Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Пӑтӑрмахсем

Этем правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен Европӑри суд милици чӳречинчен пенӗ арҫынна Раҫҫей правительствине 23 пин евро тӳлеттерме йышӑннӑ.

Шупашкарта пурӑнакан Леонид Петровпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах 2006 ҫултах пулса иртнӗ. 10 ҫул каялла, шӑп та лӑп юпа уйӑхӗнче, ӑна Шупашкарти Мускав районӗнчи Шалти ӗҫсен пайне наручник тӑхантартсах тытса пынӑ. Йӗрке хуралҫисенчен шар курнӑ арҫын каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ӳсӗр оперативниксем ӑна хӗнесе пӗтернӗ, мӑшкӑллассипе хӑратнӑ. Ҫапла пуҫтахланса вӗсем ӑна вӑрланине тата ҫынна вӗлернине йышӑнтарасшӑн пулнӑ. Тытса чарнӑскерӗн аллине йӗрке хуралҫи шутланакан этемсем 40 килограмм таякан кире пуканӗ ҫыхса лартсах хӗненӗ. Чӳречерен перессипе те хӑратнӑ. Преступлени тунине йышӑнманнине кура арҫынна вӗсем, чӑн та, чӳречерен тӗксе янӑ.

Суранланнӑ арҫынна пульницӑра операци тунӑ. Тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ ҫынна сиплев учрежденийӗнче те кравать ҫумне аллине сӑнчӑрласа тытнӑ.

Чӑваш Енӗн следстви органӗсем милиционерсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарма 24 хутчен хирӗҫленӗ. Юлашкинчен ӗҫ-пуҫ Европӑри судах ҫитнӗ. Унта этем правине пӑснине ҫирӗплетсе панӑ-панах.

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем
Евгений Борисов текех Герой мар
Евгений Борисов текех Герой мар

Шупашкарти Мускав районӗн сучӗ Раҫҫей Федерацийӗн Геройне Евгений Борисова «Астармӑш вӑйӑсем йӗркеленӗшӗн тата ирттернӗшӗн», «Сӗтев панӑшӑн» статьясемпе килӗшӳллӗн айӑпланине Чӑваш халӑх сайчӗ кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ.

Аса илтеретпӗр, суд сакки ҫине лекнӗ ултӑ ҫын лекнӗ. Айӑпланнисенчен пӗрине, Евгений Борисова, 6 ҫул ҫурӑллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатнӑ. Тӳре унран Герой ятне те туртса илме йышӑннӑ. Евгений Борисова Раҫҫей Геройӗн ятне 2000 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Ҫурҫӗр Кавказра паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн панӑ.

Нумаях пулмасть Шупашкарти Мускав районӗ прокурорӗ Евгений Борисова Герой ятне тавӑрса пама ыйтса Чӑваш Енӗн Верховнӑй судне тухнӑ. Паянхи суд ларӑвӗнче Евгений Борисова наградӑна тавӑрса памалла мар йышӑну кӑларнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/37077
 

Статистика

Ӗҫлетӗн-ӗҫлетӗн — ӗҫ укҫине вара тӳлемеҫҫӗ. Республикӑра шалу парӑмӗ темиҫе миллион тенкӗ пухӑннӑ. Кун пирки Чӑвашстат пӗлтерет.

Ҫак уйӑх пуҫламӑшӗ тӗлне парӑм 26 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Авӑн уйӑхӗнчипе танлаштарсан, ку хисеп 14 миллион тенкӗ чакнӑ.

Организацисем мӗншӗн шалу тӳлеймеҫҫӗ-ха? Ытларах чухне ку укҫа ҫуккипе ҫыхӑннӑ. Парӑмӑн ытларах пайӗ — ял хуҫалӑх предприятийӗсен. Ытларах Шупашкар ҫыннисем укҫасӑр лараҫҫӗ (16 миллион тенкӗ). Шупашкар районӗнче те парӑм виҫи пӗчӗк мар: 4,6 миллион тенкӗ.

Республикӑри 17 районпа 3 хулара ӗҫ укҫин парӑмӗ пачах ҫук.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/37064
 

Вӗренӳ

ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ планеркӑра Раҫҫей шайӗнче чи лайӑх шкулсен йышне кӗнисене чыслас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.

ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейри чи лайӑх шкулсен списокне кӗнисене грантпа хавхалантарма сӗннӗ. Ку шухӑш — Шупашкарти 5-мӗш гимназин директорӗн Инна Исаевӑн. Вӑлах — ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ.

Инна Исаева гранта 1 миллион тенкӗпе танлаштарма сӗннӗ. Михаил Игнатьев ку шухӑшпа килӗшнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, маттур шкулсем ку хавхаланӑва тивӗҫ. Михаил Игнатьев ЧР Финанс министерствине ку сӗнӗве пӑхса тухма, йышӑну тума хушнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/37061
 

Республикӑра

Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн машини Шупашкарта юраман вырӑнта чарӑнни пирки, ӑна ҫынсем асӑрхани ҫинчен сайтра пӗлтернӗччӗ. Водителе явап тыттарнӑ-мӗн.

ҪҪХПИ ӗҫченӗсем водителе штраф ҫырса панӑ. Юраман вырӑнта чарӑннӑшӑн унӑн 1500 тенкӗ тӳлемелле. «А121АА номерлӗ машинӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ», — тесе ҫырнӑ унта. Водитель ку йышӑнупа килӗшмесен тавӑҫ ҫырма пултарать.

Аса илтерер: Михаил Игнатьевӑн ӗҫ машинине авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче кӑнтӑрла Тӗп почтамта хирӗҫ юраман вырӑнта чарӑннине асӑрханӑ. Водитель руль умне ларнӑ, камерӑна асӑрхасан ҫеҫ хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе ҫыхӑннӑ.

 

Персона
Евгения Тимофеева
Евгения Тимофеева

Шупашкарта пурӑнакан 13-ри Евгения Тимофеевӑна ИӖМ ӗҫченӗсем чысланӑ. Хӗрача кӳршине ҫунакан ҫуртран илсе тухнӑ. Ӑна чечек ҫыххипе тата хисеп грамотипе чысланӑ.

Чыслав паян Шупашкарти 7-мӗш шкулта иртнӗ. Евгения Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранне, 92 ҫулти хӗрарӑма пушарта ҫӑлнӑ. Ку ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче пулнӑ. Унта виҫӗ ҫурт ҫунма тытӑннӑ.

Ҫулӑм хӑлха илтмен кӳршин ҫурчӗ тӑррине каҫнӑ. Евгения ҫухалса кайман — пӳрте чупса кӗнӗ те ватӑскере илсе тухнӑ. Ҫулӑм кинемейӗн ҫуртне тӗп тунӑ. Унӑн ҫуртне йӗркене кӗртиччен вӑл Тимофеевсем патӗнче пурӑннӑ.

Евгения кӳршине ҫӑлмалли пирки ун чухне пӗрре те иккӗленмен, ҫунакан ҫурта хӑрамасӑр кӗрсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/36994
 

Ҫурт-йӗр
63-мӑш маршрут ҫак ҫулпа ҫӳрӗ
63-мӑш маршрут ҫак ҫулпа ҫӳрӗ

Шупашкарти 63-мӗш маршрута тунтикунтан, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен, Шупашкарти аш-какай комбиначӗ таран ҫӳреме тытӑнӗ. Вӑл Лапсар, Канаш шоссипе хутлама тытӑнӗ. Капла йышӑнӑва авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗн транспорт сетьне аталантарас тата ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх енӗпе ӗҫлекен комиссире йышӑннӑ.

Кунсӑр пуҫне тепӗр ҫӗнӗлӗх те пур. «АККОНД» акционерсен обществинчен Ҫӗнӗ Шупашкарти «Сокол» хоккей клубӗ таран 138-мӗш номерлӗ автобус ҫӳреме пуҫлӗ. Ку рейспа икӗ автобус ҫӳреттерме тытӑнӗ, виҫҫӗмӗшӗ резерв вырӑнӗнче пулӗ. Хальхи вӑхӑтра республикӑн Транспорт министерстви ку маршрутпа турттарма килӗшекене шырать. Автобуссем Шупашкартан 22 сехет те 30 минутра тата 22 сехет те 40 минутра хускалмалла.

 

Сывлӑх

Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Психика сывлӑхӗн пӗтӗм тӗнчери кунӗ пулӗ. Ҫавна халалласа республикӑра паян тӗрлӗ мероприяти ирттернӗ. Вӗсенчен пӗрине И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн тӗп корпусӗ тӗлӗнче йӗркеленӗ.

«Психологический десант: время избавиться от стресса» (чӑв. Психологи десанчӗ: стресран хӑтӑлма вӑхӑт) ятлӑ акци 11 сехет те 30 минутран пуҫласа 13 сехетчен тӑсӑлнӑ. Ун вӑхӑтӗнче кирек кам та кӑмӑл-туйӑма еплине, астуса юласлӑха тата ыттине тӗрӗслеттерме пултарнӑ.

Медицина психологӗ пур сывлӑх сыхлав учрежденийӗсенче паян ирхи 10 сехетрен 13 сехетчен психика сывлӑхне ҫирӗплетмелли тренингсем йӗркеленӗ. Унта пациентсем кӑна мар, тухтӑрсем те хутшӑннӑ.

Ыран 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен Республикӑри психиатри пульницин диспансери уйрӑмӗсенче Уҫӑ алӑксен кунӗ иртмелле.

 

Политика
Тӗп суйлав комиссийӗ. Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнчи ӳкерчӗк
Тӗп суйлав комиссийӗ. Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнчи ӳкерчӗк

Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн пайташӗсене суйлама кандидатурӑсем йышӑнаҫҫӗ. Кун пек йышӑнӑва республикӑн Элтеперӗ ячӗпе ярса памалла. Унта кандидатӑн ятне-шывне, хӑҫан ҫуралнине, ӑҫта пурӑннине, ӑҫта кам пулса ӗҫленине тата ыттине кӑтартмалла. Суйлав комиссийӗн пайташӗ пулас шухӑшлӑ ҫыннӑн хӑй аллипе ыйтса ҫырни те кирлӗ.

Кандидатсене общество пӗрлешӗвӗсем, политика партийӗсем тӑратнӑ чух вӗсен хӑйсене регистрациленине ӗнентерекен свидетельство тата устав копийӗ кирлӗ.

Документсене юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен тытӑнса чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗ таран йышӑнаҫҫӗ. Хутсене Шупашкарти Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫуртри 11.01 пӳлӗме ҫитермелле. Ӗҫ вӑхӑчӗ — ирхи сакӑр сехетрен пуҫласа 17 сехетчен. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ +7 (8352) 39-35-69.

 

Политика
Олег Козлов - варринче
Олег Козлов - варринче

ЧР Правительствин председателӗ Иван Моторин ЧР транспорт министрӗн ҫумӗн должноҫне Олег Козлова лартасси пирки алӑ пуснӑ.

Уралти тӗнче тетелӗнчи хаҫат Znak.com пӗлтернӗ тӑрӑх, Козлов унччен Челепи администрацийӗнчи транспорт управленине ертсе пынӑ. Ҫурла уйӑхӗнче вӑл отставкӑна кайнӑ. Ку ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗпе ниепле те ҫыхӑнман.

Хаҫат ҫапларах ҫырать: «Олег Козловӑн Челепири ӗҫне хула депутачӗсем пӗрре мар критикленӗ. Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче КПРФ партин депутачӗ Константин Нациевский Козлова отставкӑна кайма сӗннӗ. Хӑйӗн пуҫлӑхне Евгений Тефтелева тата халӑх тарҫисене ура хурасран-мӗн. Лешсем Козлов общество транспортӗнче хаксене ӳстерме сӗннине ырланӑ. Ара, хак ӳснӗ, анчах муниципалитет предприятийӗсенче лару-тӑру улшӑнман — ҫаплипех панкрута тухас хӑрушлӑх пур. Чиновник хирӗҫӳсенчен ывӑнни пирки те шухӑшлама пулать».

Олег Козлов Шупашкара ҫемйипе пӗрле килнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 709, 710, 711, 712, 713, 714, 715, 716, 717, 718, [719], 720, 721, 722, 723, 724, 725, 726, 727, 728, 729, ... 1032
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи