
Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче тӑрӑшакан 53 ҫулти аслӑ преподаватель айӑплине суд ҫирӗплетнӗ, ӑна студентсенчен сӗтев илнӗшӗн явап тыттарнӑ.
Раҫҫей следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 15-17-мӗшӗсенче хайхи вӗрентекен икӗ ушкӑнри 46 студентран 92 пин тенкӗ илнӗ, ҫакӑншӑн пурне те зачет лартса пама шантарнӑ. Ҫавна май кашни студент 2 пин тенкӗ кӑларса тыттарнӑ. Аслӑ преподавателе следовательсемпе Раҫҫей ШӖМӗн Шупашкар хулинчи уйрӑмӗн экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешекен пайӗн ӗҫченӗсем кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче тытса чарнӑ, ӗҫ-пуҫа тишкернӗ вӑхӑтра вӑл кӗсйине чикнӗ укҫана пӗтӗмпех кӑларса панӑ.
Палӑртса хӑвармалла, суд аслӑ шкулта ӗҫленӗскертен 150 пин тенкӗ штраф шыраса илме йышӑннӑ, унсӑр пуҫне ӑна вӗренӳ тытӑмӗнче 2 ҫул ҫурӑ вӑй хума чарнӑ.

Канаш районӗнчи ял тӑрӑхӗсенчен пӗрне ертсе пынӑ хӗрарӑм айӑплине суд ҫирӗплетнӗ. Ӑна должноҫ тивӗҫӗсенчен иртнӗшӗн тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса саккуна пӑснӑшӑн айӑпланӑ.
Раҫҫей следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхи хӗрарӑм хӑйӗн упӑшкине авариллӗ тесе йышӑннӑ, сӳтсе пӑрахма палӑртнӑ нумай хутлӑ ҫуртра пропискӑна тӑратнӑ. Ҫавна май арҫын авариллӗ ҫуртсенчен республика программипе килӗшӳллӗн куҫакансен йышне лекнӗ. Пуҫлӑх пуканне йышӑнаканскер саккуна пӑсса социаллӑ найм килӗшӗвӗ хатӗрленӗ те хӑйӗн мӑшӑрне ҫӗнӗ ҫуртра хваттер уйӑрса панӑ, республика тата район хыснисенчен 1 миллион та 340 пин тенкӗ ытла уйӑрнӑ.
Ҫак сӑлтавсене шута илсе суд тӳре пулнӑ хӗрарӑма 150 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.

Шупашкарти почтамт экс-пуҫлӑхӗ судра явап тытнӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Шупашкарти почтамтӑн экс-пуҫлӑхӗ почта ҫыхӑнӑвӗн федераци управленине 260 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, 2012 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗччен хайхискер фирмӑна, вӑл унта учредительсенчен пӗри пулнӑ, хулари электричество сечӗ патне Ҫӗнӗ Шупашкарти почта ҫыхӑнӑвӗн щичӗ урлӑ ҫыхӑнтарнӑ.
Экс-пуҫлӑх хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Вӑл кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен кӳнӗ тӑкака, 75 пин тенке, йӑлтах саплаштарма шанатарнӑ.

Ресторанти туя кайса персе аннӑ хӗрарӑма апатлану предприятийӗн ҫур миллиона яхӑн тенкӗ тӳлемеллине маларах эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, пӑтӑрмахлӑ ӗҫ-пуҫ ЧР Аслӑ сучӗн экс-судйипе ҫыхӑннӑччӗ.
Юлташӗсен мӑнукӗн туйне кайнӑскер ресторан картлашки ҫинче ӳксе пуҫ мимине чӗтретнӗ, аллине хуҫнӑ. Шупашкарти Мускав район сучӗ хӗрарӑм ыйтнине тивӗҫтерсе кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн ресторантан 300 пин, тӑкака кӑмӑлпа саплаштарман тесе 150 пин тенкӗ штраф шыраса илмелле тунӑччӗ. Сарӑмсӑр пӗр-пӗр сӑлтава пула ҫывӑх ҫыннисене ҫухатакансене те ун чухлӗ укҫа шыраса паманран укҫа сумми ҫак ӗҫпе паллашнисене хытах тӗлӗнтернӗ.
Пӗрремӗш инстанцири йышӑнупа килӗшмесӗр ресторан ЧР Аслӑ судне ҫитнӗ. Паян лару иртнӗ. Анчах унти тӳресем ӗҫе пӑхса тухма килӗшмен. Ҫапла ку ӗҫе РФ Аслӑ сучӗ тишкерӗ.

Шупашкар хулинчи Мускав районӗн сучӗ Университет урамӗнчи «Салам» апат-ҫимӗҫ лавккине иккӗмӗш хутчен хупма йышӑннӑ. Санитарипе эпидемиологи йӗркине пӑснӑшӑн хальхинче алӑксем ҫине 40 кунлӑха ҫӑра ҫакнӑ. Аса илтерер, пӗрремӗш хут ку лавккана кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче ӗҫлеме чарни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ.
Суд приставӗсен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑхӑт самай панӑ пулин те лавккара вентиляци тытӑмне ҫаплах йӗркене кӗртмен. Производство цехӗ пӗр пӳлӗмре вырнаҫнӑ, таса мар ҫимӗҫ те, хатӗр продукци те пӗр сӗтел ҫинчех упраннӑ, вӗсене пӗр ҫӗртех ҫунӑ.
Суд йышӑнӑвне пурнӑҫлакан приставсем кухньӑри хатӗр-хӗтӗре, лавккана кӗмелли алӑка пичетленӗ. 40 кунран лавкка шӑпи татӑлӗ: ӑна ӗҫлеме ирӗк парӗҫ е тата та хупӗҫ.

Муркаш районӗн сучӗ Муркаш ял тӑрӑхӗн депутатне айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Вӑл 18 ҫул тултарман ывӑлӗшӗн алимент тӳлемен. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, депутата юсанмалли ӗҫе 6 уйӑхлӑха янӑ.
37 ҫулти арҫын пӗлтӗр ывӑлне алимент тӳлеменшӗн административлӑ явап тыттарнӑ. Анчах депутата ку та тӳрӗ ҫул ҫине тӑма хистемен: пӗрех ывӑлӗшӗн унчченхи арӑмне укҫа паман. Унтанпа вӑл 3400 тенкӗ ҫеҫ алимент тӳленӗ. Унӑн вара уйӑхсерен 8 пин тенке яхӑн памалла.
Арҫыннӑн парӑмӗ 80 пин тенкӗрен иртнӗ. Депутат судра хӑйӗн айӑпне тунман. Хальлӗхе приговор вӑя кӗмен-ха.

Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Игорь Моляков Федерацин вӑрман хуҫалӑхӗн агентствине Тӑвай районӗнчи вӑрман хуҫи камне пӗлес тесе ыйтса ҫырнӑ. «Халӑх тарҫи» ҫак участок вӑрман фончӗн шутланнипе шутланманнине тӗпчет иккен. Ҫыру авторӗ ҫав лаптӑк е, тен, ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ мар-ши е тата пӗр-пӗр урӑх категорие кӗмест-ши тесе пуҫ ватнӑ.
10 гектар йышӑнакан лаптӑкра Тӑвай районӗнче ҫуралнӑ, Мускавра сумлӑ вырӑн йышӑнакан пӗр ҫын хуҫаланать иккен. Унта вӑл ял туризмне аталантарать-мӗн.
Хӑй вӑхӑтӗнче Федерацин вӑрман хуҫалӑхӗн агентстви Мускавра тӗпленнӗ чӑваш усламҫи ҫӗре хӑй тӗллӗн ярса илнӗ тесе судлашма хӑтланса пӑхнӑ. Анчах ун чух тавӑҫҫӑ пӗрремӗш инстанцири судра та, Чӑваш Енӗн Аслӑ судӗнче те выляса янӑ.

Суд йышӑнӑвне пурнӑҫлакан приставсем Вӑрмар районӗнчи арҫынран сунарҫӑ пӑшалне туртса илнӗ. Хайхискер банк умӗнче пысӑк парӑма кӗнӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал хыпарлать.
Суд приставӗсен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, суд приставӗсем патне банк умӗнче 180 пин тенкӗ парӑма кӗнӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫ ҫитнӗ. Ҫавна пурнӑҫласа приставсем ухтару тунӑ, кивҫенрен тухайман арҫыннӑн килӗнче пулнӑ пӑшала туртса илнӗ. Пакунлисем ӑна вырӑнти полици уйрӑмне управа панӑ.
Палӑртса хӑвармалла, халӗ специалистсем пӑшал хакне палӑртаҫҫӗ. Енчен те парӑмҫӑ банка укҫа хывмасан хайхи пӑшала аукцион ирттерсе сутӗҫ, укҫине вара банка куҫарса парӗҫ.

Улатӑр районӗн судӗнче асӑннӑ хула администрацине ертсе пынӑ Михаил Марискин тӗлешпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ ҫаплипех тӑсӑлать. Ҫакна «Коммерсант» хаҫат ӗнер хыпарланӑ.
Судра Михаил Марискинсӑр пуҫне унӑн экс-ҫумӗн Олег Добрынкинӑн тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленийӗн экс-ертӳҫин Елена Басюкӑн тыткаларӑшне тишкереҫҫӗ.
Улатӑрти районсем хушшинчи прокурорӑн аслӑ пулӑшуҫи Александр Емельянов Михаила Марискина РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйипе, тепӗр майлӑ каласан, ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнишӗн, 10 эпиоздпа айӑпласа пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние тӑватӑ ҫуллӑха ӑсатма, влаҫ органӗсенче икӗ ҫул ӗҫлеме чарма ыйтнӑ-мӗн.
Суда материалсем 2014 ҫулхи раштав уйӑхӗнчех ҫитнӗ.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗн юсакан организацисене Михаил Марискин 2008–2009 ҫулсенче 34,8 млн тенкӗ куҫарса панӑ, лешсем ӗҫне пурнӑҫламан тесе шухӑшлаҫҫӗ. Саккунпа килӗшсе тӑман ытти ӗҫпе те вӑл аппаланнӑ тесшӗн. Михаил Марискин хай айӑпне йышӑнман иккен.

Пӗлтӗр ҫуркунне мотоциклист Шупашкарти База проездӗнче ҫул ҫинчи шӑтӑка пырса тӑрӑннӑ та «тимӗр урхамахне» сиенлетнӗ.
Кун хыҫҫӑн шӑтӑка виҫнӗ. Вӑл 1,1 метр тӑршшӗ, 90 сантиметр сарлакӑш, 14 сантиметр тарӑнӑш пулнӑ. Нормативпа килӗшӳллӗн вара сарлакӑшӗ 60 сантиметртан, тӑршшӗ 15 сантиметртан, тарӑнӑшӗ 5 сантиметртан ытларах пулмалла мар.
Экспертиза «Ямаха» мотоцикла юсамашкӑн 193 пин те 717 тенкӗ кирлӗ тесе палӑртнӑ. Вӑл вӗр ҫӗнӗ пулманнине кура – 71 пин те 800 тенкӗ. Мотоциклист ҫак укҫана ку ҫула пӑхса тӑракан организацирен суд урлӑ ыйтнӑ.
Суд мотоциклист майлӑ пулнӑ. Судья организацирен 71 пин те 800 тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне экспертиза тунӑшӑн – 2500 тенкӗ, ытти расхутшӑн 9 пин ытла тенкӗ тӳлемелле.
