
Юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ЧР Арбитраж судне Чӑваш энергосбыт компанине панкрута кӑларма ыйтса заявлени ҫитнӗ. Тавӑҫра палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарти троллейбус управленийӗ электричествӑшӑн тӳлемен, парӑм 157,6 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Тавӑҫа хӑҫан пӑхса тухасси хальлӗхе паллӑ мар-ха. Сӑмах май, унччен суд унашкал тавӑҫа пӑхса тухнӑ. Ун чухне ӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗ тӗлӗшпе ҫырнӑ пулнӑ. Анчах ӗҫе чарса лартнӑ, мӗншӗн тесен ун чухне парӑма татнӑ.
Палӑртмалла: нумаях пулмасть ЧР Экономика аталанӑвӗн министерствинче канашлу иртнӗ. Унта парӑмсене пӗчӗклетес тӗллевпе каҫхи рейссене пӑрахӑҫлама сӗннӗ. Анчах влаҫрисем хальлӗхе графике улӑштарма килӗшмен.

Пӗр хушӑ Правительство ҫуртӗнчи сауна пирки нумай калаҫрӗҫ. Ку ыйту патне каллех таврӑннӑ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе тепӗр пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Судра Элтепер администрацийӗн ертӳҫин ҫумӗ пулнӑ ҫын явап тытӗ. Суд юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулмаллаччӗ. Анчах ӑна каярах куҫарнӑ. Суд ларӑвӗ юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче иртӗ.
Ертӳҫӗн унчченхи ҫумӗ «Республикӑри тӗплӗ юсав управленийӗ» патшалӑх унитари предприятин ертӳҫин экс-ҫумне Правительство ҫуртӗнче сывлӑха ҫирӗплетмелли центр хута ярас тӗлӗшпе саккуна хирӗҫ хушу панӑ. Следстви ҫапла шухӑшлать.
Унччен ку ӗҫ тӗлӗшпе пӗр суд пулнӑ. Ун чухне «Республикӑри тӗплӗ юсав управленийӗн» ертӳҫин экс-ҫумне должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе айӑпланӑ. Следстви шухӑшӗпе, вӑл подрядчике 7,5 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Мускав районӗн сучӗ ӑна 150 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Анчах тӳре-шара часах амнистие лекнӗ.

Шупашкар районӗнчи Тавӑшкасси ялӗнчи пӗр арҫын хӑйсен ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑма хӗнесе пӗтернӗ. Пӑтӑрмахӗ кӑҫалхи ҫулла сиксе тухнӑ. 70 ҫулти хӗрарӑм патӗнче пулнӑ чух иккӗшӗн хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Ҫавӑн чухне ҫиллине шӑнӑҫтараймасӑр арҫын хӗрарӑма хӗнеме тапранса кайнӑ. Йывӑр сурана пула хӗрарӑм кӑштахран вилсе кайнӑ. Хӗрарӑмӑн виллине киле таврӑнсан ывӑлӗ асӑрханӑ та йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.
Хӗрарӑмӑн вилӗм сӑлтавне палӑртас тесе йӗрке хуралҫисем тӗрлӗ тӗпчев ирттернӗ.
Ҫынна асӑрханмасӑр вӗлернӗ арҫына Шупашкар район сучӗ 9 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтереҫҫӗ.

Елчӗк районӗнчи пӗр арҫын хреснамӑшне пусмӑрлама тӑнӑ. Хаяррине хыпса лартнӑ ҫав этем чиркӳре хӑйне тытнӑ хӗрарӑм патне сӗмсӗррӗн кӗрсе тӑнӑ. Ҫапла, Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын 66-ри хӗрарӑм килне саккуна пӑсса пырса кӗнӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ӑна никам та кӗтсе тунсӑхламан.
Хӑнара хӑна пек тытас вырӑнне вӑл хреснамӑшӗ ҫумне ҫулӑхма тытӑнса кайнӑ. Лешӗ пӗтӗм вӑйран хирӗҫ тӑнипе ҫеҫ ирӗксӗрӗн пуҫтахланма май килмен. Тахӑш самантра хӗрарӑм чееленме шут тытна: хресна ывӑлне кухньӑран шыв ӑсса килме ыйтнӑ. Меллӗ самантпа усӑ курса вӑл чӳречерен тухса кӳршисем патне тарнӑ.
Суд арҫынна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 2 ҫул та 8 уйӑхлӑха хупса хума йышӑннӑ.

Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Арьитраж судӗнче республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствин ӗҫне пӑхса тухӗҫ.
Андрей Иванов журналист «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ӗнер ҫырнӑ тӑрӑх, ведомство «Энергосервис» компанипе судлашать. Вӑл предприяти Шупашкара 500 ҫул паркра тӑвакан «Этника Чӑваш Енӗ» кластер валли ҫутӑ кӗртнӗ. Анчах хайхин электроподстанцине икӗ хутчен ҫаратнӑ имӗш: пӗрремӗшӗнче — 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче 3,6 миллион тенкӗлӗх, иккӗмӗшӗнче — 2017 ҫулхи ака уйӑхӗнче 4 миллионлӑх. Министерство «Энергосервисран» 35 млн тенкӗ ыйтать иккен, унпа ӗҫ килӗшӗвне татасшӑн.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков (парк хулара-ҫке) вара министерство малтан ӗҫе актпа йышӑннине, подстанцие кайран ҫаратнине пӗлтерни паллӑ.
Пӑтӑрмахлӑ лару-тӑрура кам айӑплипе кам тӗрӗссине суд палӑртӗ.

Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ГАЗель кювета чӑмнӑ. Аварире темиҫе ҫын суранланнӑ. Ҫавна май айӑплине халӗ явап тыттарасшӑн.
Следовательсем каланӑ тӑрӑх, ҫав арҫын ҫынсене турттаракан усламҫӑ кассирӗпе ГАЗеле 1600 тенкӗпе пама калаҫса татӑлнӑ. Хайхи водителӗн Мукавран 11 ҫынна Канаша илсе килмелле пулнӑ.
Арҫыннӑн пассажирсене илсе ҫӳреме лицензи пулман. Транспортра хӑш-пӗр лакӑч ҫинче ҫыхӑнмалли пиҫҫихи те пулман. Автобус техтӗрӗслев витӗр те тухман. Кустӑрма шини ҫине тӗрлӗ калӑпӑшлӑ тата ӳкерчӗклӗ протектор лартнӑ.
Водитель каҫхине сехетре 70 ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа пынӑ. Ҫул пӑрлак пулнӑ. Арҫын руле итлеттереймен – автобус кювета чӑмнӑ. Аварире 7 ҫын шар курнӑ. Пӗри хытах аманнӑ.
Халӗ водителӗн суд сакки ҫине ларма тивӗ. Ун тӗлӗшпе кӗҫех приговор янӑрӗ.

Кӳкеҫри ваттисемпе сусӑрсен ҫуртӗнче 70 ҫулти арҫынна вӗлернӗ 61 ҫулти этем ӑсран тайӑлнӑ иккен. Ҫакна судпа медицина экспертизи тунӑ хыҫҫӑн палӑртнӑ.
Аса илтерер, ватлӑхра е чире пула хӳтлӗхсӗр юлнисем хӳтлӗх шыракан ҫуртри пӑтӑрмах кӑҫалхи ака уйӑхӗн 4-мӗшенче пулнӑччӗ. РФ Следстви комитечӗн следователӗсем ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Тӗпчевҫӗсем ҫичӗ теҫеткери арҫынна пӗр пӳлӗмре пурӑннӑ 61 ҫулти арҫын тӗп тунӑ тесе тӳрех тӗшмӗртнӗччӗ.
Чӑн та, арҫынна пӗр пӳлӗмре пурӑннӑ тепӗр ҫын вӗлернӗ. Вӗсем иккӗшӗ хирӗҫсе кайнӑ та лешӗ ҫӗҫӗ ярса илсе 14 хутран кая мар чиксе пӗтернӗ. Сурана тӳсеймесӗр арҫын вырӑнтах вилсе кайнӑ.
Ҫӗҫӗпе чикнӗ арҫынна суд психиатри пульницинче хупса усрама йышӑннӑ.

Комсомольски район администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе следовательсем прокуратурӑна ярса панӑ. Вӑл должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
«Регнум» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи кӗркунне Алексей Самаркин администраци ӗҫченӗсене ӗҫ вӑхӑтӗнчех ял хуҫалӑх ӗҫне явӑҫтарнӑ. Вӗсем тӗрлӗ лаптӑкра ҫӗрулми пуҫтарнӑ. Вӗсенчен пӗри Алексей Самаркинӑн тӑванӗ пулнӑ, теприне усламҫӑ патшалӑхран тара илнӗ.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче экс-пуҫлӑх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ӑна килти ареста лартнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл ӗҫрен кайнӑ. Ҫурла уйӑхӗ вӗҫӗнче ун вырӑнне Шупашкарти «Спартак» спорт шкулӗн директорӗ Александр Осипов йышӑннӑ.

Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан хӗрарӑмӑн амӑшӗн правине чикӗленӗ. Кунсӑр пуҫне унӑн тӗпренчӗкӗсене алимент тӳлеме тивӗ.
Ҫав хӗрарӑм тӗлӗшпе суд пулнӑ. Вӑл ҫул ҫитмен ачисене тивӗҫлӗ воспитани парас енӗпе ӗҫлемен. Суд хӗрарӑма икӗ ачине алимент тӳлеттерме те йышӑннӑ. Тата ҫакна палӑртмалла: ҫамрӑк амӑшӗ ниҫта та ӗҫлемен. Ачасене воспитани парас енӗпе кукамӑшӗ ӗҫленӗ.
Суд прокурор ыйтнине тивӗҫтернӗ. Хӗрарамӑн амӑшӗн правине чикӗлеме йышӑннӑ. Унӑн ӗҫлесе илнӗ укҫан 1\3 пайне алимент тӳлемелле. Кун пирки ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтерет.

Паян Шупашкарти темиҫе организаци-учреждение бомба хунӑ сӑмахпа ура ҫине тӑратнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерсе ӗлкӗрнӗччӗ. Маларах вӑл хыпара автор шанмасӑртарах йышӑнни сисӗнетчӗ пулсан, халӗ сӑмах-юмах чӑн пулни тӳрре килнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Бомба хунӑ тесе 10 сехет те 50 минутран пуҫласа 12 сехет те 10 минутчен «Звездный», «Восточный», «Рябинка», «Эльбрус», «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗсене, «Атӑл», «Ибис», «Раҫҫей», «Чӑваш Ен» хӑна ҫурчӗсене, «Центральный» универмага, Шупашкар хула администрацине, республикӑн тӗп хулин Мускав район судне шӑнкӑравланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн оперативлӑ мӗнпур тытӑм ура ҫине тӑнӑ. Турра шӗкӗр, бомба тупӑнман. Маларах асӑннӑ ҫуртсен таврашне халӗ те тимлӗн сӑнаҫҫӗ.
