Чӑвашла открыткӑсем кӑҫал сахал мар кун ҫути курчӗҫ. Чӑваш халӑх сайчӗ ку ӗҫе ҫак иртсе пыракан ҫулта пуҫарнӑччӗ — ҫулталӑк хушшинче эпир 6 тӗрлине кӑларма пултартӑмӑр. Ҫав шутра — Ҫӗнӗ ҫулпа саламламаллине те.
Хальхинче вара ҫак ӗҫе тепӗр ушкӑн — Мускаври «AVANклуб» калаҫу клубӗ хутшӑнчӗ, Ҫӗнӗ ҫулпа тата Раштавпа саламламалли открыткӑсем туса кӑларчӗ. Тӗрлисене хатӗрленӗ: пӗчӗккине те, виҫҫӗлле хуҫланаканнине те, пысӑккине те. Вӗсене пурне те «СУМ» лавкка урлӑ туянма пулать. Хакӗсем: 30, 35 тата 40 тенкӗ. Открыткӑсене пурне те чӑвашла хатӗрленӗ, хуҫланаканнисенче чӑвашла салам сӑввисене вырнаҫтарнӑ.
Сӑмах май, «СУМ» электрон лавккара чӑвашла открыткӑсен йышӗ 18-тан та иртрӗ ӗнтӗ. Кунта эпир кӑларнисене те, «Ноу-хау» тунисене те, «Раҫҫей почти» хатӗрленисене те тупма пулать.
Мускаври чӑвашсем хастарлӑхпа вӗҫӗмех палӑраҫҫӗ. Хальхинче унти маттурсем литература каҫӗ ирттерме шут тытнӑ. Вӑл паян, раштавӑн 19-мӗшӗнче, иртӗ. Ӑна чӑваш ҫыравҫисене халалланине пӗлтернӗ «Пӗркласрисем» халӑх тетелӗнчи «Мускаври чӑвашсем» ушкӑнра.
Мероприяти кӗҫех пуҫланмалла. Ӑна 11 сехетре уҫмалла. Литература каҫне Мускаври Нацисен ҫуртӗнче пухӑнаҫҫӗ. Нацисен ҫурчӗ, сӑмах май, ҫӗршывӑн тӗп хулинчи Ҫӗнӗ Басман урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.
Уявӑн ятарлӑ хӑнисем Елена Соловьева юрӑҫ тата Мускаври чӑвашсен «Атӑл» хорӗ пуласса хыпарлаҫҫӗ.
Литература каҫне каяс текенсен «Красные ворота» метрора тухмалла. Унта кӑмӑл пур ҫынна кирек кама та кӗртессине пӗлтереҫҫӗ.
Пуҫлӑхах ҫирӗплетмен те, анчах тивӗҫе кама шанса парассине палӑртнӑ.
Тутартсанри Чӑвашсен наципе культура автономийӗн ларӑвӗ Тутарстанри Халӑх туслӑхӗн ҫуртӗнче иртнӗ.
Унта Тутарстан президенчӗн шалти политика енӗпе ӗҫлекен управленийӗн наци политикине аталантаракан управленин пуҫлӑхӗ Данил Мустафин, Тутарстанри Халӑхсен ассамблейин канашӗн ертӳҫин ҫумӗ, ассамблейӑн ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи Николай Владимиров хутшӑннӑ.
Чӑваш Енӗн культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев (Тутарстанри чӑвашсен автономине чылай ҫул вӑл ертсе пынӑ) 2015 ҫулта туса ирттернӗ ӗҫсем пирки доклад тунӑ.
Ассоциаци ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Евгений Морозова шаннӑ. Ҫитес ҫулхи чӳк уйӑхӗнче отчетпа суйлав конференцийӗ иртмелле. Унчен Е. Морозов ку ӗҫре «тивӗҫе пурнӑҫлакан» евӗр тимлӗ.
Евгений Морозов Анатри Кама хулинчи 16-мӗш шкулта физика вӗрентет.
Чӑваш наци конгресӗ тата районсен ентешлӗхӗсем ачасем валли Ҫӗнӗ ҫул ёлки йӗркелеме шут тытнӑ. Уяв раштавӑн 25-мӗшӗнче иртмелле. Чӑваш ёлкине Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» кинотеатра йыхравлаҫҫӗ. Уяв 14 сехетре пуҫланмалла. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — 62-35-61.
ЧНКпа районсен ентешлӗхӗсем пултаруллӑ чӑваш ачисене уява чӗннине пӗлтереҫҫӗ. Чӑваш ёлкинче ачасем тӑван чӗлхепе сӑвӑ калӗҫ, чӑвашла юрласа ташлӗҫ. Чӑвашла калаҫакан Хӗл мучипе Юрпикепе савӑнӗҫ. Уявра Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем те пулмалла. Профессилле сцена ӑстисем ачасене чӑннипех те савӑк кӑмӑл парнелӗҫ. Тӑкаксене ентешлӗхсен ертӳҫисем хайсем ҫине илнӗ.
«Йыхрав ҫырӑвӗсене ЧНК район администрацийӗсемпе вӗрентӳ уйрӑмӗсене ярса панӑ», — тесе ӗнентерет ЧНК пресс-служби.
Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе чӑвашла саламлани сахал тесе Чӑваш Енри наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ Шупашкар хула администрацине ҫыру янӑ. Нумаях пулмасть Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика аталанӑвӗ тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ М.Л. Семёнов «Ирӗклӗхе» хуравланинче ҫынсен шухӑшне тӗпе хурса чӑвашла май килнӗ ытларах саламлама тӑрӑшнине пӗлтернӗ. Малашне ҫак енӗпе тата та ҫине тӑрас шухӑшлине пӗлтернӗ.
Чӑвашла саламланине ҫирӗплетме сӑнӳкерчӗксем те ярса панӑ.
Ҫыру вӗҫенче тӳре-шара салам открыткисен тексчӗсене чӑвашла тӳлевсӗр куҫарса пулӑшма ыйтнӑ.
Хула администрацийӗн хуравне тишкернӗ май «Ирӗклӗх» хаваспах пулӑшма килӗшнине палӑртса: «Пулӑшма вара эпир яланах хатӗр», — тесе калать.
Паян, раштавӑн 13-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх филармони залӗнче «Чӑваш пики – 2015» конкурс иртрӗ. Унта Елчӗк районӗнчен — Диана Соснова, Йӗпреҫ районӗнчен — Анжела Ефимова, Тутар Республикинчен — Карина Григорьева, Шупашкар районӗнчен — Анна Кириллова, Куславкка тӑрӑхӗнчен — Елизавета Сергеева, Канаш хулинчен — Ольга Зайцева, Тӑвай районӗнчен — Анастасия Гурьева, Патӑрьел районӗнчен — Мария Самделова, Вӑрнар районӗнчен — Олеся Никитина, Комсомольски районӗнчен — Диана Карпова, Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчен — Марина Арсентьева, Элӗк районӗнчен — Инесса Шашкина, Трак тӑрӑхӗнчен — Анна Васильева, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен — Ксения Федотова, Муркаш тӑрӑхӗнчен — Виктория Тихонова, Етӗрне районӗнчен — Анастасия Матвеева, Чӗмпӗр облаҫӗнчен — Наталья Портнова, Хӗрлӗ Чутай районӗнчен Ирина Романова килчӗҫ.
Пикесем 5 номинацире тупӑшрӗҫ. Малтанах вӗсем хӑйсемпе паллаштарчӗҫ, унтан пултарулӑх конкурсӗ иртрӗ. Кун хыҫҫӑн хӗрсем ыйтусен хуравӗсене пӗлчӗҫ, хӑйсем пӗҫернӗ наци апат-ҫимӗҫӗпе паллаштарчӗҫ, хитре тумӗсене кӑтартрӗҫ.
Жюри пайташӗсем чылай вӑхӑт канашланӑ хыҫҫӑн пӗтӗмлетӳ турӗҫ.
Станьял ялӗнче Хӗл Мучин резиденцине туса лартнӑ. Чӑвашла каласан, пӳртне темелле пуль-ха. Икӗ хутлӑскере районти культура ӗҫченӗсем капӑрлатнӑ.
«Чӑваш Енре кан» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче унта «Шупашкар районӗнчи этнохӗл» уяв иртмелле. Шупашкар районӗнчи клубсен централизациленӗ тытӑмӗнче программа кӑсӑк пулассине пӗлтереҫҫӗ. Такам кӑмӑлне те ҫӗклеме пултаракан аниматорсем хаваслантарӗҫ. Ҫунашкапа ярӑнма май килӗ. Наци кухнин апат-ҫимӗҫӗпе сӑйлӗҫ.
Станьялти Хӗл Мучи ҫуртне чӑвашла капӑрлатнӑ. Унти Хӗл Мучипе Юрпике те чӑвашла тумланнӑ. Вӗсемпе, сӑмах май, чӑваш телевиденийӗ те кӑсӑкланнӑ. Нумаях пулмасть тележурналистсем сюжет ӳкерсе кайнӑ.
Сӑнсем (20)
Шупашкар Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленме пуҫлани пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, республикӑн тӗп хулинчи Республика лапамӗнче 25 метр ҫӳллӗш пулать. Ҫӗнӗ чӑрӑша чӑваш орнаменчӗпе капӑрлатасшӑн тесе хула тӳре-шари пӗлтернӗччӗ. Хӗрлӗ лапамра вара тухья евӗр конструкцисем вырӑн тупассине те эпир асӑннӑччӗ.
Халӗ Шупашкарти тӗп чӑрӑша вырнаҫтарса пӗтернӗ. 25 метр ҫӳллӗ елка ҫинче тӑван халӑхӑмӑрӑн элеменчӗсем те вырӑн тупнӑ. Вӗсем — 60 сантиметртан пуҫласа 140 сантиметр таран диаметрлӑ ҫуталакан ҫӑлтарсем, 60 штук вырнаҫтарнӑ. Вӗсем хӗвеле, килӗшӳпе ҫураҫӑва палӑртаҫҫӗ.
Чӑрӑша раштавӑн 19-мӗшӗнче ҫутатма тытӑнӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗ елкӑна ҫутиччен савӑнӑҫлӑ лару-тӑрӑвах йӗркелеме палӑртать.
Рекламӑна чӑвашла хатӗрлекенсем те пуррине «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ асӑрханӑ. Чӑвашра пурӑнса ун пеккинчен тӗлӗнсе савӑнмалла та мар пек те, анчах тӑван чӗлхепе ҫырнине Чӑвашра курсан хальлӗхе чӑннипех те савӑнатпӑр. Ҫакӑн сӑлтавӗ ҫиелтех — чӑвашла реклама курма хӑнӑхман эпир.
«Ирӗклӗх» ушкӑн «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче «чӑвашла реклама, чӑваш чӗлхипе усӑ курни — хальхи вӑхӑтра суту-илӳ ӗҫӗнчи ытти организацисем хушшинче палӑрмалли, аудиторине «йӑл култармалли» тата тавар туянакан чӑвашсене (республикӑри чи йышлӑ халӑха) савӑнтарса хӑйсен енне ҫавӑрмалли меслетсенчен пӗри» пулнине палӑртать.
Чӑвашра чӑвашла реклама кирлине кунта ӗҫлекен хӑш-пӗр усламҫӑ хушшинче Раҫҫей шайӗнче ӗҫлекен пысӑк гипермаркетсемпе банксем те пуррине палӑртмалла.
Ҫав вӑхӑтрах «Ирӗклӗх» «вырӑнти хӑш-пӗр пӗчӗк кантурсем вара хӑйсен пуклак пуҫлӑ ертӳҫисемпе хӑйсен ятне те, информаци хӑмисене те, тавар этикеткисене те чӑвашла ҫырмасӑр-куҫармасӑр «перекет» тӑваҫҫӗ», — тесе асӑнать.
Шупашкар районӗнчи Урай Макаҫри халӑх юррисен «Сарнар» ансамблӗ раштавӑн 5-мӗшӗнче ҫӗнӗ шупашкарсене концертпа савӑнтарнӑ.
Ҫав кунта унта «Юри килтӗм юрлама» ятпа чӑваш халӑх юррисен концерчӗ иртнӗ. Ун пирки йӑлана кӗнӗ концерт тесе пӗлтереҫҫӗ.
Урай Макаҫри халӑх юррисен «Сарнар» ансамблӗ хутшӑннӑ уява пырса ҫитнӗ ушкӑнсем «Кӗр сӑри» уяв кӑтартнӑ. Кунсӑр пуҫне чӑвашсен тумтирне кӑтартнӑ вӗсем.
«Сарнар» ансамбль чӑваш композиторӗсен юррисене шӑрантарнӑ, шӳтлӗ сценӑсем лартнӑ.
Концертра пулнисем хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсен сцена ҫинчи пултарулӑхӗпе ӑсталӑхне чӑвашсен юрри-ташшине, йӑли-йӗркине ӑшшӑн йышӑннине, кашни номер хыҫҫӑн тенӗ пекех тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарнине пӗлтереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.10.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Марина Карягина, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ вилнӗ. | ||
| Белов Михаил Михайлович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |