
Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 43-ри хӗрарӑм суд сакки ҫине ларнӑ. Ӑна опекӑна илнӗ ачисене хӗненӗшӗн условлӑ майпа 3 ҫул та 7 уйӑхлӑха айӑпланӑ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак хӗрарӑм 12-ри арҫын ачана, 13 ҫулти тата 17-ри хӗрачасене, хӑйне тӑван лекекенскерсене, 4 ҫул хӗнесе пурӑннӑ. Вӑл вӗсене 2002 ҫулта опекӑна илнӗ.
Хӗрарӑм ачасене пиҫҫиххипе, патакпа, вешалкӑпа, бадминтонла вылямалли ракеткӑпа хӗненӗ, пӑрҫа ҫине чӗркуҫлентернӗ, хӗрачасене ҫӳҫрен сӗтӗрнӗ. Йӑлтах – ачасем шкулта япӑх паллӑ илнине, кӑвакал чӗпписене пӑхса ҫитерейменнине пула.
Пӗррехинче хӗнесен кӗҫӗн икӗ ачи велосипед ҫине ларнӑ та килтен тухса тарнӑ. Кӑштахран вӗсене полици тупнӑ. Палӑртмалла: аслӑ хӗрачи Шупашкарта вӗренет.

Каҫал тӑрӑхне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулса ертсе пынӑ Алексей Самаркин текех пуҫлӑх мар. Унӑн контракчӗ вӗҫленнӗрен ӑна малалла тӑсса паман. Ку ыйтӑва ӗнер вӑл тӑрӑхри Депутатсен районти пухӑвӗнче татса панӑ. Самаркин тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама райадминистраци пуҫлӑхӗн ҫумне — капиталлӑ строительство тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхне Александр Краснова шаннӑ. Ӗнерех депутатсем район администрацийӗн пуҫлӑхне суйламалли конкурсӑн комисси ыйшне ҫирӗплетнӗ.
Аса илтерер, Алексей Самаркин тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче паллӑ пулнӑ. Вӑл ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2016 ҫулта район администрацийӗн пуҫлӑхӗ федераци харпӑрлӑхӗнчи 4 гектар ытла ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче ҫӗрулми лартнӑ, ӑна сутса тупӑш тума ӗмӗтленнӗ пулать. Ҫӗрулми кӑларса пуҫтарнӑ ҫӗре вара администрацинче ӗҫлекенсене явӑҫтарнӑ теҫҫӗ. Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхне Алексей Самаркина килте арестлесе усрама йышӑннине те эпир пӗлтернӗччӗ.

Чечняри вӑрҫӑна хутшӑнса Раҫҫей Геройӗ ята тивӗҫнӗ Евгений Борисова паттӑр ятне тавӑрса пама йышӑннӑ.
Пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче ултӑ ҫынна астармӑш вӑйӑсем йӗркеленӗшӗн, сӗтев панӑшӑн судпа айӑпланӑччӗ. Ҫав шутра Евгений Борисов та пулнӑччӗ. Ӑна 6 ҫул ҫурӑллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатнӑччӗ. Кунсӑр пуҫне ӑна 10 миллион тенкӗ штраф тӳлемелле тунӑччӗ. Тата ӑна суд Раҫҫей Геройӗн ячӗсӗр хӑварнӑччӗ.
Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн президиумӗ иртнӗ эрнере Евгений Борисовӑн Раҫҫей Геройӗн ятне тавӑрма йышӑннӑ.
Самах май, Раҫҫей Геройӗн ячӗсӗр тӑрса юлнӑ Евгений Борисов ячӗпе иртнӗ ҫулта ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин Ҫӗнтерӳ кунӗпе салам янине те эпир пӗлтернӗччӗ.

Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхне Алексей Самаркина килте арестлесе усрама йышӑннӑ. Маларах суд Каҫал тӑрӑхӗн пуҫлӑхне ирӗклӗн тухса ҫӳреме чарнӑччӗ. Каҫал пуҫлӑхӗ ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшланӑран тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗс пуҫарнӑччӗ.
Комсомольски район администрацине ертсе пыракан Алексей Самаркинпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫатра паян пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ хыпара кӑларӑма хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем пӗлтернӗ. Самаркин кӳнтеленсене витӗм кӳнӗ пулать, ҫавна май унӑн килте ларма тивӗ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ пуҫлӑх тӗлӗшпе ҫапла мера йышӑнма тӗпчевҫӗсем йышӑннӑ. Вӗсемех суда тавӑҫпа тухнӑ. Унтисем пакунлисен ыйтӑвне тивӗҫтернӗ. Ҫемҫе пукан йышӑнакан ҫынна тӗпчев вӑхӑтӗнче килте арестлесе усрама йышӑннӑ.

Вӑрнар район администрацийӗн ертӳҫин ҫумӗ тата строительство тата ЖКХ пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсем нумай ачаллӑ ҫемье валли хваттер туяннӑ чухне йӗркене пӑснӑ иккен.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗнче администраци нумай ачаллӑ ҫемье валли хваттер туянмашкӑн конкурс ирттерссине пӗлтернӗ. Унта пӗр заявка кӑна килнӗ. Вырӑнти усламҫӑ туса пӗтермен хваттер туянма сӗннӗ. Кирлӗ документсем вырӑнне вӑл техника планне ҫеҫ кӑтартнӑ.
Тӳре-шара вара хутсене алӑ пуснӑ. Ҫапла майпа фирма счечӗ ҫине 2 миллион та 900 пин тенкӗ куҫнӑ. Анчах хваттере халӗ те туса пӗтермен. Ҫавна май республика хыснине тӑкак кӳнӗ.
Пуҫиле ӗҫе Вӑрнар районӗн судне янӑ. Айӑпланакан ҫынсен пурлӑхне арестленӗ.

Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ пулнӑ Олег Ялугин текех «халӑх тарҫи» мар. Улттӑмӗш созыври депутатсен йышӗнчен тухма вӑл хӑй аллипе заявлени ҫырса панӑ. Маларах вӑл «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти йышӗнчен тухнӑ. Ҫакна «Правда ПФО» интернет-хаҫат хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем хыпарлани тӑрӑх ӗнер пӗлтернӗ.
Олег Ялугин парти тивӗҫтерменрен, шухӑшлавӗ улшӑннӑран ҫак утӑмсене тунӑ теме май ҫук. Маларах депутат тӗлӗшпе тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл хӑй ертсе пыракан организацин налукне пытарма тӑрӑшнӑ. Хыснана вӑл самай пысӑк сумма куҫарман. Тата ӑна тӗпчевҫӗсем улталама хӑтланнӑ фактсем пулнӑ тесе те шухӑшлаҫҫӗ.
Олег Ялугин тӗлӗшпе хальлӗхе суд пулманнине кура ӑна айӑплӑ тесе те ҫирӗплетме май ҫук.

Шупашкарти Мускав район прокуратури тӳлев илнӗ чух улталанӑ ӗҫе тӗпчессине тӗрӗслесе тӑрассине пӗлтерет.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, сусӑрсен обществисенчен пӗрне ертсе пынӑ пуҫлӑх ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса 15 миллион ытла тенкӗ субсиди илнӗ.Пӑтӑрмах 2014 ҫулхи ака уйӑхӗн 25—30-мӗшӗсенче пулнӑ.
Федераци хыснинчен килнӗ «кӗмӗл» предприятире 66 сусӑр валли ӗҫ вырӑнӗ туса пама тата 22 инвалида урӑх профессие алла илтерме каймалла пулнӑ. Вӑхӑт иртнӗ — укҫи те, ӗҫ вырӑнӗ те пулман.
Федераци хыснине 15 миллион тенкӗ ытла шар кӑтартнӑ пуҫлӑх тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчевҫӗсем малалла тӗпчеҫҫӗ. Ӑна вӗҫне ҫитерсен суда ярса парӗҫ. Прокуратура, маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, сусӑрсене ултаанӑ тагта хыснана тӑкак кӳнӗ пуҫлӑх ӗҫне тӗрӗслесе тӑрӗ.

Чӑваш Енри арҫынна Малайзирен тытса килнӗ. Ҫав этеме Интерпол урлӑ тӗнчипех шыранӑ. Вӗсен куҫӗ тӗлне вӑл ултава пула ҫакланнӑ.
Ҫамрӑк арҫын тӗрлӗ кредит организацийӗнчен кивҫен илсе тултарнӑ. Парӑма хӑй татма шухӑшламан та тесе тӗшмӗртеҫҫӗ йӗрке хуралҫисем.
Кредита арҫын суя хутсемпе усӑ курса илнӗ, вӗсене хӑй хатӗрленӗ пулать. 2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗччен вӑл суя документсемпе темиҫе банкран кивҫен илнӗ. Кайран вӑл чикӗ леш енне тухсӑ тарнӑ. 28 ҫулти Артем Исаева Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви шыраттарнӑ. Ӑна утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Малайзирен Мускава тытса килнӗ. Таркӑнти ҫамрӑк арҫын шӑпине Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисемпе суд ҫывӑх вӑхӑтра татса парӗҫ.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн Патӑрьелти районсем хушшинчи пайӗ психоневрологи интерначӗн тӗп бухгалтерӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑплас хӑрушлӑх пур.
Следовательсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче хӑйӗнпе пӗр организацире ӗҫлекен ҫынна ӗҫ укҫи ҫинчен справка ҫырса панӑ. Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренекен ывӑлне лешӗ социаллӑ стипенди илмелле туса парассишӗн шалӑва пӗчӗклетсе кӑтартакан справка ҫырса пама ыйтнӑ, тӗп бухгалтер килӗшнӗ. Ҫав хутра 2016 ҫулхи утӑ—авӑн уйӑхӗсенчи шалӑва сахаллатса шӑрҫаланӑ.
Пуҫиле ӗҫе халӗ тӗпчевҫӗсем малалла ӗҫлеҫҫӗ. Ӑна вӗҫне ҫитерсен суда ярса парӗҫ. Пуҫиле ӗҫе прокурор тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн пуҫарнӑ.

Ҫак кунсенче Аслӑ квалификаци комиссийӗ Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ валли ертӳҫӗ кандидатурине тишкернӗ. Унта вӗсем тӑватӑ ҫынна пӑхса тухнӑ. Ертӳҫӗ пуканне йышӑнас кӑмӑллисем малтанласа пиллӗкӗн те пулнӑ. Кайран вӗсенчен пӗри, Александр Кошкин, заявление илнӗ. Ку хыпара пӗлтерекен Александр Белов журналист Кошкинӑн мӑшӑрӗ миравай тӳре пулнине палӑртнӑ, апла пулсан Аслӑ суд ертӳҫине суйласан иккӗшӗнчен пӗрин ӗҫе пӑрахма тиветчӗ.
Ытти кандидатурӑран Иван Григорьев, Сергей Ленковский, Галина Трынова пулнӑ. Вӗсене те коллеги ырламан.
ЧР Аслӑ судӗнче председателӗн ҫумӗнче ӗҫлекен Анатолий Петрова вара ҫул парас шухӑшлӑ.
Хамӑртан ҫакна пӗлтерер: регионсенчи судсен ертӳҫисене РФ Аслӑ сучӗ сӗннипе ҫӗршыв Президенчӗ ҫирӗплетет.
