Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: укҫа-тенкӗ

Ҫакӑн пек хыпарлать «Правда ПФО» информаци агентстви. Ҫапла калама васкавлӑ пулӑшӑва кӑҫал, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 30 процент сахалтарах уйӑрни хистенӗ-мӗн.

Васкавлӑ пулӑшу валли республика хыснинче «кӗмӗл» сахалтарах уйӑрни пирки медстрахованин территорири фончӗн ертӳҫи Вячеслав Александров палӑртнӑ. Шучӗпе 573 миллион тенкӗ уйӑрмалла пулнӑ-тӑк 405 миллион тенкӗ кӑна уйӑрнӑ иккен. Тепӗр майлӑ каласан, укҫана 29,3 процент таран сахалтарах панӑ, килес ҫул 26 процент сахалтарах лекмелле имӗш. Вячеслав Александров васкавлӑ пулӑшу валли тепӗр 155 миллион тенкӗ таран хушма ыйтнӑ.

 

Шупашкар хули коммуналлӑ тытӑма юсаса ҫӗнетме федераци хыснинчен 650 ытла миллион тенкӗ илӗ. Вӑл тупрана ҫӗнӗ канализаци коллекторӗ тума, «Заовражная» текен тасатмалли сооружение юсса ҫӗнетме тата ӑшӑ тӑкакне шута илекен счетчиксене вырнаҫтарма уйӑрӗҫ. Кӗмӗлӗн пӗр пайӗ ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче килнӗ иккен.

Асӑннӑ проектсем Раҫҫейӗн Регионсен аталанӑвӗн министерстви ирттернӗ конкурсра 2008 ҫултах ҫӗнтернӗ иккен. Ун чух вӑл программӑна конкурса хутшӑннӑ 62 муниципалитет пӗрлешӗвӗнчен вуннӑшӗ лекейнӗ. Анчах экономикӑри йывӑр лару-тӑрӑва пула укҫа уйӑрассине пӗр вӑхӑтра федералсем чарса лартнӑ. Халӗ вара лав вырӑнтан хускалнӑ.

 

Кӑҫал Чӑваш Ен правительстви выльӑх-чӗрлӗхе ерчетекенсене ятарлӑ пулӑшу кӳрес тет. Республика Элтеперӗн администраци пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак ӗҫ валли 106 миллион уйӑрма палӑртнӑ.

Ятарлӑ йышӑнупа килешӳллӗн 2012 ҫулхи тӑваттӑмӗш кварталӑн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх туяннӑ выльӑх апачӗ хакланнӑ май укҫана сысна, чӑх-чӗп какайне тата ҫӑмарта туса илекенсене тӳлеме йышӑннӑ. Тӳлевсӗр субсиди ставкин вӑтам кӑтартӑвӗ тӑрӑх 10 ҫӑмарта ҫине 2,9 тенкӗ, 1 тонна чӑх-чӗп какайӗн чӗрӗ йывӑрӗшӗ ҫине — 4 124 тенкӗ, 1 тоннӑ сысна какайӗн чӗрӗ йывӑрӑшӗ ҫине — 10 479 тенкӗ тухать.

Выльӑх-чӗрлӗх ерчетекенсене валли уйӑрнӑ 100,7 миллион тенкӗ федераллӑ хыснаран лекӗ, ытти 5,3 миллионӗ вара — республика хыснинчен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1298.html
 

Шупашкарта пурӑнакан 23 ҫулхи хӗрарӑм саккуна улталаса хӑйне валли тупӑш кӳрессишӗн чее план шутласа кӑларнӑ. Вӑл пӗр паллакан 17 ҫулхи хӗре ача ҫуратма ыйтнӑ, анчах та ҫуратакан хӗрен докуменчӗпе мар, хӑйӗннипе. Хайхи 23 ҫулхи хӗрарӑмӑн вара пӗр ача пулнӑ, тепӗр ача пулни ӑна амӑшсен капиталне илме май панӑ. Республикӑри СКР йӗрлев управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх чее хӗрарӑм ҫав ҫавах социаллӑ тӳлеве ала илме пултарнӑ.

Ултавӗ вара ҫиеле ӑнсӑртран тухнӑ. Хайхи хӗрарӑм хӑйӗн 17 тата 18 ҫулхи юлташӗсемпе ачан тӑван амӑшне тапӑнса ватнӑ хыҫҫӑн ҫаратнӑ пулнӑ имӗш. Шар курнӑ 17 ҫулхи хӗр вара полици управление кайса ӳпкелев хутне ҫырнӑ.

Паянхи кун виҫӗ хӗрарӑма та ҫынна хӗнесе ун пурлӑхне вӑрланӑ тесе айӑплаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне 23 ҫулхи хӗрарӑмӑн 18 ҫула ҫитмен хӗре йывӑр айӑплӑ ӗҫӗ хутшӑнтарнишӗн те явап тыттарӗҫ. Амӑшсен капиталне ултавлӑ майпа илнӗшӗн пуҫарӑннӑ ӗҫе суда яма хатӗрлеҫҫӗ.

 

Ҫак кунсенче Чӑваш Ене федераци хыснинчен 161,7 миллион тенкӗ укҫа килнӗ. Пӗтӗмпе вара кӑҫал республикӑна федераци хыснинчен 1 миллиард та 55,6 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫулталӑк планӗпе пӑхни тӑрӑх хакласан ҫак хисеп ҫулталӑк планӗн 97,8 проценчӗпе танлашнине пӗлтерет.

Маларах асӑннӑ 162-е яхӑн миллионтан пӗр пайӗ ӳсентӑран отрасльне аталантарма илнӗ кредитӑн процент ставкине субсидилеме кайӗ. Сӗт туса илме хӑтланса тӑкакланнине саплаштарма та уйӑрӗҫ ӑна. Кунсӑр пуҫне ытти хӑш-пӗр статьяпа уйӑрса памалла.

 

Халӗ Чӑваш Енре ашшӗ-амӑшӗ пепки садике ҫӳренӗшӗн 450 тенкӗрен пуҫласа пин те 320 тенкӗ таран тӳлет. Вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвӗнче каланӑ тӑрӑх, ача сачӗшӗн тӳленӗ тӑкаксене саплаштарма патшалӑх ашшӗ-амӑшне компенсаци парса пулӑшассине пӗлтернӗ.

Ача пахчин чӑн тӑкакӗ паянхи куна пӗр ача пуҫне муниципаллӑ вӗренӳ учрежденине 3–6 пин тенке кайса ларать. Паянхи куна ашшӗ-амӑшӗ ҫак хисепӗн 20 процентне кӑна тӳлеҫҫӗ. Кунта вӗрентекенсен шалӑвӗ те, коммуналлӑ ҫӑмӑллӑхсемшӗн тӳлени те, вӗренӳ материалӗсене туянни те кӗрет. Ача пахчинче апатлантарнишӗн тӳлемелли хисеп вара — пӗтӗмӗшле тӳлевӗн 90 проценчӗпе танлашать. Владимир Иванов министр палӑртнӑ тӑрӑх, ача сачӗшӗн тӳлемелли хисеп ҫулталӑк вӗҫлениччен сисӗнмелле улшӑнмӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.ntrk21.ru/audio.aspx?id=6575
 

Йӗпреҫре биологилле тасатмалли сооружени хута яма палӑртнӑ. Ӑна тума 175,5 миллион тенкӗ тухса кайӗ. Ӗҫе пурнӑҫлакан подряд организацине суйлама аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ чух ӗҫ хакне 184,9 миллион тенкӗ тесе палӑртнӑ иккен.

Сооружение кама тутарттарассине палӑртма ирттернӗ конкурса ултӑ предприяти хутшӑннӑ. Конкурса йӗркелекенсем сӗннинчен 9,2 миллион тенкӗ йӳнӗрех сӗннӗ «Стоюзстрйоинвест» общество ҫӗнтернӗ. Ҫапла вара хысна укҫине 5 процент перекетлеме май килнӗ иккен.

 

Тӳре-шарана тӑватӑ кунлӑх ӗҫ эрни ҫине куҫарасшӑн. Перекетленӗ «кӗмӗле» хысна вӗрентекенсене тата хысна тытӑмӗнче ӗҫлекен ытти ҫынна шалу ӳстерсе пама ярасшӑн. «Кӗмӗле» перекетлемелли ҫакӑн пек хӑйне евӗр меслет сӗннӗ нумаях пулмасть Вологда облаҫӗн кӗпӗрнатторӗ Олег Кувшинников. Ҫапла-ҫапла, пирӗн патра мар.

Ку хыпара илтнӗ хыҫҫӑн, «Советская Чувашия» хаҫат, сӑмах май, республикӑри хӑш-пӗр тӳре-шарапа, профсоюз тата прокуратура ӗҫченӗсемпе тата тивӗҫлӗ канури ҫынпа калаҫнӑ, кун пек меслете вӗсем епле йышӑннипе кӑсӑкланнӑ. Никам та хапӑлланине палӑртман. Вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Светлана Петрова вара ун пек хӑтланмасӑр та Чӑваш Енре педагогсен шалӑвне ӳстерсе пынине асӑнса хӑварнӑ.

 

Раҫҫей халӑхӗ эрех нумай ӗҫни тӳре-шарана вӑйлах пӑшӑрхантарать пулас. Хӑй вӑхӑтӗнче «типӗ саккун» йышӑнни те пулнӑччӗ, халӗ те чӑрмавсем хатӗрлесе тӑраҫҫӗ: эрех таврашне, сӑмахран, халь пӗчӗк лавккасенче сутма чарнӑ, ку ӗҫпе ӗҫлес тесен те ятарлӑ лицензи илмелле. Паянхи саккунсемпе унсӑр пуҫне эрех-сӑрана каҫхи сутма юрамасть.

Тепӗр ҫӗнӗ саккунпа «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партине кӗрекен Олег Михеев — вӑл энергетика енӗпе ӗҫлекен комитетӑн председатель ҫумӗ пулса тӑрӑшать — тухнӑ иккен. Ҫӗнӗлӗхпе килӗшӳллӗн эрех-сӑрана алри укҫапа сутма чармалла имӗш, ӗҫес килсен банк карточкисемпе ҫеҫ туянма май памалла.

Саккуна ӑнлантарса панӑ тӑрӑх малтанхи чарусем ҫӗршыври лару-тӑрӑва ытлашшиех улӑштарайман имӗш — Раҫҫей ҫав-ҫавах чи нумай ӗҫекенсен йышӗнче тӑрать иккен. Карточкӑсемпе кӑна сутни вара ӗҫкӗҫсен йышне чакарнисӗр пуҫне эрех-сӑра епле сутӑннине те лайӑхрах тӗрӗслеме май парасса шанать Олег Михеев.

Паллах, кунашкал саккуна йышӑнас умӗн ытти ӗҫе самай тума тивӗ. Ҫавӑнпа та Патшалӑх Думи ӑна пурнӑҫа кӗртессин шанӑҫӗ пысӑках мар.

 

Кун пирки республикӑн Экономика министерстви Чӑвашстат пӗлтернине тӗпе хурса хыпарлать. Кӑҫалхи кӑрлач–утӑ уйӑхӗсенче халӑхӑн пӗтӗмӗшле тупӑшӗ 125 миллиард тенкӗпе танлашнӑ-мӗн. Пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртипе пӑхсан, ку вӑл 16,9 процент пысӑкрах иккен. Кашни ҫын пуҫне мӗн чухлӗ тупӑш тивнине те шутласа пӑхнӑ. Маларах асӑннӑ тапхӑрта ку вӑл вӑтамран 14 пин те 360 тенкӗ те 50 пуспа танлашнӑ иккен. Сӑмах май, ҫак тупӑш та пӗлтӗрхи ҫичӗ уйӑхринчен ӳснӗ — 17,3 процент таранах.

 

Страницӑсем: 1 ... 306, 307, 308, 309, 310, 311, 312, 313, 314, 315, [316], 317, 318, 319, 320, 321, 322
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 25

1911
113
Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1972
52
Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ.
1980
44
Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ