Ӗнер республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсемпе видеконференци мелӗпе канашлу ирттернӗ. Ун вӑхӑтӗнче вӑл Раҫҫей Правительствин юпан 30-мӗшӗнчи ларӑвӗнче ҫӗршывӑн субъекчӗсене 3 миллиард та 484 миллион тенкӗлӗх грант уйӑрма пӑхнине пӗлтернӗ.
Бюджет хушшинчи трансферта ҫӗршывӑн влаҫ тӑвакан органӗсен ӗҫ тухӑҫлӑхне кура регионсене ҫитерӗҫ. Рейтинга хатӗрленӗ чухне пурнӑҫ тӑршшӗне, халӑхӑн тупӑшне, ӗҫсӗрлӗх шайне, вӗренӳ пахалӑхне, ачасем тӑлӑха юласран профилактика ирттернине, ҫурт-йӗр мӗн чухлӗ хута янине, экономика аталанӑвне уйрӑм ҫынсем укҫа хывнине, хыснана налук тата налук мар тупӑш кӗнине, пӗчӗк тата вӑтам бизнес аталанӑвне шута илнӗ. Кунсӑр пуҫне соцыйтӑм кӑтартӑвне те ӑша хывнӑ-мӗн.
Михаил Игнатьев пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен унччен йышӑннӑ 20-мӗш вырӑнтан 14-мӗшне куҫнӑ, республикӑна преми евӗр 165 миллион та 59 пин тенкӗ лекессине асӑнса хӑварнӑ. «Ку премие эпии Шупашкарти микрорайонсенчен пӗринче ача пахчи тӑвӑпӑр. Хула администрацийӗн унӑн вырӑнне палӑртмалла», — тенӗ Элтепер.
Юпан 30-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енӗн хыснине патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи пурлӑха тата ҫӗр лаптӑкне тара панипе 174,4 миллион тенкӗ тупра кӗнӗ. «Кӗмӗлӗн» ытларах пайне ҫӗр лаптӑкӗсем кӳнӗ.
Маларах асӑннӑ тупраран 174,4 миллион тенкӗрен 111,7 миллион тенкине ҫӗр лаптӑкӗсене тара пани кӳнӗ. Паянхи кун тӗлне куҫман пурлӑха пӗтӗмпе 62 пин тӑваткал метр тара параҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне 10,9 пин гектар ҫӗр лаптӑкӗ арендӑра.
Патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи пурлӑха тара панисӗр пуҫне муниципалитетӑнне те арендӑна парса укҫа тӑваҫҫӗ.
Килес ҫул мӗнпур социаллӑ тӳлеве индексацилемелле. Ҫакӑн пирки ҫӗршывӑн Ӗҫ тата социаллӑ аталану министрӗ Максим Топилин пӗлтернӗ.
«Патшалӑх Думинче ҫирӗплетекен нормативлӑ актсемпе, мӗнпур хутсемпе килӗшӳллӗн социаллӑ тӳлевсене килес ҫул 5 процент индексацилеме палӑртнӑ», — тенӗ министр. 5 процент инфляци шайӗпе танлашмалла тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн. Социаллӑ тӳлеве индексацилес енчен нимле хӑрушлӑх та пулмалла маррине шантарнӑ Раҫҫейӗн V Социаллӑ форумӗнче Топилин министр.
Индексацилеме икӗ тапхӑрпа палӑртнӑ — кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче тата ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче.
Ҫурт-йӗр черетӗнче тӑракансене республикӑн ҫурт-йӗр фондӗнчи хваттере коммерцилле майпа тара параҫҫӗ. Ку йӗрке 2008-мӗш ҫулта пуҫланса кайрӗ. Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондӗнчи ҫурт-йӗре тара камсене пани пирки те кунта каласа хӑвармалла-тӑр. Вӑл хысна тытӑмӗнче ӗҫлекенсене, ҫамрӑк ҫемьесене, ҫурт-йӗр условине лайӑхлатмалли черетре тӑракан ҫамрӑк специалистсене тивӗҫет. Инкеклӗ лару-тӑрура шар курнисене те параҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗ тӗлне асӑннӑ фондра 1656 хваттер шутланать. Коммерцилле майпа тара панипе кӑҫал кӑна республика хыснине 28,5 миллион тенкӗ укҫа кӗнӗ.
Пӗлтӗрхи раштавран Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондӗнчи хваттере унта ҫулталӑкран ытларах пурӑнакансене туянма ирӗк пачӗҫ. Ӑна 10 ҫул таран пӗчӗккӗн кӗтмелле те сутаҫҫӗ. 70 хваттер сутса республика хыснине 23,1 миллион тенкӗ кӗнӗ.
Юпан 22-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министрӗ Алла Самойлова пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк укҫа виҫи ҫинчен йышӑну проектне Правительство ларӑвне кӑларнӑ.
Кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта унӑн виҫи 6793 тенкӗпе танлашать. Ку вӑл иккӗмӗш кварталтинчен 2,5 процент чакнине пӗлтерет. Укҫа ҫине хурса пӑхсан пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫе хисепӗ 175 йӳнелнӗ.
Пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫе вӑйпиттисемшӗн 7230 тенкӗпе таналшамалла (унчченхи кварталтинчен 2,3 процент сахалтарах), пенсионерсемшӗн — 5577 тенкӗ (2 процент чакнӑ), ачасемшӗн — 6713 тенкӗ (3,8 процент).
ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра ҫӗнӗ проект пурнӑҫа кӗртме шухӑшлаҫҫӗ. Унпа килӗшӳллӗн сипленме пынӑ ҫын полис тӑрӑх миҫе тенкӗлӗх медицина пулӑшӑвӗ илнине пӗлме пултарӗ.
Ведомствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакӑ ҫын уншӑн мӗн чухлӗ укҫа тӑкакланине пӗлмешкӗн кирлӗ. Проектпа килӗшӳллӗн, кашни пациент тухтӑр патӗнче пулнӑ хыҫҫӑн медицина документацийӗсӗр тата больничнӑй хучӗсӗр пуҫне алла тепӗр документ илӗ. Унта медицина пулӑшӑвӗ мӗн хака кайнине палӑртӗҫ.
Хальлӗхе ку проект 5 медицина организацийӗнче ӗҫлет: Республикӑри клиника пульницинче, Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче, Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницинче, хулари 2-мӗш пульницӑра, Канаш районӗнчи Ф.Г.Григорьев ячӗллӗ тӗп пульницӑра. Ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле ку проекта республикӑри ытти пульницӑсенче пурнӑҫа кӗртесшӗн.
Калӑн, ним тӗлӗнмелли те ҫук. Анчах кнута сӑмах нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗр пирки пырать. Вӗсенче пурӑнакан харпӑрлӑх хуҫисен хӑйсен ҫурчӗсенче малашне тӗплӗ юсавшӑн укҫа тӳлеме тытӑнмалла. Ҫӗнӗ йӗрке кӑҫалхи раштав уйӑхӗнчен вӑя кӗрет.
Харпӑрлӑх хуҫисен кашни уйӑхра Чӑваш Республикинче ҫирӗплетнӗ тарифпа килӗшӳллӗн тӳлеме тивӗ. Кама мӗн чухлӗ лекесси ҫурт-йӗр калӑпӑшӗнчен килет. 1 тӑваткал метршӑн 5 тенкӗ те 20 пус тӳлеттерӗҫ.
Республикӑра пурӑнакансенчен ытларахӑшӗ хӑйсен пӗрлехи пухӑвӗсенче тӗллевлӗ укҫа-тенке регионти оператор урлӑ пуҫтарма килӗшсе татӑлнӑ. Ку чухне укҫа-тенкӗ пӗр «хурана» пухӑнса пымалла. Пухӑнса пыракан укҫа-тенкӗпе регионти пӗтӗм ҫурта черете пӑхӑнса юсама тивӗҫлӗ.
Правительство сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Иван Моторин премьер-министр ача-пӑча чӑваш литературин авторӗсене грант парасси пирки алӑ пуснӑ.
«Шкул умӗнчченхи тата кӗҫӗн классем валли ҫырнӑ хайлавсем» номинацире Александр Михайлова «Тӗлӗнтермӗш тӑван ен» алҫырӑвӗшӗн 50 пин тенкӗ пама йышӑннӑ.
Вӑтам классенче вӗренекен ачасем валли ҫырнӑ хайлавсен йышӗнче Иван Тенюшева «Йӑпӑр-йӑпӑр шӑванка тата кӑлтӑр-кӑлтӑр кульӑк» алҫырӑвӗшӗн 75 пин тенкӗ панӑ.
«Аслӑ классенче вӗренекен ачасем валли ҫырнӑ хайлав» номинацире Римма Прокопьева ҫӗнтернӗ. Ӑна «Пӗртен пӗр юр пӗрчи» хайлавшӑн 75 пин тенкӗ парӗҫ.
Аса илтерер: ача-пӑча чӑваш литературин грантне республикӑра иккӗмӗш хут параҫҫӗ. Пӗлтӗр Сергей Павлов («Шупашкар кулачӗ») тата Галина Матвеева (Антонова) («Чӑваш» поэма) лауреатсем пулса тӑнӑ.
«Известия» хаҫат ҫырнӑ тӑрӑх, РФ Финанс министерстви амӑшӗн капиталне сахал тупӑшлӑ ҫемьесене ҫеҫ партарасшӑн. Кун пирки хаҫат министр ҫумӗ Айрат Фаррахов калани пирки пӗлтерет.
Айрат Фаррахов каланӑ тӑрӑх, ку программӑна малалла тӑсмалла е тӑсмалла мар пирки, ҫӗнӗ мел шырамалли ҫинчен тавлашаҫҫӗ. Чи кирли — ҫемье тупӑшне шута илни. Министр ҫумӗн самахӗсем тӑрӑх, ача ҫуралассине ӳстермелли урӑх мелсем те пур-мӗн. Пурне те укҫа пӗр пек уйӑрни тӗрӗс мар-мӗн.
Министр ҫумӗ программа вӗҫленсен ача ҫуралассине ӳстермелли урӑх мел шыраса тупмаллине палӑртать. РФ Экономика министерствинче ку шухӑша ырлаҫҫӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, амӑшӗн капиталӗ ача ҫуралассине ӳстермест имӗш, ҫемьесене пепкене кун ҫути маларах парнелеме хӗтӗртет ҫеҫ.
Унччен амӑшӗн капиталне 2017 ҫулччен тӑсма шухӑшланине, анчах татӑклӑ йышӑну туманнине пӗлтернӗччӗ.
Тӗп банк виҫӗ кредит учрежденине ӗҫлеме чарнӑ. Ку списока хальхинче Калмӑкри «Кредитбанк» коммерци банкӗ, «Пурпе» акционерсен уҫӑ обществи, тата Мускаври «Ютикпэй» лекнӗ.
«Кредитбанк» пирки каласан, асӑннӑ кредит учрежденийӗ федераци саккунӗсене пӑхӑнман. Унсӑр пуҫне вӑл шанчӑксӑр операцисем тунӑ пулать. Шанчӑксӑр операци тесе Тӗп банк укҫана чикӗ леш енне пысӑк суммӑпа куҫарнине кӗртеҫҫӗ.
«Пурпе» лицензисӗр юлнин сӑлтавӗ те банк ӗҫ-хӗлӗ пирки калакан федераци саккунӗсене пӑхӑнманни. «Пурпе» банкӑн Шалти тӗрӗслевӗн правили Раҫҫей банкӗннипе килӗшсе тӑманнине те асӑрханӑ. «Ютикпэй» ятлӑ те маларах сӑннисем евӗртерех кӑлтӑксемпе ӗҫленӗ.
«Кредитбанк» тата «Прупе» вкладсене страхлакан тытӑмра пулнӑ май, асӑннӑ организацисене укҫа хунисене «кӗмӗле» тавӑрса парӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |