Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнчере: Паян — китай чӗлхи кунӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 20.04.2021 18:22 | 1362 хут пӑхнӑ
Тӗнчере

«Ни хао!» (вӑл «сывлӑх сунатӑп» тенине пӗлтерет, е тӳрремӗн куҫарсан: «ни» — эсӗ; «хао» — аван) тесе паян иртен-ҫӳренсене хавассӑн калама юрать — мӗншӗн тесен ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче китай чӗлхи кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.

Пӗрлешнӗ нацисен организацийӗн 6 официаллӑ чӗлхен (акӑлчан, арап, испан, китай, вырӑс тата хрантсус) кашнин хӑйӗн кунӗ пур. Пӗтӗм тӗнчери коммуникацисен департаменчӗ вӑл кунсене ҫынсем ҫав чӗлхесем ҫинчен интереслӗ информацие пӗлччӗр тесе, вӗсен историне лайӑхрах ӑнланччӑр тесе йӗркеленӗ, мӗншӗн тесен шӑпах чӗлхе урлӑ, унӑн историне хисеплени тата тӗрӗс куҫару йӗркелени урлӑ тӗрлӗ ҫӗршыв ҫыннисем пӗр-пӗрне ӑнланма пултараҫҫӗ.

Китай чӗлхипе тӑван чӗлхе пек 1,3 миллиард ҫынна яхӑн усӑ курать, ҫапла вӑл тӗнчере чи анлӑ сарӑлнӑ чӗлхе шутланать. Вӑл ҫав тери анлӑ сарӑлнине пула ӑна вӗренме кӑмӑл тӑвакансем нумай, анчах ку ҫӑмӑлах мар… Китай чӗлхи — тӗнчери вӗренме йывӑр чӗлхесенчен пӗри, ҫак уйрӑмлӑха пула ӑна Гиннес рекорчӗсен кӗнекине те кӗртнӗ.

Китай чӗлхинче диалект нумаййи паллӑ. Тӗпрен илсен, ют ҫӗршыв ҫыннисем Пекинра анлӑ сарӑлнӑ хальхи китай литература чӗлхине вӗренеҫҫӗ. Акӑлчанла ӑна «mandarin» теҫҫӗ, Китай халӑх республикинче вара ӑна «путунхуа» теҫҫӗ. Китай чӗлхипе ытти диалектсем те пур: шанхай, миньнан, кантон тата ыттисем. Китай чӗлхин хӑш-пӗр диалекчӗсем ҫав тери уйрӑлса тӑнӑран тӗрлӗ провинцире пурӑнакансем пӗр-пӗрне ӑнланайманни те пулкалать.

Китайла калаҫакан ҫын иероглифсене пичетлеме клавиатурӑпа усӑ курнине ӗненме чӑн та йывӑр. Клавиатурӑпа ирӗклӗн усӑ курма вара «пиньин» транскрипци системи май парать. Пӗр-пӗр сӑмаха пичетлеме латин алфавитӗнчи саспаллисемпе усӑ кураҫҫӗ.

Ҫак тата ытти кӑсӑклӑ фактсем паян тӗнчипех, тӗрлӗ патшалӑх гражданӗсем хушшинче ӑнланулӑха ӳстерес тесе, Китай чӗлхи кунӗ ячӗпе илтӗнеҫҫӗ.

#тӗнчере, #китай чӗлхи, #Китай чӗлхи кунӗ, #Китай

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем