Ӗнерпе паян «Сбербанк» банкомачӗсем патӗнче ҫын кӗпӗрленнине курма пулать. Мӗн пулнӑ? Малтанах нимӗн те ӑнланма ҫук. Пурте тӗнчери лару-тӑрӑва пула банкомат укҫа пама пӑрахать тесе шухӑшланӑ-мӗн.
Сас-хура кӑна иккен. Чӑннипе, паян банкомат умӗнче кӑна мар, банкра та ҫын хӗвӗшнине курма тӳр килчӗ. Ҫынсем «Сыхланакана Турӑ сыхлать» тенӗ пулмалла та банкоматсем патне чупнӑ. Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти хӑш-пӗр банкоматсем патӗнче черет тӑрсах укҫа илнӗ тет.
Надежда Кузьминан юлташӗ банкра ӗҫлет ав. Лешӗ ӑна ӗҫтешӗсем банк картточкинчи укҫана илнине пӗлтернӗ. Тӗнчери финанс лару-тӑрӑвӗ йывӑр пулнӑран блокировка тума пултарӗҫ имӗш. Ҫапла вӑл та хӑйӗн укҫине кайса илнӗ — килте упрама лӑпкӑрах.
Анчах «Сбербанк» пӗлтернӗ тӑрӑх, «блокировка» пирки — суя. Ҫынсем банкоматсенчен укҫа нумай илнӗрен унта купюрӑсем пӗтнӗ. Паянтан пуҫласа хушма офиссем нумайрах ӗҫлеме тытӑннӑ. Ҫакна ҫынсем корточка ҫинчи укҫана паспортпа илме пултарччӑр тесе тӑваҫҫӗ.
Раҫҫейӗн Тӗп банкӗ ҫӗркаҫ историлле пулӑм йышӑнни пирки информагенствӑсем пӗр-пӗринпе тупӑшса тенӗ пек паян ирех хыпарларӗҫ. Вӑл тӗп ставкӑна унчченхи 10,5 процентран тӳрех 6,5 процент хӑпартса 17-е ҫитернӗ. Ҫакна девальваци тата инфляци хӑрушлӑхне сирес тесе тунӑ пулать.
Процент политикин витӗмне ӳстерес тесе рынокри мар активсемпе тата поручительсемпе ҫирӗплетнӗ, 2 кунтан пуҫласа 549 кун таран паракан кредитсене ҫирӗп мар ставкӑпа пама пӑрахмалла. Тӗп банк паракан ставкӑран ӑна 1,75 процент таран ӳстермелле. Маларах ҫав кредитсене 2 кунтан пуҫласа 90 кун таран ҫирӗплетнӗ ставкӑпа панӑ.
Тенкӗ хакӗ ӳкнине кура Тӗп банк кредитпа укҫа политикине ҫирӗплетме йышӑннӑ. Ҫулталӑк хушшинче тӗп ставкӑна кӑҫал ултӑ хутчен хӑпартнӑ, пушӑн 3-мӗшӗнче регулятор 5,5 процентран пуҫласа 7 процента ҫитернӗ, акан 25-мӗшӗнче — 7,5 процента, утӑн 25-мӗшӗнче — 8 процента, юпан 31-мӗшӗнче — 9,5 процента, раштавӑн 11-мӗшӗнче — 10,5 процента.
Ку ставкӑпа регулятор банксене кредит парать, ҫавна кура банксем кредит ставкине ҫирӗплетеҫҫӗ.
Патшалӑх Думин депутачӗ аслӑ классенче вӗренекен пултаруллӑ ачасене стипенди пама сӗнет. Ҫакна КПРФ фракцин элчи Вадим Соловьев пуҫарасшӑн. Кун пирки «Известия» хаҫат пӗлтерет.
Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, ҫамрӑксен патшалӑх пулӑшӑвне шкул сакки ҫинченех туймалла. Пысӑках мар стипенди пултаруллӑ ачасене тупма пулӑшатех. Ҫапла шухӑшлать Вадим Соловьев.
Депутат стипендие 7-мӗш класран пуҫласа партарасшӑн. Пултаруллисене конкурс пулӑшнипе суйламалла. Укҫа федераци хыснинчен пулмалла. Соловьев шкул ачисене студентсене тӳлекен стипендин чи пӗчӗк виҫи чухлӗ партарасшӑн — 6307 тенкӗ.
РФ Вӗренӳ министерстви ҫумӗнчи общество канашӗ пуҫарӑва ырланӑ. Майя Пильдес пултаруллӑ ачасене олимпиада тата ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсемпе килӗшӳллӗн суйламаллине палӑртать.
Росгосстрахӑн Чӑваш Енри филиалӗ Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра пурӑннӑ ҫынна страховка тӳленӗ. Унӑн хваттерӗ авариллисен йышне кӗнӗ.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулнӑ инкекре ҫав ҫыннӑн хваттерӗ пулнӑ. Чи малтан 1-мӗш подъезда авриллӗ лару-тӑрура пулнине палӑртсан ӑна ишсе антарнӑ. Ҫапла майпа унта унӑн хваттерӗ те лекнӗ.
Ҫав ҫын хӑйӗн пурлӑхне ҫак компанире икӗ ҫул страхланӑ. Килӗшӳре палӑртнӑ тӑрӑх, компани яваплӑхӗн сумми 567 пин тенкӗпе танлашать. Росгосстрах пурлӑх хуҫине ҫавӑн чухлӗ тӳленӗ те.
Кунсӑр пуҫне 9-мӗш ҫуртри тепӗр икӗ подъездра страхланӑ 5 хваттер пур. Вӗсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн страховка тӳлес ыйтӑва татса парӗҫ.
Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк министерствин шутланакан «Вӑрман хуҫалӑхӗн центрӗ» хысна учрежденине ҫывӑх вӑхӑтра вӑрмна пушарӗпе кӗрешмелли 4 техника килсе ҫитмелле. Учреждение МТЗ–82.1 урапаллӑ трактор парӗҫ. Техникӑпа пӗрлех — сухапуҫ та.
Ятарлӑ техникӑна федераиц хыснинчен уйӑракан субсиди шучӗпе туянмалла. Ку тӗллевпе Мускавран 3,1 миллион тенкӗ килнӗ. Унсӑр пуҫне 0,2 миллион тенкине республика хыснинчен уйӑрмалла.
2010–2012 ҫулсенче республикӑн вӑрман хуҫалӑхне 61 единица техника килсе ҫитнӗ. Ҫак тӗллевпе пурӗ 100 миллион тенкӗ уйӑрнӑ, ҫак шутарн пӗрре-виҫҫӗмӗш пайне — республика хыснинчен. 2011 тата 2012 ҫулсенче вӑрмансене пушар пӗртте шар кӑтартман-мӗн. «Хӗрлӗ автанӗ» ҫапах та ҫавӑн чух пӗрер хутчен «ташланӑ-ха». Кӑҫал виҫӗ хутчен вут алхаснӑ, анчах ҫулӑма кашнинчен вӑхӑтра сӳнтернӗ.
Хӑйсен прависене хӳтӗлеме ыйтса ҫынсен хӑш чухне прокуратурӑнах ҫитме тивет. Ун пек тӗслӗхсене Чӑваш Ен прокуратурин коррупцие хирӗҫле законодательствӑна пурнӑҫлас енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Сергей Павлов нумай илсе кӑтартма пултарать. Хӑш-пӗр ӗҫре коррупци сӗмӗ палӑрмасть пулин те саккуна пӑсни куҫкӗрет. Акӑ ун пеккисенчен пӗри.
Ку ӗҫ Элӗк районӗнче пулнӑ. Унти прокуратурӑна 76 ҫулти хӗрарӑм вӑл 1985 ҫулта хӗрӗн ячӗпе перекет кассинче уҫнӑ укҫана банк тавӑрса парасшӑн маррине евитленӗ. 1991 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗччен хунӑ укҫашӑн компенсаци тӳлемелли пирки 2009 ҫулта ҫӗршывӑн правительстви йышӑну кӑларнӑ-ха. Компенсацие 1946–1991 ҫулсенче ҫуралнисене памалла. Хӗрӗн ячӗпе уҫнӑ вкладшӑн пенсионерка та компенсаци илес тенӗ. Анчах банкра хирӗҫленӗ. Сӑлтавне кинемейӗн хӗрӗ Литвара пурӑннипе ҫыхӑнтарнӑ. Кунсӑр пуҫне вӗсем приходной касса ордерӗсене пӗтернипе те сӑлтавлама пӑхнӑ. Кинемей правине хӳтӗлесе прокуратура суда тухнӑ, суд кинемее майлӑ йышӑну кӑларнӑ.
Республикӑн ӗҫ ветеранӗ ята малашне пирӗн республикӑра сахалтарах ӗҫ стажӗ пулсан ат пама тытӑнӗҫ. Тивӗҫлӗ Хушӑва алӑ пусса ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ.
Аса илтеретпӗр, ҫав ята тивӗҫес тесен халӗ арҫынсене 45 ҫул стаж кирлӗ, хӗрарӑмсене — 40 ҫул. Малашне ун чухлех тар тӑкмасан та ун пек ята пама тытӑнӗҫ. Пӗтӗмӗшле ӗҫ стажне 2,5 ҫул таран чакарнӑ. Ҫапла вара 42,5 ҫул ӗҫленӗ арҫынсем ветерансем пулса тӑрӗҫ, хӗрарӑмсем — 37,5 ҫул тар тӑкнӑ хыҫҫӑн. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство ларӑвӗнче каланӑ. Ветеран ятне памалли чикке чакарасси пирки унчченех калаҫатчӗҫ-ха. Анчах ҫакӑ укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ та, тытӑнса тӑнӑ. Халӗ «кӗмӗле» ӑҫтан илессине те палӑртнӑ. Малашне патшалӑх служащийӗсене ҫурт-йӗр туянма патшалӑх хыснинчен субсиди пама пӑрахӗҫ те тупрана ветерансене тӳлеме ярӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн паянхи Хушӑвӗпе Чӑваш Республикин халӑх артистне, Иван Христофоров юрӑҫа, патшалӑхран уйӑхсерен пособи пама йышӑннӑ. Кун пек пулӑшӑва Чӑваш Республикин Президенчӗн 1994 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗнче йышӑннӑ «Чӑваш Республикинче культурӑна патшалӑх пулӑшӑвӗ кӳресси ҫинчен» Указӗпе килӗшӳллӗн уйӑраҫҫӗ.
Культурӑри паллӑ ҫынсене хыснаран уйӑхсерен парса тӑракан пособие республика умӗнче культурӑра тата ӑслӑлӑхра тава тивӗҫлӗ ӗҫсем тунӑ ҫынсене уйӑраҫҫӗ.
Маларах каланӑ Хушупа хальлӗхе Чӑваш Енри 30 ҫынна ун пек укҫана тӳлесе тӑма йышӑннӑ, халӗ 29-ӑн илеҫҫӗ.
Паян Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн виҫӗ комитет ларӑвӗ иртнӗ. Унта кӑҫалхи тата 2015–2016 ҫулсенчи республика хыснине тӳрлетӳ кӗртессине пӑхса тухнӑ. Чӑваш Енӗн тӗп финанс документне пӗрремӗш вулавпа чӳкӗн 18-мӗшӗнче йышӑннӑччӗ. Черетлӗ сессии чӳкӗн 27-мӗшӗнче иртмелле, унта бюджета иккӗмӗш вулавпа тишкермелле.
Хысна кӗртнӗ тӳрлетӳсен шутӗнче депутатсем патшалӑх сужащийӗсене ҫурт-йӗр туянма хыснаран субсиди парассине пӑрахӑҫлама сӗннӗ. Килес ҫул ҫав тӗллевпе малтанласа 35 миллион тенкӗ ытла уйӑрма пӑхнӑ. Пуҫарӑва комитетсен пайташӗсем ырласа йышӑннӑ. Перекетленӗ укҫана республикӑри ӗҫ ветеранӗсене тӳлеме яма пултарӗҫ. Сӑмах май каласан, вӑл ята тивӗҫес тесен хӗрарӑмсен 40 ҫул, арҫынсен 45 ҫул стажлӑ пулмалла. Халӗ ку вӑхӑта 2,5 ҫул таран чакарас шухӑшлӑ-мӗн.
Элӗк район администрацийӗнче нумаях пулмасть иртнӗ черетлӗ планеркӑра ытти ыйтупа пӗрлех чиркӳ тӑвассине те сӳтсе явнӑ.
Ларӑва район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов ертсе пынӑ.
«Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов районти пур организацисемпе учрежденисен пуҫлӑхӗсене Элӗкри чиркӳ ҫуртне туса пӗтерес ӗҫе хастартарах хутшӑнма чӗнсе каларӗ», — тесе хыпарлать асӑннӑ район хаҫачӗ. Хӑш-пӗр организацире пӗр кунхи ӗҫ укҫине мар, ячӗшӗн кӑна куҫарнӑ имӗш. Уншӑн район администрацийӗн пуҫлӑхӗ кӑмӑлсӑрланнӑ-мӗн.
Унсӑр пуҫне Элӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ 2015 ҫулхи 1-мӗш ҫур ҫулшӑн пыракан ҫырӑнтару тапхӑрӗ ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене, вӗренӳпе культура учрежденийӗсен, сывлӑх сыхлавӗн организацийӗсен ертӳҫисене чи малтанах республикӑра тухса тӑракан «Советская Чувашия», «Хыпар» кӑларӑмсене тата «Пурнӑҫ ҫулӗпе» район хаҫатне ҫырӑнтармаллине аса илтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пугачёв ҫарӗ Кӑрмӑша тытса илнӗ. | ||
| Орлов Пётр Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ. | ||
| Павлов Иван Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |