Чӑваш Енри Дмитрий Семенов оппозиционер хӑйӗн укҫа карттӑчки ҫинчен 40 миллион тенкӗ куҫарса илнине пӗлнӗ. Карттӑчка ҫинче вара 30 пине яхӑн тенкӗ ҫеҫ пулнӑ-мӗн.
Мӗн пулнине тӗпченӗ май вӑл ҫакна ҫиеле кӑларнӑ: карттӑчка ҫинче пулман укҫана 115-мӗш федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн арестленӗ-мӗн.
Дмитрий Семенов «Ирӗклӗ сӑмаха» пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ӗнер ҫавӑн чухлӗ укҫана куҫарса илнине ҫирӗплетекен СМС-ҫыру илнӗ. Приставсем оппозиционер парӑмҫӑсен йышӗнче пулманнине ҫирӗплетнӗ. Арестлени пирки вӑл банкра ҫеҫ пӗлнӗ. Кун хыҫҫӑн Семенов хӑйне финанс мониторингне тӑвакан федераци агентствин террористсемпе экстремистсен списокӗнче курнӑ.
Семенов ку ФСБ ӗҫӗ тесе шутланать. Ӑна ҫӗршывран тухма ирӗк парас мар тесе ҫапла хӑтланаҫҫӗ унӑн шухӑшӗпе. Семенов вара ахаль те ниҫта кайма палӑртманнине пӗлтернӗ.
Америкӑн Visa тӳлев тытӑмӗ ют банкоматсенче укҫа илнишӗн процент илме пуҫлать. Кун пирки Чӑваш Енӗн Финанс министерстви пӗлтерет. Халӗ ку операцишӗн Visa банксенчен ҫирӗплетнӗ комисси илсе пырать. Ку сумма 40 тенкӗпе танлашать. Ҫӗнӗлле ӗҫлеме тытӑнсан ҫак виҫе тӳлевӗн 0,4–0,5 проценчӗпе танлашмалла. Шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ йӗрке ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнчен вӑя кӗмелле.
Ҫапла туни Раҫҫей ҫыннисене тӗрлӗ тӳлевшӗн алӑран укҫан татӑлмалла мар тӑвасси патне илсе ҫитерме пултарать. Тепӗр майлӑ каласан, ҫынсем онлайн меслетпе татӑлма пуҫлӗҫ. Кунтан вара Visa 0,01 процент комисси илет иккен. Капла вара вӑл самай услам курӗ. Раҫҫейӗн Тӗп банкӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр кӑна асӑннӑ тытӑм ҫапла майпа 20 миллиард тенкӗ услам курнӑ имӗш. Банкоматран аллӑн укҫа илнипе ӑна 13 миллиард тенкӗ лекнӗ.
Хакас Республикинче пушар алхасни пирки телекуравсем нумай калаҫрӗҫ. Чӑваш Енре ҫунса кайнисене пулашас тӗллевпе укҫа-тенкӗ пухма тытӑннӑ. Кӑмӑл пуррисене унта хутшӑнма чӗнеҫҫӗ.
Ку ӗҫе ӗнер, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, пуҫӑннӑ. Пухнӑ укҫана Хакасие ярса парӗҫ. Кӑна ЧР Строительство министерствин ларӑвӗнче йышӑннӑ. Укҫа пушар тӗп тунӑ вырӑна ҫӗнӗрен хута яма кайӗ.
Акцие предприятисем, организацисем, уйрӑм ҫынсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Реквизитсем ҫаксем:
ХРОФ "Республика", ИНН/КПП 1901089888/190101 001,
р/с40703810337110000017
Хакасский РФ ОАО «Россельхозбанк» г. Абакан,
БИК 049514767,
К/с30101810700000000767.
Укҫа хывнӑ чухне «Добровольное пожертвование пострадавшим от «Огненной стихии» в республике Хакасия» тесе ҫырмалла. Налук илмеҫҫӗ.
Ҫемьере иккӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан амӑш укҫине пама пуҫланӑранпа самай ҫул иртрӗ. Халӗ вӑл укҫа ҫур миллионтан кӑшт кӑна пӗчӗкрех.
Ача ҫуратнишӗн паракан тупрана пули-пулми тӑкаклама юрамасть: е ҫурт-йӗр условине лайӑхлатма ямалла, е пулас пенси валли тытса тӑмалла, е ачасене вӗрентме илмелле. Анчах ҫав укҫан пӗр пайне кулленхи тӑкак влали тесе хӑй вӑхӑтӗнче панӑччӗ-ха. Халӗ каллех ҫапла тума йышӑннӑ. Кулленхи тӑкак валли вӑл укҫаран 20 пинне илме юрать. Укҫа кирли пирки ыйтса ҫырнисене Пенси фончӗн территорири уйрӑмӗсенче е нумай ӗҫ тӑвакан центрсенче йышӑнаҫҫӗ.
20 пине амӑш укҫине тивӗҫнӗ пур ҫемьен те илме ирӗк пур. «Кӗмӗл» пама кӑҫал ҫулталӑкӗпех тата килес ҫулхи пуш уйӑхӗн вӗҫӗччен ҫырма юрать.
Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш наци музейне Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ май асӑнмалӑх укҫа пуххи парнеленӗ.
Раҫҫейри «Ҫӗнтерӳ» йӗркелӳ комитечӗ йышӑннипе, РФ Президенчӗ ҫирӗплетнипе Санкт-Петербургри укҫа ҫапакан ҫурт «Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул» асӑну пуххи кӑларнӑ. Унта вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тата хыҫҫӑн йышӑннӑ СССР патшалӑх наградисене сӑнланӑ.
Пухӑра — наградӑсен миниатюрлӑ 42 ӗлки. Ӑна хатӗрленӗ чухне историе кӗрсе юлнӑ, Санкт-Петербургри укҫа ҫапакан ҫуртри Минцпӳлӗмре тата архивра упранакан инструментпа усӑ курнӑ.
Кунашкал пухӑсене ҫынсене патриотлӑх воспитанийӗ парас ӗҫе хастар хутшӑнакан, ветерансен социаллӑ экономика ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен организацисен ертӳҫисене те панӑ.
Чӑваш наци музейне парне кӳнӗ хыҫҫӑн Михаил Игнатьев Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӳ сиренӗ» акцие хутшӑннӑ.
Кӑҫал РФ Правительстви Раҫҫейри регионсенчи ялсене аталантармашкӑн 9 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. Дмитрий Медведев премьер-министр кун тӗлӗшпе ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче хушӑва алӑ пуснӑ.
Чӑваш Ене ҫак укҫаран мӗн чухлӗ лекӗ? Документпа килӗшӳллӗн Чӑваш Республики валли 125 миллион текнӗ уйӑрнӑ. 87 миллион тенкине пурӑнмалли ҫурт-йӗре лайӑхлатмашкӑн ярӗҫ. Ҫав шутра — ҫамрӑк ҫемьесемпе ҫамрӑк специалистсем те.
37 миллион тенкӗ Чӑваш Енри ялсенчи социаллӑ тата инженери инфратытӑмне аталантармашкӑн кайӗ. Ку укҫапа шкулсем хӑпартӗҫ — 11,9 миллион тенкӗ, фельдшер пункчӗсемпе пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗсен офисӗсене хута ярӗҫ — 3 миллион тенкӗ, ҫурт тумалли лапамсене хатӗрлӗҫ — 22,8 миллион тенкӗ.
Кунсӑр пуҫне федераци правительстви Чӑваш Ене ялта пурӑнакан халӑх пуҫарӑвӗсемшӗн грант памашкӑн 855 пин тенкӗ уйӑрӗ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин сумлӑ йышӗ республикӑн Ял хуҫалӑх министерствине ӗҫе ҫӳренӗ евӗр хутлама тытӑнни пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫат хыпарлать. Ведомствӑра пысӑк тӗрӗслев пуҫланни пирки асӑннӑ массӑллӑ информаци хатӗрне хӑйӗн ҫӑлкуҫӗ систернӗ имӗш.
Чи малтанах тӗрӗслевҫӗсем ялта тавар туса илекенсене субсиди уйӑрнӑ чух саккуна пӑснипе пӑсманнине палӑртма шухӑшлаҫҫӗ пулать. Ревизорсем ытла та тӗплӗн тӗрӗслени тӳресене кӑштах сисчӗвлентерет те имӗш. «Халӗ пирӗн каҫхи 9–10 сехетченех ӗҫлеме тивет, прокурорсем питӗ тарӑннӑн пӑхаҫҫӗ», — тенӗ-мӗн Ял хуҫалӑх министерствинче ӗҫлекен ҫын маларах асӑннӑ МИХа.
Маларах ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне 666,5 миллион тенкӗ субсиди куҫарса панине, ку вӑл пӗлтӗрхинчен 2,7 хут нумайрах иккенне пӗлтернӗччӗ.
Финанс пирамидисем пирки темле асӑрхаттарсан та улталанакансем тупӑнаҫҫех. Чӑваш Енре, акӑ, тата тепӗр кредит кооперативӗ пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Маларах «Гарант-Кредит» потребитель обществи ҫакланнӑччӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫе иртнӗ ҫул вӗҫӗнче суда ярса панӑччӗ.
Халӗ вара «ТрастКапитал» кредит потребитель кооперативӗн ертӳҫисене ҫынсене улталанӑшӑн айӑпласшӑн. Вӗсем 100 ытла ҫынна шар кӑтартнӑ. Кун пирки республикӑн прокуратурин пресс-служби хыпарланӑ.
Тӗпчеве прокурор тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн тытӑннӑ иккен. Укҫа-тенкӗ пирамиди евӗр йӗркеленнӗ тытӑм 2014 ҫул вӗҫӗнче арканнӑ. Ҫынсенчен самай тупра пуҫтарнӑ хыҫҫӑн кооператив хуҫисем ҫухалнӑ. Пӗтӗмпе вӗсем 20 миллион тенкӗ ытла шар кӑтартнӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене (ун пеккисем Чӑваш Республикинче 25 пин ытла ҫын) юбилейлӑ ҫӗнтерӳ ҫулӗпе пӗр хутчен укҫан парса хавхалантарма хушу кӑларнӑ. Кашнине ҫичшер пин тенкӗ параҫҫӗ. Ҫак тӳлеве илекенсем кашни районтах пур. Патӑрьел районӗнче, сӑмахран, 36 вӑрҫӑ ветеранӗпе 17 инвалид. Тӑлӑха юлнӑ вӑрҫӑ ветеранӗсемпе участниксен мӑшӑрӗсене те хавхалантару кӗтет.
1941 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗнчен пуҫласа 1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен (6 уйӑхран кая мар) тылра хастар ӗҫленисене (Патӑрьел районӗнче ун пеккисем 941 ҫын) виҫшер пин тенкӗ параҫҫӗ.
Тӳлеве илес тесен ыйтупа тухма е хушма документсем хатӗрлеме кирлӗ мар. Пенси фончӗн уйрӑмӗ укҫана куҫарма пуҫӑннӑ. Ӑна ака уйӑхӗпе ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ҫынсем патне ҫитерӗҫ.
Ҫул-йӗр правилине пӑснине палӑртма 2013–2014 ҫулсенче Чӑваш Енре 93,5 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Приборсем кӑтартнӑ кӑлтӑк тӑрӑх 323 миллион тенкӗлӗх штраф ҫырса панӑ.
Фото тата видео ӳкерекен 113 прибортан паянхи куна 98-шӗ кӑна ӗҫлет иккен. Сӑлтавӗ — тивӗҫлӗ программа ҫукки. Программа илме виҫӗ ҫулта хыснаран 110,5 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Штраф мӗн чухлӗ ҫырса панине маларах каларӑмӑр ӗнтӗ. Ҫак виҫерен 87 процентне шыраса илнӗ.
Ҫул ҫинче йӗркене пӑсакансене палӑртакан хатӗрсене ҫул-йӗр правилине уйрӑмах пӑсакан вырӑнсене лартса хума тӑрӑшаҫҫӗ. Ун пек вырӑнсене ҫул-йӗр инспекцийӗн ӗҫченӗсем кӑтартаҫҫӗ.
Ӗҫлемен хатӗрсем пирки каласан, иккӗшӗ чукун ҫул урлӑ каҫнӑ вырӑнта пустуях тӑрать, тӑваттӑшӗ — ҫуран ҫӳрекенсем каҫмалли вырӑнта, тӑххӑрӑшӗ — ҫул хӗресленнӗ тӗлте. Вӗсем ваннӑскерсем мар. Тивӗҫлӗ программа ҫуккине пула 15 камера хальлӗхе усӑсӑр. Анчах ҫу уйӑхӗнче вӗсене ӗҫлеттерсе ямалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |