Чӑваш Енри кашни район центрӗнче вӑй-хал культурипе сывлӑха ҫирӗплетмелли центрсем уҫнӑ. Кӑҫал, сӑмахран, Тӑвайра «Аль» ӗҫлеме пуҫарӗ.
Ку ӗҫе кӳленни ялсенче те тӗл пулать — сӑмахран, кӑҫал чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче Вӑрнар районӗнчи Кӑмпалта спорт клубне уҫмалла. Ӗнер, чӳкӗн 4-мӗшӗнче, спорт керменне тӑвас ӗҫе йӗркелекенӗ Краснов Виталий Павлович спорт клубӗпе паллаштарчӗ — хӑтлав ирттерчӗ.
Мероприятире Аҫӑмҫырми ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Петров, «Кӗрешӳ» федерацийӗн президенчӗ Виталий Васильев тата вице президенчӗ Виталий Никифоров, Калинино вӑтам шкулӗн директорӗ Татьяна Ефимова, Элӗк районӗн бокс федерацийӗн председателӗ Владислав Максимов тата ыттисем хутшӑнчӗҫ. Краснов Виталий Павлович хӑй те спортра ют ҫын мар — вӑл Чӑваш Республикин «Профсоюзный бокс Поволжья» (чӑв. ~Атӑлҫи тӑрӑхӗн профсоюз боксӗ) обществӑлла организацийӗн президенчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ бокс тренерӗ, Чӑваш Республикин вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Шупашкарти 500 ҫуллӑх паркӗнче велоспорт центрне тума тытӑннӑ. Эрнекун, юпан 26-мӗшӗнче, пулас спорт комплексӗнче Чӑваш Республикин вӑй-хал культурин, спортӑн тата туризм министрӗ Сергей Мельников пулса курчӗ.
Спорт министрӗ каласа панӑ тӑрӑх кунта пысӑк комплекс пулмалла: шывра ишме икӗ бассейн, 60 вырӑнлӑ хӑна ҫурчӗ, конференц-зал, чи ҫӗнӗ меслетсемпе ӗҫлекен сывлӑха ҫирӗплетекен медицина центрӗ, уҫӑ велодром, 7 ҫухрӑмлӑ унлӑлла ҫул тата ытти ӗскерсем. Уйрӑмах маутинбайк спортри ӑсталӑха ҫивӗчлетме кунта питӗ меллӗ пулӗ. «Раҫҫейӗн пӗрлӗхлӗ хӗрсен маунтинбайк командинче 70% — пирӗн ентешсем», — пӗлтерчӗ Сергей Мелников.
Министр хӑйӗн сӑмахӗнче ҫак комплекс ахаль ҫынсем валли те усӑллӑ пуласса шанчӗ — кунта велосипедпа канма условисем лайӑх пулӗҫ.
Велоспорт центрне «Спецстройкоммуникация» ТМЯО хӑпартать, ӑна 2014 ҫулта хута ямалла. Ҫак проекта пурнӑҫлама пурӗ 442 миллион тенкӗ кирлӗ пулӗ. Паянхи куна федераллӑ хыснаран 5 миллион куҫарнӑ та ӗнтӗ, ҫавӑн чухлех республика та уйӑрнӑ.
Сӑнсем (4)
Ҫитес канмалли кунсенче (юпан 26–27-мӗшӗсенче) йӑлӑм енче ухӑҫсем Чӑваш Ен кубокӗнче ӑмӑртӗҫ. Тӗл перессипе 10-мӗш АҪСП (ДЮСШ) спорт залӗнче республикӑн 50 чи вӑйлӑ спортсменӗ тупӑшӗ.
Ӑмӑрту 10 сехетре пуҫланӗ, ӑна Чӑваш Республикин ухӑран перекенсен федерацийӗ ирттерет. Спортсменсен 18 метртан тӗл лекмелле пулӗ, ахаль тата блоклӑ ухӑсемпе усӑ курӗҫ.
Тӗп судья — Яриков М.В, тӗп секретарь — Семенова Е.С. Малти вырӑнсене йышӑннӑ спортсменсем дипломсемпе медальсене тивӗҫӗҫ.
Екатеринбургра армспорт енӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри «Урал Кубокӗ» турнир иртнӗ. Унта 100 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Сумлӑ ӑмӑртура Чӑваш Ен чысне Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче 3-мӗш курсра вӗренекен Олеся Игнатьева хӳтӗленӗ.
Олеся — армлифтинг енӗпе Чӑваш Ен рекордсменки, Пӗтӗм Раҫҫейри ҫуллахи ял спорт вӑййисен тата Раҫҫей студенчӗсен спорт пӗрлешӗвӗн чемпионачӗн ҫӗнтерӳҫи. Унӑн тренерӗ — Алексей Атласкин.
О.Игнатьева армлифтинг енӗпе кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Армспортра Свердлов облаҫӗн тата Челепи хулин спортсменӗсемпе вӑй виҫсе виҫҫӗмӗш пулнӑ.
Иртнӗ шӑматкун Тӑвай районӗн шахматисчӗсемпе Йӗпреҫ районӗн командисем хушшинче тӗлпулу-матч иртрӗ.
Туслӑх матчне 10 хӑма ҫинче йӗркелерӗҫ (шӑп ҫавӑн чухлӗн килнӗ хӑнасем — 9 каччӑ та 1 хӗр). 30-шар минутлӑ регламентпа шахматҫӑсем икшер парти вылярӗҫ. Район чысне И.Соловьев (1-мӗш хӑма), Ю.Арестов, К.Григорьев, Г.Соловьев, В.Пастухов, А.Шишов, Н.Кондратьев, В.Дмитриев, А.Афанасьев тата Е.Фомина хӳтӗлерӗҫ. Тӗлпулу вӗҫленнӗ хыҫҫӑн тӑвайсем 14,5:5,5 шутпа ҫӗнтерни паллӑ пулчӗ. В.Пастухов, А.Шишов, Н.Кондратьев, В.Дмитриев, А.Афанасьев харпӑр хӑй хӑми ҫинче хӑнасенчен 2-шер очко илме пултарчӗҫ. Ыттисем очкосене ҫурмалла пайларӗҫ. Йӗпреҫсем япӑх мар выляҫҫӗ, ҫакна пирвайхи 4 хӑма ҫинчи тӗлпулусем те ҫирӗплетеҫҫӗ. Хӑнасем кунта тӑвайсенчен ҫур очко ытларах та пуҫтарчӗҫ (4,5:4,0).
Тӗп вӑйӑсем хыҫҫӑн 5-шер минутлӑ икӗ партирен тӑракан блиц пулчӗ. Блицра та тӑвайсем ӑнӑҫлӑ вылярӗҫ.
Ҫак тӗлпулӑва Эдуард Сергеевич Николаев (Йӗпреҫ) ветеран йӗркеленӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑл тӑвайсене Йӗпреҫе йыхравларӗ — кунта вӗсене чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ иккен.
Ҫак кунсенче Хорватири Порече хулинче Европа шайӗнчи дзюдо ӑмӑртӑвӗ иртет. 48 килограмм йывӑрӑшшисем хушшинче пирӗн ентеш Анна Дмитриева пӑхӑр медаль ҫӗнсе илме пултарчӗ.
Чи малтанах Шупашкар хӗрӗ Кипртан килнӗ Хаджиадамӑна ҫӗнтернӗ, ун хыҫҫӑн — белорус хӗрне Вальновӑна. Ҫурмафиналта Анна Израильтен килнӗ Минскерпе тӗл пулнӑ, шел те, ҫӗнтерӳ пирӗн ентеше лекмен. Тепӗр тытӑҫусем нимӗҫ хӗрӗпе Куницпа тата пӑлхар хӗрӗпе Варбановӑпа иртнӗ — вӗсене Анна ҫӗнтерме пултарнӑ.
Каласа хӑварас пулать — Аннӑсӑр пуҫне ку ӑмӑртӑва Чӑваш Енрен урӑх никам та кайман, ҫавӑнпа та унӑн ҫитӗнӗвӗшӗн пӗтӗм республика хӗпертеме пултарать!
Бильярд вӑййи — шахмӑт пекех авалхи вӑйӑ. Вӑл Ӗнчӗ (Инди) е Китай ҫӗрӗнчен тухнӑ тесе шутлаҫҫӗ. XV-XVI ӗмӗрсенче вара вӑл Европӑна ҫитнӗ.
Апла пулин те ку вӑйӑ хальхи вӑхӑтра пӗтӗм тӗнчипе сарӑлнӑ. Ҫав шутра республикӑри ялсенче те. Ак нумай пулмасть Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Вӑрманкас культура ҫуртӗнче ӑмӑрту та ирттерчӗҫ — ӑна О.П. Кузнецова йӗркелерӗ.
Ҫамрӑксем вӑййа хаваслансах хутшӑнчӗҫ — пурӗ 10 ҫын. Ӑмӑртӑва курма пынисем те вӑйӑҫсене хавхалантарса тӑчӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене О.П. Кузнецова пӗчӗк парнесемпе чысларӗ, ӑмартӑва хутшӑннӑшӑн тав сӑмахӗ каларӗ.
Елчӗк районӗнчи «Улӑп» сывлӑхпа вӑй-хал культурин комплексӗнче «Ташлакан шкул» проекта пурнӑҫа кӗртес енӗпе фитнес-аэробика семинарӗ иртнӗ. Ӑна педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, республикӑри спорт аэробикипе фитнес федерацийӗн президенчӗ О.Вербина ирттернӗ.
Семинара Чӑваш Тӑрӑмӗнчи, Тӗмерти, Шӑмалакри, Хӑвӑлҫырмари, Кӗҫӗн Таяпари, Кивӗ Эйпеҫри, Патреккелӗнчи, Ҫуткӳлӗнчи, Елчӗкри, Аслӑ Елчӗкри, Ҫирӗклӗ Шӑхалӗнчи, Курнавӑшри, Кушкӑри, Ҫӗнӗ Пӑвари вӑтам шкулсенчи, Елчӗкри ачасен ӳнер шкулӗнчи, «Илемпи», «Хӗвел» ача пахчисенчи специалистсем хутшӑннӑ. Семинарӑн тӗп тӗллевӗ — фитнес-аэробика вӗренӳ заведенийӗсенче ирттерекен вӑй-хал культурин урокӗсене явӑҫтармалли майсенчен пӗри.
Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ пирӗн ентеш Елена Иванова ӗнер виҫҫӗмӗш ылтӑн медаль ҫӗнсе илчӗ! Ҫӗр метра вӑл 14,44 ҫеккунт хушшинче тухма пултарчӗ, иккӗмӗш корей хӗрӗ Чон Мин Чэ пулчӗ (14,7 ҫек.). Виҫҫӗмӗш кӑтарту нимӗҫсен пулчӗ — Клаудия Николетцик 14,88 ҫеккунт кӑтартрӗ.
Асаилтеретпӗр, Елена унччен 200 метрта ҫӗнтерчӗ, тата 100х4 эстафетӑна хутшӑнса. Саламлатпӑр!
Ыран, авӑнӑн 9-мӗшӗнче Шупашкарта хӑвӑрт утакансен Раҫҫей шайӗнчи чемпионачӗ иртӗ, унта 200 яхан спортсмен хутшӑнӗ. 4 ӳсӗмре пурӗ 10 медаль пуххишӗн тупӑшӗҫ: арҫынсем 35, 20 тата 10 ҫухрӑмра, хӗрарӑмсем — 20 тата 10 ҫухрӑмра.
Спорт министрӗ Сергей Мельников пӗлтернӗ тӑрӑх ку ӑмӑртӑва чи вӑйлӑ спортсменсем хутшӑнмӗҫ, старта тухакансен йышӗнчен пулас чемпионсене суйлӗҫ.
Чӑваш Енрен 25 спортсмен тухӗ. Вӗсен шутӗнче: Европа чемпионачӗн призёрӗ Светлана Васильева (урине амантнӑ хыҫҫӑн пӗрремеш хут хутшӑнӗ), универсиада-2010 чемпионки Ольга Суранова (ывӑл ҫуралнӑ хыҫҫӑн хутшӑнӗ), 2012 ҫулхи тӗнче кубокне хутшӑннӑ Кирилл Фролов, 2010 ҫулхи тӗнче кубокне хутшӑннӑ Пётр Трофимов тата ыттисем.
Ӑмӑрту кӳлмек хӗрринче иртӗ. Пуҫламӑшӗ: 8 сехетре.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |