Тӗнчере
![]() Норвегин ҫӑлав ушкӑнӗ Eemslift Hendrika карап экипажне ҫӗр ҫине илсе ҫитернӗ. Ҫынсене ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнчех ҫӑлма пуҫланӑ. Инкеке лекнӗ моряксем SOS сигнала Норвегин Олесунн хули ҫывӑхӗнче, ҫыранран 130 ҫухрӑмра пама тытӑннӑ. Карапӑн моторӗ ӗҫлеме чарӑннӑ, таварӗсем вырӑнтан хускалнӑ, ун хыҫҫӑн вӑл самаях тайӑлнӑ. Ҫанталӑк алхаснине кура карапӑн тӳнсе йӑванас хӑрушлӑх сиксе тухнӑ. Судно ҫинче пурӗ вуникӗ ҫын пулнӑ. Ытларах пайӗ вертолет вӗҫсе килнӗ хыҫҫӑн ҫӑлӑнма пултарнӑ. Экипажри тӑватӑ ҫыннӑн шыва сикме тивнӗ, пӗр матросӗ суранланнӑ. Ҫыранри хуралҫӑсенчен килнӗ информаци ҫине таянса Euronews хыпарланӑ тӑрӑх хальхи вӑхӑтра пур ҫынна та ҫӑлнӑ, вӗсен пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар. Дизтопливӑпа, нефьтпе тата вӑтам калӑплӑ катерсемпе тиенӗ карап унӑн экипажне ҫӑлнӑ хыҫҫӑн кӑнтӑралла куҫса пырать. Хальхи вӑхӑтра ӑна буксирсемпе туртса кӑларасси пирки пуҫ ватаҫҫӗ, мӗншӗн тесен унӑн тиевне кура карап путса ансан экологи тӗлӗшпе пысӑк пӑтӑрмах сиксе тухма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |