Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: судсем

Республикӑра

Красноармейски районӗн прокуратури шкул автобусӗсем ҫӳрекен ҫулсене тӗрӗсленӗ. Ведомство йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ.

Тӗслӗхрен, Яманак ялӗ ҫывӑхӗнче тӑрӑллӑ автопавильон ҫук. Унта вара шкул ачисем автобус килессе кӗтсе тӑраҫҫӗ. Ахаль ҫынсем те ҫула тухсан унта траснпорт кӗтеҫҫӗ. Чарӑнура тӑрӑ пулманни ҫынсен пурнӑҫӗпе сывлӑхӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать.

Хӗлеҫ, Ҫеҫмер, Ыхракасси ялӗсен ҫывӑхӗнче те лару-тӑру ҫавнашкалах. Унта шкул автобусӗ чарӑннӑ вырӑнта тӑрӑллӑ павильон ҫук.

Тӗрӗслев ведомстви Красноамрейски районӗн администрацине ҫак ҫитменлӗхсене пӗтерме хушнӑ, суда тавӑҫ тӑратнӑ. Эппин, ҫитес вӑхӑтра ҫав чарӑнусенче тӑрӑллӑ павильон пулмалла. Суд прокуратура ыйтнине тивӗҫтернӗ.

 

Хулара

Ҫак арҫын 1 399 тенкӗ тӑракан парфюм шывне вӑрланӑ. Шупашкарти Калинин районӗн сучӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, куншӑн ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 7 ҫуллӑха ӑсатнӑ.

Авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче кӑнтӑрла Скворцов хушаматлӑ арҫын Трактор тӑвакансен проспектӗнче вырнаҫнӑ «Магнит Косметик» лавккана кӗнӗ. Хайхискер «Lacost Natural» парфюм шывне кӗсьене чикнӗ те алӑк патне утнӑ. Сутуҫӑ ӑна таваршӑн тӳлеме ыйтнӑ, ку вара хӑлхине те чикмен.

Ҫакна пула унӑн суд сакки ҫине ларма тивнӗ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Мӗншӗн приговор ҫав тери ҫирӗп-ха? Нивушлӗ парфюм шывӗ вӑрланӑшӑн 7 ҫул кирпӗч шутламалла? Арҫынна ҫирӗп айӑплама сӑлтав пулнӑ-мӗн. Вӑл унччен судпа икӗ хутчен айӑпланнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар районӗнче пурӑнакан 51 ҫулти шӳтлеме юратнӑ-ши, анчах чӗлхене ирӗке янӑшӑн унӑн явап тытма тивнӗ.

Аллӑ ҫулхи ҫынна пилӗк ҫулхи ача ӑсӗ кӗрет теҫҫӗ те, арҫын кӑҫалхи авӑн 9-мӗшӗнче 112 номерпе шӑнкӑравласа хӑй пурӑнакан районти ҫутӑ подстанцине сирпӗтесси пирки хыпарланӑ.

Яваплӑ тытӑмсем вырӑна тухса кайнӑ, сирпӗтме хатӗрсем пулман. Йӗрке хуралҫисем усал шӳтлекене шырама пикеннӗ. Ҫав ҫын 51 ҫулти вӑйпитти пулнине палӑртнӑ.

Кӗҫех ӗҫ суда та ҫитнӗ. Арҫын тунса тӑман, айӑпа йышӑннӑ.

РФ Пуҫиле кодексӗн 207-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе (терроризм акчӗ пирки суйса хыпарланишӗн) айӑпласа арҫынна 1 ҫулталӑк та 2 уйӑх ӗҫлесе юсантарма йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра унӑн тупӑшӗн 15 процентне патшалӑх тытса юлӗ.

 

Республикӑра

Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри виҫӗ районта ӗҫмелли шыв пахалӑхӗ норматива тивӗҫтермест.

Шыв пахалӑхӗ гигиена нормипе Патӑрьел тата Пӑрачкав ялӗсенче, Йӗпреҫ поселокӗнче килӗшсе тӑмасть. Тӑватӑ районта вара ҫӑлти шыв пахалӑхӗ йӗркесӗр иккен.

Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче Йӗпреҫри шыв пахалӑхӗ унри тимӗр виҫине тата тӑрӑ маррине пула юрӑхсӑр пулнӑ. Ҫурла уйӑхӗнче шӑрши те, тути те япӑхланнӑ. Тимӗр шайӗ кирлӗ пек виҫеллӗ пулман. Ҫакна специалистсем унти

«Водоканала» шыва сиенсӗрлетес ӗҫсем туса ирттернипе сӑлтавланӑ. Шыв йышӑнакан ятарлӑ хатӗр вӑйлӑ ҫумӑрта тулса тасамарланнӑ иккен. Урӑх сӑлтав та пулнӑ кунта.

Роспотребнадзор «Водоканала», район администрацийӗ, районти ял тӑрӑхӗсен ячӗсемпе суда тавӑҫсемпе тухнӑ, унта шыв пахалӑхне лайӑхлатма ыйтнӑ. Суд ку ыйтӑва тивӗҫтернӗ.

Пӑрачкаври шыв та тӑрӑ мар пулнине, унра аммиак тата тимӗр хутӑшӗсем виҫепе килӗшсе тӑманнине палӑртнӑ. Патӑрьелти шывра сульфатсем пулнӑ, литипе бор тупса палӑртнӑ.

 

Персона
Анатолий Петров
Анатолий Петров

Иртнӗ эрнекун ЧР Аслӑ сучӗн председателӗ Николай Порфирьев ӗҫрен каясси пирки сас-хура тухнӑ. Вӑл ку ӗҫре 12 ҫула яхӑн тӑрӑшнӑ.

Пысӑк квалификациллӗ судьясен коллегийӗ йышӑннӑ тӑрӑх, Николай Порфирьев юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче отставкӑна кайнӑ. Ун вырӑнне Анатолий Петров йышӑннӑ.

Ҫӗнӗ пуҫлӑха савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӗҫ пуканне шанса панӑ ӗнтӗ. Анатолий Петрова ӗҫтешӗсем, Чӑваш Ен прокурорӗ Василий Пословский саламланӑ.

Анатолий Петров – Етӗрне районӗн ҫынни. Вӑл Шалти ӗҫсен органӗнче 8 ҫул следовательте ӗҫленӗ. ЧР Аслӑ сучӗн судйи пулнӑ. 2013 ҫултанпа ЧР Аслӑ сучӗн председателӗ пулнӑ.

 

Политика
Сергей Семенов депутат
Сергей Семенов депутат

Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Сергей Семенов Экономика политики тата агропромышленноҫ политики енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумӗ пулнине ӗнентерекен удостоверение тавӑрса панӑ. Ҫапла хӑтланнишӗн парламент ертӳҫисем «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташне депутат этикине пӑснишӗн ӳпкеленӗ теҫҫӗ.

Сергей Семенова тӳлевсӗр ҫак должноҫе маларах лартнӑ.

Чӑваш парламентӗнчи укҫаллӑ вырӑнсене епле валеҫнине сӑнаса тӑракансем Семенов депутата должноҫ пани маларах асӑннӑ партин парламентри фракцийӗ ертӳҫине Игорь Молякова тӳлевлӗ вырӑн парас килменнипе ҫыхӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Аса илтерер, ку истори пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнченпех тӑсӑлать. 2016 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗнче иртнӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче депутатсем укҫа илсе тӑракан должноҫсене кама лартассине татса пачӗҫ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташне Сергей Семенова хӑй хирӗҫ пулнине, хӑй вырӑнне пӗр партире тӑракан Игорь Молякова суйлама ыйтнине тата сессине пыманнине пӑхмасӑрах экономика енӗпе ӗҫлекен комитетра ертӳҫӗн ҫумне суйларӗҫ. Ҫак утӑма Игорь Моляков патшалӑх политики енӗпе ӗҫлекен комитет пайташӗ пулнипе, экономика политикин комитетӗнче тӑманнипе ҫыхӑнтарчӗҫ.

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш фенри тухтӑра спортсмена допинг панӑ тесе айӑпласшӑн. Пуҫиле ӗҫе РФ Пуҫиле кодексӗн 230-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ.

Чӑваш Енри тухтӑрсене ун пек статьяпа халиччен пӗрре те сехӗрлентермен. Ку вӑл — пуҫиле пӗрремӗш ӗҫ.

Чӑваш Енри тухтӑр тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине ТАСс информаци агентстви хыпарланӑ. Унта вӑл Раҫҫейӗн допингла хирӗҫ агентствин пресс-служби пӗлтернине асӑннӑ.

Юраман препаратпа усӑ курма спортсмена тухтӑр ҫырса панӑ пулать. Ҫавӑн пирки спортсмен пӗлмен иккен.

Усӑ курма юраман препарата ҫырса панӑшӑн 1 миллион тенкӗ таран штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. 2 ҫул таран ирӗкрен хӑварас хӑрушлӑх та пур. Пуҫиле кодексра ытти кӑра мера та пӑхса хӑварнӑ. Епле явап тыттарассине суд татса парӗ, халӗ тӗпчев пырать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://tass.ru/sport/4649506
 

Республикӑра

РФ Следстви комитечӗн Канашри пайӗ хулари «Чистый город» (чӑв. Таса хула) муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсене материалсене Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗ тата ШӖМӗн экономика хӑрушсӑрлӑхӗн пайӗ ярса панӑ.

«Таса хула» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗн директорӗ пулнӑ ҫын тӗлӗшпе (вӑл — Депутатсен районти пухӑвӗн депутачӗ) пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Асӑннӑ предприяти пуҫлӑхӗ муниципалитетӑн ҫурт-йӗрӗнче пурӑнакансенчен 2,8 миллион тенкӗ укҫа пухнӑ, анчах хыснана ҫакукҫа суммӑран 900 пинне ҫеҫ куҫарса панӑ. Ҫапла майпа хыснана 1,9 миллион тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн ӗнерхи пуҫлӑхӑн судра явап тытма тивӗ.

 

Тӗнче тетелӗ

Чӑваш Енӗн юстици министрӗ Наталья Тимофеева «Правда ПФО» интернет-хаҫатри статьясенчен пӗрин айӗнче комментари хӑваракансен шухӑшне ырламасӑр Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствине тавӑҫпа тухнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ав хута шута илсе йӗрке хуралҫисем «Правда ПФО» интернет-хаҫатран комментаторсен IP-адресӗсене ыйтса ҫырнӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн кӑларӑм йӗрке хуралҫисене IP-адрессене пӗлтерме тивӗҫ тенӗччӗ эпир ҫав хыпар тӑрӑх.

Асӑннӑ кӑларӑмра ӗҫлекен Александр Белов журналист Фейсбукра паян ҫӗнӗ хыпар пӗлтернӗ. Вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, кӑларӑмӑн генеральнӑй директорӗ Василий Гуськов суд йышӑнӑвӗ пулсан ҫеҫ IP-адрессене право хуралҫисене пӗлтерӗҫ.

Тепӗр майлӑ каласан, сӑмах кӳрентернине экспертсем тата суд урлӑ ҫирӗплетсе памалла, кайран ҫеҫ кӳрентерекене шырамалла.

 

Чӑваш чӗлхи

Ҫапла хыпар «Сӗтев» («Взятка») хаҫат блогӗ пӗлтернӗ. Редакцие ӗнер Страсбург хулинчен шанӑҫ кӳрекен хыпар ҫитнӗ имӗш.

Темиҫе ҫул каялла Европӑри этем прависене хӳтӗлекен суда «Сӗтев» хаҫатра 2011 ҫулта чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе «Покажи мне свой язык, и я скажу кто ты» публикаци кун ҫути курнӑччӗ. Ун хыҫҫӑн хаҫата экстремизм статьяпа айӑпларӗҫ. Айӑпӗ тӗрӗк тӗнчинче паллӑ Илле Иванов журналист ҫине лекрӗ, лешӗ статйине редакциленӗ ҫын кӑна пулнӑ пулин те.

Паллах, айӑплавра политика тата административлӑ йӗр питӗ вӑйлӑ сисӗнетчӗ — сӗтев илекенсене тупса палӑртакансене хӗстерме тӑрӑшни курӑнчӗ.

Айӑплав хыҫҫӑн редакци хӳтӗлев шыраса Страсбурга ҫыру янӑ, халӗ вара унтан хуравӗ ҫитнӗ. Европӑри этем прависене хӳтӗлекен суд «Сӗтев» хаҫат ҫӑхавне пӑхса тухма хатӗр. Ҫитес вӑхӑтра Европӑра «Эдуард Мочалов тата Илле Иванов Раҫҫее хирӗҫ» суд процессӗ пулӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 87, 88, 89, 90, 91, 92, 93, 94, 95, 96, [97], 98, 99, 100, 101, 102, 103, 104, 105, 106, 107, ... 132
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.12.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Раштав, 15

1905
120
Айзман Николай Спиридонович, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ.
1973
52
Салампек Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть