Шупашкар хулинчи ТЭЦ-2 патӗнчи транспорт чарӑнӑвӗн вырӑнӗ ҫуккишӗн асӑннӑ предприятире ӗҫлекенсем чунтан пӑшӑрханаҫҫӗ-мӗн. Кун пирки Ирина Романова ятлӑ ҫын тӗнче тетелӗсенчен пӗринче ҫырса хунӑ.
ТЭЦ-2 тӗлӗнчи чарӑну павильонне сӳтнӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗрен вырнаҫтарманнишӗн Шупашкарти энергетиксен кӑмӑлсӑрланӑвӗн вӑйне амперметрпа виҫсе пӗтереймӗн тенӗ ҫав ҫын.
Чарӑнӑва ҫулталӑк каялла сӳтнӗ иккен те паян кун та туса лартман. «Светофор, ҫул урлӑ каҫмалли вырӑн, юр ҫине хунӑ асфальт пирки эпӗ шарламастӑп та», — тарӑхса ҫырать хайхи.
«Паян — ҫапла, хӗвел пӑхать. Ҫак кунсенче кӑна ҫумӑр самай ҫурӗ. Хӗл сасартӑк ҫӑва ҫаврӑннине кӗтмен ҫынсем сунчӑксӑрах тӑратчӗҫ. Вӗсене ҫумӑр витӗр йӗпетрӗ», — ӑнлантарать чарӑну мӗншӗн кирлине Ирина Романова.
Шупашкар пуҫлӑхӗсем патне ку ыйтупа сахал мар ҫырнине ӗнентерет, анчах чарӑнӑва хальлӗхе кӗтсе илеймен иккен-ха.
«Нумай та ыйтмастпӑр вӗт», — тет вӑл унтан. «Ҫав вӑхӑтрах савута агитаци материалне хутаҫӗ-хутаҫӗпе йӑтаҫҫӗ. Сӑнӗсем пӗрин тепринчен чипер. Ман обой илсе те тӑкакланмалла мар — ӗҫ пӳлӗмне ҫыпӑҫтарса тухма ҫитет», — чунтан тарӑхса шӑрҫаланӑ хула ҫынни.
Автобуссен маршрутне чакармалла, анчах кризислӑ лару-тӑру пулмалла мар. Муниципалитетсене «Чӑвашавтотрансран» асӑрхаттару килнӗ.
Анчах ЧР Транспорт министерстви унчченхи маршрутсемпех илсе ҫӳрессине ҫирӗплетет. Ҫапах маршутсене оптимизацилессине те хирӗҫлемеҫҫӗ вӗсем. Нумаях пулмасть 220-мӗш федераци саккунӗ вӑя кӗнӗ. Унпа килӗшӳллӗн, транспортпа илсе ҫӳрессишӗн муниципалитет яваплӑ. Эппин, ҫитес вӑхӑтра хула тата район пуҫлӑхӗсем маршрут карттисене пӑхса тухӗҫ. Хӑшӗ-пӗрине пӗрлештерӗҫ, теприсене хупӗҫ.
ЧР Транспорт министерстви ҫӑмӑллӑхпа усӑ курмаллине пӗтересшӗн мар. Анчах субсидие маниципалитет хыснинчен парӗҫ. Ҫӗнӗ маршрутсем еплӗ ӗҫлӗ? Вӑхӑт кӑтартӗ.
Шупашкарта икӗ троллейбуса пӑшалтан пенӗ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Официаллӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 23 сехет те 10 минут тӗлӗнче пулнӑ. «Николаев урамӗ» чарӑнура темӗнле ҫын 1-мӗш тата 2-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуссене пенӗ. Транспортӑн кантӑкӗ ҫурӑлса арканнӑ.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, мӗн пулни пирки татӑклӑн калама ҫук. Хальлӗхе пульӑсене те тупман.
Шупашкартан Сочине ҫулла самолетпа ҫитме май туса парассине маларах эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, рейса «Победа» авиакомпани уҫать. Сочине Boeing-737 самолет вӗҫӗ.
Маларахри хыпарта эпир рейса ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче уҫассине каланӑччӗ те халӗ ҫӗннине илтрӗмӗр. Рейссене ҫӗртмен 3-мӗшӗнчен уҫӗҫ. Самолетсем Шупашкартан (малтан эпир пӗлтернӗ пекех) эрнекунсерен хутлӗҫ. Адлерти аэропорта ҫитсе чарӑнакан самолет Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен ирхи 4 сехет те 10 минутра хускалӗ. Сочире вӑл 6 сехет те 50 минутра пулӗ.
Тепӗр майлӑ каласан, ҫулла канмалли куна Сочире ним мар ирттерме май пулӗ. Билет хакӗ — 4999 тенкӗрен пуҫласа 7499 тенкӗччен.
Сӑмах май каласан, «Ижавиа» авиакомпани те ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен, Шупашкартан авиарейс уҫӗ. Вӑл пирӗн республикӑн тӗп хулине Крымпа ҫыхӑнтарассине эпир маларах хыпарланӑччӗ.
Паян, пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкарти Энгельс урамӗнче автобус ҫунса кайнӑ. Ӑна сфетофор симӗс ҫутасса кӗтнӗ чухне ҫулӑм ярса илнӗ.
Ку пӑтӑрмах асӑннӑ урамри 76-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑ. Телее, ҫулӑм хыпса илнӗ чухне салонра пассажирсем пулман. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель вӗсене вокзалта антарнӑ та таксопарка ҫул тытнӑ.
Хӑш-пӗр ҫӑлкуҫра ҫырнӑ тӑрӑх, ҫулӑм тухсан кондуктор унта пынӑ. Анчах сирпӗнсен ӑна айккинелле ывӑтнӑ. Водительпе кондуктор упӑшкипе арӑмӗ пулни пирки те ҫырнӑ тӗнче тетелӗнче.
Халӗ ҫулӑм ӑҫтан тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Етӗрне районӗнчи автотранспорт предприятийӗ унта ӗҫлекен ҫынна ӗҫ укҫи тӳлемест. Прокуратура кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернӗ те ӗҫлекенсен правине пӑхӑнманнине тупса палӑртнӑ.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче предприяти ӗҫ укҫине пӗтӗмпе 1 миллион тенкӗ ытла тӳлеменни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Ҫавна май район прокуратурин ӗҫченӗсем суда 85 заявлени ҫырнӑ.
Суд прокурор ыйтнине тивӗҫтернӗ. Етӗрне автотранспорчӗн предприятине ҫак йӗркесӗрлӗхе пӗтерме ыйтса представлени ҫырнӑ.
Халӗ таҫта та ҫитме пулать. Темле транспорт та ҫӳрет: автобус, пуйӑс, самолет… Шупашкарти аэропортран ҫулла Сочие те ҫитме май пулӗ.
Ку рейса «Победа» авиакомпани уҫать. Сочине Boeing737-800 самолет вӗҫӗ. Шупашкартан вӑл эрнекунсерен вӗҫӗ. Рейса ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче уҫӗҫ.
ДП 357 рейс эрнекун ҫурҫӗр иртни 45 минутра вӗҫсе кайӗ, Сочине 3 сехет те 10 минутра ҫитӗ. ДП 358 рейс вара эрнекун ирхи 4 сехетре тапранӗ те палӑртнӑ вырӑна 6 сехет те 50 минутра ҫитӗ.
Авиакомпани рейссене авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче хупӗ.
Малашне Шупашкартан Симферополе чӑрмавсӑрах ҫитме май пулӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен «Шупашкар — Симферополь» (Крым Республики) авиарейс уҫма палӑртнӑ. Ӑна «Ижавиа» авиакомпани пурнӑҫлӗ. Ҫынсене ЯК-42 самолет илсе ҫӳрӗ.
Расписание хальлӗхе ҫирӗплетмен, планне кӑна тунӑ. Унпа килӗшӳллӗн, самолет Шупашкартан ирхи 8 сехетре вӗҫсе каймалла.
Чӑваш Енӗн Конкурентлӑ политика тата тариф енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби Павлов усламҫа 50 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Тӳре-шара умӗнче предприниматель ҫул укҫине чакарнишӗн айӑпа кӗнӗ. Хӑй утӑмне Павлов ӑна шанса панӑ «Шупашкар-Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутри хак ҫак направленире палӑртнӑ хаксенчен пысӑкрах пулнипе сӑлтавланӑ, ҫавна май конкуренци енчен хӑйне хӗснӗ тесе шутланӑ. Ҫакна шута илсе вӑл ҫул укҫи хакне чакарнӑ та. Анчах хаксене тариф служби ҫирӗплетет, вӑл палӑртнӑ виҫерен йӳнерех турттарма юрамасть имӗш.
Усламҫӑ хӑйне штрафланипе килӗшмесӗр суда тавӑҫпа тухнӑ. Хӑйне штрафланипе килӗшмесӗр чӑнлӑх шыракан усламҫӑна республикӑн Аслӑ сучӗ те майлӑ пулман.
Шупашкарта «Автобус» вунӑкунлӑх ирттереҫҫӗ. Нарӑс уйӑхӗн 12–21-мӗшӗсенче ҪҪХПИ ӗҫченӗсем рейд ирттереҫҫӗ. Вӗсем автобуссемпе маршруткӑсем ҫул-йӗр правилине пӑснине тӗрӗслӗҫ.
Инспекторсем автобуса нумай ҫын лартакансене, «Д» категорие илмесӗр руль умне ларнӑ водительсене, тахограф ҫуккисене тӗрӗслӗҫ. Автобус хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсене тивӗҫтернипе тивӗҫтерменнине пӑхӗҫ. Авари чухне тухмалли саппас алӑк пур-и? Лармалли ытлашши вырӑн ҫук-и? Йӑлтах тӗрӗслӗҫ вӗсем.
Чи малтанах инспекторсем аварие лекнӗ, правилӑсене пӑснӑ автобуссен предприятийӗсене, усламҫӑсене тӗрӗслӗҫ. Шкул автобусӗсене те лайӑх сӑнӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |