Патӑрьел районӗнче вӑрманҫӑсем хир сыснисене хӗл каҫма пулӑшас тӗллевпе апатлантараҫҫӗ. Юр ҫусан, сивӗтсен чӗрчунсем валли апат сахалланать, ҫавна май вӗсене пулӑшу кирлӗ.
Районта апатланмалли лапамра хир сыснисем валли тутлӑ ҫимӗҫ хунӑ. Ытларах ушма апатлану вырӑнне тырӑ параҫҫӗ. Хальхинче вӑрманҫӑсем 300 килограма яхӑн урпа хурса панӑ. Специалистсем ку хир сыснисене хӗл каҫма пулӑшни пирки калаҫҫӗ. Уйрӑмах – ҫамрӑк чӗрчунсене.
Сӑмах май, кӑрлачӑн 1-31-мӗшӗсенче ҫулталӑк тултарман хир сыснисене пеме юрать. Анчах ятарлӑ вырӑнсенче тата апатлану лапамӗсенче кӑна.
Шупашкарта Алькешре килсӗр йытӑсем йышланма пуҫланӑ. Ҫынсем урама пӗччен тухма хӑракан пулнӑ. Йытӑсем ҫырмара пурӑнаҫҫӗ, ирхине контейнерсенче апат шырама килеҫҫӗ. Хӑш чухне вара анчӑксем кунӗпех урам тӑрӑх чупаҫҫӗ.
Пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнче хаҫасӑр пӗр йытӑ 9 ҫура ҫурланӑ. Халӗ вӗсем Пионер урамӗнчи 11-мӗш ҫурт умӗнче пурӑнаҫҫӗ, вӗсене ҫынсем тӑрантаркалаҫҫӗ. Ӳссен, ахӑртнех, вӗсем те халӗ ҫынсене хӑратакан кӗрт йыттисен кӗтӗвне лекӗҫ.
Микрорайонта пурӑнакансем ыйтӑва хӑйсем тӗллӗн татса пама тӑрӑшаҫҫӗ. Тӑхӑр ҫураран тӑваттӑшӗ валли хуҫа тупнӑ. Анчах ҫитес вӑхӑтра тепӗр икӗ йытӑ ҫурламалла. Ун чух тата йывӑртарах пулӗ. Ара, ҫурасем ӳссен ҫынсемшӗн хӑрушлӑх пулса тӑраҫҫӗ.
Чӑваш Енре тискер чӗрчунсен йышне ҫулсерен палӑртаҫҫӗ. Кӑҫал та специалистсем ҫавсене шутланӑ.
Республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑнтӑр, ондатра, шашкӑ, ӑтӑр хисепне палӑртнӑ. Ҫак енӗпе юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗччен тимленӗ. Паянхи кун тӗлне хӑнтӑр, ондатра, шашкӑ, ӑтӑр шутне пӗтӗмлетнӗ ӗнтӗ.
Хӑнтӑр пирӗн республикӑра — 2550 пуҫ. Ку вӑл пӗлтӗрхинчен 9 штук нумайрах. Ондантра шучӗ — 16 542 пуҫ. 2017 ҫулта ҫак чӗрчун 16 036-па танлашнӑ.
Шашкӑна илсен, Чӑваш Енре ӑна 85 пуҫ шутласа кӑларнӑ, ӑтӑра — 30. Сӑмах май, ҫак чӗрчунсен шучӗ кӑҫал пӗлтӗрхинчен ӳснӗ: шашкӑ 78 пулнӑ, ӑтӑр – 17.
Юлашкинчен асӑннӑ икӗ чӗрчуна та Чӑваш Енӗн Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ. Вӗсене тытма юрамасть.
Шупашкарти полицейскисем сусӑра тата икӗ йытӑ ҫурине пушартан ҫалнӑ. Полици лейтенанчӗ Дмитрий Георгиев тата полици сержанчӗ Александр Румянцев пушар вырӑнне чи малтан ҫитнӗ.
Ку раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче О.Кошевой урамӗнчи 11-мӗш ҫуртра пулнӑ. Пакунлисем хваттерте сусӑр ҫын пурӑннине пӗлсен унталла хӑпарнӑ. Картлашкапа хӑпарнӑ чухне вӗсем алӑксенчен шакканӑ, ҫынсене урама тухма ыйтнӑ.
Ҫунакан хваттерӗн алӑкӗ уҫӑ пулнӑ. Ҫӑра тӗтӗм йӑсӑрланнӑ, сывлама йывӑр пулнӑ. Апла пулин те пӗр полицейски хваттере хырӑмпа шуса кӗнӗ, ура айӗнче выртакан сусӑр арҫынна тупнӑ. 63 ҫулти арҫын самаях пиҫсе кайнӑ, вӑл реанимацире темиҫе кун выртнӑ. Юрать-ха, халӗ сывалма пуҫланӑ.
Пушар вырӑнне Ильнар Галеев полицейски те ҫитнӗ. Вӑл ҫынсенчен ыйтма пуҫланӑ: тен, ҫуртра кам та пулин юлнӑ? Пӗр хӗрарӑм хӑйӗн хваттерӗнче, ҫунаканнипе юнашарах, икӗ йытӑ ҫури пуррине каланӑ. Кун хыҫҫӑн пакунли унта ҫитнӗ, урайӗнче хырӑмпа шуса ҫурӑсене тупнӑ, вӗсене утиялпа чӗркесе урама йӑтса тухнӑ.
«Чӗрчунсене тытнӑ чухнехи яваплӑх пирки» саккуна Раҫҫейре 2010 ҫултанпах пӑхса тухнӑ. Тинех ҫӗнӗ саккуна йышӑннӑ.
Чӗрчунсем те ыратнине туяҫҫӗ, вӗсен те чун пур, ҫавӑнпа вӗсемпе ырӑ пулмалла. Саккунра палӑртнӑ тӑрӑх, хуҫине чӗрчун урӑх кирлӗ мар пулсан ӑна урӑх ҫынна е приюта памалла.
Малашне килти чӗрчунсен хуҫисӗр ҫулпа утма, лифтра пулма, ҫуртсен картишӗнче, ача-пӑча тата спорт лапамӗсенче уҫӑлса ҫӳреме юрамасть. Кунсӑр пуҫне хуҫин общество вырӑнӗсенче йытӑ-кушак каяшне пуҫтарма тивӗ.
Саккунпа килӗшӳллӗн, чӗрчунсене вӗлерме, вӗсемпе ҫапӑҫусем ирттерме, ресторансемпе барсенче тытма ирӗк ҫук. Ҫапкаланчӑксене тытнӑ чухне видео ӳкермелле, приюта лекнисем пирки информаци памалла.
Тискер чӗрчунсене вара хваттерте, ҫуртра усрама юрамасть.
Куславкка районӗнчи Юпсар ялӗнче карантин тесе йышӑннӑ. Ҫакӑн пек хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ ӗнер алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑма вырнаҫтарнӑ.
Юпсарта, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, урнӑ чире тупса палӑртнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ветеринарсем унтисен асӑрханмаллине палӑртса асӑрхаттарнӑ. Карантин тесе хушу тухнӑ хыҫҫӑн вӑл тӑрӑхра йытӑ-кушак куравне йӗркелеме, килти чӗрчунсене сутма, йытӑ-кушакпа ҫав тӑрӑхран айккинелле тухса кайма юрамасть. Сыхланни ҫыншӑн мар, ҫавӑнпа унтисен каланине пӑхӑнмаллах.
Куславкка районӗнчи карантин тапхӑрӗ, ӗнер, раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, пуҫланнӑ. Вӑл чӗрчун урнӑ чирпе юлашки хут чирленӗ хыҫҫӑн тепӗр икӗ уйӑхран хӑйӗн вӑйне ҫухатӗ.
Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури «ЭКО» тулли мар яваплӑ общество ӗҫне тӗрӗсленӗ. Организаци Ҫӗнӗ Шупашкарта килсӗр йытӑсемпе кушаксене тытас енӗпе ӗҫлет. Хула администрацийӗ унпа 400 чӗрчун тытмашкӑн ҫурла уйӑхӗнче килӗшӳ тунӑ.
Акӑ мӗн паллӑ пулнӑ: ҫурлан 13-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 13-мӗшӗччен хуҫасӑр 75 чӗрчуна тытнӑ, вӗсене ҫавӑнтах яланлӑхах ҫывратса янӑ. Килӗшӳре палӑртнӑ тӑрӑх вара, йытӑсемпе кушаксене вӑхӑтлӑх пункта илсе ҫитермен. Килӗшӳре те кун пирки ҫырман-мӗн. Чӗрчунсене вӗлерни – саккуна пӑсни, тен, йытӑ е кушак килтен тухса тарнӑ, ӑна хуҫи шырать?
Прокуратура суда тавӑҫ тӑратнӑ, кун хыҫҫӑн организацие ҫапкаланчӑк чӗрчунсене тытма чарнӑ.
Ҫӗнӗ ҫултан сунарҫӑсен хир сыснисене ытла нумай тытма юрамӗ. Пӑшисене вара вӑхӑтлӑха пачах пеме чарӗҫ. Кун пирки ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтерет.
Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен кирек миҫе ҫулти хир сыснине те, кӑҫал ҫурланӑ амасемсӗр пуҫне, тытма ирӗк пур. 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-31-мӗшӗсенче вара ҫулталӑка ҫитмен чӗрчуна ҫеҫ пеме юрать. Вӗсене ятарлӑ вырӑнта кӑна пемелле.
Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗ хыҫҫӑн сунарҫӑсен пӑши тытмалла мар
Етӗрне районӗнчи Ирҫе ялӗнче пурӑнакансен сехри хӑпнӑ. Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫӗрле пӗр хуҫалӑхра темӗнле чӗрчун 5 качакана пӑвса вӗлернӗ.
Ку хыпара «Про Город» хаҫата ялта пурӑнакансем пӗлтернӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫак чӗрчун сахалтан та 10 хуҫалӑха шар кӑтартнӑ. Хальхинче кил хуҫисем ирхине витене тухнӑ та вилнӗ качакасене курнӑ. Мӑйӗсем ҫинче шӑл йӗрри пулнӑ, алӑк ҫинче те чӗрне йӗрри палӑрнӑ.
«Темӗнле чӗрчун ҫӗрле темиҫешер сурӑх, чӑх, кӑвакал, кролик пӑвса вӗлернӗ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫав чӗрчунӑн хыҫалти ури вӑрӑм. Вӑл сахалтан та 10 хуҫалӑхри чӗрчунсене тапӑннӑ», - ҫапла каласа кӑтартнӑ Дмитрий.
Ял халӑхӗ кун пирки ял тӑрӑхӗн администрацине кӑна пӗлтернӗ.
Иртнӗ эрнекун «Ҫӗрпӳ – Чӗмпӗр» ҫул ҫинче лашасем машина айне лекнӗ. Вӗсем Канаш районӗнчи пӗр ял хуҫалӑх предприятийӗнчен тухса тарнӑ-мӗн. Виҫӗ лаша вӑрмантан ҫул ҫине ӑнсӑртран сиксе тухнӑ.
48 ҫулти водитель, сӗт турттараканскер, лашасене курсан тӑрук чарӑннӑ, ҫапах виҫӗ урхамах урапа айне лекнӗ. Пӗри ҫавӑнтах вилнӗ, тепри вӑйлӑ аманнӑ, ӑна фермер пусса какая янӑ.
Виҫҫӗмӗш лаша вара ҫӑмӑл автомашина ҫине лекнӗ. Унӑн водителӗ ку кӗтмен ҫӗртен пулнӑран шок тӳснӗ. Юрать, лаша аманман, хӑраса ӳкнӗскер тӑнӑ та вӑрманалла чупса тарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Синичкин Виссарион Вениаминович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Николай Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |