Йӗпреҫ районӗнчи «Пилеш» ача пахчин воспитателӗсем ачасене наци культурипе, йӑли-йӗркипе кӑсӑклантарма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем пӗчӗкскерсене халӑх ӑсталӑхӗн историйӗпе паллаштараҫҫӗ.
Мария Коркунова тӗрӗ ӑсти хӑйӗн ӗҫӗсемпе миникурав йӗркеленӗ. Вӑл ҫутҫанталӑка тӗрлет, йӗппе, ҫекӗлпе ҫыхать. Вӑл ачасене ӗлӗк кашни хӗр тупра хатӗрлени пирки каласа кӑтартнӑ.
Ачасем ҫавӑн пекех ӗлӗк ҫынсем ҫипе хӑйсемех сӑрлани пирки пӗлнӗ. Ҫавна май ҫырлапа, чечекпе, ҫулҫӑпа, тымарпа, йывӑҫ хуппипе, кӗлпе, тӑмпа тата ытти япалапа усӑ курнӑ.
Юрий Певцов хӑваран тем те пӗр ӑсталать. Унӑн ӗҫ пухмачӗнче — карҫинккасем, ҫӑкӑр хумалли савӑтсем, вазӑсем… Вӑл ачасемпе хӑваран авса ӑсталас енӗпе ӑсталӑх класӗ ирттернӗ. Юрий Егорович ача пахчине асӑнмалӑх карҫинкка парнеленӗ. Вӑл мӑнукне Ромӑна та ҫак ӗҫе вӗрентет.
Людмила Матвеева теттесем хатӗрлет, вӗтӗ шӑрҫапа тӗрлет. Вӑл хӑй те пултарулӑх ҫуртӗнче ачасемпе ӗҫлет. Шӑпӑрлансем унӑн ҫемҫе теттисемпе кӑсӑкланнӑ.
лашкинчен ачасем пурте пӗрле сӑн ӳкерӗннӗ.
Сӑнсем (10)
Тӗмен облаҫӗнчи чи чипер те сӑпайлӑ, ӗҫчен те пултарулӑ, илемлӗ те яштака пӳллӗ, илӗртӳллӗ хӗр-пикесем Тӗменри наци культурисен «Строитель» керменӗн пысӑк сцени ҫинече «Чӑваш пики — 2014» ята ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. Ҫакӑн пирки ЧНК Мӑн Канаш пайташӗ Ирина Удалова пӗлтерет.
Асӑннӑ конкурс Тӗмен ҫӗрӗ ҫинче саккӑрмӗш хут иртет иккен. Кӗҫалхине Тӗмен, Нефтеюганск, Сургут хулисенчи чӑваш пикисем хутшӑннӑ.
Пикесене Чӑваш наци конгресӗн Мӑн Канаш членӗсем В.А. Васильев , И.В. Удалова саламланӑ.
Чӑваш хӗрӗсен пултараслӑхне 6 конкурсра тӗрӗсленӗ: портфолиона хак панӑ, хӑйсемпе паллаштарнине, чӑваш тумӗпе дефиле кӑтартнине, интеллектуаллӑ ӑмӑртура, килти ӗҫшӗн, пултарулӑх конкурсӗшӗн.
«Хитре пулни ҫеҫ мар, чунпа пуян тата общество ӗҫӗнче хастар пулмалла», — тет иккен «Тӑван» чӑвашсен ассоциацийӗн президенчӗ И.Н. Маслова.
Тӑван чӗлхене тата авалтан килекен йӑла–йӗркене пӗлнине тӗпе хурнӑ. Анна Хрисанова «Сӑпайлӑ пике», Марина Роколь «Яштака пике», Татьяна Николаева «Вице чӑваш пики», Мария Захарова «Ҫепӗҫ пике», Васелина Жигулева «Кӗмӗл сасӑ», Крестина Васильева «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» ята тивӗҫнӗ.
Мускавра Вырӑс географи обществин XV съезчӗ иртнӗ. Ӑсчахсем 5 ҫулти ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ, малашнехи плансене сӳтсе явнӑ.
Тӗпчевҫӗсемпе РФ Президенчӗ Владимир Путин та тӗлпулнӑ. Вӑл Вырӑс географи обществин попечительлӗх канашне ертсе пырать. Съезда Чӑваш Ен делегацийӗ те хутшӑннӑ.
Пӗр эрнере ӑсчахсем лекцисем, ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ, интерактивлӑ лапамсем ӗҫленӗ. Вырӑс географи обществин уйрӑмӗсем Раҫҫейри 85 субъектра ӗҫлеҫҫӗ. Регионсем хӑйсен культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштараҫҫӗ.
Фестивалӗн кашни кунӗ уйрӑм темӑпа иртнӗ. Пирӗн республика делегацийӗ съезда килнисене чӑваш тӗррипе паллаштарнӑ, сӑра вӗретес, хӑмла ӳстерес ӗҫ пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсем хӑнасене кваспа хӑналанӑ. «Атӑл» халӑх хорӗ чӑвашла юрӑсем юрланӑ. Кунсӑр пуҫне обществӑн чӑваш уйрӑмӗ кӑларнӑ ӑслӑлӑх литературипе паллаштарнӑ.
Куракансене чӑваш тӗрри пирки итлеме интереслӗ пулнӑ. Вӗсем чӑваш тумӗсене тытса курнӑ.
ЧР Культура министерстви Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк культурин организацине (ТЮРКСОЙ) кӗресшӗн маррине пӗлтернӗ. Ҫакӑ ведомство «Ирӗклӗх» общество организацийӗ янӑ ҫырӑва хуравланинчен паллӑ. «Ирӗклӗх» ку ыйтӑва ведомствӑна унччен янӑ.
Хуравра акӑ мӗн палӑртнӑ: чӑвашсен пуян культури, унӑн чӗлхи, историйӗ, наци туйӑмӗ тӗрлӗ организацие кӗмесӗрех лайӑх аталанать-мӗн. Культура учрежденийӗсем, пултарулӑх союзӗсем, ӑсчахсем ытти тӗрӗк халӑхӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ, ТЮРКСОЙ йӗркеленӗ тӗрлӗ мероприятие, ҫав шутра уявсене те, хутшӑнаҫҫӗ.
Ведомствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, ТЮРКСОЙ организацие кӗменни чӑваш культурине аталанмашкӑн ура хунине пӗлтермест. «Ирӗклӗх» ыйтнине хирӗҫлемелли урӑх салтавсене кӑтартман.
Палӑртмалла: паян Чӑваш Республики Раҫҫейре — тӗрӗк культурин организацине кӗмен пӗртен пӗр тӗрӗк республики. «Ирӗклӗх» министерствӑна янӑ ыйтура ТЮРКСОЙ организацине кӗни тӗрӗк ҫӗршывӗсемпе культура, ӗҫ тӗлӗшӗнчен ҫыхӑнӑва анлӑлатма пулӑшнине палӑртнӑ.
«Ирӗклӗх» министерство хуравне мӑшкӑл вырӑнне йышӑнать. Общество председателӗ Дмитрий Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, культура министерстви республикӑри лару-тӑруран аякра, чиновниксемшӗн чӑваш культурин аталанӑвӗ пур пӗрех.
Шупашкарта пурӑнакан Мальвинӑпа Сергей Алексеевсем темиҫе ҫул каялла хӑйсен туйне чӑваш йӑлипе килӗшӳллӗн ирттернӗ. Халӗ мӑшӑр туйри сӑнӳкерчӗксене «Манӑн пысӑк наци туйӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса ярса панӑ.
«Пирӗн туй — тӑван халӑхшӑн пӗчӗк парӑм ҫеҫ. Пирӗн ачасем Пинерпипе Асамат хӑйсен йӑхне пӗлччӗр», — ҫырнӑ Мальвина проект сайтӗнче. — Чӑвашсем туя тӗплӗн хатӗрленнӗ. Хӗр хӑй тӗрленӗ шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ. Пуҫӗнче — пӗркенчӗк. Тепӗр кунхине вӑл хушпу тата сурпан тӑхӑннӑ. Сурпан питӗ вӑрӑм пулнӑ, ҫавна май чӑвашсем сурпан пек вӑрӑм ӗмӗр суннӑ».
«Манӑн пысӑк наци туйӗ» сӑнӳкерчӗксен конкурсӗ этника хушшинчи журналистика гильдийӗ пуҫарӑвӗпе иртет. Унта Раҫҫейри тӗрлӗ наци хутшӑнать, хӑйсен культурине кӑтартать.
Ҫӗнтерӳҫӗсене раштавӑн 15-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Вӗсем виҫҫӗн пулӗҫ. Пӗрине профессионал журналистсен йышӗнче палӑртӗҫ, теприне халӑх тетелӗнче репост тунӑ ҫынран суйлӗҫ. Виҫҫӗмӗшне сайтри сасӑлавпа палӑртӗҫ.
Алексеевсем сайта икӗ сӑнӳкерчӗк кӑларнӑ. Вӗсемшӗн «Моя большая национальная свадьба» сайтра сасӑлама пулать.
Чӑваш Енри музыка ушкӑнӗсем ача-пӑча пултарулӑхӗпе ӳнерӗн Пӗтӗм тӗнчери «Чунга-чанга» фестивальне хутшӑннӑ. Вӗсене унта Юрий Энтин поэт чӗннӗ.
Фестивале Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи, Европӑри ачасем хутшӑннӑ. Вӗсем пурте Юрий Энтин поэтӑн сӑввисем тӑрӑх хывнӑ юрӑсене шӑрантарнӑ. Юрий Энтин Евгений Крылатов тата Алексей Рыбников паллӑ композиторсемпе пӗрле кино тата мультфильм валли 100 ытла юрӑ хатӗрленӗ. Поэт — конкурсӑн тӗп йӗркелӳҫи.
«Чунга-чанга» 1997 ҫултанпа иртет. Вӑл ачасене юрӑпа кӑсӑкланма хӑнӑхтарать. Юрий Энтин нумаях пулмасть Чӑвашра пулнӑ. Ӑна республикӑри наци культури питӗ килӗшнӗ. Ҫавӑнпа вӑл чӑваш мифологийӗпе опера ҫырма та шухӑшланӑ. Ҫакӑ палӑрнӑ: чӑваш мифологийӗнчи Юрӑ ятлӑ Турӑ — юрӑ Турри.
Юрий Энтина Чӑваш Енри пултарулӑх ушкӑнӗсем питӗ килӗшнӗ. Фестивальре пирӗн ҫамрӑк артистсем Юрий Энтинӑн сӑввисем тӑрӑх хывнӑ юрӑсене ҫеҫ шӑрантарман. Вӗсене чӑвашла юрлама та ыйтнӑ. Гала-концертра икӗ чӑваш юрри янӑранӑ.
Чӑваш ачисем ку фестивале пиллӗкмӗш хут хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал вӗсем жюри асӗнче юлнӑ. Юрий Энтин вӗсене ҫитес ҫулхи фестивале те йыхравланӑ.
Ӗпхӳри Киров районӗнче вырнаҫнӑ П.М. Миронов чӑваш вырсарни шкулӗ «Ачасене хушма пӗлӳ паракан чи лайӑх учреждени – 2014» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ. Унсӑр пуҫне Пушкӑртстанри тата тепӗр 6 учреждени унта палӑрнӑ.
П.М. Миронов ячӗллӗ вырсарни шкулӗ кун пек конкурсра ытти чух та мала тухнӑ. Пӗлтӗр те вӑл «Раҫҫейри чи лайӑх шкул – 2013» пӗтӗм ҫӗршыври конкурсра лауреат пулса тӑнӑ. Ун пек ҫӗнтерӳсем малашне тата тӑрӑшарах ӗҫлеме хистеҫҫӗ.
Чӳкӗн 7-мӗшӗнче Патӑрьелти культурӑпа кану центрӗнче «Чӑваш пики–2014» илем конкурсӗ иртнӗ. Пултаруллӑ ҫамрӑксене палӑртас, чӑваш культурине, йӑли-йӗркине упраса хӑварас лартакан мероприятие хутшӑнакансене сцена культури, аудиторипе калаҫас, сцена ҫинче тытас, артист ӑсталӑхне тата ыттине кура суйланӑ.
Конкурс вӑхӑтӗнче «Асанне арчи» наци ӑмӑртӑвӗ йӗркеленӗ.
Конкурса хутшӑнакансем хӑйсемпе паллаштаракан слайд-шоу хатӗрленӗ. «Тӑван ен, тӑван тавралӑх» слайд-шоу вӑхӑтӗнче тӑван кӗтесе, яла, йӑла-йӗркене, яла, ял уявне кӑтартнӑ. «Чӑваш наци апачӗ» ӗҫе те хӗрсем аван хатӗрленӗ.
«Чӑваш пики–2014» ята Патӑрьелти Таня Николаева ҫӗнсе илнӗ. «Вице Чӑваш пики–2014» ята Чӑваш Ишекри Светлана Максимова тивӗҫнӗ. Начар Упи ялӗнчи Ольга Сироткина «Хӳхӗм пике» пулса тӑнӑ, асӑннӑ ялти Светлана Журавлева — «Ҫепӗҫ пике», Алманчӑри Инна Петрова — «Илӗртӳллӗ пике», Ҫӗнӗ Ахпӳртри Елена Козлова — «Куракансем кӑмӑлланӑ пике».
Сӑнсем (16)
Чӗмпӗр облаҫӗнчи Аслӑ Нагаткинра ачасен «Путене» конкурс фестивалӗ иртнӗ. Унта 45 пӗчӗк артист хутшӑннӑ. Конкурсҫӑсене виҫӗ номинацире палӑртнӑ: вырӑнти паллӑ поэтсен сӑввисене вуласси, хальхи вӑхӑтри тата халӑх юррисене юрласси, ташласси.
Фестивальте ытларах Валентина Тараватӑн сӑввисем янӑранӑ. Ку номинацире Полина Шигирданова, Елизавета Аюгова, Даниил Егоров малти вырӑна ҫӗнсе илнӗ. Ульяна Ширтановӑпа Софья Долгова — иккӗмӗш, Анастасия Натюновӑпа Дарья Сандркина — виҫҫӗмӗш пулнӑ.
Пӗччен юрлассинче Татьяна тата Анна Ржатӑсем мала тухнӑ. Ушкӑнпа юрласа вара Аслӑ Нагаткинри Лянкинсен «Хӗвел» ушкӑнӗ ҫӗнтернӗ. Ташӑ номинацийӗнче Ҫӗнӗ Улхашри «Хамӑр ял» мала тухнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломпа чысланӑ, конверт тыттарнӑ. Жюрире Валентина Тарават та пулнӑ. Вал хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ:
— Ку — чӑвашсен пысӑк уявӗ. Ачасем тата аслисем пӗр-пӗринпе вырӑсла калаҫни пӑшӑрхантарчӗ ҫеҫ мар, чӗрене хытӑ ыраттарчӗ. Хисеплӗ ентешӗмерсем, капла эпир чӗлхене упраса хӑвараймастпӑр. Чӑвашӑн чӑвашлах калаҫмалла.
Шупашкарти Трактор тӑвакансен керменӗнче чӳкӗн 6-мӗшӗнче Етӗрне районӗн ентешлӗх кунне уявларӗҫ. Уява йӗркелессине Етӗрне районӗнче ҫуралса ӳснӗ Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Валерий Клементьев юрӑҫ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗпе хисепленекен ҫамрӑксен театрӗн директорӗ Елена Николаева, спонсорсем тата ытти чылай ҫын тӑрӑшнӑ.
Малтанах Ентешлӗх ертӳҫине, унӑн ҫумне тата канаша суйларӗҫ. Ентешлӗх ертӳҫин тилхепине Чӑваш республикин депутатне Николай Владимирович Малова шанса пачӗҫ. Керменти фойере хӑнасем Етӗрне районӗнче туса кӑларакан тӗрлӗ апат-ҫимӗҫпе, кунти ӑстаҫӑсен ӗҫӗсемпе, сувенирсемпе паллашрӗҫ. Кунтах Етӗрне район хаҫатне ҫырӑнтарассине йӗркеленӗ. Вӑл икӗ чӗлхепе тухса тӑрать, вырӑсла тата чӑвашла, мӗншӗн тесен мӗн ӗлӗкрен Етӗрнере вырӑссем чылайӑн пурӑннӑ: кунта вырӑс ялӗсем те пур. кама мӗнле хаҫат килӗшет «Знамя труда» е «Ӗҫ ялавӗ» — ҫавна ҫырӑнма пултарчӗ.
Уява Людмила Квасовӑпа Константин Москалев уҫрӗҫ, Етӗрне район администраци пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин пухӑннисене саламланӑ май район пурнӑҫӗнчи ҫӗнӗлӗхсемпе тата малашлӑхри плансемпе паллаштарчӗ, унтан Геннадий Архипова, Валерий Тимофеева, Эдуард Бахмисова, Татьяна Асламаса тата Евгения Королевӑна администрацин Тав ҫырӑвӗпе чысларӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |