Вӑрмарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрта фелинотерапи мелӗпе усӑ курма тытӑннӑ. Мӗн-ха ку? Ҫыннӑн чир-чӗрне кушак пулӑшнипе сиплени е профилактика туни.
Ку ӗҫре центрта Василий ятлӑ кушак аҫи пулӑшать. Унти ӗҫченсем каланӑ тӑрӑх, Василий – ватӑ ҫынсен юратнӑ чӗрчунӗ. Ӑна ачашлани, вӑл мӑрлатни е ҫумра пулни лӑплантарать. Депрессипе аптӑракансем те кушак аҫи пулӑшнипе лӑпланаҫҫӗ, ҫынсемпе калаҫма тытӑнаҫҫӗ-мӗн.
Каласа хӑвармалла: фелинотерапи шизофренипе, депрессипе тата ҫакнашкал ытти чирпе нушаланакансене сиплемелли чи лайӑх мелсенчен пӗри шутланать.
Вӑрмар районӗнчи Кавал ялӗнче такам автомашинӑпа пынӑ чухне хурсене ҫапса кайнӑ. Пӗтӗмпе 7 хур шар курнӑ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ вилнӗ, тӑваттӑшӗ самаях вӑйлӑ аманнӑ.
Ку ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулнӑ. Хыпара «Урмары Онлайн» ушкӑна вырнаҫтарнӑ. Ахӑртнех, хурсем ҫул урлӑ каҫнӑ, ҫав самантра вӗсем ҫине машина пырса кӗнӗ.
Ку хыпара тӗрлӗрен хаклакансем тупӑннӑ. «Хурсене ҫапса кайнӑ ҫыннӑн правине туртса илмелле», - ҫырнӑ пӗр хӗрарӑм. Теприсен шухӑшӗпе, хур хуҫисем айӑплӑ. «Килти кайӑк-кӗшӗке пӑхсах тӑмалла, ҫул ҫинче ирӗклӗн ҫӳреттермелле мар. Кунсӑр пуҫне, ҫул ялта мар», - тенӗ тепри.
Чӗмпӗр облаҫӗнче Африка мурне тупса палӑртнине унччен пӗлтернӗччӗ. Ҫавна май ҫак регионтан сысна какайӗ кӳрсе килме пӑрахнӑ. Чулхула облаҫӗнче те Африка мурӗпе чирлӗ сыснасене тупса палӑртнӑ. Чир Чӑваш Ен патнелле ҫывхарма пултарать.
Ҫак кунсенче республика чиккинче 20 яхӑн сысна ҫури тиенӗ фермера тытса чарнӑ. Унӑн ятарлӑ документсем пулман. Усламҫа штрафланӑ, сысна ҫурисене вара вӑхӑтлӑх вырӑна пӗр уйӑхлӑха илсе кайнӑ. Вӗсене унта тӗрӗслӗҫ.
Чӑваш Енри сысна комплексӗсенче, хуҫалӑхсенче плана кӗртмен тӗрӗслевсем пулӗҫ. Ҫавӑн пекех ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви хир сыснисен йышне йӗркелеме сӗннӗ. Салтаве пур: Чӗмпӗр облаҫӗнче Африка мурӗ хир сыснисенчен пуҫланнӑ, унта унччен вилнӗ ҫак чӗрчуна тупнӑ. Ҫавӑнпа асӑрхануллӑ пулмалла: вӑрмантан таврӑнсан пушмака ҫумалла, тумтире улӑштармалла. Вӑрманта ҫӳренӗ тумпа сыснасем патне кӗмелле мар.
Паян ирхине Шупашкарти Калинин урамӗнче вырнаҫнӑ «Акконд» лавкка ӗҫченӗсем ҫӑлав службине шӑнкӑравласа пулӑшу ыйтнӑ. Лавкка павильонӗнче ҫӗлен шуса ҫӳрет-мӗн.
Сергей Ершов, Валерий Овчинников тата Алексей Шатаев ҫӑлавҫӑсем нумай кӗттермен - вырӑна часах ҫитнӗ. Вӗсем ҫӗлене шыраса икӗ хутлӑ лавккана пӑхса ҫаврӑннӑ. 1 метра яхӑн тӑршшӑ хурӑн пуҫлӑ ҫӗлене урайӗнчи ещӗксен хушшинче тупнӑ. Вӑл хӑранипе унта пытаннӑ.
Кӗтмен хӑнана ҫӑлавҫӑсем тытнӑ, машинӑна хурса вӑрмана, ҫынсем тата машинӑсем ҫӳремен вырӑна, кайса янӑ.
Чылайӑшӗ ӑшӑ вырӑн ҫинче тутлӑ тӗлӗк курнӑ чухне, утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫур ҫӗрте, шыравпа ҫӑлав службин дежурнӑй пульчӗ ҫине шӑнкӑрав килнӗ: ҫамрӑк арҫын пулӑшу ыйтнӑ. Хайхискер ҫӗрле йывӑҫ тӑрринчен хӑй тӗллӗн анайман-мӗн.
Арҫын йывӑҫ ҫине хӑйех хӑпарнӑ-ха. Кушак аҫи унта хӑпарса кайнӑ та каялла анайман, ҫӳллӗшрен хӑраса ҫухӑрма тытӑннӑ иккен. Ҫамрӑк арҫын ӑна пулӑшас тенӗ – йывӑҫ ҫине хӑпарнӑ.
Анчах арҫын хӑй те каялла анайман. Юрать, телефон ҫумра пулнӑ – ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ. Ӑна пусмапа антарнӑ. Ҫав вӑхӑтра кушак аҫи те ҫӗрелле сиксе тарнӑ.
Шупашкарти «Ковчег» зоокӗтесре ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче марал пӑланӗ ҫуралнӑ. Хальлӗхе вӑл амӑшӗпе пӗрле. Вӑл Красавчик тата Ляля ятлӑ пӑлансен ҫемйинче кун ҫути курнӑ.
Тин кӑна ҫуралнӑ пӑлан валли ят шыраҫҫӗ. Ӑна ҫынсем «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав мелӗпе суйлӗҫ.
Маралсем 8 уйӑхран ҫӑмӑлланаҫҫӗ. Ытларах чухне вӗсем пӗр ҫура ҫуратаҫҫӗ. Палӑртмалла: маралсем читлӗхре сайра-хутра йыш хушаҫҫӗ. Ҫавӑнпа зоокӗтес ӗҫченӗсемшӗн ку пысӑк савӑнӑҫ. Чӗрчунӑн ҫак тӗсне Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ. Аҫисен мӑйрака пур, амисен – ҫук. Аҫисен мӑйраки хӗл вӗҫӗнче ӳкет, ун вырӑнне ҫӗнни ӳсет.
Шупашкар районӗнчи Кипечкасси ялӗнче пурӑнакан ҫынсем «Про Город» хаҫата хӑйсен пӑтӑрмахӗ пирки каласа панӑ. Пӗр уйӑх каялла ялта кӗрт йыттисем таҫтан тупӑннӑ. Вӗсем выльӑх-чӗрлӗхе тапӑнаҫҫӗ-мӗн, кушаксене вӗлереҫҫӗ.
«Паян 10 сехетре йытӑсем пирӗн качакана тапӑнчӗҫ. Вӑл вилчӗ. Тепри суранланчӗ», - каласа кӑтартнӑ пӗр хӗрарӑм ҫӳлерех асӑннӑ хаҫата. Ял ҫыннисем вырӑнти админстрацие кӗрт йыттисем пирки пӗлтернӗ, анчах лешсем хальлӗхе нимӗн те туман. Ҫынсем йытӑсем ачасене тапӑнасран хӑраҫҫӗ, хӑйсем те урампа утма шикленеҫҫӗ.
«Нивушлӗ вырӑнти влаҫа ҫапкаланчӑк йытӑсене пеме укҫа-тенкӗ уйӑрса памаҫҫӗ?» - пӑшӑрханать ҫав хӗрарӑм.
Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче республикӑра кашкӑрсем нумайланни пирки калаҫнӑ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Ку ыйтушӑн яваплӑ ҫынсем тухса калаҫнӑ май ҫакна пӗлтернӗ: Чӑваш Енре кашкӑр кӗтӗвӗсем нормативран икӗ хут нумайрах пулса кайнӑ. Кашкӑрсем ӗрченӗрен ытти хӑш-пӗр чӗрчун сахалланса пырать. Ку паллӑ ӗнтӗ: мӗншӗн тесен кашамансем вӗсене тытаҫҫӗ.
ЧР Элтеперӗ ку ыйту тӗлӗшпе ӗҫлемеллине палӑртнӑ. Мӗнле майпа? Республикӑра кашкӑрсене тытмали квотӑна нумайлатӗҫ. Ҫакна ларӑва хутшӑннӑ тӳре-шара ырланӑ.
Ку эрне пуҫламӑшӗнче Чӑваш Ене тискер чӗрчунсен урнӑ чирӗпе кӗрешмелли «Рабистав» вакцина кӳрсе килнӗ. Вӑл, 25-30 грамм таяканскер, параллелепипед евӗр, шалта – вакцинӑллӑ капсула.
Ҫак вакцинӑсене тискер чӗрчунсем валли хурса тухӗҫ. Пӗр тӑваткал ҫухрӑм ҫине 20-25 брикет лекӗ. Уйрӑмах урнӑ чирпе чирленӗ тискер чӗрчунсене тупса палӑртнӑ вырӑнсене тимлӗх уйӑрӗҫ. Вакцинӑсене ҫитес кунсенче сукмаксем ҫине, чӗрунсен шӑтӑкӗсем тӗлне хурса тухӗҫ.
Вакцинӑна тискер чӗрчун ҫисен 21-мӗш кунне иммунитет ҫирӗпленет. Вӑл 12 уйӑхран ҫеҫ хавшӗ.
Кунашкал вакцинацие ытти ҫул та ирттернӗ. Специалистсем урнӑ чирпе аптӑракан тискер чӗрчунсен шучӗ чакнине ҫирӗплетеҫҫӗ.
Паян 13 сехет те 5 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарти Ҫамрӑксен тӑкӑрлӑкӗнчи 7-мӗш ҫуртра хваттер ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм балкон ҫине хӑвӑртах куҫнӑ. Ҫакна курнӑ кӳршисем пушарнӑйсене чӗннӗ.
Пушарнӑйсем тата техника вырӑна 10 минутранах ҫитнӗ. Ҫак самантра хваттер хуҫи килте пулман, унта 50 ҫулсенчи хӗрарӑм йыттипе пурӑнать. Чӗрчун вара килтех юлнӑ. Ҫалавҫӑсем ҫунакан хваттере кӗрсе йытта урама илсе тухнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл чӗрех пулнӑ, анчах ури ҫине тӑрайман. Пушарнӑйсем ӑна шыв ӗҫтерсен тин хӑйне лайӑхрах туйнӑ.
Балкон вӑйлах ҫуннӑ. Ҫулерех пурӑнакан кӳршисен шалти стенисем, балконӗ сиенленнӗ. Халӗ ҫулӑм ӑҫтан тухнине тӗпчеҫҫӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл проводкӑран тухнӑ. Кӳршисен шухӑшӗпе, кил хуҫи телевизора сӳнтермесӗр хӑварнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.04.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Строганова Валентина Кирилловна, библиотекарь, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |