«Пӗр чӗлхе — пӗр ӑс, икӗ чӗлхе — икӗ ӑс», — тенӗ Иван Яковлев. Ҫакна тӗпе хурса пурӑнмалла халӑхӑн: ачисене мӗн пӗчӗкренех тӑван чӗлхепе калаҫма вӗрентмелле. Ку — «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна» пурнӑҫламалли тӗп мел те.
Ача тӑван чӗлхене вӗренсе тӑван тӑрӑха юратма, наци йӑли-йӗркине, чӑваш халӑхне хисеплеме тытӑнать. Ҫакна Каҫал тӑрӑхӗнче питӗ лайӑх ӑнланаҫҫӗ.
Районти хӑш-пӗр ача пахчинче ачасене чӑваш чӗлхине юратма вӗрентеҫҫӗ, унпа лайахрах калаҫма хӑнӑхтараҫҫӗ. Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел шкулӗнчи «Хӗвел» ушкӑнра воспитательре ӗҫлекен Алина Леонтьевна Родионова шӑпӑрлансемпе чӑваш чӗлхи каҫне ирттернӗ. Унта вӗсем чӑваш халӑхӗн юррисемпе, ташшисемпе, вӑййисемпе, сӑввисемпе усӑ курнӑ.
Шкула ҫӳремен ачасем «Автан», «Пӗчӗк ҫеҫ путене» юрӑсене шӑрантарнӑ, «Ҫӑпата», «Тухья» вӑйӑсене вылянӑ, «Ташӑ кӗвви» ташланӑ, вӑйӑ картине тӑнӑ. Ачасене Августа Уляндина юрлакан «Атьӑр, хӗрсем, вӑрмана» юрӑпа ташлани килӗшнӗ. Ачасем «Асанне юмахӗсем» видеоклип пӑхса чӑваш юмахӗсен тӗнчине лекнӗ.
Кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Мурманск хулинче облаҫри халӑх культурисен туслӑх фестивалӗ иртнӗ. Кун пирки Римма Прокопьева журналист «Хыпар» хаҫатра ҫырса пӗлтернӗ.
Мурманскри юрӑ-ташӑ уявне пирӗн йӑхташӑмӑрсем те хаваспах хутшӑннӑ иккен. Юрланӑ та, ташланӑ та... «Ушаков адмирал» атом пӑрҫӗмӗрен ҫинче ӗҫлекен Петр Клементьев вара пурне те хуткупӑс ҫав тери ӑста каласа тӗлӗнтернӗ. Унӑн мӑшӑрӗ Ольга Васильевна чӑваш юрри шӑрантарнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те — Патӑрьел районӗнчен. Фестивале хутшӑнакансем хушшинче Вӑрмар, Комсомольски тӑрӑхӗсенчен тухнӑ чӑвашсем те пулнӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тумликасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Раиса Садакова Роза Степанова юрӑҫ репертуарӗнчи «Юрату сӳнмерӗ» юрра шӑрантарса фестиваль дипломне ҫӗнсе илнӗ. Чӑвашла тумланнӑ икӗ мӑнукӗ ӑна ташласа пулӑшнӑ.
Мурманск облаҫӗнче иртнӗ фестивальте чӑваш культурине сӑнлакан курав чи пуянни пулнӑ-мӗн. Чи паха экспонатсем хушшинче Раиса Садакова кукамӑшӗн амӑшӗ 1905 ҫулта качча тухсан сырнӑ сурпанпа масмака асӑннӑ.
Мурманск облаҫӗнчи «Чӑваш енӗ» чӑвашсен культура обществин канашӗ 2014 ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ. Ӑна вӑл Сурхури уявне йӗркеленипе ҫыхӑнтарнӑ.
Тӗлпулӑва облаҫри тӗрлӗ районта пурӑнакан чӑвашсем кӑна мар, унти тӗрлӗ ҫар чаҫӗнче хӗсметре тӑракан чӑваш каччисем те хутшӑннӑ иккен. Ҫар чаҫӗсене илсен, 200-мӗш бригадӑна, Сывлӑшран хӳтӗленӳ дивизине, Ҫурҫӗр флочӗн «Совет Союзӗн Адмиралӗ Кузнецов», «Петр Великий» карапӗсене, «Ядрин» гварди тральщикне асӑннӑ.
Пухӑва Чӑваш суту-илӳ базин ҫуртӗнче йӗркеленӗ. Унта чӑваш сӗмӗ кӗмелле лару-тӑру хатӗрленӗ, наци апат-ҫимӗҫне те пӗҫерсе пынӑ.
Чӑвашсен культура обществин иртнӗ ҫулхи ӗҫне тивӗҫтерет тесе хакланӑ. Обществӑн хастарӗсене Хисеп грамотисемпе, чӑвашла кӗнекесемпе, «Акконд» фабрикӑн тата Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн ҫимӗҫӗпе хавхалантарнӑ.
Пуху «Сурхури» уяв ирттернипе, Мончегорскри «Тӑванлӑх» чӑваш вокал ансамблӗн тата тинтерех кӑна йӗркеленнӗ чӑваш юррин «Акатуй» вокал ансамблӗн концерчӗпе вӗҫленнӗ.
Сӑнсем (7)
Чӗмпӗр облаҫӗнче «Наци ялӗ» проекта пурнӑҫлама тытӑннӑ. Унта регионта пурӑнакан халӑхсен культурине кӑтартакан картишсем пулӗҫ. Пӗтӗмпе — 9 лапам. Чӑваш культурине автономийӗ хӑйӗн лапамне пӗрремӗш хӑтлӑлатма тытӑннӑ.
Ҫулла картиш пӗрремӗш хӑнасене йышӑнмалла. Кунта музей комплексӗ, конференци залӗ, наци апачӗ пӗҫӗрекен кафе, хӑна ҫурчӗ пулӗҫ. Вӑхӑт ирнӗҫемӗн ҫак вырӑн наци йӑли-йӗркисен центрӗн статусне тивӗҫмелле.
Чӑваш картишне Федоровсен ҫемйи, ашшӗ тата ывӑлӗсем, тума тытӑннӑ. Йывӑҫ ҫуртра музей экспозицийӗ пулӗ. Кунсӑр пуҫне мунча, ҫӑл пур. Анчах тумалли татах пур-ха.
Ку кӗтесре тӑван культурӑпа паллашма, унӑн илемӗпе киленме май пулмалла. Проект ҫак тӗллевпе пурнӑҫланать те.
— Эпир ӗҫлетпӗр, вун-вун ҫултан эпир пулмастпӑр, анчах чӑваш халӑхӗ валли ҫакнашкал кӗтес пулать. Унта ҫынсем музее кайма, наци ҫимӗҫне тутанма, канма пултараҫҫӗ, — тенӗ Артем Федоров.
Тулай чӑвашӗсем вӑхӑта ахаль ирттерменни, унти йӑхташӑмӑрсене пӗтӗҫтерме тӑрӑшни пирки «Чӑваш халӑх сайчӗ» унччен те хыпарланӑччӗ.
Тольяттинчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ «Кӗмӗл сасӑ» юрӑ конкурсӗ ирттерме шут тытнӑ. Конкурса хутшӑнас кӑмӑллисен автономин ертӳҫине А.П. Бикмурзин ячӗпе заявка памалла. Унпа 89272688113 номерпе ҫыхӑнма сӗнеҫҫӗ. Автономин секретарӗ Н.В. Панфиленко та заявка йышӑнать. Унӑн телефон номерӗ — 89372309634.
Тольяттинче конкурсра ҫӗнтернисем каярах Самар хулинче иртекен ӑмӑртӑва хутшӑнайӗҫ.
«Ирӗклӗх» тӳре-шарана чӑвашла Конституцие йышӑнма сӗнни пирки унчченех пӗлтернӗччӗ. Анчах общество организацийӗн сӗнӗвне шута илесшӗн мар иккен. Кун пирки «Ирӗклӗх» сайчӗ пӗлтерет.
Общество хастарӗсем ку ыйтупа тӗрлӗ ведомствӑна ҫитнӗ. ЧР Патшалӑх Канашӗн хуравӗнче федераци тата регион саккунӗсенче саккунсене икӗ чӗлхепе йышӑнмаллине кӑтартакан ҫирӗп норма ҫуккине пӗлтерет.
Парламентра Конституцин чӑвашла куҫарӑвӗ вырӑслипе пӗр тан пулнине калаҫҫӗ. Прокуратура ҫапла пӗлтернӗ: ЧР Конституцине Раҫҫейӗн патшалӑх чӗлхипе ҫеҫ йышӑнни саккуна пӑснине пӗлтермест-мӗн.
«Ирӗклӗх» патшалӑх инстанцийӗсемпе чӑвашла ҫырӑннӑ. Патшалӑх Канашӗ ҫырӑва чӑвашла хуравланӑ. Прокуратура икӗ чӗлхепе те ҫырнӑ. ЧР Юстици министерстви вырӑсла хуравланӑ. Унта чӑвашла лайӑх пӗлекен профессионал куҫаруҫӑ ҫук-мӗн.
Аса илтерер: общество хастарӗсем ҫакна пӗлтӗр кӗркунне пуҫланӑ. Вӗсем ЧР Конституцийӗ вырӑсла ҫеҫ пулнине, чӑвашла куҫарӑвӗн юридици вӑйӗ пулманнине палӑртнӑ.
Ӗпхӳре юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн Чӑвашсен вырсарни шкулӗ уҫӑлнӑ. Ӑна ҫӑмӑллӑхлӑ майпа тара паракан программӑпа ҫӗнетнӗ иккен. Тӗплӗ юсав валли кӗмӗле Марат Хафизов ятлӑ усламҫӑ уйӑрнӑ.
Ҫурта ҫӑмӑллӑхлӑ майпа тара панӑ май усламҫӑ умӗнче влаҫсем кӑштах услови лартнӑ тесен те йӑнӑш мар. Хайхин малтанхи виҫӗ ҫул хушшинче ҫурта тӗплӗн юсамалла пулнӑ тата тара илнишӗн хыснана тӳлемелле. Ӗҫе тӗплӗ пурнӑҫласан арендншӑн пӗр тӑваткал метршӑн 1 тенкӗ тӳлеттернипех ҫырлахӗҫ. Ҫапла хака 25 ҫуллӑха палӑртнӑ.
Вырсарни шкулне 187 тӑваткал метр лекнӗ. Унта халӗ 140 чӑваш ачи вӗренет. Вӗсем чӑваш чӗлхине шӗкӗлчеҫҫӗ, литературӑпа паллашаҫҫӗ. Ачасене информатикӑпа ют чӗлхене те вӗрентеҫҫӗ. Декораципе прикладной ӳнерӗн кружокӗ те ӗҫлет.
Карлачӑн 26-мӗшӗнче ҫакӑ паллӑ пулнӑ: Пушкӑрт Республикинче чӑваш наци культурин автономине туса хунӑ. Кун пирки «Башинформ» пӗлтерет.
Пӗрлӗхе туса хурас ыйтӑва пӗлтӗр ҫу уйӑхӗнчех ҫӗкленӗ. Ӑна тумалли пирки кӑҫал Булгаково ялӗнче иртнӗ регионсен общество организацийӗсен конференцийӗнче йышӑннӑ.
Пушкӑртстанри чӑваш наци культурин автономийӗн председателӗн тивӗҫне медицина ӑслӑлӑхӗсен докторне Виталий Викторов профессора шаннӑ.
Конференцие хутшӑннисем чӑваш чӗлхин йӑлине тытса пымаллине, унӑн историне, культурине вӗренмеллине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех унта ҫамрӑксене илӗртес ыйту та ҫивӗч. Пурте Пушкӑртстан правительствине пулӑшу кӳнӗшӗн тав тунӑ.
Пӗлмешкӗн: Пушкӑрт Республикинче 100 пин ытла чӑваш пурӑнать, чӑваш нациллӗ 9 пин ытла ача вӗренет. Тӑван чӗлхене 23 шкулпа филиалта вӗрентеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех унта республика шайӗнче чӑвашла хаҫат тухса тӑрать.
Тӗмен чӑвашӗсем кӑҫал Сурхурие, Раштава вунпиллӗкмӗш хут паллӑ тунӑ. Наци уявне паллӑ тума тӗп хулана облаҫри тӗрлӗ тӑрӑхран та килнӗ.
Чӑвашсен облаҫри «Тӑван» абсолютлӑ ассоциаци председателӗ Ираида Маслова каланӑ тӑрӑх, вӗсем хӑнасене тӑван халӑхӑн ӗмӗрхи йӑлисемпе ҫывӑхрах паллаштарма тӑрӑшнӑ.
Чӑваш фольклор ансамблӗсем культура керменӗн сцени ҫинче ӗлӗк Раштавра хӑнасене епле кӗтсе илнине, мӗнпе хӑналанине, мӗнле юрӑ юрланисене кӑртса панӑ.
Хӑнасем чӑвашсен пуян сӗтелӗнчен тӗлӗннӗ. Унта ӑшаланӑ пӑрҫа лартнӑ. Ку — пуянлӑх, лайӑх пурнӑҫ палли. Чӑвашла юрланӑ юрӑсем те тыткӑнланӑ.
Уявра хӗрсем сурӑх тытман. Анчах ҫӑм арласа кӑтартнӑ. Кунпа вӗсем хӑнасене тӗлӗнтернӗ.
Паян Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче халӑх промыслисене аталантарассипе «ҫавра сӗтел» иртнӗ. Унта Михаил Игнатьев Элтеперсӗр пуҫне экономика аталанӑвӗн министрӗ Владимир Аврелькин, культура министрӗ Вадим Ефимов, Суту-илӳпе промышленноҫ палатин президенчӗ Игорь Кустарин, Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫи Николай Угаслов тата ыттисем хутшӑннӑ.
Михаил Васильевич чӑваш тӗррине халӑх культурин иксӗлми пуянлӑхӗ тесе хакланӑ. Ӑстасене хӑйсен ӗҫне аталантарма влаҫ органӗсем малашне те пулӑшса пырасси пирки палӑртса хӑварнӑ. Ҫакӑн пирки калаҫнӑ май Михаил Васильевич чӑваш тӗррин музей-центрне уҫас шухӑшлине пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |