Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнчи пӗр хуҫалӑхра овчарка йытӑ хуҫисене тапӑннине, хаярланса кайнӑскер лӑпланманнине Чӑваш халӑх сайчӗ кӑрлач уйӑхӗнчех пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, хуҫисем ветеринари станцийӗн специалисчӗсене чӗнсе илнӗччӗ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ кил умӗнче темиҫе кун маларах тилӗ йӗрне асӑрханине каласа кӑтартнӑ.
Специалистсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн йытӑн урнӑ чирне тупнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Вӑрмар районӗнче Арапуҫра карантин тесе йышӑннӑ.
Ветеринари ҫинчен калакан саккунпа килӗшӳллӗн карантин тесе йышӑннӑранпа икӗ уйӑх иртнӗ. Ҫавна май ку мерӑна пӑрахӑҫлама йышӑннӑ. Ятарлӑ хута паян Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Ӑна Михаил Игнатьев Элтепер паян, пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Чӑваш Енре тилӗ нумайланнӑ. Вӗсен йышне йӗркене кӗртме палӑртнӑ. Тилӗ мӗншӗн нумайланни те паллӑ.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви тилӗсен йышне пуш уйӑхӗн вӗҫӗччен йӗркене кӗртме хушнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, тилӗсем республикӑри темиҫе районта нумайланнӑ.
Ҫӗрпӳ, Красноармейски, Муркаш тата Вӑрнар районӗсенче 195 тилле тытма ирӗк панӑ. Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне сунарҫӑсем 116-шне тытнӑ ӗнтӗ.
Чӑваш Енри пӗр предприятире тӑватӑ ураллӑ чӑх ӳстернӗ. Вӑл ҫут тӗнчене ҫапла килнӗ.
Мутант Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ предприятире кун ҫути курнӑ. Ӑна сӑн ӳкернӗ, ыттисене кӑтартнӑ.
Чӑх-чӗп хапрӑкӗн ӗҫченӗсем кунашкал чӑха пӗрремӗш хут кураҫҫӗ. Ӑна пуснӑ, анчах малтан сӑн ӳкерме шухӑшланӑ. Чӑх мӗншӗн тӑватӑ ураллӑ пулнине ЧР патшалӑх ветеринари служби ӑнлантарайман, малтан чӑха тӗпчемеллине каланӑ.
Сӑмах май, нумаях пулмасть Сӗнтӗрвӑрри районӗнче виҫӗ ураллӑ качака ҫуралнӑ. Вӑл ыттисем пекех аталанать, чупать.
Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗ ҫывӑхӗнче браконьерсем икӗ хир сыснине персе вӗлернӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 21-мешӗнче 19 сехетре рейд вӑхӑтӗнче икӗ арҫынна асӑрханӑ. Вӗсем хир сыснине вӑрмантан илсе тухса машинӑна тиенӗ.
Такам хир сыснисене ҫитерсе самӑртни пирки полицие унчченех хыпар ҫитнӗ. Оперативниксем Ҫӗрпӳре пурӑнакан 31 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Иккӗмӗшӗ вӑрманта тарса ҫухалнӑ. Арҫыннӑн сунара тухма ирӗк панӑ документ пулман.
Машинӑра пӑшал тупнӑ. Ҫавӑнтах хир сыснин ашӗ выртнӑ. Тепӗр арҫынна тепӗр кунхине тытса чарнӑ. Вӗсем патшалӑха 120 пин тенкӗ тӑкак кӳнӗ. Вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Раҫҫейре килти выльӑх-чӗрлӗхӗн пӗрлехи идентификаци тытӑмне хута ярасшӑн. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
Мӗнле япала ку? Килти тата ял хуҫалӑхӗнчи чӗрчунсене 15 хисеплӗ идентификаци номерӗ парӗҫ, вӗсене чиппа, татуировкӑпа паллӑ тӑвӗҫ.
Федераци патшалӑх информаци тытӑмӗнче выльӑх-чӗрлӗх пирки пӗтӗм информаци упранӗ: тӗсӗ, ама е аҫа пулни, ӑрачӗ, хӑҫан тата ӑҫта ҫурални пирки.
Ку килти выльӑх-чӗрлӗхе те, кайӑк-кӗшӗке те пырса тивӗ. Лашасене, пӑлансене, тӗвесене, йытӑсене, кушаксене, кроликсене, вӗлле хурчӗсене те номер парӗҫ. Паллах, вӗлле хурчӗсене кашнине номерлемӗҫ, пӗрре ҫеҫ парӗҫ.
Ку улшӑнӑва 2018 ҫулта вӑя кӗртесшӗн.
Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнчи пӗр хуҫалӑхра йытӑ хуҫисене тапӑннӑ, хаярланса кайнӑскер лӑпланман. Хуҫисем тӑватӑ ураллӑ тусӗ сӗлеке юхтарнине асӑрханӑ.
Вӗсем патне ветеринари станцийӗн специалисчӗсем килнӗ. Ун чухне овчарка хаяр мар, сӳрӗк пулнӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ специалистсене темиҫе кун маларах кил умӗнче тилӗ йӗрне асӑрханине каласа кӑтартнӑ.
Юрать, йытӑпа никам та ҫывӑх пулман. Ӑна специалистсем ҫывратса янӑ та ветлабораторие тӗпчеме ӑсатнӑ. Шухӑшлани тӳрре тухнӑ: йытӑн урнӑ чир пулнӑ. Халӗ Вӑрмар районӗнче — карантин.
Чӑваш Енре Африка мурӗ пирки каллех калаҫма тытӑнчӗҫ. Вӑрманта хир сыснисен виллисене тупсан карантин йышӑнчӗҫ.
Ҫуркунне ҫитиччен республикӑри пилӗк районта 185 хир сыснине вӗлерме палӑртнӑ. Ку мӗнпе ҫыхӑнни паллӑ: Улатӑр тата Пӑрачкав районӗсенче Африка мурӗпе чирлӗ хир сыснисен виллине тупнӑ.
Халӗ пилӗк районта ҫак чӗрчунсен хисепне мӗнле шайлаштармаллине сӳтсе яваҫҫӗ. Африка мурне сарӑлма парас мар тесе Патӑрьел, Йӗпреҫ, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле районӗсенче хир сыснисен йышне чакарма палӑртнӑ. Ҫавна май сунарҫӑсене пеме ирӗк парӗҫ.
Чӑваш Енри вӑрмансенче Африка мурӗнчен вилнӗ хир сыснисен виллисене тупнине Чӑваш халӑх сайчӗ те пӗлтернӗччӗ. Заповедникра ӗҫлекенсем ку версипе килӗшмеҫҫӗ иккен. Ун пек ҫырӑва вӗсем «Правда ПФО» интернет-хаҫата ҫитернӗ.
Африка мурне хир сыснисем сараҫҫӗ тенин заповедникри ӑсчахсене кӑмӑлсӑрлантарнӑ. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хир сыснисем килти сыснасенчен чир ҫаклатаҫҫӗ. Заповедникри специалистсем килти сыснана вӗсен территорине такам пӑрахнӑ тесе каласшӑн. Ҫапла хӑтланни такамсене кирлӗ имӗш: ҫавсем хир сыснисене никам тӗрӗслесе тӑмасӑр тытма ирӗк парасса шанаҫҫӗ. Заповедникре вилнӗ хир сысни тупиччен маларах РФ Президенчӗн Администрацине Атрать (Улатӑр районӗ. — Авт. асӑрхаттарӑвӗ) ялӗнчен ҫыру ҫитнӗ. Унта Напольноери тата Сӑрҫи Майданри (Пӑрачкав районӗ. — Авт. асӑрхаттарӑвӗ) тӗслӗх хыҫҫӑн заповедникри хир сыснисене мӗншӗн персе пӑрахмаҫҫӗ тенӗ-мӗн.
Африка мурне сарма темиҫе ҫул каялла кашкӑрсене вӗлермелли кампани ирттерни те пулӑшнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Кашкӑрсем — вӑрман санитарӗсем. Вӗсем вӑйсӑр тата хир сыснисене тӗп тӑваҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Шупашкарта килсӗр-ҫуртсӑр чӗрчунсене вӑхӑтлӑха усрамалли центр уҫӑлнӑ. Унта ҫапкаланчӑк йытӑсемпе кушаксем виҫӗ эрне каяллах пурӑнма тытӑннӑ-ха.
Халӗ унта 30 йытӑ кӗтес тупнӑ. Тӑватӑ ураллӑскерсене «Забота» тулли мар яваплӑ общество хайӗн хӳттине илнӗ. Вӑл «Спецавтохуҫалӑхпа» пӗрле ӗҫлӗ. Унччен ку организаци килсӗр чӗрчунсене тытса персе вӗлернӗ.
Кашни чӗрчуна малтан ветеринара кӑтартаҫҫӗ, прививкӑсем тӑваҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн хӑлхи ҫине тӗслӗ бирка ҫыпӑҫтараҫҫӗ. Йытӑ унта 15 кун пурӑнӗ. Ҫак тапхӑрта ун валли хуҫа тупма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫук тӑк – урама кӑларса яраҫҫӗ.
Чӑваш Енри вӑрмансенче Африка мурӗнчен вилнӗ хир сыснисен виллисене тупнине пула ҫак чӗрчунсене сунарҫӑсен те тытма юрамӗ.
Ку чару Улатӑрпа Пӑрачкав районӗсене пырса тивет. Хушӑва Чӑваш Енӗн праивтельстви шайӗнчех хатӗрленӗ. Ӗҫлӗ хута ЧР Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Аврелькин ӗнер алӑ пуснӑ.
Аса илтеретпӗр, пилӗк чӗрчуна «Сӑрҫи» заповедникре асӑрханӑ. Хир сыснисен виллисене ҫунтарса янӑ, виҫӗ метр тарӑнӑшне пытарнӑ.
Инфекци радиусне палӑртнӑ хыҫҫӑн пӗрремӗш зонӑна Улатӑр районӗнчи Березовая Поляна тата Сӑрҫи Майданӗ, Пӑрачкав районӗнчи Любимовка, Сыреҫ ялӗсем кӗнӗ. Иккӗмӗш зонӑра — Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Комсомольски, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле районӗсем, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле хулисем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Синичкин Виссарион Вениаминович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Николай Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |