Ватӑ арҫыннӑн судра явап тытма тивӗ. Ӑна сӑсар тытнӑшӑн 500 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме е 2 ҫул таран тӗрмене хупма пултараҫҫӗ.
71 ҫулти арҫын «Пойма реки Сура» ҫутҫанталӑк заказникӗн территорийӗ ҫинче капкӑн лартнӑ. Унта сӑсар ами лекнӗ. Саккуна пӑсса чӗрчуна тытнине ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ. Ватӑ сунарҫа шӑпах сӑсара капкӑнран илме килнӗ чухне тытса чарнӑ.
Палӑртмалла: арҫын сунарпа 1965 ҫултанпа кӑсӑкланать, унӑн чӗрчуна тытма ирӗк те пур. Вӑл заказник территорийӗнче чӗрчунсене тытма юраманнине пӗлсех ҫакна тунӑ.
Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи вӑрманта пӑшалтан пенӗ сасӑ илтӗннӗ. Ун хыҫҫӑн полицейскисемпе пӗрле охотоведсем вырӑна тӗрӗслеме тухнӑ. Вӗсем тин кӑна персе вӗлернӗ пӑшие асӑрханӑ. Ку ӗҫе кам тунӑ? Ҫав ҫынна шырама тытӑннӑ.
Пӑшие персе вӗлернӗ вырӑнтан инҫех мар ку ӗҫе тума пултарнӑ браконьера тытнӑ. Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 52 ҫулти арҫыннӑн хӑйӗн ҫумӗнче сунар пӑшалӗ, патронсем пулнӑ, тумтирӗ юнпа вараланса пӗтнӗ. Унӑн пысӑк чӗрчуна персе вӗлерме ирӗк пулман. Анчах вӑл, хӑй каланӑ тӑрӑх, чӑтса тӑрайман – пӑшие курсан персе вӗлернӗ.
Арҫынна куншӑн ҫур миллион тенкӗ таран штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.
Етӗрне хулинчи Ямоз микрорайонта карантин пулнине палӑртнӑ. Ку чӗрчунсен урнӑ чирӗпе ҫыхӑннӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Карантин ятарлӑ хушуччен, чӗрчун урнӑ чирпе аптӑраман тӗслӗх икӗ эрне пулмасан, вӑйра пулӗ. Хушӑва вара паян, чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Карантин вӑхӑтӗнче асӑннӑ микрорайонта йытӑсемпе кушаксен куравне ирттерме, тискер чӗрчунсене зоопарк валли тытма, килти выльӑха сутма, йытӑ-кушака республика тулашне илсе тухма юрамасть.
Шупашкарта Богданкӑра авари пулнӑ: машина хир сысни ҫине пырса кӗнӗ. Чӗрчун вилнӗ, машина та самаях сиенленнӗ.
Авари Богданкӑран М-7 ҫул ҫине тухнӑ ҫӗрте 20 сехет те 10 минутра пулнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, аварие икӗ машина лекнӗ: «Форд» тата «Шевроле». «Фодӑн» малти пайӗ вӑйлах сиенленнӗ, малти бампер арканнӑ. Унӑн рулӗ умӗнче хӗрарӑм ларнӑ. Телее, вӑл аманман.
Хир сысни вара тӳрех вилнӗ. Вӑл малтан пӗр машина айне кӗрсе кайнӑ, унтан – теприн айне. Унӑн вили ҫул айккинче выртнӑ. Хир сысни самаях пысӑк пулнӑ.
Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче шыравпа ҫӑлав службине кушак ҫурине ҫӑлмашкӑн ыйтса шӑнкӑравланӑ. Линин тепӗр вӗҫӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта Трактор тӑвакансен проспектӗнчи пӗр шкул ҫывӑхӗнче кушак ҫури йывӑҫ ҫине хӑпарса ларнӑ та анайман.
Иртен-ҫӳрен кушак ҫурине пулӑшма шутланӑ, ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитнӗ, альпхатӗрсемпе тата виҫӗ кустӑрмаллӑ пусмапа усӑ курса кушак ҫурине йывӑҫ ҫинчен илсе антарнӑ.
Чӑваш Енре миҫе хӑмӑр упа пурӑнать? Нумаях пулмасть вӗсене шутланӑ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра 37 упана шута илнӗ.
Тӳрех палӑртмалла: упасене Чӑваш Енри Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ, вӗсене тытма юрамасть. Упасене ҫурлан 16-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 1-мӗшӗччен шутланӑ. Чӗрчунсене сыхлакан дирекци инспекторӗсем утаманӑн малти урин ҫӗр ҫинчи йӗрӗсене сӑнанӑ, вӗсене танлаштарнӑ. Ҫапла майпа 37 упана шута илнӗ.
Улатӑр районӗнче – 16, Шупашкар районӗнче – 9, Шӑмӑршӑ районӗнче 6 упа пурӑнать. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑҫал утамансен йышӗ ӳснӗ. 2019 ҫулта 20 упа кӑна пулнӑ.
Чӑваш Енри «Присурский» заповедникра ҫулсеренех тӗрлӗ чӗрчун йышне шутлаҫҫӗ. Чылай чухне йӗр тӑрӑх палӑртаҫҫӗ. Анчах хӑш-пӗр чӗрчун, сӑмахран, упасем, хӗлле ҫывӑрма кӗрсе выртаҫҫӗ. Ҫулла юр ҫук.
Заповедник территорийӗпе чукун ҫул иртет. Йывӑр тивелӗ пӑравуссенчен тепӗр чух типӗ курӑк хыпса илес хӑрушлӑх пысӑк. Ҫавна шута илсе вӑрман хӗррине сухалаҫҫӗ. Ытти ҫул ансӑр йӗрпе сухаланӑ пулсан, кӑҫал ҫак ӗҫе ҫӗнӗ культиваторпа пурнӑҫланӑ. Суха касси ҫинче йӗрсем питӗ лайӑх палӑраҫҫӗ иккен. Чӑваш Ен Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавсем тӑрӑх упасен шутне палӑртма лайӑх.
Шупашкарти «Ковчег» зоокӗтесре енот ҫӑвӑрланӑ. Шӑпӑрлансем юратакан ҫав вырӑн хулари А.Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче вырнаҫнӑ. Халӗ унта йыш хушӑннӑ. Енотӑн ҫемйи виҫӗ ҫурапа пуянланнӑ.
Паркра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурасем халӗ пӗр уйӑхра. Вӗсене зоологсем талӑкӗпех пӑхса тӑраҫҫӗ. Тата, паллах, амӑшӗ те вӗсене куҫран вӗҫертмест. Нумаях пулмасть вӑл вӗсене уҫӑлма илсе тухма тытӑннӑ.
2019 ҫулта енот тӑватӑ ҫура ҫӑвӑрланӑ.
Сӑмах май, ҫурисене енот кунне 24 хутчен ҫитерет. Ҫурасен куҫӗ виҫӗ эрнене ҫитсен ҫеҫ уҫӑлать, илтме те ҫав вӑхӑтра пуҫлаҫҫӗ. Ҫутҫанталӑкра пурӑнакан енот-амӑшӗ 12 шӑтӑк хатӗрлет. Ашшӗсем ҫурисене пӑхмаҫҫӗ.
Чӑваш Енре хӑмӑр упасене шута илӗҫ. Кун пирки республикӑн Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви паян пӗлтернӗ.
Упасене ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнчех шутлама тытӑннӑ. Тискер ҫак чӗрчунсен йышне юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен палӑртӗҫ.
Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче ӑнлантарнӑ упасене вӗсен малти урисен йӗрӗпе палӑртӗҫ. Чӗрчунсене Ҫутҫанталӑк тӗнчине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен дирекци ӗҫченӗсем шутлаҫҫӗ.
Хӑмӑр упана, сӑмах май каласан, Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ. 2019 ҫулта ку чӗрчуна 20 пуҫ тупса палӑртнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пӗр арҫын Етӗрне районӗнче Сӑр юханшывӗнче ир-ирех пулӑ тытнӑ. Сехет йӗппи 5 сехет ҫеҫ кӑтартнӑ. Унччен те пулман – пулӑҫ шывра темӗн ишнине асӑрханӑ. Упа иккен!
Арҫын упа ишнине видео ӳкернӗ те ӑна «Контактра» халӑх тетелне лартнӑ. Пулӑҫ каланӑ тӑрӑх, упа ватӑ курӑнман.
Сӑмах май, нумаях пулмасть Чӑваш Енре питӗ пысӑк кӑмпа тупнӑ. Вӑл 23 килограмм тайнӑ. Кӑмпа ҫимеллиех пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Горшков Анатолий Ермолаевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Желтухин Герман Николаевич, чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |