«Ирӗклӗх» тӳре-шарана чӑвашла Конституцие йышӑнма сӗнни пирки унчченех пӗлтернӗччӗ. Анчах общество организацийӗн сӗнӗвне шута илесшӗн мар иккен. Кун пирки «Ирӗклӗх» сайчӗ пӗлтерет.
Общество хастарӗсем ку ыйтупа тӗрлӗ ведомствӑна ҫитнӗ. ЧР Патшалӑх Канашӗн хуравӗнче федераци тата регион саккунӗсенче саккунсене икӗ чӗлхепе йышӑнмаллине кӑтартакан ҫирӗп норма ҫуккине пӗлтерет.
Парламентра Конституцин чӑвашла куҫарӑвӗ вырӑслипе пӗр тан пулнине калаҫҫӗ. Прокуратура ҫапла пӗлтернӗ: ЧР Конституцине Раҫҫейӗн патшалӑх чӗлхипе ҫеҫ йышӑнни саккуна пӑснине пӗлтермест-мӗн.
«Ирӗклӗх» патшалӑх инстанцийӗсемпе чӑвашла ҫырӑннӑ. Патшалӑх Канашӗ ҫырӑва чӑвашла хуравланӑ. Прокуратура икӗ чӗлхепе те ҫырнӑ. ЧР Юстици министерстви вырӑсла хуравланӑ. Унта чӑвашла лайӑх пӗлекен профессионал куҫаруҫӑ ҫук-мӗн.
Аса илтерер: общество хастарӗсем ҫакна пӗлтӗр кӗркунне пуҫланӑ. Вӗсем ЧР Конституцийӗ вырӑсла ҫеҫ пулнине, чӑвашла куҫарӑвӗн юридици вӑйӗ пулманнине палӑртнӑ.
Ӗпхӳре юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн Чӑвашсен вырсарни шкулӗ уҫӑлнӑ. Ӑна ҫӑмӑллӑхлӑ майпа тара паракан программӑпа ҫӗнетнӗ иккен. Тӗплӗ юсав валли кӗмӗле Марат Хафизов ятлӑ усламҫӑ уйӑрнӑ.
Ҫурта ҫӑмӑллӑхлӑ майпа тара панӑ май усламҫӑ умӗнче влаҫсем кӑштах услови лартнӑ тесен те йӑнӑш мар. Хайхин малтанхи виҫӗ ҫул хушшинче ҫурта тӗплӗн юсамалла пулнӑ тата тара илнишӗн хыснана тӳлемелле. Ӗҫе тӗплӗ пурнӑҫласан арендншӑн пӗр тӑваткал метршӑн 1 тенкӗ тӳлеттернипех ҫырлахӗҫ. Ҫапла хака 25 ҫуллӑха палӑртнӑ.
Вырсарни шкулне 187 тӑваткал метр лекнӗ. Унта халӗ 140 чӑваш ачи вӗренет. Вӗсем чӑваш чӗлхине шӗкӗлчеҫҫӗ, литературӑпа паллашаҫҫӗ. Ачасене информатикӑпа ют чӗлхене те вӗрентеҫҫӗ. Декораципе прикладной ӳнерӗн кружокӗ те ӗҫлет.
Карлачӑн 26-мӗшӗнче ҫакӑ паллӑ пулнӑ: Пушкӑрт Республикинче чӑваш наци культурин автономине туса хунӑ. Кун пирки «Башинформ» пӗлтерет.
Пӗрлӗхе туса хурас ыйтӑва пӗлтӗр ҫу уйӑхӗнчех ҫӗкленӗ. Ӑна тумалли пирки кӑҫал Булгаково ялӗнче иртнӗ регионсен общество организацийӗсен конференцийӗнче йышӑннӑ.
Пушкӑртстанри чӑваш наци культурин автономийӗн председателӗн тивӗҫне медицина ӑслӑлӑхӗсен докторне Виталий Викторов профессора шаннӑ.
Конференцие хутшӑннисем чӑваш чӗлхин йӑлине тытса пымаллине, унӑн историне, культурине вӗренмеллине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех унта ҫамрӑксене илӗртес ыйту та ҫивӗч. Пурте Пушкӑртстан правительствине пулӑшу кӳнӗшӗн тав тунӑ.
Пӗлмешкӗн: Пушкӑрт Республикинче 100 пин ытла чӑваш пурӑнать, чӑваш нациллӗ 9 пин ытла ача вӗренет. Тӑван чӗлхене 23 шкулпа филиалта вӗрентеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех унта республика шайӗнче чӑвашла хаҫат тухса тӑрать.
Тӗмен чӑвашӗсем кӑҫал Сурхурие, Раштава вунпиллӗкмӗш хут паллӑ тунӑ. Наци уявне паллӑ тума тӗп хулана облаҫри тӗрлӗ тӑрӑхран та килнӗ.
Чӑвашсен облаҫри «Тӑван» абсолютлӑ ассоциаци председателӗ Ираида Маслова каланӑ тӑрӑх, вӗсем хӑнасене тӑван халӑхӑн ӗмӗрхи йӑлисемпе ҫывӑхрах паллаштарма тӑрӑшнӑ.
Чӑваш фольклор ансамблӗсем культура керменӗн сцени ҫинче ӗлӗк Раштавра хӑнасене епле кӗтсе илнине, мӗнпе хӑналанине, мӗнле юрӑ юрланисене кӑртса панӑ.
Хӑнасем чӑвашсен пуян сӗтелӗнчен тӗлӗннӗ. Унта ӑшаланӑ пӑрҫа лартнӑ. Ку — пуянлӑх, лайӑх пурнӑҫ палли. Чӑвашла юрланӑ юрӑсем те тыткӑнланӑ.
Уявра хӗрсем сурӑх тытман. Анчах ҫӑм арласа кӑтартнӑ. Кунпа вӗсем хӑнасене тӗлӗнтернӗ.
Паян Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче халӑх промыслисене аталантарассипе «ҫавра сӗтел» иртнӗ. Унта Михаил Игнатьев Элтеперсӗр пуҫне экономика аталанӑвӗн министрӗ Владимир Аврелькин, культура министрӗ Вадим Ефимов, Суту-илӳпе промышленноҫ палатин президенчӗ Игорь Кустарин, Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫи Николай Угаслов тата ыттисем хутшӑннӑ.
Михаил Васильевич чӑваш тӗррине халӑх культурин иксӗлми пуянлӑхӗ тесе хакланӑ. Ӑстасене хӑйсен ӗҫне аталантарма влаҫ органӗсем малашне те пулӑшса пырасси пирки палӑртса хӑварнӑ. Ҫакӑн пирки калаҫнӑ май Михаил Васильевич чӑваш тӗррин музей-центрне уҫас шухӑшлине пӗлтернӗ.
Раштав уявӗнче, кӑрлач уйахӗн 7-мӗшӗнче, Тӗменри чӑвашсен культура центрӗнче ачасен «Шевле» уяв иртнӗ. Ӑна «Тӑван» ассоциаци йӗркеленӗ.
Пӗчӗкскерсем тӗрленӗ чӑваш тумӗсем тӑхӑннӑ. Илемлӗ тумланнӑскерсем конкурссемпе вӑйӑсене хутшӑннӑ, юрланӑ, ташланӑ, чӑвашла сӑвӑсем пӑхмасӑр каланӑ.
Ачасем ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле тӗрлӗ тетте хатӗрленӗ. Вӗсем уява тата илем кӳнӗ. Ачасене уявра савӑнтарма Сарпикепе Юрпике ҫитнӗ. Вӗсем пӗчӗкскерсене чӑваш вӑййисене выляттарнӑ, пылак ҫимӗҫпе хӑналанӑ. Хӗл Мучипе Юр Пике те ачасене кучченеҫпе савӑнтарнӑ.
Уяв хыҫҫӑн пурте Тӗменри пукане театрне спектакль курма кайнӑ.
Ҫитес шӑматкун, кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ хатӗрлесе кӑларнӑ Чӑваш Енӗн чӑвашла схемине хӑтлӑпӑр — презентаци ирттерӗпӗр. Пуҫламӑшӗ 11 сехетре.
Хӑтлава эпир чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакан кашни чӑваша йыхравлатпӑр.
Ҫавӑн пекех хӑтлав хыҫҫӑн Сергей Щербаков историк пухӑннисем умӗнче 1918 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче иртнӗ чӑваш ҫарӗн пӗрремӗш пухӑвӗ ҫинчен каласа парӗ. Каласа хӑварас пулать, иртнӗ ӗмӗрти ҫак пулӑм самай пысӑк йӗр хӑварнӑ, унта тунӑ йышӑнусемпе кайран автономи йӗркеленӗ чухне те усӑ курнӑ.
Аса илтеретпӗр, Чӑваш Енӗн чӑвашла схеми иртнӗ ҫулталӑкӑн раштав уйӑхӗ пуҫламӑшӗнче А1 форматпа пичетленсе тухрӗ. Тиражӗ — 300 экземпляр. Енчен те хальччен ӑна туянайман пулсан — хӑйтав умӗн Чӑваш Енӗн схеми сутӑнӗ. Хӑтлав вӑхӑтӗнчи хак — 200 тенкӗ.
Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен патшалӑх институчӗ ӑслӑлӑх ӗҫӗсен «История национальной государственности чувашского народа» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ку ӗҫе «Ирӗклӗ сӑмах» сайт тӗплӗ ӑслӑлӑх ӗҫӗн пӗрремӗш кӗнеки тесе хаклать.
Темиҫе ярӑмпа кӑларма палӑртакан ӗҫӗн пӗрремӗш кӗнекин авторӗ — асӑннӑ институтӑн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Владимир Клементьев. Тома этнос юхӑмӗ чӗрӗлсе тӑнипе аталаннине, наци юхӑмӗн йӗркелӳ хурмисем ҫуралнине тата йӗркеленнине, Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне йӗркеленӗренпе Чӑваш автономичченхи тапхӑрти чӑвашсен ирӗклӗхӗн ҫул-йӗрӗпе меслечӗсем пирки чарӑнса тӑнӑ.
Кӗнекен ӑслӑлӑх редакторӗ — Юрий Гусаров историк, рецензенчӗсем — Николай Егоров чӗлхеҫӗ, Виталий Ивановпа Елена Минеева историксем.
Шупашкарти Эгер бульварӗнче унчченхи Валерьян Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗн ҫуртӗнче ача пахчи уҫӑлнӑ. Ҫурта ҫӗнетес ӗҫ ҫулталӑк ҫурӑ пынӑ.
«Золотой ключик» (чӑв. Ылтӑн ҫӑра) ача пахчинче чӑваш халӑхӗн культурине вӗренес ӗҫе пысӑк тимлӗх уйӑрӗҫ. Ку микрорайонта ача пахчи уҫӑласса тахҫанах кӗтнӗ. Кунта халӑх та чылай пурӑнать. Ҫавӑнпа ку ашшӗ-амӑшӗшӗн чӑн-чӑн уяв пулнӑ.
Алена Аришинова депутат республика ача пахчи уҫас енӗпе Раҫҫейри хӑш-пӗр регионтан маларах пынине палӑртнӑ. Эгер бульварӗнчи ача пахчинче интерактивлӑ хӑмасемпе хальхи йышши техника пур. Теттесем те куҫа йӑмӑхтараканнисем, илемлисем.
Ӗнер, раштавӑн 24-мӗшӗнче, чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакан ушкӑнсем пӗрле пухӑнса малашнехи пӗрлехи ӗҫсем пирки калаҫрӗҫ. Пухӑва «Хавал» пӗрлӗх ертӳҫи Александр Блинов (Алпарух), вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литературин кафедрин пуҫлӑхӗ Анна Егорова, «Салам» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Владислав Николаев, «Ирӗклӗх» пӗрлӗхӗн ертӳҫи Дмитрий Степанов, Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ Алексей Ефремов (Илтимер), Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай Плотников (Аҫтахар) хутшӑнчӗҫ.
Пухура хускатнӑ тӗп ыйтусем: влаҫра чӑваш наци политикине ертсе пыракан ҫын ҫукки; вӗренӳ министерствинче чӑваш наци шкулӗсемпе ӗҫлекен ҫын ҫукки; тӳре-шарапа ҫыхӑнусене епле тытасси пирки; ӳнер ӗҫӗсене пропагандӑлас ӗҫре чӑваш чӗлхипе те усӑ курасси пирки; тӗрлӗ фильмсене чӑвашла куҫарасси пирки; ҫӗнӗлле, вуланмалли литература хайлавӗсене пичетлесси; программӑсемпе ӗҫлемелли ансат инструкцисем хатӗрлесси пирки.
Тӗлпулу вӗҫленнӗ хыҫҫӑн кунашкал кайран та пухӑнсан пӑсмасть тесе пӗтӗмлетрӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Михайлов Максим Дормидонтович, опера юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Эмине Йылмаз, чӑваш чӗлхине тӗпчекен турккӑ ӑсчахӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |