Ҫак эрнере Чӑваш Енре ҫӗнӗ Хушу йышӑннӑ. Унпа килӗшӳллӗн малашне кашни уйӑхра республикипех сывлӑхпа спорт кунӗсем ирттерме тытӑнмалла. Сӑмах май, паянтан ӑна пуҫласа йӗркелерӗҫ те ӗнтӗ.
Спортпа сывлӑх кунне ирттермелле тени ӑна хӑҫан йӗркелессине палӑртса хумаллине пӗлтерет. Палӑртнипех ҫырлахмалла мар — хӑҫан пулассине хаҫат, радиопа телекурав, тӗнче тетелӗ урлӑ ҫынсем патне ҫитермелле. Сывлӑхпа спорт кунӗнче вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен тата тӗрлӗ харпӑрлӑх хурмиллӗ организацисен спорт сооруженийӗсемпе объекчӗсене халӑха тӳлевсӗр кӗртмелле.
Иккӗшӗ пӗр-пӗринпе мӗнле ҫыхӑннӑ-ши тесе пуҫ вататӑр пулӗ те, анчах Канаш хӗрӗсем теннисла вылянине Пӗтӗм Раҫҫейре наркотика хирӗҫле иртекен «Сывлӑхшӑн тата ачамӑрсен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн» тата «Ҫамрӑксем — сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркишӗн» акцисен шучӗпе корт умне тӑнӑ.
Ӑмӑртӑва Уҫырма ял тӑрӑхӗнчи Культура аталанӑвӗн тата вулавӑш тивӗҫтерӗвӗн центрӗнче ирттернӗ. Теннисла выляс шухӑшлӑ хӗрсене асӑннӑ учреждени ертӳҫи Юлия Николаева пухнӑ.
Теннис ракеткине тытнисем вӑйӑ кӑмӑла кайнине, ӳлӗмрен те корт умне тӑма хирӗҫ маррине палӑртнӑ-мӗн.
Пушарпа кӗрешекенсем Шупашкарти «Олимпийский» стадионта «Коньки ҫинчи ҫӑлавпа пушар флешмобӗ» ятлӑ профилактика акцийӗ иртнӗ.
Стадиона ярӑнма пухӑннисене Чӑваш Енӗн пушарпа кӗрешекен тӗп инспекторӗ Николай Петров саламланӑ май инкек е пушар пулсан часрах 1 е 112 номерсемпе шӑнкӑравлама чӗнсе каланӑ. «Пулӑшӑва мӗн чухлӗ хӑвӑртрах чӗнетӗр, профессилле ҫӑлавҫӑсем ҫавнӑ чухлӗ иртерех ҫитеҫҫӗ», — палӑртса хӑварнӑ вӑл.
Акцие хутшӑнакансем валли тӗрлӗ конкурс йӗркеленӗ. Вӗсем коньки ҫине тӑрса футбол мечӗкне хӑваланӑ, пушар ҫаннине туртассипе тупӑшнӑ, хоккей туйипе шайба ҫапса кӗртессипе ӑмӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Пӗтӗм Раҫҫейри ирӗклӗ пушар обществин ячӗпе пылак апат-ҫимӗҫпе хавхалантарнӑ.
Флешмоба хутшӑннӑ Константин ятлӑ ҫӳллӗ пукане инкекрен ҫӑлӑнмаллине вӗрентекен хутсене валеҫсе панӑ, ачасемпе тата аслисемпе сӑн ӳкерӗннӗ.
Сӑнсем (26)
Муркаш районӗн Калайкасси вӑтам шкулӗн йӗлтӗр ҫулӗ ҫинче Чӑваш Ен чемпионне Юрий Федотова асӑнса XII йӗлтӗр эстафети иртнӗ.
Ҫак спорт мероприяйӗн сумӗ ҫулран-ҫул ӳҫет. Кӑҫал акӑ ӑмӑртӑва Муркаш, Шупашкар, Етӗрне, Элӗк, Красноармейски районӗсенчи, Шупашкар хулинчи шкулсен командисем килнӗ. Ку кӑна мар: тупашӑва Мари Республикин спортсменӗсем те ҫитнӗ.
— Паянхи ӑмӑрту Олимп ҫулталӑкӗнче иртнипе паллӑ. Мероприяти тухӑҫлӑ пуласса иккӗленместӗп, — тенӗ Юрий Федотовӑн пиччӗшӗ, Шупашкарта Муркаш районӗн ентешлӗхне ертсе пыракан Александр Федотов.
Тупӑшура сумлӑ хӑна пулнӑ. Вӑл — РФ спорт мастерӗ, Сиднейре иртнӗ Олимп вӑййисенче хӑвӑрт утассинче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ Владимир Андреев. Вӑл ӑмӑртӑва Олимп факелне йӑтса килнӗ, унпа кашниех сӑн ӳкерӗнме пултарнӑ.
Аслӑрах ӳсӗмрисен ушкӑнӗнче Элӗк районӗ ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна — Калайкасси шкулӗ, виҫҫӗмӗш вырӑна Ҫатракасси шкулӗ тухнӑ. Вӑтам ӳсӗмрисен йышӗнче Калайкасси шкулӗ маттур пулнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Элӗк тата Красноармейски районӗсем йышӑннӑ.
Ӗнер, пушӑн 10-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутай районӗнче Республика депутачӗн Валерий Павловӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗлтӗрҫӗсем хушшинче эстафета иртрӗ. Ӑмӑртӑва Етӗрне, Элӗк тата Хӗрлӗ Чутай районӗсен ҫамрӑк спортсменӗсем хутшӑнчӗҫ. Чи малтанах Валерий Павлов Василий Вазина 10 ҫухрӑм чупассипе республикӑра иртнӗ ӑмӑртура 3-мӗш вырӑн йышӑннӑшӑн Республикӑри Физкультурӑпа спорт министерствин дипломӗ парса чысларӗ. Йӗлтӗрҫӗсем ҫулӗсене кура хӗрачасемпе арҫын ачасем хушшинче тупӑшрӗҫ: 2000 ҫулта кун ҫути курнисемпе вӗсенчен кӗҫӗнреххисем, 1998–1999 ҫҫ тата 1996–1997 ҫҫ. Унтан ӑмӑртӑва аслисем хутшӑнчӗҫ.
Паян, пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкарти аэроклуб сакӑр теҫетке ҫул тултарать. 1995 ҫултанпа клуб Совет Союзӗн Паттӑрӗн А.В. Ляпидовскин ячӗпе хисепленет.
Аэроклубӑн пӗрремӗш пуҫлӑхӗ М.Н. Плохов летчик пулнӑ. Унӑн ӗҫченӗсем шкулсем тата Пионерсен ҫурчӗсем ҫумӗнче авиамоделистсен кружокӗсене ертсе пынӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи тухсан клуб воспитанникӗсем те тӑшманпа кӗрешме тухса кайнӑ.
Аэроклуб ӗҫленӗ ҫулсенче норматива тултарса СССР тата Раҫҫей спорт маҫтӑрӗсен ятне 200 ытла ҫын тивӗҫнӗ, вӗсенчен пиллӗккӗшӗ тӗнче класлӑ спорт маҫтӑрӗсем пулса тӑнӑ.
РОСТОн авиаклубӗ шутланаканскер Раҫҫейӗн хӗҫпӑшаллӑ ҫарӗсем валли специалистсем хатӗрлет. Спорт авиацийӗпе туслашас текенсем те унтан татӑлма пӗлмеҫҫӗ темелле. Халӗ унта спортӑн экстремаллӑ енӗсене те — пейнтбол, дайвинг тата ытти те — хӑнӑхтарать.
Тухасса маларахах тухнӑ-ха. Сӑмах — Пӗтӗм Раҫҫейри кӗрешӳре ҫӗнтернисем Европа чемпионатне каясси пирки. Малтан кӗрешӳ аслисем хушшинче иртӗ, ҫу уйӑхӗнче чемпионата ачасем хушшинче йӗркелӗҫ.
Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче ачасем хушшинче ҫак кунсенче иртнӗ сетокан ӑмӑртӑвӗ виҫӗ куна пынӑ. Унта Раҫҫейӗн 42 регионӗнчен 900 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Раҫҫей чемпионатӗнче 21 ҫултан аслӑрах арҫынсемпе хӗрарӑмсем кӗрешнӗ, Раҫҫей первенствинче — 18–20 ҫулсенчи юниорсем, Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртусенче — 12–13 ҫулсенчи арҫын ачасемпе хӗрачасем. Каратэн сетокан текен енен аталантарма пулӑшакан общество пӗрлешӗвӗсен регионсем хушшинчи ӑмӑртӑвне 8–11 ҫулсенчисене пухнӑ.
Кӑҫалхи 19-мӗш хут иртекен ӑмӑртӑва Чӑваш Енрен Шупашкарти «Будокан» тата «Коршун» клуб членӗсем тата Каратэ клубӗн союзӗн спортсменӗсем — Никита Беловощев, Александр Максимов, Данил Кокарев (виҫҫӗшӗ те «Будокантан») тата Артем Осипов («Коршун» клубран) — Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗме тивӗҫнӗ.
ПУШ | 09 |
Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырланти Культура ҫуртӗнче Урапакасси ялӗнче йышлӑ ҫемьере кун ҫути курнӑ, ҫулталӑк каялла йывӑр чире пула вӑхӑтсӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ Сергей Станиславович Григорьева асӑнса районти командӑсем хушшинче волейбол вӑййисем иртрӗҫ. Ӑмӑртӑва Сергей Станиславовичӑн ҫемьипе Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗ пӗрле йӗркелерӗҫ. Сергей Станиславович хӑй вӑхӑтӗнче Тимирязев ячӗллӗ колхозра ултӑ ҫул хушши тӗп энергетик, унтан икӗ ҫул хушши колхоз председателӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Ҫӗршыври чи йывӑр вӑхӑтра — колхозсем арканнӑ ҫулсенче — 1991-2000 ҫҫ. тӑхӑр ҫул хушши Тимирязев ячӗллӗ колхоз председателӗ пулса ӗҫленӗ. Ялсене газ кӗртессипе, ялсем хушшине асфальтлӑ ҫул сарассипе тимленӗ. Унтан ӑна Етӗрне хулине энергетик пулма чӗнсе илнӗ, 2000 ҫултанпа пурнӑҫран уйрӑлса кайичченех Чӑваш энергосбыт компанин Етӗрнери филиалӗн директорӗ пулса тӑрӑшнӑ. Вӑл чылай ҫул хушши район депутачӗ пулнӑ, ял халӑхне кулленхи ыйтусене татса пама хатӗр пулнӑ.
Раҫҫейре «Олимп урокӗ» акци иртнӗ. Унпа килӗшӳллӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш шкулта Сочири Олимп вӑййисене хутшӑннӑ Елена Муратовӑпа тӗлпулу иртнӗ. Могулҫӑ вӗрентекен ӗҫне хӑйӗн ҫинче тӗрӗсленӗ: шкулта ӑс пухакан 50 ачапа физкультура урокне ирттернӗ.
Аса илтерни вырӑнлӑ: «Олимп урокӗ» акцие РФ Олимп комитечӗ пуҫарнӑ. Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Раҫҫӗйри шкулсенче Сочире пирӗн ҫӗршыв чысне хӳтӗленӗ спортсменсемпе уроксем иртнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш шкулта урока вӗҫлесен Елена Муратова юнашар вырнаҫнӑ Олимп резервӗсен училищине кайнӑ. Вӑл унта студентсемпе курнӑҫнӑ. Спортсменка тренировкӑсем пирки, Сочири ӑмӑртусем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Студентсемпе Сочири Олимп вӑййинче пулнӑ тепӗр виҫӗ ҫын та калаҫнӑ: хыпарсен Олимп службинче ӗҫленӗ Галина Чеботарева, Олимп резервӗсен Ҫӗнӗ Шупашкарти училищин воспитанникӗ Евгений Паркин тата 2-мӗш спорт шкулӗн директорӗ Николай Николаев. Николайпа Евгений Сочие спортсменсене хавхалантарма кайнӑ.
Спорта аталантарма кӑҫал Чӑваш Ене федераци хыснинчен 334,5 миллион тенкӗ килмелле, килес ҫул — 433,5 миллион. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева Раҫҫейӗн спорт министрӗ Виталий Мутко пӗлтернӗ.
Кӗмӗле спорт объекчӗсем тума тата юсаса ҫӗнетме ярӗҫ. 100 миллион тенке, сӑмахран, районсенче 10 стадион тума уйӑрӗҫ. Укҫа Ҫӗнӗ Шупашкарти «Сокол» пӑр керменне, Чӑваш Енӗн пӗрлешӳллӗ ушкӑнӗсем хатӗрлекен центра, тӗп хули 2-мӗш спорт шкулне юсаса ҫӗнетме, Шупашкарти «Олимпийский» стадионта пӑр керменне, ҫавӑн пекех маунтинбайк центрне тума ҫитмелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.10.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаева Юлия Фёдоровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бикулова Мария Григорьевна, чӑваш драма актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |