Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.7 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: тӗнчере

Кӑсӑклӑ Тӗнчере

Ырӑ сунса кӗтетпӗр Кубер-Педине! / © iz.ru

Унччен сире Австралири Херальтон хулапа паллаштарнӑччӗ. Паян черетлӗ хула ҫинчен — Кубер-Педи ятли ҫинчен — каласа парасшӑн. Хальхинче сире куҫарнӑ статья кӗтет.

 

Австрали пушхирӗ питӗ кичем, унӑн сӑнӗ пӗр евӗрлӗ. Ӳкерчӗксенче кӑна ун тӑрӑх тӗлӗнмелле кенгуру сиккелесе ҫӳрет, сумкӑллӑ каюрасем шӑтӑк чаваҫҫӗ. Чӑннипе вара, вӑл шӑрӑхпа ҫуркаланса пӗтнӗ хӗрлӗ сӑнлӑ ҫӗр, ун ҫийӗн пӗлӗтсӗр тӳпенелле йывӑр ӑрша хумӗсем ҫӗкленеҫҫӗ. Таврара ҫӗр-ҫӗр километрта пӗр чӗрӗ чун та тупаймӑр. Мӗншӗн тесен сывлӑш температури ҫӗр ҫийӗнче +40° таран хӗрнӗ чухне кунта ни ҫын, ни чӗрчун пурӑнма пултараймасть.

Австралири пушхир / © iz.ru

Кӑнтӑрти Австрали тӑрӑх вӗҫӗ-хӗррисӗр, пӗр евӗрлӗ сарӑ-хӗрлӗ пейзажсем хушшинче, ҫӳренӗ май ҫӗр ҫийӗнче этем пӗвӗ ҫӳллӗш хатӗрленӗ тирпейлӗ тӗмескесене асӑрхама пулать. Вӗсене, паллах, алӑпа ӑсталанӑ, ҫывӑхарах пырсан, ҫакна чӑннипе ӗненетӗн.

Малалла...

 

Тӗнчере
Ҫӑлкуҫ: infox.ru
Ҫӑлкуҫ: infox.ru

Марокко ШӖМ-ӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗр чӗтренӗвне пула вилнисен шучӗ хальхи вӑхӑтра 632 ҫынпа танлашать.

7 баллӑ магнитудӑпа ҫӗр чӗтренни Мароккон темиҫе провинцине пырса тивнӗ. Эпицентр 10 ҫх тарӑнӑшӗнче, Марракеш хулинчен кӑнтӑр-анӑҫалла 77 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ пулнӑ. Вырӑнти МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗр чӗтренӗвӗ вырӑнти вӑхӑтпа эрнекун, авӑнӑн 8-мӗшӗнче, 23:00 сехетре пуҫланнӑ, вӑл темиҫе минута тӑсӑлнӑ.

Хӑрушӑ пӑтӑрмах лаптӑкӗ Мароккори чылай провинцине сарӑлнӑ: Эль-Хауз, Марракеш, Уарзазат, Азиляль, Шишауа тата Тарудант. Пӗрремӗш асӑннӑ провинцинче хальхи вӑхӑтра чи нумай ҫын вилнӗ — 290 ҫын. Тарудантра 190 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, Шишауара 89 ҫын вилнӗ, Уарзазатра 30 ҫын вилнине палӑртнӑ. Марракешра ҫак трагеди 13 ҫын пурнӑҫне татнӑ.

Ҫӗр чӗтреннине пула пурнӑҫран уйрӑлнисемсӗр пуҫне шар куракансем те пур. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх вӗсен шучӗ 300 яхӑн ҫын шутланать. Марракешӑн историллӗ пайӗ кӑштах сиенленнӗ. Раҫҫей дипмиссийӗн элчисем пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнисемпе вилнисен хушшинче РФ гражданӗсем ҫук.

Вырӑнти МИХсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗр чӗтренни кӳршӗри Алжирта та палӑрнӑ, анчах та унта ҫакӑ нимӗнле сиен те кӳмен, вырӑнти ҫынсене амантман.

Малалла...

 

Ӑслӑлӑх

Британири GABA Labs лаборатори синтезласа хатӗрленӗ Alcarelle ятлӑ алкоголь хатӗрлессипе ӗҫлет. Вӑл чуна кантарать, анчах ҫав вӑхӑтрах мухмӑрпа тата ытти енӗпе аптӑратмасть.

Алькареллӗн тути ҫук, ӑна ытти шӗвексене ӳсӗртессине вӑйлӑлатас тӗллевпе, анчах ҫав хушӑрах ҫынна мухмӑрпа тата ытти япӑх эффектсенчен хӑтармашкӑн, хушма пулать.

«Эрех-сӑра пуҫ мимине лайӑх енчен те япӑх енчен те витӗм кӳнине эпир пит аван пӗлетпӗр. Ҫак пулӑмсене хӑш рецепторсем хутшӑнни те пире паллӑ. Эсир пуҫ миминчи кирлӗ пайӗсене ҫеҫ витӗм кӳрсен япӑх эффектсем пулмӗҫ», — каласа панӑ Дэвид Натт доктор.

Синтезланӑ алкоголе хатӗрлекенсем вӑл сутлӑха 2026 ҫул тӗлне лекессе шанаҫҫӗ. Тӗрӗссипе ку шӗвеке хатӗрлеме тахҫанах пуҫӑннӑ, анчах тӗрӗслекен органсем чарса тӑнӑран ӑна ырласси хӑвӑрт пымасть.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://knife.media/no-hangover/
 

Тӗнчере
Ҫӑлкуҫ: Sputnik / Валерий Мельников
Ҫӑлкуҫ: Sputnik / Валерий Мельников

Китайра 25 ҫултан кӗҫӗнрех кинсене ытларах ҫуратчӑр тесе укҫан пулӑшӗҫ.

Чаншань уесӗнче ҫамрӑк мӑшӑрсене, качча тухакан хӗр 25 ҫултан кӗҫӗнрех пулсан, пӗр пин юань (13,3 пин тенке яхӑн) тӳлӗҫ. Sky News ҫырнӑ тӑрӑх, ҫапла майпа ҫамрӑксене ҫемье ҫавӑрса ача ҫуратма хавхалантарасшӑн.

2022 ҫулта Китайра пурӗ 6,8 миллион ҫӗнӗ мӑшӑр регистрациленӗ — 1986 ҫултанпа кунашкал пӗчӗк кӑтарту пулман. Хӗрарӑмсенчен чылайӑшӗ карьера тӑвас тесе тата ача-пӑча пӑхса ӳстерме нумай тӑкаклама тивнӗрен ачаллӑ пуласшӑн мар.

Ҫав вӑхӑтрах ҫӗршывра вӗлтрен кайӑксене те ырламаҫҫӗ. Урӑхла каласан, туйсен шучӗ чакни ачасем сахалрах ҫурални ҫине те тӳрремӗн витӗм кӳрет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://knife.media/wedding-reward/
 

Тӗнчере
Ҫӑлкуҫ: SCMP composite/Douyin
Ҫӑлкуҫ: SCMP composite/Douyin

Китайри Фуцзянь провинцинче пурӑнакан хӗрарӑм, iPhone 14 Plus вӑрлама шут тытса, смартфона вӑрласа каясран лавккари сӗтелпе кӑкарнӑ троса кӑшласа татнӑ.

Ҫакӑн пек хӑйне евӗрлӗ вӑрламалли меслет видеосӑнав камерине лекрӗ: видео ҫинче вӑрӑ малтан трос ҫирӗплӗхне тӗрӗслесе пӗр-икӗ хутчен ҫыртса пӑхнӑ, унтан, никам та сӑнаманнине курсан, ӑна кӗппипех кӑшласа татнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн, South China Morning Post ҫырнӑ тӑрӑх, китаянка смартфона сумкӑна пуҫтарса чикнӗ те лавккаран тухса кайнӑ.

Ҫапах та вӑрӑна лавккаран тухса кайсан ҫур сехетрен ярса тытнӑ. Йӗрке хуралҫисем ӑна 7 пин юаньлӗх сиен кӳнӗшӗн айӑплама йышӑннӑ, ку вӑл пирӗннипе шутласа 95 пин тенке яхӑн.

Усал шухӑшлӑ хӗрарӑм хӑй каласа панӑ тӑрӑх, йӗркене ҫакӑн пек пӑсма ӑна ҫӗнӗ iPhone туянас ӗмӗт хӗтӗртнӗ, анчах та ҫак хаклӑ япалана туянма унӑн укҫи пулман имӗш.

 

Кӑсӑклӑ Тӗнчере

Исланди ҫыранӗсенчен инҫе мар вырнаҫнӑ Тридрангар маяк Атлантика океанӗн хумхануллӑ шывӗ ҫийӗнче хӗрӗх метра яхӑн ҫӳллӗшре ларать. Ҫак тӗнче хӗрринчи цивилизацин тӗпренчӗкӗ пек улах вырӑна шутласа кӑларма та йывӑр пулӗ, вӑл чӑнкӑ чул сӑрт ҫинче вырнаҫнӑ, ун тӑрринчен тӗлӗнмелле тавралӑха сӑнама май пур.

Маяк пӗр-пӗринпе юнашар тӑракан виҫӗ чӑнкӑ чул сӑртсен чи ҫӳлли ҫинче вырнаҫнӑ. Пӗр енчен пӑхсан ҫак Háidrangur ятлӑ хысак питӗ шӗвӗр пек туйӑнать, анчах чӑннипе унӑн тӑрри самай лаптак та сарлака. Унта вертолетпа ҫеҫ ҫитме май пур. Утрав ҫине вӗҫме чи малтанах уяр та пӗлӗтсӗр ҫанталӑк кирлӗ. Исландире вара ку сайра хутра кӑна пулать.

Исланди ҫыранӗсем патӗнче вырнаҫнӑ Вестман утравӗ ҫинче Тридрангар маяка 1939 ҫулта туса лартнӑ. Вӑл вӑхӑтра вертолетсемпе усӑ курма тытӑнайман-ха, ҫавӑнпа та океан варринче тӑракан чӑнкӑ чул сӑрт ҫинче ӑна тӑвасси ҫав тери йывӑр ӗҫ шутланнӑ.

«Чи малтанах пирӗн чул ту тӑррине ҫул хывмаллаччӗ. Ку тӗлӗшпе пире Вестманнаэйяр утравӗсенчи ӑста скалолазсем пулӑшрӗҫ.

Малалла...

 

Тӗнчере
Телеграмри t.me/pro_cheby канатан илнӗ сӑнӳкерчӗк
Телеграмри t.me/pro_cheby канатан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре пурӑнакансем планетӑсен парадне курайӗҫ. Кун пирки Телеграмри каналсенчен пӗринче, «Чебоксары в курсе» ятлинче, пӗлтернӗ.

Унта хыпарланӑ тӑрӑх, асӑннӑ пулӑм — питех те сайра-хура пулаканскер. Тата тӗрӗсрех каласан, 20 ҫулта пӗрре.

Планетӑсем парада ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче тӑрса тухӗҫ. Тӑрса мар-ха. Парада тӑнӑн йӗркипе курӑнӗҫ.

Пӗр йӗр ҫинче ҫав кун Сатурн, Нептун, Юпитер, Меркурий тата Уран курӑнӗ.

Ҫутҫанталӑкри сайра тӗл пулакан пулӑма асӑрхас тесен ятарлӑ хатӗр кирлӗ мар. Планетӑсен парадне нимсӗрех курма май килӗ. Пӑхма манса каймалла мар кӑна.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pro_cheby/5118
 

Тӗнчере

Китайри Сиань хулинче паян пӗрремӗш хут «Китай — Тӗп Ази» саммит уҫӑлать, унта унччен совет союзне кӗнӗ пилӗк республикӑн лидерӗсем хутшӑнӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Мускаври Ҫӗнтерӳ парадӗнче тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Казахстан, Киргизи, Таджикистан, Узбекистан тата Туркменистан президенчӗсем КХР председателӗпе Си Цзиньпинпа тепӗр хут тӗл пулусен ярӑмне ирттерӗҫ. Кун пирки «Коммерсант» кӑларӑм пӗлтерет.

Ҫак ҫӗршывсен суту-илӳпе экономика хутшӑнӑвӗсене аталантармалли сӑлтав — вӗсен экономикисем кӑтартакан ӳсӗм хӑвӑртлӑхӗ пысӑк пулни, ҫакна тӗнчери организацисем те ҫирӗплетеҫҫӗ. 2023 ҫулта МВФ Тӗп Азипе Кавказ республикисен экономики 4,2% шайӗнче ӳсӗ тесе шутлать. Пӗлтӗр, МВФ хакланӑ тӑрӑх, ӳсӗм малтанхи прогнозсенчен иртнӗ: кӑтарту 4,8% ӳснӗ.

Пекин совет союзӗнчен юлнӑ уҫлӑхӗн кӑнтӑр пайӗнче пӗртен пӗр ертсе пыракан вӑй пулма тӑрӑшни ку тӑрӑха АПШ тата Европӑри вӗсен партнерӗсем вӑйлӑрах та вӑйлӑрах витӗм кӳме хӑтланнипе сӑлтавлама пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/kommersant/50986
 

Тӗнчере
Ҫӑлкуҫ: sciencexxi.com
Ҫӑлкуҫ: sciencexxi.com

Швецире электромобильсен аккумуляторӗсене ҫулпа пынӑ чухнех авӑрлама май паракан тӗнчери пӗрремӗш ҫула тума палӑртнӑ. Ҫак технологи электромобиль батарейисен хӑватне 70% чакарма тата электромобильсен ҫулӗ ытла кӗске пулнӑран вӗсен шутне ӳстерме чаракан ҫитменлӗхе пӗтерме май парасса кӗтеҫҫӗ.

Швецире ҫулпа пынӑ хушӑран аккумулятора авӑрлакан системӑллӑ тӑватӑ опытлӑ участок пур пулин те ҫӗнӗ проект ыттисенчен хӑйӗн масштабӗпе уйрӑлса тӑрать, тата ҫитменнипе вӑл пӗр чарӑнмасӑр ӗҫлӗ. Проекта пурнӑҫа кӗртме Швецин транспорт администрацийӗ (Trafikverket) подрядчика тупас тӗллевпе конкурс ирттерет.

Электричествӑпа тивӗҫтерме мӗнле технологипе усӑ курассине хальлӗхе палӑртман-ха, анчах та мӗнпур вариантсене те пӑхса тухаҫҫӗ — проводлисене те, проводсӑррисене те, вӗсен шутӗнче: провод карса тухнисем те пур, ток яракан электричествӑпа тивӗҫтерекен рельссем те, ҫул ӑшне вырнаҫтарнӑ индукци катушкисем те. Электрификациленӗ трасса Халлсбергпа Эребру хушшинчи E20 автострада ҫинче вырнаҫӗ, вӑл суту-илӳ тӗлӗшӗпе тиев турттармашкӑн машшинсемпе анлӑ усӑ куракан транспорт коридорӗ шутланать.

Малалла...

 

Тӗнчере
Пыл хурчӗсем сӑхса пӗтерни. Ҫӑлкуҫ: La Nueva Radio YA
Пыл хурчӗсем сӑхса пӗтерни. Ҫӑлкуҫ: La Nueva Radio YA

Никарагуара африкӑланӑ пыл хурчӗсем тапӑннӑ хыҫҫӑн ултӑ ҫын, ҫав шутра пӗр ача, вилнӗ. Кун пирки вырӑнти La Nueva Radio YA кӑларӑм пӗлтерет.

Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирхине Сан-Себастьян-де-Яли хулинче 45 ҫын ларса пыракан автобус 50 метрлӑ ҫырмана чӑмнӑ. Унта вара кофе плантацийӗсем тата Африка валли ӗрчетнӗ пыл хурчӗсен вӗллисем пулнӑ.

Шар курнӑ пассажирсем автобусран тухнӑ хыҫҫӑн вӗсем ҫине вӗҫекен кӑпшанкӑсем тапӑннӑ. Ҫын вӗлерекен пыл хурчӗсене пула ултӑ ҫын, вӗсен хушшинче 47 ҫулти хӗрарӑмпа унӑн сакӑр ҫулхи хӗрачан, пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пыл хурчӗсем сӑхса пӗтернӗ тӑватӑ ҫулхи арҫын ачана госпитализациленӗ, унӑн сывлӑхӗ пит йывӑр.

Полицейскисем хальхи вӑхӑтра ҫул ҫинчи инкек мӗнле сиксе тухнине тата аварин сӑлтавӗсене палӑртаҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл техника юсавсӑрлӑхне пула пулнӑ, ӑна пула 22 ҫулти водитель автобуса итлеттереймен.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 34
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ эсир юрату серепине ҫакланма пултаратӑр. Сире шӑпах романтика хутшӑнӑвӗ кирлӗ вӗт? Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: килӗштерӳ кӗҫех кӗвӗҫӳпе ылмашӑнӗ. Хирӗҫни уйрӑлу патне илсе ҫитерме пултарать. Тен, ҫывӑх ҫынсем е тӑвансем пулӑшу ыйтӗҫ.

Ака, 03

1929
96
Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1977
48
Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та