Шупашкарта пӗр йытӑ ҫынсене тапӑнни пирки калаҫма тытӑннӑ. Тӑватӑ ураллӑскер урамра намордниксӑр, ошейниксӑр ҫӳренӗ.
Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарти полицин 3-мӗш уйрӑмне Трактор тӑвакансен проспектӗнче хура тӗслӗ йытӑ ҫынсене тапӑннине пӗлтернӗ. Вырӑна полици нарячӗ ҫитнӗ.
Пакунлисем ҫынна тапӑнакан йытта ҫуртсен картишӗнче асӑрханӑ. Вӑл ҫынсен умне хӑрушлӑх кӑларса тӑратнине шута илсе, саккунра кӑтартнине пӑсмасӑр полицейскисем ӑна персе вӗлернӗ.
Ҫак йытӑ 8 ҫулти арҫын ачана тата 13 ҫулти хӗрачана шар кӑтартнӑ, ҫыртнӑ. Вӗсем шкултан таврӑннӑ чухне ун тӗлне пулнӑ. Ачасене пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Сунарҫӑсене Чӑваш Енре ҫӑмлӑ чӗрчунсене пеме нарӑс уйӑхӗнчех чарнӑ. Анчах хӑш-пӗр районта кашкӑрсене тытма пӑрахман-ха. Вӗсен йышӗ ӳснипе ҫыхӑннӑ ҫакӑ.
Кӑҫалхи сезонта Вӑрнар районӗнче 15 кашкӑра персе вӗлернӗ. Унта «тукмак хӳресем» кил хуҫалӑхӗсене час-часах тапӑнаҫҫӗ, килти чӗрчунсене ҫиеҫҫӗ. Кашкӑрсен йышне йӗркене кӗртес тесе вӗсене тытма чарман-ха.
Кашкӑрсем вӑкӑра, сурӑха кӑшласа янӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Сунар вӑхӑтӗнче вӗсем йытӑсене те тапӑнаҫҫӗ. Йытӑ вӗрет ҫеҫ — шӑпланать. Сунарҫӑ вырӑна ҫитнӗ тӗле ҫӑм чӑмакки ҫеҫ юлать.
Кашкӑрсене Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Йӗпреҫ районӗсенче тытнӑ. Вӗсене ҫу уйӑхӗчченех пеме ирӗк панӑ.
Нумаях пулмасть Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫынсемпе «тӳрӗ эфир» ирттернӗ.
Алексей Ладыков патне шӑнкӑравласа ҫитнӗ ҫынсенчен виҫҫӗшӗ килсӗр-ҫуртсӑр чӗрчунсене пулӑшмалли ыйтӑва ҫӗкленӗ. Ку ыйту Шупашкар ҫыннисене питӗ пӑшӑрхантарать-мӗн.
Алексей Ладыков палӑртнӑ тӑрӑх, ҫапкаланчӑк чӗрчунсене тытакан «Спецавтохозяйство» 2016 ҫул валли аукцион выляса илнӗ. Техзаданипе килӗшӳллӗн, вӗсен ҫак чӗрчунсене усрамалли пункт пур. Анчах хут ҫинче пур, тӗрӗссипе вара ҫук.
Депутатсем ырласан кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта проекта палӑртмалла та ӑна пурнӑҫа кӗртмелле. Вӑл, Алексей Ладыков каланӑ тӑрӑх, Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче пулӗ.
Ӑшӑ ҫанталӑка пула «Сӑрҫи» заповедникре сӑвӑрсем пӗр уйӑх маларах хӗллехи ыйхӑран вӑраннӑ. Унчченхи сӑнавсем кӑтартнӑ тӑрӑх, вӗсем пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫу пуҫламӑшӗнче ҫеҫ вӑранаҫҫӗ.
Кӑҫал ҫанталӑк ӑшӑ тӑнӑран, ҫуркунне час килнӗрен сӑвӑрсем маларах вӑраннӑ. Патӑрьел участокӗнче пушӑн 7-мӗшӗнче сӑвӑр йӑви уҫӑ пулнине курнӑ. Анчах чӗрчунсене курма май килмен. Пушӑн 11-мӗшӗнче вӗсем каллех тухнӑ, хӗвел пӑхнӑран вӗсене сӑн ӳкерме те май пулнӑ.
Ҫанталӑк сивӗтсен сӑвӑрсем йӑвинче пурӑнӗҫ. Чи кирли — апат пулни. Халӗ вӗсем пӗлтӗрхи курӑкпа тӑранса пурӑнаҫҫӗ.
Канаш районӗнче икӗ браконьер Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ чӗрчуна персе вӗлернӗ. Сӑмах — хир качаки пирки.
Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вӗсене тытса чарнӑ. Анчах браконьерсем тарнӑ. Вӗсем кам пулнине оперативлӑ шырав вӑхӑтӗнче палӑртма май килнӗ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе ШӖМӗн районти уйрӑмӗ тӗрӗслев ирттерме тытӑннӑ.
Хир качакине персе вӗлернине 140 пин тенкӗпе танлаштарнӑ. 2015 ҫулхи хӗлле шутланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре 59 хир качаки пулнине палӑртнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн хула хуҫалӑхӗн управленийӗ ҫӑпкаланчӑк йытӑсене тытма хатӗрленет. Кӑҫал ку тӗллевпе 300 000 тенке яхӑн уйӑрма палӑртнӑ.
Укҫана хула тата республика хыснисенчен парӗҫ. Хальлӗхе ҫапкаланчӑк 179 чӗрчуна тытма палӑртнӑ. Подрядчик вӗсене тытать кӑна мар, вӑхӑтлӑх усрӗ те. Бригадӑсем заявка парсан вырӑна ҫитеҫҫӗ. Ҫынсене тапӑнакан, чирлӗ чӗрчунсене заявка панӑ хыҫҫӑн пӗр талӑкра тытмалла.
Чӗрчунсене ачасен умӗнче тытма юрамасть. Ятарлӑ бригадӑн йытӑсене хваттере, картише кӗрсе те илсе тухмалла мар.
Нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче, юлашки кунӗнче, сунарҫӑсен сезонӗ вӗҫленет. Ҫак вӑхӑтра сунарҫӑсем тискер чӗрчунсене пенӗ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра кашкӑрсене тытмалли сезон пуҫланнӑ. Ку таранччен районсенче 17 «тукмак хӳрене» тытнӑ.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Вӑрнар районӗнче — 8, Ҫӗмӗрле районӗнче — 5, Элӗк, Улатӑр, Тӑвай тата Патӑрьел районӗсенче 1-ер кашкӑр персе вӗлернӗ. Нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Енре ҫӑмламас чӗрчунсене тытма чарӗҫ.
Канаш районӗнчи Катек ялӗнче урнӑ кушак хуҫине икӗ хут тапӑннӑ. Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Николай Григорьев кушакне тӗп сакайне ярас тесе тытнӑ. Анчах лешӗ ӑна сылтӑм аллинчен ҫыртнӑ.
Каярахпа хуҫи кушака каллех тӗп сакайне яма тӑнӑ. Хальхинче те мӑрмӑр ӑна ҫыртнӑ. Кун хыҫҫӑн арҫын ӑна миххе чиксе чӑлана тухса хунӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче тӗрӗслев хыҫҫӑн кушак урнӑ чирпе аптӑрани паллӑ пулнӑ. Ҫав кунах вӑл вӑйран кайса ӳкнӗ. Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче унӑн виллине республикӑри ветлабораторие тӗрӗслеме янӑ. Вӑл унччен таҫта ҫухалса ҫӳрени паллӑ.
Катекри пур выльӑха та вакцинациленӗ. Ҫавна май вӑл ялта карантин пулнине пӗлтернӗ. Николай Григорьев тата кушака тытнӑ тепӗр ҫын сиплев курсӗ витӗр тухнӑ.
Шупашкарти «Ковчег» зоокӗтесе ачасем хаваспах кайса кураҫҫӗ. Вӑл Андриян Николаев ячӗллӗ паркра вырнаҫнӑ. Унта тӗрлӗ чӗрчун кӗтес тупнӑ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, унтан темиҫе кайӑк ҫухалнӑ. Хурах сайра тӗл пулакан 8 кайӑка йӑкӑртнӑ.
Паркра ӗҫлекен хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, такам зоокӗтесри картана ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ. Вӑл 8 кайӑка йӑтса тухса кайнӑ. Тӑватӑ фазан, ҫавӑн чухлех цесарка, икӗ чӑх тата кӑвакал ҫухалнӑ. Полицие кун пирки ҫийӗнчех пӗлтернӗ.
Паян фазанпа икӗ цесаркӑна тупнӑ. Вӗсене «Олимпийский» стадионта асӑрханӑ. Ыттисем хальлӗхе тупӑнман-ха.
Ҫӗнӗ Шупашкарта паян ҫынсем мӗн асӑрханине пӗлетӗр-и? Нихӑҫан та шухӑшламан-туман ҫӗртен иртен-ҫӳрен упа курнӑ. Хулана ӑҫтан килнӗ вӑл?
Упана ӳкернӗ сӑна Дмитрий Хайбуллин «Про Город» хаҫата ярса панӑ. Ку ирхи 10 сехетре пулнӑ. Упа «Химик» культура ҫурчӗ ҫывӑхӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ.
Кӗҫех вӑл ӑҫтан тупӑнни те паллӑ пулнӑ. Хулана Пензӑран цирк килнӗ-мӗн. Цирк ӗҫченӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, упа хӑрушлӑх кӑларса тӑратман. Цирк паянах ҫула тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Синичкин Виссарион Вениаминович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Николай Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |