Сезонлӑ хӑватлӑ ҫил Францине илсе килнӗ Сахара тусанӗ радиоактивлӑ пулни палӑрнӑ. Ҫакӑн ҫинчен правительствӑпа ҫыхӑнман Acro организаци пӗлтернӗ. Радиоактивлӑх шайӗ ҫынсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратмасть, анчах та ӑна вӗҫтерсе килнинче тӑрӑхласа каламалӑх вырӑн та пур.
Франци 1960-мӗш ҫулсенче Алжирта ядерлӑ хӗҫ-пӑшалӑн тӗрӗслевне ирттернӗ. Экспертсем каланӑ тӑрӑх, ҫавӑнтанпа унти хӑйӑрта цези-137 элемент нумайланса кайнӑ, халӗ вара ҫутҫанталӑк хрантсуссене ҫав «парӑма» каялла тавӑрса панӑ пулать.
Канар утравӗсенчи ҫав йывӑрлӑха Лагуна университетӗнче тӗпченӗ. Салазар Карбалло профессор каланӑ тӑрӑх, Сахарӑри тусанта час-часах Франци ирттернӗ атомлӑ тӗрӗслевсем хыҫҫӑн юлнӑ кали-40 тата цези-137 тупаҫҫӗ. Карбалло ку элементсен виҫи тӑпрара хӑрушсӑррине палӑртать. Ӑсчах каласа панӑ тӑрӑх, уйрӑмах радон газ сиенлӗ, вӑл вара ҫав вырӑнти тӑпраран хӑй тӗллӗн тухать, онкологи чирӗсем аталанас хӑрушлӑха вӑйлатать.
Ку сезонра вара Африкӑри пушхир тусанне ҫил Хӗвеланӑҫ Европӑна виҫӗ хутчен вӗҫтерсе килнӗ.