Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗ Юрий Моисеев тӗлӗшпе нумаях пулмасть ҫӗнӗ приговор вуланӑ. Ун тӗлӗшпе пӗрре мар суд ларӑвӗ иртнӗ. Кӑҫалхи кӑрлачра ӑна сӗтев илнӗшӗн, должноҫри полномочипе ытлашшипех уса курнӑшӑн тата вӑрланӑшӑн ҫирӗп режимлӑ колоние 11 ҫуллӑха ӑсатнӑччӗ. Анчах Моисеев кунпа килӗшмесӗр аппеляци панӑ. Аслӑ суд ӑна тивӗҫтернӗ. Хальхинче айӑплава кӑштах ҫемҫетнӗ.
Хальхинче Моисеев сӗтев илни вырӑнне вӑрланӑ тесе ӗнентересшӗн пулнӑ. Куншӑн айӑплав ҫемҫерех-ҫке. Следстви вӑхӑтӗнче вӑл 2 миллиона ялти культура ҫуртне тунӑ ҫӗре яма палӑртнине ӗнентерме хӑтланнӑ. Унран пулӑшу ыйтнӑ хӗрарӑма та пулӑшма хатӗрленнӗ имӗш вӑл. Анчах ҫаксене йӑлтах ӗнентерме май килмен.
Приговора хальхинче виҫӗ сехет ытла вуланӑ. Ҫапла майпа Моисеева ҫирӗп режимлӑ колоние 9 ҫуллӑха ӑсатма, 60 миллион тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Анчах Моисеев хӑй айӑплӑ марринех калать. Вӑл малалла кӗрешме хатӗр-мӗн. Ҫак кун Моисеев тӗлӗшпе кӑна мар, унӑн пӗлӗшӗ Сергей Галочкин тӗлӗшпе те приговор вуланӑ. Вӑл 2 миллиона панӑ чухне посредник пулнӑ.
«Шупашкарта малтан эпӗ пӗр Тимӗре кӑна пӗлеттӗм. Авалхи чӑваш ячӗпе хӑйне манӑн тахҫанхи пӗлӗшӗм тата ЧНКн паллӑ ӗҫченӗ тата усламҫӑ Володя Тяпкин калать», — тесе ҫырать хӑйӗн блогӗнче Александр Белов паллӑ журналист.
Унтан вӑл Шупашкарта «Тимӗр-банк» асӑрханине палӑртнӑ май финанспа кредит организацийӗ уҫнипе, услам лайӑх аталаннипе Тимӗре саламланине пӗлтерет. Анчах Владимир Тяпкин вӑл банкпа нихӑш енчен те ҫыхӑнман-мӗн. Ӑна тутарсем уҫнӑ. Ҫапла вара «Тимӗр-банкпа» Тимӗр хуҫа маррине палӑртмалла. Финанспа кредит организацийӗн ячӗ вара, чӑн та, питӗ илӗртӳллӗ. Кам пӗлет, пурӑна киле, тен, Тимӗр те банк уҫӗ-и? Калӑпӑр, «Тимӗр-банк 2» тесе. Ара, ваттисем куҫ хӑрать те ал тӑвать теҫҫӗ мар-и?..
Чӗмпӗр облаҫӗнчи «Симбирск бройлерӗ» чӑх-чӗп хапрӑкӗ йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ. Унти ял хуҫалӑх предприятийӗ пирки мӗншӗн Чӑвашра сӑмах пуҫарни пирки каласан, маларах асӑннӑ ҫав хапрӑка пирӗн тӑрӑхри пуян, Владимир Ермолаев, туянни пирки палӑртмалла.
Аса илтеретпӗр, «Юрма» агрохолдинг ертӳҫи Владимир Ермолаев Шупашкарти чӑлхапа трикотаж хапрӑкне, Етӗрнери тата Муркашри кирпӗч савучӗсене, «СУОР» предприятие, 21-мӗш телеканала тытса тӑни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Чӑвашри пуян туяннӑ Чӗмпӗр облаҫӗнчи хапрӑк хальлӗхе ӗҫлесе кайман-мӗн. Унта нумаях пулмасть 18 уйӑхлӑха тулаш управленийӗ туса хунӑ. «Рупор 73» агентство хапрӑкри ӗҫ-хӗле питӗ начар тесе хакланине пӑшӑрханса пӗлтернӗ.
Чӑваш Республикинчи ШӖМ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пӗр банкра 10 пинлӗх суя хут укҫа тупнӑ. Вӗсем пилӗк пинлӗххисем пулнӑ.
Укҫасене банкӑн тӗрлӗ уйрӑмӗсенче тӗрӗслекен хатӗрпе тупса палӑртнӑ. Икӗ купюрӑна та тӳллев счёчӗсем ҫине укҫа хурас тӗллевпе илсе килнӗ.
Хальхи вӑхӑтра суя хут укҫасем ҫынсен аллине мӗнле лекнине тӗпчеҫҫӗ. ШӖМ ӗҫченӗсем пӗр пин тата пилӗк пинлӗ хут укҫасем тӗлӗшпе тимлӗрех пулма ыйтаҫҫӗ. Чылай чухне шӑп та лӑп вӗсемпе улталама тӑрӑшаҫҫӗ. Асӑрхасанах полиципе ҫыхӑнма сӗнеҫҫӗ. Суя укҫасенчен пӗлсе тӑрсах хӑтӑласшӑннишӗн явап та тытма тивӗ. Куншӑн тӗрмене 6 ҫултан пуҫласа 15 ҫулччен лекме пулать.
Республикӑн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствинче нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗпрен юсамалли программа тата фонда харпӑрлӑхҫӑсем укҫа хывасси мӗнле пурнӑҫланнипе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе брифинг иртнӗ. «Нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗпрен юсамалли фонд» коммерциллӗ мар организаци пуҫлӑхӗ Олимпиада Епифанова республикӑра кивӗ ҫуртсене ҫӗнетес тӗллевпе 30 ҫуллӑха (2014-2043 ҫҫ.) программа йышӑнни пирки пӗлтернӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл ҫынсем ҫак тӳлевпе лайӑхрах татӑлса пыма пуҫланине пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, ҫынсем пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа уйӑхсерен тӳлеме тытӑнчӗҫ. Малтанласа ҫынсем кӗсьене ҫӳхетме тытӑнса тӑнӑ пулсан халӗ хваттер харпӑрлӑхҫисен 81 проценчӗ хушма тӳлевпе вӑхӑтра татӑлса пырать-мӗн. Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне регион операторӗн счечӗ ҫине 331,575 млн тенкӗ куҫнӑ.
Чӑваш Енре транспортсене эвакуациленӗшӗн тӳлемелли хак ӳснӗ. Ку йышӑнӑва Конкурентлӑ политикӑпа тариф службин патшалӑх службин черетлӗ ларӑвӗнче йышӑннӑ.
Коллеги ӗҫне тӗрлӗ ведомство ҫыннисем хутшӑннӑ. Унта тӗп ыйтӑва — тытса чарнӑ транспортсене эвакуацилемелли хака — сӳтсе явнӑ. Урапасене эвакуацилекен тата ятарлӑ чарӑну вырӑнӗсене тытса тӑракан организацисем 2013 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен вӑя кӗнӗ хаксене улӑштарасси пирки сӑмах хускатнӑ.
Ҫапла майпа ларура 1 ҫухрӑмшӑн 182 тенкӗ илесси пирки ҫирӗплетнӗ. Палӑртса хӑварар: унччен ку хак 1 ҫухрӑмшӑн 142 тенкӗпе танлашнӑ.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем ҫурта тӗплӗн юсама та укҫа тӳлеме тытӑнчӗҫ. Ытла нумаях пулмасть йышӑннӑ ҫак ҫӗнӗлӗх ҫынсене савӑнтарманни паллӑ ӗнтӗ. Ҫитменнине тата тӳлевшӗн финанс учрежденийӗсем комисси илни халӑха тарӑхтарать.
Раҫҫейӗн Перекет банкӗ малашне комисси илмесси пирки пӗлтерет. Укҫана банк хӑйпе килӗшӳ тунӑ организацин ятарлӑ счечӗ ҫине куҫарса парӗ.
Коммуналлӑ юсавшӑн тӳлес тесен банка ҫитмесен те юрать. Перекет банкӗн ятарлӑ терминалӗсем те ку тӳлеве йышӑнӗҫ. «Перекет банкӗ Онлайн» пулӑшупа усӑ куракансем килте ларсах тӳлеве куҫарса ярайӗҫ. «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхшӑн автотӳлев» меслетпе те усӑ курма май пур. Юлашкинчен асӑнни парӑма тытӑм хӑех кашни уйӑхра тытса юлассине пӗлтерет.
Раҫҫей правительстви нумай ачаллӑ ҫемьесене паракан тӳлев субсидине ӳстерме йышӑннӑ. Кун пирки ria.ru портал пӗлтерет.
Палӑртма кӑмӑллӑ: ку программӑна пирӗн республика та кӗнӗ. Ҫак тӳлеве виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ача ҫуратнӑшӑн уйӑхсерен параҫҫӗ. Ҫапла ку субсидие 820 миллион тенкӗ таран ӳстерме палӑртнӑ. Вӗсене хӑш-пӗр регион ҫеҫ тивӗҫӗ. Программӑна Чӑваш Енсӗр пуҫне Ростов, Самар, Сахалин облаҫӗсем, Севастополь хули тата ытти регионсем кӗнӗ.
Ку йышӑнӑва ахальтен туман. Раҫҫейре нумай ачаллӑ ҫемьесем йышланнӑ. Ҫапла майпа вӗсене памалли тӳлев виҫи 13,5 миллиард пулӗ. Ку ҫемьесене уйӑхсерен тӳлеме май пулӗ.
Чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа йывӑр тиевлӗ урапасенчен ҫул ҫинче ҫӳренӗшӗн укҫа пуҫтарма тытӑнӗҫ. Ку чӳкӗн 15-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ.
Пухнӑ укҫана федерацин ҫул-йӗр фондне ярӗҫ, унпа ҫулсене юсанӑ чухне усӑ курӗҫ. Ку налук 12 тоннӑран йывӑртарах урапасене пырса тивет. Куншӑн вӗсен 3 тенкӗ те 3 пусран сахал мар тӳлемелле пулӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулталӑкне пухнӑ 50–60 миллиард тенке ҫурт-йӗр фондне ярӗҫ.
Ку федераци ҫулӗн 50 ҫухрӑмне пырса тивӗ. Правительство пӗр ҫухрӑмшӑн 3,73 тенкӗ пухма палӑртнӑ. Анчах тарифа пӗчӗклетесси пирки калаҫаҫҫӗ. Халӗ ку кӑтартӑва 3 тенкӗ те 6 пус таран пӗчӗклетес проекта пӑхса тухаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Культура министерстви Федор Павлов драматург тата композитор палӑкӗ валли эскиз проекчӗсене малалла йышӑнасси пирки аса илтерет.
Конкурс ӗҫӗсене чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене Шупашкарти Президент бульварӗнчи 17-мӗш ҫуртри 412-мӗш пӳлӗме ярса памалла. Ыйтса пӗлмелли телефон номерне те пӗлтернӗ: 8 (8352) 64-20-68.
Федор Павлов 1892 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗнче ун чухнехи Хусан кӗпӗрнине кӗрекен Етӗрне уесӗнчи Чиркӳллӗ Патӑрьяль ялӗнче ҫуралнӑ. Халӗ вӑл Ҫӗрпӳ районне кӗрет. 1911–1913-мӗш ҫулсене Федор Павловӑн композитор пултарулӑхӗнчи пуҫламӑш тапхӑр тесе хаклаҫҫӗ. Ун чухнех унӑн инструмент тата вокалпа симфони кӗвви валли ҫырнӑ хӑйне евӗр хайлавӗсем — «Чӳк» тата «Вӑйӑ» — ҫуралнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |