Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: «Ирӗклӗх» хурава чӑвашлах ҫырма ыйтать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 04.06.2015 22:38 | 1629 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

«Ирӗклӗх» пӗрлӗх Шупашкарти суту-илӳ павильонӗ евӗр хатӗрленӗ чарӑнусенче вырӑсла кӑна ҫырни килӗшӳсӗр пулни ҫинчен тӗрлӗ ведомствӑсене ҫыру яни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Шупашкар администрацийӗнчен хурав та илнӗччӗ вӗсем, хуҫисемпе ҫӗнӗ килӗшӳ туса ятсене икӗ чӗлхепе ҫырма шантарни пирки те хыпарланӑччӗ.

Ак, нумай пулмасть тепӗр хурав Мускав район прокуратуринчен ҫитнӗ иккен. Тӳре-шара йӗркене пӑснӑ суту-илӳ павильонӗсен хуҫисене тупса палӑртнӑ (Яковлев С.С. ИП, «Алькор» ТМЯП тата «Хурӑшсӑрлӑ хула» ТМЯП), вӗсемпе ҫывӑх вӑхӑтра ҫӗнӗ килӗшӳ туса чарӑну ячӗсене икӗ чӗлхепе усӑ курса ҫырма сӗннӗ.

«Ирӗклӗхе» вара хурав вырӑсла пулни килӗшмен, прокуратурӑра чӑвашла ҫырма техника майӗсем ҫук иккен. Анчах ку йӗркене пӑсни пулать. «Ирӗклӗх» пӗрлӗх прокуратурӑрисем саккунсене пӗлменни пирки асӑрхаттарнӑ. «Патшалӑх органӗсен, учрежденисен тата организацисен ӗҫӗнче чӗлхесемпе усӑ курасси» текен 11 статьяпа килӗшӳллӗн (сӑмах «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккун пирки пырать) ҫыру ҫине ҫав чӗлхепех хуравламалла имӗш. «Ирӗклӗх» хӑй ҫырӑвне чӑвашла янӑ, апла-тӑк прокуратура саккуна пӑсас мар тесен чӑвашлах хуравламалла пулнӑ.

Чӑваш чӗлхине хӳтӗлекенсем ку тӗлӗшпе тепӗр ҫыру янӑ — хурава чӑвашла ярса пама ыйтнӑ.

#Шупашкар, #транспорт, #прокуратура, #тӳре-шара, #чӑваш чӗлхи, #Ирӗклӗх

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем