Раҫҫейӗн строительствӑпа ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Михаил Мень ҫӗршывӑн регионӗсенче ҫынсене кивӗ ҫурт-йӗртен куҫарасси епле шайра пынине тишкерекен селектор канашлӑвӗ ирттернӗ. Унта 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен кивӗ тесе шута илнӗ фондра пурӑнакансене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерессине пӑхса тухнӑ.
2013–2017-мӗш ҫулсенче Чӑваш Енре 5 пин ҫемьене 174,3 пин тӑваткал метр калӑпӑш йышӑнакан кивӗ ҫуртран куҫармалла. Кун валли 4,9 миллиард тенкӗ ытла кирлӗ.
Регионти хыснасене ҫӑмӑлтарах тивтӗр тесе субъектсене Мускавран 34 миллиард та 600 миллион тенкӗ хушма укҫа уйӑрнӑ иккен. Кивӗ ҫурт-йӗртен куҫарас программӑна пурнӑҫа кӗртме маларах регионсен тӑкаксен 62 процентне саплаштармалла пулнӑ, халӗ ҫак шай ҫурринчен иртмест.
Канашлура Федерацин 15 регионӗнче кӑна кивӗ ҫурт-йӗртен ҫынсене палӑртнӑ вӑхӑтра куҫарса пыраҫҫӗ. Ҫичӗ субъектра маларах та пыраҫҫӗ. Юлашкинчен асӑннисен шутне Чӑваш Ен те лекнӗ.
Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртампа Шупашкар районӗнчи Янту ялӗсене кӑҫал пӗтӗмӗшле тата пур енлӗ аталантарӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов Чӑваш Ен Элтеперӗ Правительство членӗсемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ.
Асӑннӑ ялсене конкурс ирттерсех суйласа ирттернӗ. Тепӗр майлӑ каласан, хӑйсен тӑрӑхӗсене аталантарма хыснаран укҫа-тенкӗ илес шухӑшлисем татах пулнӑ-ха. Анчах тупра пурне те харӑс лекеймӗ. Кӑҫал, ав, Шӑнкӑртампа Янтӑва суйланӑ. Вӗсене пӗтӗмпе 81,6 миллион тенкӗ тивӗҫӗ. Ӑна вӗсем ялсене тӗрлӗ енлӗн аталантарма ярӗҫ. Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнчи Янту ялӗн сӑн ӳкерчӗкӗ тӑрӑх хакласан, урамра вак чул та пулин сарсан аван. Сарӗҫ те-и тен...
2015 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен Чӑваш Енре транспорт налукӗн налук ставкин индексацийӗ пулӗ. Унӑн проектне ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче ЧР Финанс министрӗ Светлана Енилина саккун проекчӗпе паллаштарнӑ.
Унпа килӗшӳллӗн 100 лаша вӑйӗллӗ ҫӑмӑл автомашинӑсен ставки 2 тенкӗ ӳсӗ. Ҫапла майпа вӑл 1 лаша вӑйӗшӗн 13 тенкӗ пулӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, кунашкал транспорт хуҫисен 148 тенкӗ ытларах кӑларса хума тивӗ. 100–150 лаша вӑйӗллӗ автомобильсен ставки 4 тенкӗ хӑпарӗ, ҫавӑнпа 1 лаша вӑйӗ 23 тенкӗпе танлашӗ. Халӗ вӑл 19 тенкӗ. Пӗтӗмӗшле кунашкаллисен налук сумми 500 тенкӗ ӳсӗ.
Ытларах улшӑнусем вӑйлӑ машина хуҫисене пырса тивӗ. 150 лаша вӑйӗнчен ытларах автомашинӑсен 1 лаша вӑйӗшӗн 37 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Хальлӗхе ку 31 тенкӗпе танлашать. Ҫавна май налук сумми 1 050 ытларах пулӗ.
«Чӑвашавтодор» предприяти пуҫлӑхӗ пулнӑ Александр Волкова пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3 ҫуллӑха хупса хума тата 900 пин тенкӗ штраф пама йышӑннӑ. Шупашкарти Ленин район сучӗ айӑплава иртнӗ уйӑхӑн 1-мӗшӗнчех кӑларнӑ-ха. Анчах ваккат ытла ҫирӗп айӑплаҫҫӗ тесе аппеляци ҫӑхавӗ шӑрҫаланӑ. Республикӑн Аслӑ сучӗ йышӑнӑва ылмаштарма килӗшмен, ӗнертенпе айӑплав саккунлӑ вӑя кӗнӗ.
Волков директор (халӗ ун пирки иртнӗ вӑхӑтра каламалла ӗнтӗ) хӑй ертсе пыракан «Чӑвашавтодор» ячӗпе «М–7» ҫулӑн виҫӗ участокне юсасси пирки подряд организацисемпе килӗшӳ тунӑ. Ӗҫне «Чӑвашавтодорах» пурнӑҫланӑ, анчах укҫине ҫав организацисене куҫарса панӑ иккен. Кайран вара «кӗмӗле» пӗрле пайланӑ теҫҫӗ. Волков хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ-мӗн.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пӗлтӗр виҫӗм ҫулхинчен 289 пин тенкӗ нумайрах ӗҫлесе илнӗ. Ҫулталкӑри тупӑш 3,26 миллион тенкӗпе танлашнӑ. «Ытти тупӑш» текенни 60,1 пин тенкӗ хутшӑннӑ.
Игнатьевӑн харпӑрлӑхри пурлӑхӗ ӳсмен. Тӗп пурӑх унӑн — ҫӗр. Элтепер харпӑрлӑхӗнче 50.599 тӑваткал метр ҫӗр тата 216,2 тата 95,4 тӑваткал метр калӑпӑшлӑ икӗ пӳрт пур. Мӑшӑрӗпе пӗрлехи харпӑрлӑхра 2.000, 623 тата 5.000 тӑваткал метр калӑпӑш ҫӗр лаптӑкӗсем, 129,5 тӑваткал метрлӑ хваттерӗн пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ шутланаҫҫӗ. Михаил Васильевичӑн уйрӑм автомашина ҫук.
Игнатьев Элтепер арӑмӗ пӗлтӗр 389,76 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ (2012 ҫулта — 220 пин тенкӗ) тата 2 тенкӗ те 16 пус — «урӑх тупӑш». Ытти енчен унӑн та тупӑш шайӗ улшӑнман. Харпӑрлӑхра 25,300 тӑваткал метр ҫӗр, 282,6 тӑваткал метрлӑ хваттер, «Мерседес Бенц В 170» автомобиль тата 36,2 тӑваткал метрлӑ гараж боксӗ пур.
Михаил Васильевичӑн ывӑлӗ иртнӗ ҫул 24,8 пин текнӗ ӗҫлесе илнӗ тата 5 пуслӑх «урӑх тупӑш» курнӑ. Хӗрӗн тупӑшӗ ҫулталӑкра 6,85 пин тенкӗпе танлашнӑ. Элтеперӗн ывӑлӗпе хӗрӗ ашшӗн харпӑрлӑхӗнчи 129,5 тӑваткал метрлӑ хваттерӗнче тӳпене кӗнӗ.
Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта тӗп капитала пуянсем укҫа-тенкӗ хывасси пӗлтӗрхи асӑннӑ тапхӑртинчен 1,9 процент чакнӑ. Цифра чӗлхине малалла тӑсас тӑк, укҫа хывнин виҫи 8,4 миллиард тенкӗпе танлашнӑ.
Укҫа-тенке ытларах чухне ҫурт-йӗр тума тата юсаса ҫӗнетме хывнӑ. Ҫак тӗллевпе 3,3 миллиард тенке яхӑн уйӑрнӑ. Пурӑнмалли мар ҫурт-йӗре илес пулсан, вӗсене тума тата техника енчен ҫӗнетме 2 миллиард тенкӗ ытларах янӑ. Машина, оборудовани, транспорт, производство тата хуҫалӑх хатӗр-хӗтӗрӗ илме 2,8 миллиард тенкӗ ытла шеллемен.
Тӗп капитала укҫа хывакансенчен ҫурри ытла, 52,7 проценчӗ, — пӗчӗк усламҫӑсем.
Кӑҫалхи кӑрлач–ака уйӑхӗсенче Чӑваш Енре тӗрлӗ хыснана 11,8 миллиард тенкӗ налук пухнӑ. Иртнӗ ҫулхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи тӑватӑ уйӑхпа танлаштарсан ку вӑл 4,3 процент нумайрах иккенне пӗлтерет. Пухӑннӑ налукран пӗрре-виҫҫӗмӗш пайӗ ытларах, е 4 миллиард тенки, федераци хыснине куҫнӑ. Ку вӑл налук саккунӗпе килӗшӳллӗн пулса пырать. Республика бюджетӗнче 6,2 миллиард тенкӗ юлнӑ, вырӑнтинче — 1,7 миллиард тенкӗ.
Хыснана налук евӗр пухӑнакан тупран самай пайӗ хушма хакран илекен налукпа кӗрет иккен. Ҫакӑн тӳпи — 30,4 процент. Уйрӑм ҫынсен тупӑшӗнчен илекен налук 26,6 процент йышӑнать, тупӑшран илекенни — 18,6 процент.
Ҫапла шухӑшлать Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви. Кун пек пӗтӗмлетӗве асӑннӑ ведомствӑн порталӗнчи хыпарсенчен пӗринче палӑртсах каланӑ.
Пурлӑха тухӑҫлӑ усӑ курас вӑхӑт иртсен ӑна утилизацилеҫҫӗ. Анчах кун пек йышӑнӑва ахаль ҫын тумасть — ыйтӑва татса пама экспертсене шанаҫҫӗ.
Пурлӑхпа тухӑҫлӑ усӑ курассишӗнех ӑна пӗр хуҫаран тепӗр хуҫа аллине параҫҫӗ иккен. Маларах асӑннӑ министерство ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫапла туни уставра палӑртнӑ ӗҫ-хӗле рационаллӑ усӑ курма май парать. Ансатрах каласан, пӗр патшалӑх учрежденийӗ пӑрахӑҫланине тепри ним мар усӑ кураять.
Кӑҫалхи 4 уйӑхра 91,2 миллион тенкӗ ытла тӑракан куҫман 11 единица пурлӑха тата 179,9 миллион тенкӗ ытла тӑракан куҫакан 155 пурлӑха (этем чӗлхипе каласан, ку вӑл транспорта пӗлтерет) пӗр балансран тепӗр баланс ҫине куҫарнӑ.
Пурлӑха параканнисем ытларах чух республикӑн Сывлӑх сыхлав тата Вӗренӳ министерствисем иккен.
Пӗр вӑхӑтра массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫӗршывра шывшӑн, газшӑн тата ӑшӑшӑн социаллӑ виҫесем кӗртесси пирки пӗлтерчӗҫ. Шел те, анчах ку вӑл усал шӳт пулмарӗ. Ҫӗршывра ун чухне коммуналлӑ пулӑшушӑн ҫынсене социаллӑ виҫепе тӳлеттерме пуҫлас шут тытнӑччӗ. Виҫеллӗ усӑ курсан — пӗр хакпа, иртсен — хаклӑрахпа. «Сывлӑшшӑн тӳлеттересси кӑна юлать ӗнтӗ», — кӑмӑлсӑрланмаллипех кӑмӑлсӑрланчӗҫ ҫынсем ҫав хыпара илтсен.
Социаллӑ виҫене йышӑнассине халӗ пӑрахӑҫлама йышӑннӑ. Яланлӑхах тесе ҫирӗплетеймӗпӗр те, анчах РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев тивӗҫлӗ йышӑну кӑларнӑ.
Ҫапла утӑм патне ҫитнине ун пек тума халӗ иртереххипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Мӗншӗн тесен паянлӑха кашни килтех счетчик ҫук-ха. Ҫынсенчен ҫурри ытларахӑшӗ кӑна счетчик вырнаҫтарнӑ. Тата сӑнавлӑ пек темиҫе регионта ҫӗнӗ йӗркене ӗҫлеттерсе пӑхни те хайхин уссине палӑртайман.
Ҫав вӑхӑтрах ҫутӑшӑн социаллӑ виҫепе тӳлтетересси хальлӗхе татса паман ыйту-ха. Ӑна регионсенче 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен татса памалла.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫе кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта 6 472 тенкӗпе танлашнӑ. Ун пек йышӑнӑва ӗнер республикӑн правительствин ларӑвӗнче йышӑннӑ. Пӗлтӗрхи тӑваттӑмӗш кварталти виҫепе танлаштарсан унӑн шайӗ 7 процент ӳснине пӗлтерет. Укҫапа илсен 423 тенкӗ хӑпарнине пӗлтерет.
Пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк укҫа виҫи ӳсни тӗрлӗ тавар, ҫав шутра апат-ҫимӗҫ хакӗ, тӳлевсемпе пулӑшусем хӑпарнипе ҫыхӑннӑ.
Социаллӑ демографи ушкӑнӗсемпе илсен, вӑй питтисене пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк ӗҫ укҫи 6 866 тенкӗпе танлашнӑ, пенсионерсен — 5 291 тенкӗпе, ачасен — 6 509 тенкӗпе.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |