пултараймасть.
Виктор Шурыгин // 5059.3.5746
2019.04.08 18:35
Чӑваш чӗлхи - ӑстӑнлӑ Ҫуттӗнче тӗлӗнтермӗшӗ! Вӑл этемлӗхӗн пӗрремӗш чӗлхине, сӑмахсен тата вӗсен пӗлтерӗшӗсене, 75% упраса тата йӑтса пыракан чӗлхе! Ку шайра тӑракан чӗлхе тӗнчере тек ҫук. Ҫавӑнпа чӑваш чӗлхин пархатарӗсемпе илӗртӳлехӗсем питӗ пысӑк.
Виктор Шурыгин // 5059.3.5746
2019.04.08 18:45
Чувашский язык - духовное чудо света. Он незаменим при исследовании всех языков мира. Разумно уважим его достояние и защитим его!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем