Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 28 тата 30 ҫулсенчи икӗ арҫын 1100 ытла компьютера вирус ертсе аркатнӑ. Ҫапла майпа вӗсем компьютерсенчи информацие сутма тӗллев тытнӑ, анчах май килмен. Кун пирки «МК в Чебоксарах» хыпарлать.
Уголовлӑ ӗҫ материалӗсем тӑрӑх, хайхи арҫынсем хӑйсем шухашласа кӑларнӑ вируспа 1100 компьютера техникӑна пырса перӗнмесӗрех «чирлеттернӗ». Анчах пухнӑ информацие — ют компьютерсенчи парольсемпе кодсене, электронлӑ майпа укҫа тӳлеме май паракан реквизитсене — интернет урлӑ сутма ӗлкӗреймен, вӗсем патне Хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем пырса кӗнӗ.
Ҫамрӑк арҫынсене иккӗшне те тытса чарнӑ, уголовлӑ ӗҫ пуҫарса тӗпченӗ. Халӗ суд та пулнӑ. Хакерсенчен пӗрне ҫулталӑк ҫурӑлӑха ирӗклӗхсӗр хӑварнӑ, теприне 30 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Шкул столовӑйӗнче апатпа наркӑмӑшланнипе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмаха эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнче Шупашкарти 43-мӗш шкулта ачасем столовӑйри апатпа шар курнӑччӗ, вӗсенчен хӑшӗсем пульницӑна лекнӗччӗ. Ҫакна республика правительствин ларӑвӗнче те сӳтсе явнӑччӗ. Ун чухнехи сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова сиплев учрежденийӗсене 7 ачана вырттарнине, наркӑмӑшланнисене 20 тӗслех шута илнине пӗлтернӗччӗ. Пӑтӑрмахшӑн айӑплисене Михаил Игнатьев Элтепер явап тыттарма чӗнсе каланӑччӗ.
Халӗ РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ ку ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Вӑл шкул столовӑйӗнче производство ертӳҫи пулса ӗҫленӗ хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 238-мӗш статйин пӗрремӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑма епле явап тыттарассине ҫывӑх вӑхӑтра суд татса парӗ.
Шупашкарта 4-мӗш гимнази директорне ҫирӗплетес тӗллевпе конкурс ирттернӗ. Уголовлӑ ӗҫсем пуҫарнӑран должноҫран хӑтарнӑ хӗрарӑм вырӑнне халӗ Андрей Михайлова лартнӑ.
Унпа ҫывӑхрах паллаштарар, 1995-1998 ҫулсенче Андрей Михайлов тӗп хулари 18-мӗш тата Шупашкар районӗнчи Карачура шкулӗсенче учительте ӗҫленӗ. 1998 ҫулта ӑна асаннӑ шкул директорне уйӑрса лартнӑ. Ку должноҫре ҫулталӑк ӗҫленӗ хыҫҫӑн вӑл Шупашкар район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗнче, ҫамрӑксемпе ӗҫлекен комитетра, Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх тата Вӗрентӳ министерствисенче, Патшалӑх Канашӗнче ӗҫленӗ.
Палӑртса хӑварар, гимназин унчченхи директорӗ Эльвира Казакова тӗлӗшпе ҫичӗ уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Следовальсем шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл ачасене гимназие вырнаҫтарма ашшӗ-амӑшӗнчен сӗтев илнӗ. Халӗ ӑна килте хупса усрама йышӑннӑ.
Йӗпреҫри «Пятерочка» лавккара юрӑхсӑра тухнӑ таварсем сутнӑ. Ҫакна прокуратура ӗҫченӗсем тӗрӗслев ирттернӗ чухне тупса палӑртнӑ. Ҫавна май хуҫине — тулли мар яваплӑ «Агроторг» пӗрлешӗве — судпа айӑпланӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратури пӗлтернипе килӗшӳллӗн, хайхи лавккара темиҫе кӑлтӑк та асӑрханӑ. Акӑ, сӑмахран, сентресем ҫинчех усӑ курма юранӑ вӑхӑт иртнӗ сӗт юр-варӗ, канфет-печени, ҫӑкӑр-булка, шӑнтнӑ пулӑ выртнӑ. Унсӑр пуҫне сутлӑхри тӑватӑ торта хӑҫан пӗҫерсе кӑларни паллӑ пулман.
Тӗрӗссипе вара ҫакӑ – саккуна сӗмсӗррӗн пӑсни. Ҫапла майпа тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн прокуратура ӗҫченӗсем тулли мар яваплӑ «Агроторг» пӗрлешӳ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ вара пӗрлешӗве 300 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Паян Раҫҫейӗн Аслӑ сучӗн Пленумӗн ларӑвӗнче алимент тӳлессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Унта сӑмах илнӗ Татьяна Назаренко судья пирӗн ҫӗршывра алимент парӑмӗ 100 миллиард тенкӗрен иртнине пӗлтернӗ. Чӑваш Енре ку парӑм мӗн чухле ҫитнине калаймӑпӑр та, анчах пӗчӗк марри иккӗлентермест.
Алимент тесен, ӑна чылайӑшӗ шыраса илме ӑнтӑлать: пуян хӗрарӑмсемех чухӑн арҫынсене лӑскаҫҫӗ, эрех енне туртӑннисем те ӑна илме хирӗҫ мар. РФ Аслӑ сучӗ алимент шыраса илнӗ чух ҫак самантсене шута илмлелех тесе шухӑшлать. Тепӗр майлӑ каласан, алимент виҫине палӑртнӑ чух ӑна тӳлеме тивӗҫ ҫын пурлӑх енчен лару-тӑрӑвӗ еплине тӗпе хумалла. Е тата ӗҫекен, усал ытти йӑла-йӗркепе туслӑ амӑшӗсене алимент шыраса памасан та юрать тесе йышӑннӑ РФ Аслӑ сучӗн пленумӗнче.
Вӑрмар районӗнчи шкул директорне ҫынна ырӑ тӑвас тениех суд сакки ҫине илсе ҫитернӗ курӑнать. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ.
Следовательсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи пуш уйӑхӗччен хайхи шкул директорӗ ӗҫ вӑхӑчӗн табельне хӑй ҫырса тултарнӑ, унта хӑйӗн пӗлӗшӗ тирпейлӳҫӗре ӗҫлет тесе палӑртнӑ. Ӑна куншӑн шалу та тӳленӗ. Лешӗ вара шкулта урай ҫума мар, унта пырса та курман иккен.
«Ҫак хӗрарӑма шалу тӳленӗ, хысна тулашӗнчи фондсене уншӑн укҫа куҫарнӑ, асӑннӑ тапхӑрта ӑна преми пама виҫӗ хутчен хушу кӑларнӑ, ӗҫрен кайнӑ чухне усӑ курман отпускшӑн тӳленӗ, укҫан пулӑшу панӑ. Ҫапла майпа шкул 65 пин тенкӗ сӑтӑр курнӑ», — хыпарлать следстви управленийӗн пресс-служби.
Палӑртса хӑварар, следстви вӑхӑтӗнче шкул директорӗн ҫӑмӑл машинине арестленӗ.
Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти «Космос» клубра арҫынна вӗлернине Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе хутчен те пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫуралнӑ кун хыҫҫӑн каҫхи клуба кайнӑ ушкӑн, йышра тӑвансем те пулнӑ, пӑтӑрмаха лекнӗ. Хуралҫӑсемпе сиксе тухнӑ ӑнланмалӑх 35-ри арҫын вилнипе вӗҫленнӗ.
Малтанласа йӗрке хуралҫисем хуралҫӑ кӑна каҫхи клубри хӑнана асӑрханмасӑр вӗлернӗ пекрех пӗтӗмлетнӗччӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫемье Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Мужское и женское» телекӑларӑма ҫитнӗччӗ. Унта вӗсем пӑтӑрмах пирки каласа кӑтартрӗҫ. Каҫхи клубра унччен те ҫынсене хӗненӗ, урайне ӳкерсе пусса лартнӑ тӗслӗхсем пулнӑ тесе вӗсем тата каҫхи клубра пулнӑ ҫынсем федераци телеканалӗпе каласа кӑтартнӑччӗ.
Халӗ тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗсе суда ярса панине пӗлтерчӗҫ. Унта хуралҫӑ тата кану заведенийӗнче ӗҫленӗ тепӗр ҫын тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнине пӗлтернӗ.
Кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти «Космос» каҫхи клубра 35 ҫулти каччӑ сывлама пӑрахни пирки нумай шавларӗҫ. Кун пирки сайтра та пӗлтернӗччӗ.
Ку пӑтӑмрах тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, ӑна Ленин районӗн судне пӑхса тухма панӑ.
Аса илтерер: ҫав кун ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 10 минутра клуб ӗҫченӗсемпе унта канма пынӑ ҫынсен хушшинче хирӗҫӳ тухнӑ. Хуралҫӑсем 35 ҫулти арҫынна урайне йӑвантарнӑ, пӗри ӑна чӗркуҫҫипе пуснӑ. Клуб администраторӗн пулӑшуҫи унӑн пилӗкӗ ҫинче ларнӑ, аллине тытнӑ. Арҫын вара хӑсӑкӗпе чыхӑнса вилнӗ.
Клубра хуралҫӑра ӗҫленӗ 32 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле пуҫарнӑ. Каярахпа администраторӑн экс-пулӑшуҫине те явап тыттармалла тунӑ.
Сӑмах май, халӗ «Космос» ӗҫлемест. Ун вырӑнне апат-ҫимӗҫ лавкки уҫӑлнӑ.
Раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе суд пулнӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, Олег Бирюковӑн влаҫ органӗсенче икӗ ҫул ӗҫлеме юрамӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, Олег Бирюков администраци пуҫлӑхӗ пулнӑ чухне ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен управленийӗн экс-пуҫлӑхне Елена Егоровӑна судпа айӑпласан унран тӑкака шыраса илес тесе нимӗн те туман. Ҫӗнӗ Шупашкар хулин сучӗ палӑртнӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ҫав хӗрарӑм Ҫӗнӗ Шупашкар хыснине 3,1 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Ҫав тӑкака шыраса илес тесе Бирюков нимӗн те туман.
Олег Бирюков 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче ӗҫрен кайнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнче вара администрацире ухтару пуҫланнӑ.
Кӑҫал ҫулла Ҫӗрпӳре 11 ҫулти Настя Осиповӑна вӗлерни пирки, ҫав преступление тума пултарнӑ ҫынна тытса чарни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Ҫак кунсенче 23 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе суд пулнӑ. ЧР Аслӑ сучӗ ӑна хӗрачана вӗлернӗшӗн тата пысӑк виҫеллӗ наркотик туяннӑшӑн 20 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние хупма йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 150 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ. Вӗлернӗ хӗрачан амӑшне кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн 1,5 миллион тенкӗ тӳлеттермелле те тунӑ.
Аса илтерер: кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Ҫӗрпӳре 11-ти Настя Осипова ҫухалнӑ. Ӑна волонтерсем те, ахаль ҫынсем те, полици те шыранӑ. Унӑн виллине гаражра тупнӑ. 23 ҫулти каччӑ следствие ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл гаражра наркотик тутаннӑ, шӑп ҫав вӑхӑтра иртсе пыракан хӗрачана курнӑ. Хайхискер ача ыттисене каласа парасран хӑраса ӳкнӗ, Настьӑна гаража илсе кӗнӗ те пӑвса вӗлернӗ. Унтан алӑка хупса тухса кайнӑ.
Ниҫта та ӗҫлемен каччӑна ҫӗртмен 22-мӗшӗнче тытса чарнӑ. Ун ҫумӗнче 130 грамм наркотик пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |