Паянхи ҫанталӑк кӗркуннехи пек ӑмӑрлӑ пулин те пирӗн спортсменкӑсене ку пулӑм пӗрре те кулянтармсть, ара ҫитес кунсенче пысӑк ӑмӑрту иртмелле, ҫавӑнпа та хуйхӑрма вӑхӑт ҫук — старта хатӗрленес пулать.
Нумай та пулмасть Мускавра ҫӑмӑл атлетикӑпа Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ. Ун пирки эпир маларах хыпарланаччӗ. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Мускаври тӗнче чемпионатне хутшӑнма Раҫҫейӗн пӗрлешӳллӗ ушкӑнне йӗркеленӗ. Ушкӑна вара пирӗн 6 ентеш кӗни савӑнтарать.
Тӗнче первенствин пӗрремӗш кунхине, ҫурлан 10-мӗшӗнче марафон трассине 3 чӑваш спортсменки — Алевтина Биктимирова (Комсомольски районӗ), Альбина Майорова тата Татьяна Арясова тухать. Пурне те вӗсене ӑнӑҫу сунас килет.
Аса илтеретпӗр, ҫӑмӑл атлетикӑпа тӗнче чемпионачӗ Мускавра ҫурлан 10–18-мӗшсенче иртет.
Кӑҫал пирӗн республикӑри темиҫе спорт объектне юсама Мускваран укҫа килмелле. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫӗршывӑн спорт министрӗпе Виталий Муткопа тӗл пулнӑ хыҫҫӑн уҫӑмланнӑ. Унпа 2015 ҫулта пирӗн патра ҫӑмӑл атлетика енӗпе ирттерме палӑртнӑ Европа чемпионатне хатӗрленесси пирки тата спорт сооруженийӗсене юсав тӑвасси пирки калаҫнӑ.
Шайбӑпа хоккейла выляс енӗпе вӗрентекен спорт шкулне тата лаша спорт комплексне юсама, сӑмахран, кӑҫал 35,5 миллион тенкӗ килмелле. «Олимпийски» стадиона юсама вара 60 миллион тенкӗ тивӗҫӗ. Ӑна маларах асӑннӑ чемпионата хатӗрленнӗ май юсама шут тытнӑ. Тӗп хулара хута яма палӑртнӑ Пӑр керменӗ валли те хушма тупра килмелле-мӗн. Кунсӑр пуҫне 2014–2015 ҫулсечне Чӑваш Енре вунӑ шкулта хальхи вӑхӑтри стадионсем тӑвас проект пурнӑҫа кӗмелле.
Спорт ҫулӗ-йӗренче пирӗн ентешсем куллен тенӗ пекех ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ ригионӗсене ҫитсе ӑмӑртусенче Республика чысне тивӗҫлипех хӳтӗлеҫҫӗ.
Питӗр хулипе ҫуммӑн вырнаҫнӑ Юкки ялӗнче утӑн 17-22-мӗшсенче велочупу-маунтинбайкпа чемпионат, Раҫҫей первенстви тата Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусем иртнӗ. Ҫак ӑмӑртусенче пирӗн ентешсем тунӑ ҫитенӳсем ҫинчен эпир пӗрре мар хыпарланӑччӗ.
1995-1996 ҫулсенче ҫуралнӑ юниорсем хушшинче Муркаш районӗнчи В. Егоров ячӗллӗ АҪСШӗн вӗренекенӗ, Раҫҫейӗн спорт мастер кандидачӗ, Семенова Марина «кросс-кантри» дисциплинӑра кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Ҫак ӑмӑртура ҫӗнтерӳҫӗ ятне вара Чӑваш Республикин чысне хӳтӗлекен тата тепӗр спортсменка Кристина Кириллова тивӗҫнӗ.
Чӑваш пикисен маттурлӑхӗ чӑнахах та тава тивӗҫ. Вӗсен спортри ҫитенӗвӗ республикӑшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Пирӗн спортсменкӑсемпе эпир тивиҫлипех мухтанма пултаратпӑр.
Ытларикун, утӑн 22-мӗшӗнче Пенза хулинче VI Раҫҫейри вӗренекенсен ҫуллахи Спартакиадӑра ирӗклӗ мелпе кӗрешнипе юлашки тапхӑр ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ. Унта 46 килограмм таран йывӑрӑ категоринче пӑхӑр медале Вӑрнар районӗнчи АҪСШра вӗренсе тухнӑ, халӗ ЧУОР-СДЮСШОР-5 студенки Иванова Анастасия ҫӗнсе илнӗ.
Настьӑна тата унӑн тренерӗсене — Егорова Д.Г. тата Львова Ю.Г. — медале ҫӗнсе илнӗ ятпа саламлатпӑр, спортра малашлӑхра та ҫитенӳсем тума сунатпӑр.
Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗ шахматла выляссипе уҫӑ турнир ирттернӗ. Ӑна Пӗтӗм тӗнчери шахмат кунне (утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ) халалланӑ. Тата ҫак вӑййа районта сарассишӗн ирттерни пирки хыпарлать район администрацийӗн сайчӗ.
Вӑййа 30 ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем икӗ ушкӑна пайланнӑ: 17 ҫултан кӗҫӗнреххисене тата унтан аслӑраххисене. Хӗрсенчен Светлана Петрова пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, каччӑсенчен — Дмитрий Замков. Шахматла вылякансен чи кӗҫӗнни тӑххӑрти Наталья Харитонова пулнӑ. Йӗркелӳҫӗсем ӑна та хавхалантарма йышӑннӑ — Тав хучӗпе тата парнепе чысланӑ. Хӗрарӑмсенчен вара Г.Г. Ефимова ҫӗнтернӗ, арҫынсенчен — Л.Е. Краснов. Вӑл пӗлтӗр те хутшӑнса мала тухнӑ. Вӑййа 76 ҫулти Л.Е. Краснов Муркаш районӗнчи Тивӗшрен пырса ҫитнӗ. Вӑл Муркаш районӗн сакӑр хут чемпионӗ иккен.
Ӑмӑртӑва йӗркелеме Пантелеймоновсен ҫемйи нумай пулӑшнӑ. Вӑййа та вӗсем ҫемйипех хутшӑннӑ. Кӗҫӗн Шетмӗре пурӑнакан Галина Никитина вара пылак апат-ҫимӗҫ йӑтса пынӑ, унпа вӑл ачасене хӑналанӑ.
Питӗр хулипе ҫуммӑн вырнаҫнӑ Юкки ялӗнче велочупу-маунтинбайкпа чемпионат, Раҫҫей первенстви тата Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусем уҫӑлни ҫинчен эпир иртнӗ кунсенче хыпарланӑччӗ. Нумаях пулмасть унта элита категорийӗнче кросс-кантри чупӑвӗсем вӗҫленнӗ. Ӑмӑртӑва Мускавпа Питӗр хулисенчен, Карели, Тутар, Удмурти республикисен тата Самар, Калининград, Свердловск, Челепи, Тӗмен облаҫӗнчи спортсменсем хутшӑннӑ.
Хӗрарӑмсен хушшинчи чупура чемпион титулне пирӗн ентеш Ирина Калентьева ҫирӗплетнӗ, вӑл 25,6 ҫухрӑм дистанцийӗ 1:33:21 вӑхӑтпа вӗҫленӗ. Тата тепӗр республика спортсменӗ, УОР студентки Вера Андреева финиша виҫҫемӗш тухнӑ.
Раҫҫей Чемпионачӗ, Кросс-кантри — 25,6 ҫухрӑм, Хӗрарӑмсен элити:
1. Ирина Калентьева (Чӑваш Республики) — 1:33:21
2. Екатерина Аношина (Питер) + 1:42
3. Вера Андреева (Чӑваш Республики) + 4:18.
Пирӗн спортсменсем Мускава Раҫҫей чемпионатне ҫул тытни ҫинчен эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Ӗнер, утӑн 22-мӗшӗнче вара чемпионатра пӗрремӗш медаль комплектне выляттарнӑ. Унта вара пирӗн ентеш Степан Киселев 5 000 метр дистанциллӗ чупура 13 минут 51,69 ҫеккунт кӑтартупа кӗмӗл медаль ҫӗнсе илме пултарнӑ.
Ку дистанцие пӗтӗмӗшле 22 спортсмен хутшӑннӑ. Пӗрремӗш финиша Ринаса Азмадеев (Тутарстан) тухнӑ, унӑн кӑтартӑвӗ — 13:49.73. Пӑхӑр медале вара Андрей Карпин (Питер) ҫӗнсе илнӗ — 13:51.87.
Радиоҫыхӑну енӗпе пирӗн республика юлашки 20 ҫул хушшинче Раҫҫейри пысӑк ӑмӑртусене хутшӑнман-мӗн. Кӑҫал вара айккинче юлас темен. Утӑн 20–21-мӗшӗсенче Чулхула облаҫӗнчи Городец хули ҫывӑхӗнче иртнӗ Раҫҫей чемпионтне ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 13 ушкӑн пырса ҫитнӗ. Вӗсен хушшинче — Раҫҫейӗн спорт маҫтӑрӗсем иккӗн, тӗнче класлӑ маҫтӑрсем пилӗккӗн, спорт маҫтӑрӗсем тӑххӑррӑн.
8 сехете пынӑ ӑмӑрту вӑхӑтӗнче республика ушкӑнӗ радиона юратакан пӗтӗм тӗнчери ҫынсемпе 1 065 хутчен радиосеанс ирттернӗ. Руслан Владимиров вара спорт маҫтӑрӗн виҫине тултарнӑ.
Нумай та пулмасть республика спортсменӗсем Хусанти Универсиадӑран таврӑнчӗҫ. Халӗ вара пирӗн ентешсем умӗнче тата тепӗр пӗлтерӗшлӗ тапхӑр.
Паян, утӑн 22-мӗшӗнче, Мускавра «Лужники» спорт стадионӗнче ҫӑмӑл атлетикӑпа Раҫҫей чемпионачӗ уҫӑлнӑ. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Мускаври тӗнче чемпионатне хутшӑнма Раҫҫейӗн пӗрлешӳллӗ ушкӑнне йӗркелеме палӑртнӑ. Тӑватӑ кун хушши ҫӑмӑл атлетика спортсменӗсем хушшинче 38 медаль комплектне выляттарӗҫ.
Республика чысне Раҫҫей чемпионатӗнче пирӗн 10 ентеш хӳтӗлет. 5 000 метр дистанциллӗ чупӑва Елена Наговицына, Екатерина Ишова, Екатерина Матюнина тата Галина Иванова чупса тухӗҫ. Евгений Милин 110 метр дистанцире чӑрмавсем урлӑ каҫса чупмалли ӑмӑртӑва хутшӑнать. Ҫак спорт тӗсӗпех 400 метр дистанцие Николай Нртин, 100 метр дистанцийӗ Екатерина Блескина тата Екатерина Павлик хутшӑнаҫҫӗ. Марина Максимова сӑнӑ ывӑтас ӑмӑртура тата Евгения Смирнова йӗтре тӗртмелли ӑмӑртура медальсемшӗн тупӑшӗҫ. Унсӑр пуҫне Раҫҫей чемпионачӗн ӑмӑртӑвӗсен йӗркине республикӑри 16 судья тытса пырӗҫ.
Тӗнче чемпионатне хутшӑнма Раҫҫейӗн пӗрлешӳллӗ ушкӑнне паяна пирӗн 5 спортсмен кӗнӗ: Вера Соколова (хӑвӑрт утассипе, 20 ҫухрӑм), Алевтина Биктимирова, Альбина Майорова, Татьяна Арясова (марафон) тата Кристина Савицкая (ҫичӗ енлӗ тупӑшу).
Спорт хыпарӗсене сӑнаса пынӑ май пирӗн хӗрупраҫем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтӗсӗсенче иртекен ӑмӑртусене хутшӑнса ҫитӗнӳсем тунине час-часах асӑрхама пулать. Яшсем вара хальӗхе сас-хура пама васкамаҫҫӗ-ха пулмалла. Ҫапах вӗсем те ҫитес вӑхӑтра спортӑн аслӑ ҫулӗнче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнма пултарнине шансах тӑрӑпӑр. Паянлӑха вара пирӗн спортсменкӑсемпе мухтанар-ха.
Ҫак кунсенче Итали ҫӗршывӗнчи Риетире ҫамрӑксем хушшинче ҫӑмӑл атлетикӑпа Европа чемпионачӗ пуҫланнӑ. Ӑмӑртун пӗрремӗш кунхинех старта Шупашкарти олимп резервӗн училищинче вӗренекен 3-мӗш курс студентки Вера Васильева тухнӑ. 800 метр дистанцие 2.05,85 кӑтартупа вӗҫлесе пирӗн ентеш 6-мӗш результатпа финала тухнӑ. Утӑн 20-мӗшӗнче иртекен финалта вара пирӗн ентешӗн Германи, Ирланди, Украина, Исланди ҫӗршывӗсен спортсменкисемпе ӑмӑртмалла пулать.
Ҫак кунхинех каҫхи программӑпа килешӳллӗн 3 000 метр дистанципе чӑрмавсем урлӑ чупас ӑмӑртура асӑннӑ училищӗн тепӗр 3-мӗш курс студентки Надежда Федорова дистанцие 10.22,24 результатпа вӗҫлесе 6-мӗш тухнӑ, ҫапла вара вӑл та финал ӑмӑртӑвне лекме пултарнӑ. Европа чемпионачӗн медальне тивӗҫес тесен вара унӑн Швеци, Финлянди, Словени, Германи, Украина, Норвеги, Чехословаки, Великобритани тата Румыни ҫӗршывӑн спортсменкисемпе тупӑшмалла пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |