Греци ҫыранӗсем патӗнче шыв айӗнче ӗҫлекен археологсем амфорӑллӑ карап тупнӑ, вӑл 2 пин ҫул ытла каялла арканнӑ.
Карапа Грецин Киссамосӗпе Италинчи Неаполь хушшинче электрокабеле тинӗс тӗпӗпе хурса пыракан специалистсем тупнӑ.
Карап 222 м тарӑнӑшӗнче выртать. Ӑна 2019 ҫулта тупнӑ, анчах тӗпчев ӗҫӗсем пысӑк тарӑнӑша пула йывӑрланнӑ. Карапа каярахпа, Грек тӗпчевӗсен центрӗ хӑйӗн хатӗрӗсемпе тивӗҫтернӗ хыҫҫӑн, тӗпчеме май килнӗ. Шыв тӗпне камерӑсемпе сканерсем вырнаҫтарнӑ пилотсӑр аппарата антарнӑ.
Даннӑйсене тишкернӗ хыҫҫӑн карап суту-илӳре ҫӳрени палӑрнӑ, шыв тӗпне вӑл пирӗн эрӑчченхи 5-мӗш ӗмӗрӗн вӗҫӗпе 4-мӗш ӗмӗр варрин хушшинче путнӑ.
Карап шыв тӗпне сиенленмесӗрех путнӑ, хальхи вӑхӑтра тинӗс тӗпӗ унӑн формине йышӑннӑ. Хальлӗхе паха амфорӑсенче мӗн пулнине калама йывӑр. Вӗсем пушӑскерсем те, ҫупа та, эрехпе те, тырӑпа та пултарнӑскерсем пулма пултарнӑ. Карап ҫинче Корфуран, Хиосран тата Пепаритосран илсе тухнӑ амфорӑсем пулнӑ.
Ырӑ кун пултӑр юлташсем! Эпир сирӗнпе Азире те, Африкӑра та, Кӑнтӑр Америкӑра та пулса куртӑмӑр. Ҫавӑн пекех Раҫҫейри пӗр ял тӑрӑх та утса тухрӑмӑр. Паянхи ҫул ҫӳреве вара Австралире ирттермелле тетӗп. Анчах малтанхи пек ялсем тӑрӑх мар, пӗр-пӗр хулана ҫул тытӑпӑр. Калӑпӑр, океан хӗрринче вырнаҫнӑ Херальтон (выр. Джералдтон) пире тивӗҫтерме пултарать. Хули вӑл пысӑках мар, унта 31 пин ытла ҫын ҫеҫ пурӑнать. Вӑр Пертран, Анӑҫ Австралин тӗп хулинчен, ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ. Хӑй Пертӗнче вара 2 млн халӑх ытла пурӑнать. Ҫавна май ӑна пирӗн Ҫӗмӗрлепе е Улатӑрпа ҫӑмӑллӑнах танлаштарма пулать. Чӑннипе ӗнтӗ Улатӑрта та, Ҫӗмӗрле те те халӑх йышӗ халь Херальтонринчен сахалрах, анчах маларах ытларах пулнӑ. Мӗн тӑвӑн, пирӗн хуласенче халӑх йышӗ — чакать, Австралири хулара — ӳсет.
Кӑҫал шухӑшласа кӑларнӑ тата Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине кӗртнӗ сӑрӑ ҫурт-йӗре сивӗтес ӗҫри лару-тӑрӑва улӑштарма тата ҫанталӑк улшӑннипе кӗрешес ӗҫре пулӑшма пултарать.
Сӑрӑ хӗвел пайӑркин 98,1% сирсе яма пултарать. Унпа усӑ курса сӑрланӑ лаптӑк сийӗ ҫавна пула тавралӑхри температурӑпа танлаштарсан сивӗлӗхе ытларах упраса хӑварать.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ҫак сӑрӑпа сӑрланӑ 93 тӑваткал метр лаптӑк тӑрриллӗ ҫурт температури, енчен те ӑна сивӗтес тесе 10кВт хӑватлӑ хатӗрпе усӑ курма тивнӗ пулсан, пӗрешкелех пулнӑ. Чылай ҫуртсенче усӑ куракан кондиционерсемпе танлаштарас пулсан ку тухӑҫлӑрах пулса тухать.
Сӑрӑра бари сульфачӗпе (хут тата косметика туса кӑларас ӗҫре усӑ куракан япала) усӑ курнӑ.
Ушкӑн ертӳҫи Сюлин Жуань (Пердью университечӗ; АПШ, Индиана штачӗ) каласа панӑ тӑрӑх, ҫак чи шурӑ сӑрӑпа сӑрланӑ материал, кӑнтӑрлахи хӗвел айӗнче выртаканскер, тавралӑхри температурӑран 4,4 °C таран сивӗрех.
Жуань палӑртнӑ тӑрӑх, ахаль кондиционерсем хӑйсен ӗҫне тума энерги ыйтаҫҫӗ, ҫавна май топливо ҫунтарма тивет, тата вӗсем ҫуртри ӑшша ҫуртран тулалла кӑлараҫҫӗ, ҫапла май парникла пулӑма вӑйлӑлатаҫҫӗ ҫеҫ.
ArXiv.org пӗлтернӗ тӑрӑх, Австри ӑсчахӗсем тӗпчев ирттернӗ те Ҫӗр чӑмӑрӗ ӗлӗк-авал мӗншӗн шӑнманнине тупса палӑртнӑ. Ӑсчахсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ҫакӑ йӑлтах атмосферӑн ҫӳлти сийӗсенче кӑмрӑк йӳҫеклӗ газ ҫителӗклӗ пулнипе ҫыхӑннӑ.
Хӗвел хӑйӗн историйӗн пӗр тапхӑрӗнче ӑшӑ паман пулин те Ҫӗр чӑмӑрӗ хӑйне мӗнле майпа упраса хӑварнине ӑнланас тесе Австри ӑсчахӗсем Ҫӗр чӑмӑрӗн темиҫе модельне ӑсталанӑ, вӗсенче атмосферӑри тӗрлӗ лару-тӑрӑва туса пӑхнӑ. Ҫапла май вӗсем сӑлтав кӑмрӑк йӳҫеклӗ газ ҫителӗклӗ пулнипе ҫыхӑннине ӑнланса илнӗ.
Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, Ҫӗр ҫинчи ӑшша упраса хӑварма кӑмрӑк йӳҫеклӗ газӑн шайӗ сахалтан та 40% пулмалла. Ҫакӑ Ҫӗр атмосферин ҫӑралӑхне пӗрпек шайра тытса тӑма пулӑшӗ. Ҫавна пула ӗлӗк-авал Ҫӗр ҫинче парник эффекчӗ йӗркеленнӗ. Вӑл Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи ӑшша тата пурнӑҫ ҫӑлкуҫне, Хӗвел хӑйӗн ҫуттипе ӑшшине ҫителӗклӗ парайман пулсан та, тытса тӑнӑ. Каярах кӑмрӑк йӳҫеклӗ газ шайӗ чакнӑ, Ҫӗр чӑмӑрӗ вара пӑрпа витӗнме пуҫланӑ. Анчах ҫак тапхӑр тӗвӗленме ӗлкӗрнӗ организмсене пӑрлӑх тапхӑрне чӑтса ирттерме май панӑ.
Тӗпчевҫӗсем шутланӑ тӑрӑх, Ҫӗр чӑмӑрӗ 3 млн ҫул ытла каялла пӑрланмалла пулнӑ, анчах та парник эффектне пула ку ӗҫ чылай каярах, 2,2 млн ҫул ӗлӗкрех ҫеҫ пулса иртнӗ.
26 миллион доллар тӑракан Гуань Юйӑн капмар кӳлепине куҫарса лартма Китайра 24 миллион доллар тӑкаклӗҫ. Монумент вырӑнти ҫынсене килӗшмен — вӗсен шучӗпе вӑл хула сӑн-сӑпатне пӑсать.
Китайри Цзинчжоу хулан влаҫӗсем Гуань Юй легендарлӑ ҫарпуҫӗн 58 метр ҫӳллӗш бронза кӳлепинчен хӑтӑлма 24 миллион доллар уйӑрнӑ. Кун пирки South China Morning Post кӑларӑм ҫырать.
Палӑка 2016 ҫулта лартнӑ, ӑна тума 26 миллиона яхӑн доллар тӑкакланӑ. Ҫапах та монумент хула ҫыннисене килӗшмен — вӗсен шучӗпе вӑл хула сӑн-сӑпатне пӑсать. Вӗсем кӳлепе ҫине пӑхас мар тесе ҫав района ҫӳреме пӑрахни ҫинчен каласа панӑ.
Вырӑнти влаҫсем палӑка вырнаҫтарнине пушӑ тӑкак вырӑнне хунӑ: «Ку 300 миллион юане ахаль тӑкаклани ҫеҫ. Ҫитменнине тата монумента саккуна пӑхӑнмасӑр туса лартнӑ». Кӳлепене вырнаҫтарнӑ Цзинчжоу районӗнче 78 футран ҫӳлерех (24 метра яхӑн) ҫурт-йӗр таврашне тума юрамасть. Анчах палӑка лартакансем саккунра шӑтӑк тупнӑ — вӗсем постамент вырнаҫтарма ирӗк илнӗ, кӳлепене хӑйне ӳнер япали тесе хакланӑ, вӗсене вырнаҫтарас тӗлӗшпе вара ирӗк ыйтма кирлӗ мар.
Правительство монумента сӳтсе урӑх вырӑна куҫарма шут тытнӑ — ӑна унчченхи вырӑнтан 8 ҫухрӑма, туристсемпе вырӑнти халӑх сахалтарах пурӑнакан района, куҫарӗҫ.
Китайӑн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчи Юньнань провинцийӗн влаҫӗсем кӑҫалхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа миграцине тухнӑ тискер слон кӗтӗвне пула ҫак тӑрӑхра пурӑнакан 150 пин ытла ҫынна эвакуациленӗ. Кун ҫинчен «Xinhuanet» агентство пӗлтерет.
Унӑн информацийӗ тӑрӑх, ази слонӗсем ҫулҫӳреве кӑҫалхи ака уйӑхӗнче тухнӑ. Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен пуҫласа чӗрчунсем 1,3 пин ытла ҫухрӑм утнӑ, вӗсем ҫывхарнине курсан вырӑнти ҫынсене вӑхӑтлӑха куҫарнӑ.
Пысӑк кӳлепеллӗ чӗрчунсене ҫӗр ҫинчен те, сывлӑшран та, пилотсӑр вӗҫекен аппаратсемпе те сӑнанӑ. Кӗтӳ куҫнӑ май слонсем валли апат хӑварса пынӑ. Агентство палӑртнӑ тӑрӑх, слонсем пӗтӗмӗшле 110 кун хушшинчи ҫулҫӳревре вӗсене валли хатӗрленӗ 180 тонна апата ҫисе янӑ. Слонсене сӑнаса пымашкӑн пурӗ 25 пин ытла полицейскине явӑҫтарнӑ, 973 пилотсӑр вӗҫекен аппаратпа усӑ курнӑ, ку тапхӑрта 15 пин ытла васкавлӑ пулӑшу машини ӗҫленӗ, 150 пине яхӑн ҫынна эвакуациленӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, слонсен ҫакнашкал ҫулҫӳревӗ кӳнӗ сиен тӑкакӗ миллионшар долларпа танлашнӑ. Ҫав вӑхӑтрах, вӗсене Китай патшалӑхӗнче ҫӳллӗ шайра сыхланине пула, слонсене ни вӗлерме, ни транспорт ҫине тиесе куҫарма, унсӑр пуҫне алӑпа тӗкӗнме те юраман пулнӑ.
Чехин кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енче, Домаждице хулинчен инҫех мар, икӗ пассажир пуйӑсӗ ҫапӑннӑ, вуншар ҫын шар курнӑ. Кун пирки Чехи полицийӗ хӑйӗн Twitter-ти страницинче пӗлтернӗ.
Инкеке пула икӗ ҫын вилнӗ, тата 38–шӗ аманнӑ. Шар курнисенчен ҫиччӗшӗ реанимацире питӗ йывӑррӑн выртаҫҫӗ. Поездсем пырса ҫапӑннӑ вырӑна тӑватӑ вертолет — сывлӑх сыхлавӗнчен виҫҫӗ тата пӗрре полицирен — ҫитнӗ.
Минпромторгпа Транспорт министерствин Пуҫлӑхӗ Карел Гавличек каланӑ тӑрӑх пӑтӑрмаха пулнӑ сиене пӗтерес тӗлӗшпе ятарлӑ службӑсен ӗҫне хӑй тӗрӗслесе тӑрӗ.
Гавличек пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах пӗр поездӑн машинисчӗ йӑнӑшнине пула сиксе тухнӑ. Семафорӑн ҫути хӗрлӗпе ҫутатнӑ пулин те вӑл пуйӑса чарман. Авари хыҫҫӑн пӑтӑрмах вырӑнне ҫитнӗ ҫӑлавҫӑсем пассажирсене пурне те чукун ҫул ҫинчен тата вакунсенчен эвакуациленӗ.
Кӑнтӑр Корейӑри разведка служби Сеулти правительствӑна Ҫурҫӗр Корейӑн ертӳҫисем инкек тӳсекен халӑх хушшинче сых ятне упранӑ риса валеҫме пуҫлани пирки пӗлтернӗ. Кун ҫинчен NRК кӑларӑм пӗлтернӗ.
Кӑнтӑр Корейӑри разведка пӗлтернӗ тӑрӑх, ДКХРти хӑрушла шӑрӑх ҫанталӑк тата тыр-пул ӑнманни ҫӗршыва выҫлӑх патне ҫитернӗ. Типӗ ҫанталӑка пула рисӑн пысӑк лаптӑкӗсем пӗтнӗ. Апат-ҫимӗҫ тӗлӗшпе ҫурҫӗрте кӗркунне лару-тӑру тата та япӑхланӗ.
Маларах пӗлтернӗ тӑрӑх ДКХР ертӳҫи Ким Чен Ын ҫӗршыври хальхи лару-тӑрӑва вӑрҫӑри нушапа танлаштарнӑ. Политик пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗршыв хальхи вӑхӑтра хӑйӗн историнчи чи йывӑр тапхӑра тӳссе ирттерет. Ҫӗртмен 16-мӗшӗнче республикӑра выҫлӑх хӑрушлӑхӗ пирки пӗлтернӗ, ун сӑлтавне ака планне пурнӑҫлама чӑрмантарнӑ 2020 ҫулхи тайфунпа ҫыхӑнтарнӑ. Унсӑр пуҫне апат-ҫимӗҫ тӗлӗшӗнчен лару-тӑрӑва кӑшӑлвирус та йывӑрлатнӑ. Ким Чен Ын халӑхпа партие ҫӗнӗ «йывӑр похода» тухма чӗннӗ.
Асӑннӑ терминпа пӗрремӗш хут 1990-мӗш ҫулсенче, ДКХР-та экономика кризисӗ йывӑрланнипе ҫыхӑннӑ выҫлӑх алхаснӑ чухне усӑ курнӑ. Чи ансат мелпе шутланӑ тӑрӑх, ун чухне ҫӗршыври йывӑр лару-тӑрӑва пула ДКХР-та пурӑнакан халӑхӑн 15% таран пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче 1959 ҫултанпа палӑртакан мероприятисен эрни пур — Чуралӑхри халӑхсен эрни (Captive Nations Week). Ӑна кашни ҫул утӑ уйӑхӗн виҫҫӗмӗш эрнинче ирттереҫҫӗ. Кӑҫал вал 18–24-мӗш кунсене лекет.
Чӑн малтан ҫак мероприятисен пӗрлӗхне коммунизмла режимсен тыткӑнне лекнӗ халӑхсен шӑпи ҫине тимлӗх уйӑрас тӗллевпе йӗркеленӗ. Чи малтанхи хут ӑна 1953 ҫулта ирттернӗ, 1959 ҫулта вара ӑна саккун йышӑнса ҫирӗплетнӗ (Public Law 86-90 Captive Nations Week Resolution, 86-90 №-лӗ саккун). Саккунпа килӗшӳллӗн АПШ Президенчӗсен ҫак эрнене ирттересси пирки кашни ҫул йышӑнмалла. СССР арканнӑ пулин те саккуна халӗ те пӑрахӑҫламан. Хальхи вӑхӑтра ӑна ытларах енӗпе авторитарлӑ режимсен пусмӑрӗнче пурӑнакан халӑхсен шӑпишӗн тимлес тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
Кӑҫалхи эрнене ирттерни пирки пӗлтернӗ май Джо Байден Белоруссири халӑха, Китайри уйгурсене, Гонконга асӑннӑ. Ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтра иртекен Бирмӑпа Венесуэлӑри тата Кубӑри халӑх пӑлхавӗсем ҫинчен каланӑ. Крымра пулса иртекен пулӑмсем пирки те чарӑнса тӑнӑ: унта крым тутарӗсен, украинсен тата тӗрлӗ пысӑках мар пӗрлӗхсен прависене пӑсаҫҫӗ тенӗ.
СССР вӑхӑтӗнче Чуралӑхри халӑхсен эрнинче Атӑлҫи тӑрӑхӗнче Идель-Урал патшалӑхне асӑннӑ пулнӑ.
Ӑсчахсем Аслӑ Британире 12 ӗмӗр каялла ҫын аллипе чавса тунӑ ҫӗр хӑвӑлне — авалхи пурӑнмалли вырӑна — тупнӑ. Тӗпчевҫӗсен шучӗпе ӑна «ирӗксӗрлесе тунӑ ваттисен ҫурчӗ» пек ятарласа астултан кӑларса сирпӗтнӗ акӑлчан-саксони патши валли тунӑ.
Акӑлчан-саксонин тӑххӑрмӗш ӗмӗрти пуҫлӑхӗн, ун умӗнхи икӗ патшана вӗлерсе Нортумбри астулне йышӑннӑскерӗн, Нортумбрири Эрдвульф патшан кун-ҫулӗнче, ҫак инҫетри ҫӗр хӑвӑлне ӑсатиччен хӑйне вӗлерме хӑтланни те, икӗ хутчен тронран хӑтарма хӑтланни те пулнӑ.
Ҫиччӗмӗш, саккӑрмӗш тата тӑххӑрмӗш ӗмӗрсенче Англи сахалтан та ҫичӗ пысӑк патшалӑхран тӑнӑ, вӗсене 200 яхӑн патша ертсе пынӑ пулнӑ, вӗсенчен 16% вӗлернӗ, ҫавнашкал процентах ҫапӑҫура пуҫне хунӑ, 33% патнелле ирӗксӗрлемесӗр астула пушатнӑ. Шутласа пӑхнӑ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ: вӗсенчен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ кӑна влаҫран хӑйсен вилӗмӗпе кайнӑ.
Пур патшалӑхра та еткерлӗх йӗркине тивӗҫлӗ шайра палӑртман пулнӑ — ҫавна пула вырӑнти дворян ҫемйисем влаҫшӑн ҫуннипе час-часах пӗр-пӗрне вӗлернӗ. Унсӑр пуҫне, лару-тӑрӑва тата ытларах йывӑрлатас тесе, хӑш-пӗр акӑлчан-саксони патшалӑхӗсем (тата ют ҫӗршыври политика пӗрлӗхӗсем) ҫак тупӑшупа усӑ курса хӑйсен витӗмне анлӑлатма тӑрӑшнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |