Красноярск енӗн 80 ҫулхи юбилейне халалласа вӑл тӑрӑхра пурӑнакан чӑвашсем Чӳклеме ирттернӗ. Ӑна чӑвашсемпе пӗрлех унта пурӑнакан вырӑссем, белоруссем, тутарсем, украинецсем, поляксем, хакассем, эстонецсем тата ытти халӑх ҫыннисем уявланӑ.
Ҫанталӑк сулхӑннине пӑхмасӑрах уява халӑх йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Унта Иркутск облаҫӗнчи чӑвашсен «Юлташ» наципе культура автономийӗн пайташӗсем Вероника Тимофеева ертӳҫӗпе пырса ҫитнӗ. Кунсӑр пуҫне Кемӗр, Томск облаҫӗсенчи, Чӑваш Енри, Хакас Республикинчи, Тыва Республикинчи чӑвашсем ҫитнӗ.
Мероприяти кӑнтӑрла пуҫланнӑ. Наци тумӗсене тӑхӑннӑскерсем вӑйӑ картине тӑнӑ, уява пухӑннисене те йыхравланӑ.
Уява ирттерме Красноярск крайӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн благочиннӑйӗ Иоанн Боев пилленӗ. Вырӑнти пуҫлӑхсем те пулнӑ. Сӑмахран, край кӗпӗрнаттӑрӗн общество ҫыхӑнӑвӗпе ӗҫлекен управленйиӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Рашит Рафиков, Казачински район пуҫлӑхӗ Юрий Озерских, Козульски район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Лариса Аксентий, Красноярск крайӗн Гражданла ассамблейин канашӗн ертӳҫи Алексей Менщиков, нацисем хушшинчи культура центрӗн пуҫлӑхӗ Валентина Зорина тата ыттисем саламланӑ.
Юпан 11-мӗшӗнче Тӗменре чӑваш культурин кунӗсем уҫӑлнӑ. Вӑл «Раҫҫее ӗненсе, Чӑваш Ене юратса» ятлӑ.
Чӑваш диаспори пилӗк кунра Тӗмен облаҫӗнчи ҫынсене тата хӑнасене тӑван культурӑпа, наци йӑли-йӗркипе паллаштарӗ. Уяв «Строитель» наци культурисен керменӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнӑ. Чӑвашсем ҫак кун «Кӗр пуянлӑхӗ» уява паллӑ тунӑ. Кӗрхи ӗҫсем вӗҫленсен чӑвашсем уяв валли ҫӗнӗ тыр-пултан ҫӑкӑр пӗҫернӗ, сӑра вӗретнӗ. Унӑн тымарӗ — «Кӗр сӑри» ӗлӗкхи йӑла.
Уяв мероприятийӗсем Исет тата Заводоуковск районӗсенче иртӗ. Алӗҫӗсен куравне йӗркелӗҫ, чӑваш ҫыравҫисен кӗнекисене хӑтлӗҫ. Ҫавӑн пекех пултарулӑх ушкӑнӗсем тата халӑх юррипе ташшисене юрлакан-ташлакансем валли ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ.
Юпан 13-мӗшӗнче Тӗмен облаҫӗнчи Д.И.Менделеев ячӗллӗ ӑслӑлӑх вулавӑшӗнче кӗнеке куравӗ уҫӑлӗ. Ӑна чӑваш халӑхӗн культура, ӑслӑлӑх, литература ӗҫченӗсене халаллӗҫ.
Вӑрнар районӗнчи Чӑрӑшкас Хирлепри культура аталанӑвӗн тата вулавӑш пулӑшӑвӗн центрӗнче чӑваш йӑлипе паллаштаракан музей уҫнӑ.
Пыскӑках мар вырӑна музей тени тӗрӗсех те мар пулӗ-ха. Кӗтес темелле-тӗр. Унта тӑван халахӑмӑрӑн йӑли-йӗркипе паллаштаракан япаласене вырнаҫтарнӑ. Асӑннӑ центр пуҫлӑхӗ Ольга Ефремова ҫӗнӗлӗхшӗн савӑнни куҫкӗрет. Ун шучӗпе наци культурине пӗлмелле тата упрамалла.
Музея уҫма вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Петров та ҫитнӗ. Вӑл центра ӳкерчӗк парнеленӗ. Унта ӗҫлекен Светлана Семенова экскурси ирттернӗ. Вӑл кашни япала пирки тӗплӗн каласа кӑтартнӑ.
Музей уҫнине паллӑ туса вырӑнти «Хӗлхем» ансамбль юрӑсем шӑрантарнӑ.
Сӑнсем (19)
Иртнӗ эрнекун, юпан 3-мӗшӗнче, «Сувар» фонд Пӳлер ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ Валем-хуҫа сӑваплӑ вырӑнта ҫӗнӗ юпа вырнаҫтарнӑ. Кун пирки Тимӗр Акташ журналист пӗлтерет.
Юпа лартнисӗр пуҫне Шупашкартан килнӗ хӑнасем вырӑнти историпе таврапӗлӳ музейне кӗрсе курнӑ, ӗлӗкхи Пӳлер хулипе паллашнӑ.
Ҫӗнӗ юпана Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Юрий Ювенальев, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ ӳнерҫисем Владимир Нагорновпа Леонид (Арслан) Николаев ӑсталанӑ. Арслан ертсе пынипе Вӑрмар районӗнчи ӑстасем юпана юманран касса кӑларнӑ. Юпа никӗсне тутӑхман тимӗртен ӑсталанӑ. Ҫавӑн пекех ҫӗнӗ юпа ҫине икӗ табличка ҫакса хунӑ. Пӗр енче «Суварсем, пехиле тивӗҫлӗ пулӑр! Валем-хуҫа», тепӗр енче — «Ҫулти Турӑ тата атте-анне — ман Турӑ». Малтанхи юпа унтах юлнӑ, хӑйсене «сувар» текенсем ӑна тӗкӗнмен.
Асилтеретпӗр, хульччен тӑнӑ юпана 20 ҫул каялла чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗ вырнаҫтарнӑ. Ӑна вырӑнти юманран Фёдор Мадуров кӳлепеҫӗ касса кӑларнӑ пулнӑ. Вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн Валем-хуҫа вырӑнне Тутарстан влаҫӗсем хӑт кӳртнӗччӗ, анчах та чӑвашсем лартнӑ юпана тӗкенменччӗ — вӑл ҫаплипех ларатчӗ. Халь те ларать.
Вӑрнар районне Мускаври М. Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх университечӗн студенчӗсем музыкӑпа этнографи практикине килнӗ.
Анна Ковязина, Герман Устьянов, Мария Стрелова студентсемпе вӗсен преподавателӗ Г.А. никитина вӑл тӑрӑхри чӑваш фольклорне тӗпчӗҫ. Ҫамрӑксем пурте истори факультечӗн этнологи кафедринче ӑс пухаҫҫӗ. Чӑваш фольклорне тӗпчес тӗллевллӗскерсем Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗпе Владимир Михайловпа тӗл пулассишӗн ятарласа Вӑрнар тӑрӑхне пырса ҫитнӗ иккен. Ку ӑста 100 ытла юрӑ ҫырнӑ, чӑваш музыка инструменчӗсене тӑвать. Вӗсене халӗ чӑваш ансамблӗсемпе пултарулӑх ушкӑнӗсем шӑрантараҫҫӗ.
Галина Никитина преподаватель палӑртнӑ тӑрӑх, Вӑрнара килме тахҫанах ӗмӗтленнӗ. «Музыка культурин инструмент пайне вӗреннӗ чухне пире яланах Владимир Михайлов патне кайма сӗнетчӗҫ, — тенӗ вӑл. — Пӗрре килниех ҫителӗксӗр. Кунта тата килме ӗмӗтленӗпӗр. Эпир ӑна хамӑр пата Мускава чӗнӗпӗр. Владимир Михайлов пӗлекен математикӑна, физикӑна, акустикӑна эпир пӗтӗмпех ӑша хываймӑпӑр, анчах ун патне ҫывхарма тӑрӑшӑпӑр», – тенӗ вӑл.
Вӑрнар раойнӗнче Мускав хӑнисем асӑннӑ районти Пӑва ялӗнчи Анна Пескова патӗнче пулнӑ.
Ҫурлан 18–23-мӗшӗсенче Тӗмен облаҫӗнче Ҫурҫӗр Ҫӗпӗрти чӑвашсен историйӗпе культурине тӗпчекен пӗрремӗш экспедици иртнӗ. Ӑна И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культурологи докторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, археологи, этнографи тата регионти истори кафедрин профессорӗ В. Васильев ертсе пынӑ.
Экспедицие Тӗменри ӑсчахсем те хастар хутшӑннӑ. Вӗсен хушшинче унти Культура, ӳнер тата социаллӑ технологи патшалӑх академийӗн Музыка, театр тата хореографи институчӗн директорӗн, культурологи докторӗн Л. Деминан, Урал федераци округӗнчи Чӑвашсен наципе культура тата общество пӗрлешӗвӗсен координаци канашӗн ертӳҫин, экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗн В. Логиновӑн, вырӑнти чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн президенчӗн И. Маслова культурологӑн, Тӗменти патшалӑх университечӗн магистрӗ Д. Хоринӑн ятне асӑннӑ.
Экспедицие хутшӑннисем чӑваш диаспорин йӑли-йӗркине тӗпченӗ кӑна мар, влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсемпе те тӗл пулнӑ. Тӗмен облаҫӗн Наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитетӑн ертӳҫипе Е. Воробьевпа тата Анат Тавда район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе В. Семеновпа регионти наци ыйтӑвӗсем пирки калаҫнӑ.
Нумаях пулмасть Чӑваш наци конгресӗ Улатӑр хулипе районӗнче хӑйӗн уйрӑмне йӗркеленӗ. Ӑна Кивӗ Эйпеҫри Культура ҫурчӗн режиссерӗ Марина Лебедева ертсе пырӗ. Пуҫламӑш организацине 10 ҫын кӗнӗ.
Улатӑр район администрацине нумаях пулмасть ӗҫлӗ визитпа Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Петр Ивантаев тата президиумӑн пайташӗ Валерий Клементьев ҫитнӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Николай Романовпа вӗсем чӑваш чӗлхине аталантарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ имӗш. Хӑнасем палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш наци конгресӗ регионсем тата нацисем хушшинче килӗштерсе ӗҫлессине ҫирӗплетме пулӑшать.
Эстонирен Чӑваш Ене тӑтӑшах килсе ҫӳрекен Ираида Захарова пирки нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Вӑл Эстонире чӑваш наци тумӗн музейне те уҫнӑ иккен. Ираида шкултан вӗренсе тухсан Санкт-Петрбургри университета кӗнӗ. Мӑшӑрӗпе унтах пурӑнма юлнӑ.
Ҫӗнйӗркелӳ тапхӑрӗнче вӗсем Эстоние куҫса кайнӑ. Ираида каланӑ тӑрӑх, тӑван кӗтесне чунӗ яланах туртнӑ. Музей уҫас шухӑш тахҫанах ҫуралнӑ-мӗн. Унӑн амӑшӗпе кукамӑшӗ алӗҫӗпе аппланнӑ-мӗн. Ҫавна май ӗлӗкхи япаласем пухӑннӑ. Анчах Ираида музей уҫас шухӑша майӗпен пурнӑҫа кӗртнӗ.
Ираида музей уҫиччен Эстонири радиора ӗҫленӗ. Вӑл унта халӗ те чӑвашла «Ӑраскал» кӑларӑм ертсе пырать. Эстони халӑхӗ чӑваш культурипе питӗ кӑсӑкланать.
Кӑҫалтан пуҫласа Ираида чӑваш тӗррине вӗрентме тытӑннӑ. Эстонире 1000 яхӑн чӑваш пурӑнать. Темиҫе ҫул каялла Ираида «Чӑвашсем» кӗнекене эстон чӗлхипе кӑларнӑ. Нумаях пулмасть ҫак кӗнекене Эстонири шкулсенче вӗренӳ программине кӗртнӗ.
Эстонири чӑвашсен ентешлӗхӗн ӗмӗчӗсем пысӑк. Ираида Захарова шухӑшӗпе, тӑван тӑрӑхран пин-пин ҫухрӑмра пурӑнсан та йӑх тамарсене манмалла мар, ачасене тӑван халӑх йӑлипе килӗшӳллӗн воспитани памалла.
Ҫак кунсенче Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнче Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков тата Мускаври чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫипе Анатолий Григорьевпа тата Мускаври национальноҫсен ҫурчӗн ертӳҫисемпе курнӑҫнӑ.
Тӗлпулура ҫитес ҫул Мускавра Культура тата Литература ҫулталӑкне халалласа тӗрлӗ мероприяти ирттересси пирки калаҫса татӑлнӑ. Кӑҫал та ахаль лармӗҫ. Юпа уйӑхӗнче Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа пултарулӑх каҫӗ йӗркелӗҫ. Унта пултарулӑх интеллигенцине, ҫав шутра Раҫҫей тата Чӑваш ҫыравҫисен союзӗн пайташӗсене чӗнесшӗн. Тата, паллах, — поэтӑн юлташӗсемпе тӑванӗсене.
Ҫичӗ чӗлхепе кӑларнӑ «Нарспи» кӗнекене 2015 ҫулхи нарӑсра Константин Иванов классик ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнӗ май хӑтлама шухӑшлаҫҫӗ.
Мускавра ҫулсерен иртекен наци культурисен «Раҫҫейӗн нумай тӗсӗ» фестивальне ҫӗртме уйӑхӗнче чӑваш культурине пуҫӗпех халалласшӑн.
Кун пирки ЧНК сайчӗ пӗлтерет. Республикӑран инҫе ҫула Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Зинаида Воронова, Сӗнтӗрвӑрри ентешлӗхӗн ертӳҫи тата эстрада юрӑҫи Андрей Кузнецов, Людмила Кинер юрӑҫ тата тинтерех ҫеҫ Чӑваш наци конгресӗнче йӗркеленнӗ информаци службин ертӳҫи Зоя Яковлева тухнӑ.
ЧНК ӗҫтешӗсем Хӗрлӗҫыртан (Красноярскран) инҫех мар вырнаҫнӑ Шуваево чӑваш ялӗнчи Акатуя хутшӑннӑ — республикӑран салам ҫитернӗ, концерта хутшӑннӑ. Хӗрлӗҫыр хулипе пуллашнӑ хыҫҫӑн пирӗн ентешсем Иркутск хулине ҫул тытнӑ.
Байкал (чӑв. Пуян кӳлӗ) кӳлли тӑрӑхӗнче вӗсем вырӑнти чӑвашсемпе тӗл пулнӑ. Уйрӑмах Энтри атте пачӑшкӑ вӗсене пулашса тарать иккен. Шел те, хӑйӗнпе тӗл пулма май пулман. Вырӑнтисем каласа панӑ тӑрӑх вӗсем ҫывӑх вӑхӑтра Иркутскра вырсарни шкулӗ ӗҫлесе каясса кӗтеҫҫӗ мӗн. Ҫавӑн пекех Шупашкар элчисем облаҫӗн тӗп хулинчен 200 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Новолетник ялне те ҫитсе курнӑ.
Новолетник ялӗ 106 ҫул каялла пуҫланса кайнӑ. Тайга варринчех вырнаҫнӑ яла Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ҫынни пуҫласа янӑ пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |