Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн сайтӗнче Виталий Станьял хӑйсен енче Питрава мӗнле уявлани пирки пӗлтерет. Ҫав кунпа ҫамрӑксем ҫимӗк хаваслӑхне, уяв вӑййисене ӑсатса ярать.
Виталий Станьял хӑйсен енче, Шупашкар районӗнчи Вӑрман-Ҫӗктер тӑрӑхӗнче, Ҫимӗке Хравути поххи ятлӑ акатуйпа пуҫланине ҫырать. Кӑҫал вӑл Станьял ялӗ патӗнчи Чемен паттӑр картинче районти акатуйпа питӗ чаплӑ иртнӗ-мӗн. Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Сергей Сорокин акатуй тӗлне тӑватӑ пашнеллӗ, 16 «яллӑ» хулаш хӳми картарнӑ.
Ҫимӗк эрнисем Питравкка уявӗпе вӗҫленеҫҫӗ. Станьял палӑртнӑ тӑрӑх, халӗ чӑвашсен авалхи Питравкки вырӑс Петровкипе пӗрлешнӗ. «Питравкка тени «пӗтрекке» (кӑтра) тенинчен тухса кайнӑ теҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫав кун кашни ӑратне е кил-йыш Ҫут тӗнчене тав туса пӗтрекке така пусса чӳкленӗ. Пирӗн Ишлей-Шарпаш ушкӑнне кӗрекен 20 ял халӑхӗ Питравккана ӗмӗртенпех Салапай-Вӑрманкас тавринчи уҫланкӑсенче ирттернӗ. Кӑҫал ӑна Вӑрманкас ҫыннисем хӑйсен ялӗнчи авалхи вырӑна — Хуралту сӑрчӗ ҫине тавӑрчӗҫ», — ҫапла ҫырать Виталий Станьял. Вырӑнӗ историре ҫырӑнса юлнӑскер-мӗн. Тавралӑхӗ Кавказри пекех.
Малалла ҫапла ҫырать: «Тӑпӑлкка, хитре те тӳрем сӑрт ҫинче Атӑлҫи паттӑрӗсен тӑшманран сыхланмалли хулашӗ ларнӑ (ун пек пӗчӗк хулаш Атӑлъял патӗнчи Чура паттӑр сӑртӗнче те пур). Авалхи нӳхреп вырӑнӗсем Хуралту ҫинче халӗ те палӑраҫҫӗ. Уява пыракансене хулаш картинчен кӗрсен Паттӑрсене асӑнса купаланӑ Чулпалӑк кӗтсе илет. Малашне кунта пысӑк стелла тума тата Транквиллин Соминов таврапӗлӳҫӗ хатӗрленӗ алҫырӑва пуянлатса кӗнеке кӑларма шутлаҫҫӗ».
Вӑрманкас ҫыннисем Питравккана тӑрӑшса хатӗрленнӗ-мӗн. Вӑйӑ карти вырӑнне кавир сарнӑ, чатӑрсем карнӑ, сӗтел хатӗрленӗ. Ҫавӑнтах пичкери сӑра кӑпӑкланнӑ.
Халӗ те уявсем хитре иртнине палӑртать таврапӗлӳҫӗ. Виталий Станьял унта Хуралту, Чулпалӑк, Атӑлварри тата ытти авалхи ятсем пирки пӗлнӗ.