Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енре куллен пурӑнакансен йышӗ ҫулталӑк хушшинче 5 пин те 384 ҫын таран чакнӑ. Халӗ республикӑра 1 миллион та 230 пин ытларах ҫын тӗпленсе пурӑнать.
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн хутлӑхра 1230479 ҫын пурӑнни паллӑ, иртнӗ ҫул пуҫламӑшӗнче ку кӑтарту самай пысӑкрах пулнӑ: 1235863 ҫын.
Чӑваш Енри хуласенче халӑхӑн 62,4% тӗпленнӗ, ялта вара 37,6%. Чӑваш ялӗсенче пурӑнакансен йышӗ ҫуллен сахалланса пырать, хуласенче вара хушӑнать. Уйрӑмах — Шупашкарта. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче кун кунласа ҫӗр ҫӗрлекенсен йышӗ ҫулталӑк хушшинче 2 пин те 217 ҫын таран пысӑкланнӑ. Пӗтӗмпе кунта 491715 ҫын пурӑнать. Ҫӗнӗ Шупашкарта та йыш хушӑннӑ. Пӗлтӗрхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗпе танлаштарсан, кӑҫал унта 2 пин те 203 ҫын ытлараххи курӑнать.
Районсемпе пӑхас пулсан, халӑх йышӗпе Шупашкар, Ҫӗрпӳ тата Канаш тӑрӑхӗсем малта пыраҫҫӗ. Ҫӗмӗрле районӗнче пурӑкансен йышӗ вара 10 пин ҫынран та сахалрах.
