Китайри Цзянсу провинцийӗнчи Сучжоу хулинче пурӑнакан хӗрарӑм ывӑлӗн туйне ирттернӗ вӑхӑтра кинӗнче хӑйӗн тахҫанах ҫухалнӑ хӗрне палласа илнӗ. Кун пирки The Mirror кӑларӑм пӗлтерет.
Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ывӑлне авлантарнӑ май хӗрарӑм унӑн ҫураҫнӑ хӗрӗн алли ҫинче турпалли асӑрханӑ. Нумай ҫул каялла ҫухатнӑ хӗрӗн те ҫавнашкалах паллӑ пулнине асаилсе вӑл питӗ тӗлӗнсе ӳкнӗ.
Китай хӗрарӑмӗ ҫураҫнӑ хӗрӗн ашшӗ-амӑшӗ патне пырса вӗсем хӗрне 20 ҫул каялла усрава илмен-ши тесе ыйтнӑ. Ҫемьене ку ыйту тӗлӗнтерсех янӑ, вӗсем ку факта нумайранпа пытарса пурӑннӑ пулнӑ. Тахҫан вӗсем ҫул хӗрринче хӗрачана тупнӑ иккен. Ӑна вӗсем хӑйсемпе пӗрле илнӗ те тӑван хӗр пек ӳстернӗ.
Ҫураҫнӑ хӗр амӑшӗпе тӗл пулни уншӑн качча тухнинчен те савӑнӑҫлӑрах пулӑм пулнине пирки каласа панӑ. Анчах хӗре вӑл хӑйӗн пиччӗшне качча тухма пултарни пӑшӑрхантарнӑ. Вара амӑшӗ каласа панинчен ҫакӑ паллӑ пулнӑ: хӑйӗн ҫухалнӑ хӗрне нумай ҫул шыранӑ хыҫҫӑн ӑна тупма шанчӑк ҫухалсан вӗсем усрава урӑх ачана илнӗ. Ҫапла вара, мӑшӑрланма нимле чӑрмав та пулман — каччӑпа хӗр хушшинче тӑванла ҫыхӑну ҫук.
Ку факт хӗре лӑплантарнӑ хыҫҫӑн туй малалла тӑсӑлнӑ.
Норвегин ҫӑлав ушкӑнӗ Eemslift Hendrika карап экипажне ҫӗр ҫине илсе ҫитернӗ. Ҫынсене ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнчех ҫӑлма пуҫланӑ. Инкеке лекнӗ моряксем SOS сигнала Норвегин Олесунн хули ҫывӑхӗнче, ҫыранран 130 ҫухрӑмра пама тытӑннӑ.
Карапӑн моторӗ ӗҫлеме чарӑннӑ, таварӗсем вырӑнтан хускалнӑ, ун хыҫҫӑн вӑл самаях тайӑлнӑ. Ҫанталӑк алхаснине кура карапӑн тӳнсе йӑванас хӑрушлӑх сиксе тухнӑ.
Судно ҫинче пурӗ вуникӗ ҫын пулнӑ. Ытларах пайӗ вертолет вӗҫсе килнӗ хыҫҫӑн ҫӑлӑнма пултарнӑ. Экипажри тӑватӑ ҫыннӑн шыва сикме тивнӗ, пӗр матросӗ суранланнӑ. Ҫыранри хуралҫӑсенчен килнӗ информаци ҫине таянса Euronews хыпарланӑ тӑрӑх хальхи вӑхӑтра пур ҫынна та ҫӑлнӑ, вӗсен пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар.
Дизтопливӑпа, нефьтпе тата вӑтам калӑплӑ катерсемпе тиенӗ карап унӑн экипажне ҫӑлнӑ хыҫҫӑн кӑнтӑралла куҫса пырать. Хальхи вӑхӑтра ӑна буксирсемпе туртса кӑларасси пирки пуҫ ватаҫҫӗ, мӗншӗн тесен унӑн тиевне кура карап путса ансан экологи тӗлӗшпе пысӑк пӑтӑрмах сиксе тухма пултарать.
Сезонлӑ хӑватлӑ ҫил Францине илсе килнӗ Сахара тусанӗ радиоактивлӑ пулни палӑрнӑ. Ҫакӑн ҫинчен правительствӑпа ҫыхӑнман Acro организаци пӗлтернӗ. Радиоактивлӑх шайӗ ҫынсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратмасть, анчах та ӑна вӗҫтерсе килнинче тӑрӑхласа каламалӑх вырӑн та пур.
Франци 1960-мӗш ҫулсенче Алжирта ядерлӑ хӗҫ-пӑшалӑн тӗрӗслевне ирттернӗ. Экспертсем каланӑ тӑрӑх, ҫавӑнтанпа унти хӑйӑрта цези-137 элемент нумайланса кайнӑ, халӗ вара ҫутҫанталӑк хрантсуссене ҫав «парӑма» каялла тавӑрса панӑ пулать.
Канар утравӗсенчи ҫав йывӑрлӑха Лагуна университетӗнче тӗпченӗ. Салазар Карбалло профессор каланӑ тӑрӑх, Сахарӑри тусанта час-часах Франци ирттернӗ атомлӑ тӗрӗслевсем хыҫҫӑн юлнӑ кали-40 тата цези-137 тупаҫҫӗ. Карбалло ку элементсен виҫи тӑпрара хӑрушсӑррине палӑртать. Ӑсчах каласа панӑ тӑрӑх, уйрӑмах радон газ сиенлӗ, вӑл вара ҫав вырӑнти тӑпраран хӑй тӗллӗн тухать, онкологи чирӗсем аталанас хӑрушлӑха вӑйлатать.
Ку сезонра вара Африкӑри пушхир тусанне ҫил Хӗвеланӑҫ Европӑна виҫӗ хутчен вӗҫтерсе килнӗ.
Паян эпир сирӗнпе инҫетри Африка континентӗнче вырнаҫнӑ Мӑвинкӑ хулари урамсем тӑрӑх пӑхса ҫӳрӗпӗр. Мӑванкӑ (акӑл. Mwingi, выр. Мвинги) — Кенин Хӗвелтухӑҫ провинцире вырнаҫнӑ пысӑках мар хула, халӑх йышӗпе патшалӑхра 78-мӗш вырӑн йышӑнать. Сӑмах май, Найробинче, Кени патшалӑхӗн шӗкӗр хулинче, 3 миллион ытла халӑх пурӑнать. Ку хулара вара 16 пин ҫеҫ.
Африка, паллах, Европа мар, Google машинисем ку континентри сайра вырӑна ҫитсе курнӑ — ҫавна май пирӗн ытлашшиех суйласа тӑма тивмест. Кени тӑрӑх ҫӳренӗ те вӗсем ӳкерсе — эпир вӗсен ҫулӗпе кайӑпӑр.
Кенири халӑх ытларах енӗпе христиансем (82,5%) шутланаҫҫӗ пулин те пирӗн ума чи малтан мичет лекрӗ. Мӑсӑльмансен йышӗ Кенире пурӗ 11,1%. Те мичетӗн архитектури тӳрех курӑмлӑ, те вырӑнне аванраххине суйланӑ — кунта лексенех ку хулара христиансем ытларах тесе калаймӑн. Ятарласа чиркӳсем шыраса пӑхрӑм — ҫул хӗрринче пулмалла тесе кӑтартать картта, анчах тупаймарӑм.
Кунта вара хулана ытти вырӑнсенчен уйӑрса илме паракан паллӑ куратпӑр — шыв пички.
Никитӑпа Анастасия Тӗнчесем каллех таҫта кайма тухнӑ. Кун пирки вӗсем нумаях пулмасть пӗлтернӗ.
Ку мӗнпе ҫыхӑннине уҫӑмлатар. Тӗнчесем АПШра Техас штатӗнче пурӑннӑ. Нарӑс уйӑхӗнче унта юр вӑйлӑ ҫуса лартнӑ, ҫил-тӑман алхаснӑ. Унашкалли Техасра питӗ сайра пулать. Кун хыҫҫӑн чылай офис ӗҫлемен, ҫур хулан ҫутӑ, ӑшӑ пулман. Тӗнчсем те ҫутӑсӑр, ӑшӑсӑр пурӑннӑ. Пӳлӗмре сивӗ пулнӑран вӗсем хывӑнмасӑрах ҫывӑрнӑ.
Ҫакна пула Тӗнчесем урӑх ҫӗре кайма шутланӑ. Ӑҫта каяссине вӗсем пӗлтермен. Ҫакӑ паллӑ: ҫулӑн пӗр пайне ҫемье парӑнтарнӑ. «Паян 550 миле яхӑн кайрӑмӑр», - тесе ҫырнӑ чухне Тӗнчесем Индианӑра пулнӑ.
Аса илтерер: ҫемье 2019 ҫулхи ҫулла ҫула тухнӑ. Пӗлтӗр ҫулталӑк вӗҫӗнче вӗсен ывӑл ҫуралнӑ. Хӗрӗ Ая кӗҫех 3 ҫул тултармалла.
Чӑвашсене хӑшӗ-пӗри ниепле те тӗрӗксен йышне кӗртесшӗн мар. Пире Европа енне те, ҫармӑссем енне те туртакансем сахал мар.
Кунта ӗнтӗ, паллах, чи пысӑк сӑлтавсенчен пӗри тӗн ыйтӑвӗ тӑрать. Ара, пур тӗрӗксем те вӗт-ха, ытларах енӗпе мӑсӑльмансем — тутарӗсем те, пушкӑрчӗсем те, казахӗсем те, Китайри уйгурсем те. Азербайджансемпе турккӑсем пирки калаҫу та ҫук. Хӑшӗ-пӗри вӗсемпе пире нимӗн те ҫыхӑнтарма пултараймасть тесе ӗнентересшӗн.
Паян пӗр термин пирки пӗлтӗм. Иккен, казахсен йӑла пур — асар ятлӑ. Пирӗн чӗлхери хӑш сӑмахпа тӳр килет тесе шутлатӑр? «Ниме»-не пӗлтерет иккен! Терминӗ те самаях сарӑлнӑ, пирӗн ниме пирки пӗлсех каймаҫҫӗ пулсан, асар пирки пӗлеҫҫӗ — имӗш ку тухӑҫ халӑхӗсен йӑли.
Ятарласах этимологи сӑмахсарӗсене тишкертӗм — ара, тӗрӗк чӗлхи шутне кӗретпӗр пулин те мӗншӗн терминӗ расна-ши текен ыйту канӑҫ памарӗ. Федотов ниме пирки шарламасть. В. Г. Егоровӑн словарӗнче вара пур. Ак ҫапла ӑна ӑнлантарнӑ:
НИМЕ, диал. ВИМЕ уст. «помочь», «бесплатная общественная помощь», «работа миром для односельчанина за угощение» (жатва, молотьба, перевозка купленного сруба из соседней деревни и пр.
Китайри ӑсчахсем самолетра усӑ курмалли сасӑ хӑвӑртлӑхӗнчен самай ирттерме пултаракан Sodramjet ятлӑ двигатель ӑсталанӑ. Ӑна аэропӑрӑхра тӗрӗслеме те ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ, унта вӑл сехетре 11 000 ҫухрӑмлӑ хӑвӑртлӑха кӑтартма пултарнӑ.
Китай эксперчӗсемшӗн тӗрӗслев кӑтартӑвӗсем кӗтменлӗх пулнӑ, анчах та, ӑслӑлӑх академийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку вӑл двигатель кӑтартма пултаракан чи пысӑк хӑвӑртлӑх мар. Сӑлтавӗ вара ҫакӑнта: аэродинамика пӑрӑхне чи пысӑк хӑвӑртлӑхпа ӗҫлеттернӗ, анчах двигателӗн пӗтӗм хӑватне кӑтартма май килмен, апла пулсан унӑн ахаль те пысӑк хӑвӑртлӑхне сехетре 19 500 ҫухрӑма яхӑн ӳстерме май пур тесе шутлаҫҫӗ.
Юлашкинчен ӑсчахсем ҫапла пӗлтернӗ: двигателе усӑ курма хатӗрлесе ҫитериччен тата икӗ ҫул кирлӗ пулӗ — ӑна тарӑнрах тӗпчемелле, конструкцине мӗнлерех ӑсталасси пирки шутламалла.
Ҫакӑн ятлӑ юханшыв тӗнчери хӑш кӗтесре юхни пирки, пӗлсех калатӑп, сирӗнтен нихӑшӗ те пӗлмест. Хам та, чӑннипе паянччен пӗлмен. Анчах, пирӗн телее, хальхи вӑхӑтра ҫулҫӳреве тухас тесен пысӑк укҫа пухма кирлӗ мар — Google карттине уҫмалла та тӗнчери пӗр-пӗр кӗтесе пусмалла. Вара хӑвӑрт кӑна чылай вырӑна лекме, унти тӗлӗнтермӗшсемпе паллашма пулать.
Хальхинче те эпӗ ҫавнашкалах турӑм. Бутанри пӗр кӗтесе пусрӑм та инҫетри сӑртлӑ-туллӑ вырӑна лекрӗм. Кӑсӑкли, тӗлӗнтерекенни вара кунта сахал мар. Атьӑр, кӑштах ҫак инҫетри ҫӗршыв тӑрӑх, Кури Чу ятлӑ юханшыв хӗррипе ҫӳресе пӑхар.
Бутан — буддистсен ҫӗршывӗ, сӑртлӑ-туллӑ вырӑнта вырнаҫнӑ. Тӗп хули — Тхимпху. Патшалӑха Джигме Кхесар Намгьял Вангчук ятлӑ патша ертсе пырать. Сӑмах май, патша пуҫлӑх пулнине вӗсен конституцийӗнче ҫирӗплетнӗ.
Тхимпху ҫӗршывӑн анӑҫ енче вырнаҫнӑ, пире ӑнсӑртран лекнӗ юханшыв вара патшалӑхӑн тухӑҫ енӗнче юхать — Китайри Лходжар урлӑ, Бутанри Лхунци, Монгран хӗррипе иртсе Дангма Чу юханшыва юхса кӗрет. Сӑмах май, «чу» тени, ахӑртнех, вырӑнти чӗлхере юханшыва пӗлтерет пулас — кашни ят ҫумӗнче тенӗ пекех вӑл пур.
Чӳкӗн 29-мӗшӗнче пирӗн планета ҫумӗпе ҫеккунтра 25 ҫухрӑм иртекен хӑвӑртлӑхпа 153201 (2000 WO107) астероид вӗҫсе иртӗ. Унӑн виҫи тӗрлӗ хаклавсем тӑрӑх 370 метртан пуҫласа 820 метр таран пулмалла.
Космос объектчӗ Ҫӗр чӑмӑрӗнчен 4 млн ҫухрӑмра вырнаҫнӑ — ку вӑл, Ҫӗрпе Уйӑх хушшинчи инҫӗшпе танлаштарсан, 11 хут пысӑкрах.
Астероид Ҫӗр чӑмӑрӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан объектсем шутне кӗрет пулин те, пирӗн планетӑпа ҫапӑнас вӑл шанчӑк пысӑках мар. Ҫавах та, космос кӗлетки ӑсчахсене хӑйӗн ытти енӗпе интереслентернӗ — специалистсем хак панӑ тӑрӑх, ун ӑшӗнчи паха тӑпрасен хакӗ 17,4 миллиард долларпа танлашать. Ку хаклӑха шутласа кӑларнӑ чухне спектр анализӗпе усӑ курса тата астероидӑн вӑтамран илнӗ виҫисене шута илсе палӑртнӑ. Маларах ӑсчахсем 153201 (2000 WO107) тимӗрпе, кобальтпе тата никельпе пуян пулнине пӗлнӗ.
Астероида 2000 ҫулта тупнӑ, хӗвел тавра вӑл 318 кун хушшинче пӗр ҫаврӑм тунине палӑртнӑ. Перигейра вӑл Хӗвел патне 30 млн ҫухрӑм таран ҫывхарать, апогейра 243 млн ҫухрӑм инҫӗше ҫитет.
Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫумӗпе 3,1 млн ҫухрӑм ҫывӑхӗнче вӑл тепрехинче 2040 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗнче иртсе кайӗ.
Тухӑҫ Германири Дессау-Рослау (Саксони-Анхальт, Берлинпа Лейпциг хушшинче вырнаҫнӑ) хула влаҫӗсем СССР президенчӗн Михаил Горбачевӑн тулли кӳлепеллӗ палӑкне уҫнӑ. ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ГДРпа ФРГ пӗрлешнӗренпе 30 ҫул ҫитнӗ ятпа вырнаҫтарнӑ — ҫак пулӑмра Горбачевӑн тӳпи пысӑк.
Дессау обер-бургомистрӗ Петер Курас палӑка уҫнӑ май, ӑна «хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗнче ҫӗнетӳпе уҫҫӑнлӑх валли майсем тунӑ, вӗсене пулах 1989 ҫулта мирлӗ пӑлхавӑр ирттерме, 1990 ҫулта Германи халӑхне пӗрлештерме май туса панӑ политика асра тытса» хатӗрлени пирки каланӑ.
Паянтан пуҫласа палӑк ратуша тӳремӗнче тӑрать. Монумента Бернд Гебель кӳлепеҫӗ ӑсталанӑ, укҫи-тенкине хула ҫыннисем пухнӑ. Унччен Германире СССР пӗрремӗш президенчӗн бюстне вырнаҫтарнӑ. Ӑна Берлинра «пӗрлешӗвӗн ашшӗсемпе», Джордж Буш-Аслипе Гельмут Коль бюсчӗсемпе, юнашар лартнӑ.
Дессау-Рослура Горбачев пӗрре те пулман, анчах та ҫакӑ хула пуҫлӑхӗ пулнӑ Ханс-Георг Оттохшӑн шухӑша пурнӑҫлама чӑрмантарман. «Унсӑр мирлӗ революци те Германи пӗрлешесси те пулмӗччӗ», — тенӗ экс-бургомистр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |