
Йӗрке хуралҫисем ашшӗ-амӑшне яланах асӑрхаттараҫҫӗ: ача компьютер умӗнче ларнӑ чухне хӑш сайтсене кӗрсе пӑхнине тӗрӗслесех тӑмалла. Ара, тӗнче тетелӗнче шӑпӑрлансемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан сайтсем пайтах.
ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта бомба тума вӗрентекен сайтсем тупнӑ. Тӗнче тетелӗнчи сайтсене тӗп хулари Мускав районӗн прокуратури тӗрӗсленӗ.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче икӗ сайт куҫ тӗлне пулнӑ. Вӗсенче килте сирпӗнекен хатӗр ӑсталама вӗрентнӗ. Ҫитменнине, сайта кашниех кӗрсе пӑхма пултарнӑ, вӑл хупӑ пулман.
Прокурор кунашкал информацие Раҫҫейре сарма юраманнисен йышне кӗртме ыйтнӑ. Суд унӑн шухӑшӗпе килӗшнӗ.

Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачура ялӗнче пурӑнакан 46 ҫулти арҫынна судпа айӑпланӑ. Вӑл саккуна пӑсса азартлӑ вӑйӑсем йӗркеленӗ.
Ҫакскер Кӳкеҫ поселокӗнче азартлӑ вӑйӑсен салонне ҫур ҫул тытса тӑнӑ. Вӑл ӑна пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче уҫнӑ, салона вӑйӑ автомачӗсем вырнаҫтарнӑ. Анчах ҫӑмӑл тупӑш унӑн кӗсйине кӗҫех кӗме пӑрахнӑ, унӑн ҫулне йӗрке хуралҫисем пӳлнӗ. Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗччен ҫак арҫын енчӗкне самаях хулӑнлатнӑ: 3 миллион та 850 пин тенкӗ «ӗҫлесе» илнӗ.
Йӗрке хуралҫисем салонран 31 вӑйӑ автоматне туртса илнӗ. Ҫӑмӑл тупӑшшӑн арҫыннӑн явап тытма тивнӗ. Ӑна суд колони-поселение 1 ҫуллӑха ӑсатма, 100 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, приговор вӑя кӗнӗ.

Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнче ҫӗнӗ шупашкарсем выҫӑ тытма шухӑшланӑ. Эрне ытла каннӑ вӑхӑтра ытла самӑрӑлса каясран шикленнипе мар, «Алза» строительство компанине тарӑхнипе вӗсен ҫилли тулса ҫитнӗ.
Выҫӑ тытасси пирки Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне Ольга Чепрасовӑна хут ҫырса систернинчен 10 ҫынтан пуҫласа 40 ҫын таран ҫак акцие хутшӑнасси паллӑ. Апатсӑр ларма вӗсем раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тытӑнасшӑн та кӑрлачӑн 1-мӗшӗ таран ҫимесӗр чӑтасшӑн.
Выҫӑ тытма шухӑшланисем «Алза» тулли мар яваплӑ обществӑна хваттер тума тӳпене кӗрсе укҫа хывнӑ. Анчах ҫӑраҫҫи уҫҫине паян та алла илеймен.
Предприятие панкрута кӑларас ӗҫе Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ ҫитес ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пӑхса тухмалла. Строительство компанийӗ панкрут ӗҫне юридици сӑпачӗллӗ тата уйрӑм 7 ҫын кӗнӗ.

Кӑҫал утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта иномарка кайма юрманнине асӑрхаттаракан паллӑна курсан та машинӑна чарман. Водитель локомотив ҫине кӗрсе кайнӑ.
Пуйӑспа машина ҫапӑнсан 45 ҫулти хӗрарӑм тата 14 ҫулти арҫын ача суранланнӑ. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, авари вӗсен сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗ.
Водитель шар курнӑ ҫынсене йывӑрлӑхра пӑрахман. Вӑл вӗсем патне пульницӑна ҫӳренӗ. Ҫавна май хӗрарӑм тата арҫын ачан интересӗсене хӳтӗлекен ҫын водитель тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе пӑрахӑҫлама ыйтнӑ. Прокурор хирӗҫ пулман. Суд ӑна каҫарнӑ. Шупашкар хулин Ленин районӗн сучӗ палӑртнӑ приговорпа килӗшӳллӗн, арҫынна 15 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 28 тата 30 ҫулсенчи икӗ арҫын 1100 ытла компьютера вирус ертсе аркатнӑ. Ҫапла майпа вӗсем компьютерсенчи информацие сутма тӗллев тытнӑ, анчах май килмен. Кун пирки «МК в Чебоксарах» хыпарлать.
Уголовлӑ ӗҫ материалӗсем тӑрӑх, хайхи арҫынсем хӑйсем шухашласа кӑларнӑ вируспа 1100 компьютера техникӑна пырса перӗнмесӗрех «чирлеттернӗ». Анчах пухнӑ информацие — ют компьютерсенчи парольсемпе кодсене, электронлӑ майпа укҫа тӳлеме май паракан реквизитсене — интернет урлӑ сутма ӗлкӗреймен, вӗсем патне Хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем пырса кӗнӗ.
Ҫамрӑк арҫынсене иккӗшне те тытса чарнӑ, уголовлӑ ӗҫ пуҫарса тӗпченӗ. Халӗ суд та пулнӑ. Хакерсенчен пӗрне ҫулталӑк ҫурӑлӑха ирӗклӗхсӗр хӑварнӑ, теприне 30 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.

Шкул столовӑйӗнче апатпа наркӑмӑшланнипе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмаха эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнче Шупашкарти 43-мӗш шкулта ачасем столовӑйри апатпа шар курнӑччӗ, вӗсенчен хӑшӗсем пульницӑна лекнӗччӗ. Ҫакна республика правительствин ларӑвӗнче те сӳтсе явнӑччӗ. Ун чухнехи сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова сиплев учрежденийӗсене 7 ачана вырттарнине, наркӑмӑшланнисене 20 тӗслех шута илнине пӗлтернӗччӗ. Пӑтӑрмахшӑн айӑплисене Михаил Игнатьев Элтепер явап тыттарма чӗнсе каланӑччӗ.
Халӗ РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ ку ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Вӑл шкул столовӑйӗнче производство ертӳҫи пулса ӗҫленӗ хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 238-мӗш статйин пӗрремӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑма епле явап тыттарассине ҫывӑх вӑхӑтра суд татса парӗ.

Шупашкарта 4-мӗш гимнази директорне ҫирӗплетес тӗллевпе конкурс ирттернӗ. Уголовлӑ ӗҫсем пуҫарнӑран должноҫран хӑтарнӑ хӗрарӑм вырӑнне халӗ Андрей Михайлова лартнӑ.
Унпа ҫывӑхрах паллаштарар, 1995-1998 ҫулсенче Андрей Михайлов тӗп хулари 18-мӗш тата Шупашкар районӗнчи Карачура шкулӗсенче учительте ӗҫленӗ. 1998 ҫулта ӑна асаннӑ шкул директорне уйӑрса лартнӑ. Ку должноҫре ҫулталӑк ӗҫленӗ хыҫҫӑн вӑл Шупашкар район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗнче, ҫамрӑксемпе ӗҫлекен комитетра, Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх тата Вӗрентӳ министерствисенче, Патшалӑх Канашӗнче ӗҫленӗ.
Палӑртса хӑварар, гимназин унчченхи директорӗ Эльвира Казакова тӗлӗшпе ҫичӗ уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Следовальсем шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл ачасене гимназие вырнаҫтарма ашшӗ-амӑшӗнчен сӗтев илнӗ. Халӗ ӑна килте хупса усрама йышӑннӑ.

Йӗпреҫри «Пятерочка» лавккара юрӑхсӑра тухнӑ таварсем сутнӑ. Ҫакна прокуратура ӗҫченӗсем тӗрӗслев ирттернӗ чухне тупса палӑртнӑ. Ҫавна май хуҫине — тулли мар яваплӑ «Агроторг» пӗрлешӗве — судпа айӑпланӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратури пӗлтернипе килӗшӳллӗн, хайхи лавккара темиҫе кӑлтӑк та асӑрханӑ. Акӑ, сӑмахран, сентресем ҫинчех усӑ курма юранӑ вӑхӑт иртнӗ сӗт юр-варӗ, канфет-печени, ҫӑкӑр-булка, шӑнтнӑ пулӑ выртнӑ. Унсӑр пуҫне сутлӑхри тӑватӑ торта хӑҫан пӗҫерсе кӑларни паллӑ пулман.
Тӗрӗссипе вара ҫакӑ – саккуна сӗмсӗррӗн пӑсни. Ҫапла майпа тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн прокуратура ӗҫченӗсем тулли мар яваплӑ «Агроторг» пӗрлешӳ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ вара пӗрлешӗве 300 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.

Паян Раҫҫейӗн Аслӑ сучӗн Пленумӗн ларӑвӗнче алимент тӳлессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Унта сӑмах илнӗ Татьяна Назаренко судья пирӗн ҫӗршывра алимент парӑмӗ 100 миллиард тенкӗрен иртнине пӗлтернӗ. Чӑваш Енре ку парӑм мӗн чухле ҫитнине калаймӑпӑр та, анчах пӗчӗк марри иккӗлентермест.
Алимент тесен, ӑна чылайӑшӗ шыраса илме ӑнтӑлать: пуян хӗрарӑмсемех чухӑн арҫынсене лӑскаҫҫӗ, эрех енне туртӑннисем те ӑна илме хирӗҫ мар. РФ Аслӑ сучӗ алимент шыраса илнӗ чух ҫак самантсене шута илмлелех тесе шухӑшлать. Тепӗр майлӑ каласан, алимент виҫине палӑртнӑ чух ӑна тӳлеме тивӗҫ ҫын пурлӑх енчен лару-тӑрӑвӗ еплине тӗпе хумалла. Е тата ӗҫекен, усал ытти йӑла-йӗркепе туслӑ амӑшӗсене алимент шыраса памасан та юрать тесе йышӑннӑ РФ Аслӑ сучӗн пленумӗнче.

Вӑрмар районӗнчи шкул директорне ҫынна ырӑ тӑвас тениех суд сакки ҫине илсе ҫитернӗ курӑнать. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ.
Следовательсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи пуш уйӑхӗччен хайхи шкул директорӗ ӗҫ вӑхӑчӗн табельне хӑй ҫырса тултарнӑ, унта хӑйӗн пӗлӗшӗ тирпейлӳҫӗре ӗҫлет тесе палӑртнӑ. Ӑна куншӑн шалу та тӳленӗ. Лешӗ вара шкулта урай ҫума мар, унта пырса та курман иккен.
«Ҫак хӗрарӑма шалу тӳленӗ, хысна тулашӗнчи фондсене уншӑн укҫа куҫарнӑ, асӑннӑ тапхӑрта ӑна преми пама виҫӗ хутчен хушу кӑларнӑ, ӗҫрен кайнӑ чухне усӑ курман отпускшӑн тӳленӗ, укҫан пулӑшу панӑ. Ҫапла майпа шкул 65 пин тенкӗ сӑтӑр курнӑ», — хыпарлать следстви управленийӗн пресс-служби.
Палӑртса хӑварар, следстви вӑхӑтӗнче шкул директорӗн ҫӑмӑл машинине арестленӗ.
