Экологипе технологи тата атом тӗрӗслевӗн федераци службин Атӑлҫинчи управленийӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпромӑн» органика кремнийӗ туса кӑларакан цеха хупса хума сӗнӗ. Суд приставӗсем цехӑн алӑкӗсене пичетлесе тухнӑ та ӗнтӗ.
Суд приставӗсен федераци службин Чӑваш Енӗн управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Химпромӑн» 16-мӗш цехӗнче авари пулнӑ, ҫавна пула техника хатӗрӗсемпе сооруженийӗсем сиенленнӗ. Производство вырӑнӗ вара 1-мӗш класри хӑрушлӑхри шутланать.
Ҫак сӑлтава, ҫынсен сывлӑхӗпе пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх пуррине тата техногенлӑ катастрофа сиксе тухма пултарнине шута илсе цеха виҫӗ уйӑхлӑха хупма йышӑннӑ. «Химпром» ертӳҫисене асӑрхаттару ярса панӑ. «Химпромра» суд йышӑнӑвне епле пурнӑҫланине приставсем тӗрӗслесе тӑрӗҫ.