Мӗн авалтан чӑваш халӑхӗ сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнса тӑнӑ. Хальхи вӑхӑтра сывлӑха ҫирӗплетме спортпа туслашни те витӗм кӳрет. Ҫавӑнпа та-и, тен, нумай ял-хулара тӗрлӗрен спорт мероприятийӗсем, ӑмӑртусемпе тупӑшусем ирттересси вӑя кӗчӗ. Чӑн та, компьютер умӗнче пӗр хусканусӑр лариччен, е сехечӗ-сехечӗпе телевизорпа пыракан сериалсене шӑтарасла пӑхиччен тӗрлӗрен хусканусем туни, уйрӑмах ҫывӑхри вӑрманти е паркри сукмаксемпе уҫӑлса-чупса ҫӳрени сывлӑхшӑн питех те усӑллӑ пулнине каламасӑрах чухламалла ӗнтӗ. Урӑхла каласан: пурнӑҫ хусканура вӑл!
Ҫакна шута илсех ӗнтӗ Хырхӗрри тӗп шкулӗнче 1991 ҫулта йӗлме йӗлтӗрпе чупассипе ӑмӑрту йӗркелесе янӑ. Ӑна Олимп чемпионӗ Владимир Воронкова халалланӑ. Владимир Петрович 1944 ҫулхи пушӑн ҫирӗммӗшӗнче Комсомольски районне кӗрекен Тукай ялӗнче кун ҫути курнӑ, ачалӑхӗ Кӗтне Пасарта иртнӗ, ҫул ҫитсен Хырхӗрри ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулне ҫӳренӗ.
Ҫӗнӗ ҫул уявӗсенче республикӑра спортпа сывлӑх кунӗсем иттереҫҫӗ. Районсемпе хуласенче тӗрлӗ ӑмӑртусем, спартакиадӑсем, фестивальсем йӗркелеме палӑртнӑ. Пурне те такан (коньки) ҫине тӑма, йӗлтӗр сырса тухма, ҫунашкасемпе ярӑнма йыхравлаҫҫӗ.
Тӗп хулара вуншар спорт уявӗ иртӗ. Республика Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев парнисене ҫӗнсе илессишӗн спортпа туслӑ ҫемьесем йӗлтӗрпе чупса ӑмӑртӗҫ. Вӑл кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Хӗллехи спорт вӑййисен центрӗнче иртет.
Физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекссем те пушӑ лармӗҫ. Бокс, ҫӑмӑл атлетика, шахмат енӗпе ӑмӑртусем пулӗҫ. Спортпа сывлӑх кунӗсене пурӗ 14 пин ҫынна явӑҫтарасшӑн.
Раштавӑн 17-мӗшӗнче Шупашкарта кикбоксинг кӗрешӳвӗсем иртрӗҫ. Кӗрешӳсенче Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи ачасем те хутшӑнчӗҫ. Ачасене Турханти спорткомплексри кӗрешӳ тренерӗ Егоров О.В. ертсе пырать. Иртнӗ ҫапӑҫусенче пирӗн каччӑсем хӑйсене питӗ паха кӑтартрӗҫ. Хӑйсен кӗрешӳ ушкӑнӗсенче ҫак ачасем палӑрчӗҫ:
• 1-мӗш вырӑнта Яргунин Федор, Ефремов Дмитрий, Башкиров Иван,
• 2-мӗш вырӑнта Архипов Илья, Ванеев Сергей, Саеров Александр,
• 3-мӗш вырӑнта Афанасьев Родион, тата Захаров Ярослав. Асӑннӑ ачасем тӗрлӗ ялсенче пурӑнаҫҫӗ, вӗсен спорт керменне ҫитме пайтах вӑхӑт тата вӑй кирлӗ. Тренировкӑсем уроксем хыҫҫӑн иртеҫҫӗ, икӗ-виҫӗ ҫухрӑм Турхан ялне ҫити утма тивет. Анчах хастар каччӑсене ку чармасть, чӑрмантармасть. Кашни Чӑваш Ен районӗсенче ҫакӑн евӗр спорт керменӗсем уҫма пуҫлани палах ӗнтӗ ҫамрӑксене кирлӗ япала. Хӑйне хӑй хӳтелеме пултарни, ҫына усал-хуралсенчен ҫӑланма пулӑшма вӗренни, ҫӗршывӑмӑра усӑллӑ арҫын пулса ҫитӗнни хальхи вӑхӑтра «пӗчӗк» япала мар.
Ҫак кунсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ӗҫченӗсем армрестлинг енӗпе ӑмӑртса вӑй виҫрӗҫ. Ӑслӑлӑхпа вӗрентӳ ӗҫӗнче кӑна мар, спортра та пысӑк ӳсӗмсем тӑвакан чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн ӗҫченӗсем унта активлӑ хутшӑнчӗҫ. А.Л. Филиппов, И.В. Софронова докторантсем, О.Г. Владимирова доцент, А.Н. Лукина инженер хутшӑнчӗҫ ӑмӑртӑва. 80 кг ытларах таякан арҫынсен хушшинче А.Л. Филиппов — 3-мӗш вырӑн, 65 кг ытларах таякан хӗрарӑмсен хушшинче О.Г. Владимирова — 1-мӗш вырӑн, И.В. Софронова — 2-мӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗҫ. Ҫапла вара историпе географин тата чӑваш филологийӗпе культурин пӗрлештернӗ команди пӗтӗмӗшле зачётра 1-мӗш вырӑна тухма пултарчӗ. Ҫакна та палӑртса хӑварас килет: асӑннӑ спортра пирӗн преподавательсем ҫеҫ мар, студентсем те пултаруллӑ. Ҫулсеренех армспорт вӑйвиҫевҫи пулса 4-мӗш курсра вӗренекен Макаров Валерий ырӑ кӑтартусемпе савӑнтарать. Кӑҫал Республикӑри Аслӑ шкулсем хушшинче иртнӗ ӑмӑртура вӑл 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.
Шупашкарта Ҫӗршыври ҫамрӑк самбистсем Чӑваш Республикин президенчӗн кубокӗшӗн кӗрешрӗҫ. Кунта вӑй виҫме Раҫҫейри 11 тӑрӑхран тата Казахстанран, пӗтӗмпе 200 ытла спортсмен килнӗ.
Йӑлана кӗнӗ турнир Шупашкарта 5-мӗш хут иртрӗ. Ӑмӑртура самбистсем турнир наградисемсӗр пуҫне ҫитес ҫул Можайск хулинче иртекен Раҫҫей чемпионатне хутшӑнма май паракан путевкӑсене тивӗҫессишӗн кӗрешрӗҫ. Самбо чӑваш кӗрешӗвне аса илтерет. Ҫавӑнпа та пирӗн спортсменсем пысӑк ҫитӗнӳсем турӗҫ. Ҫавӑнпа пӗрлех хӗрсем те ӑмӑртура хӑйсене кӑтартрӗҫ. Турнир икӗ куна пычӗ. Кӗрешӗве хутшӑннӑ 33 командӑран президент кубокне чӑваш паттӑрӗсем ҫӗнсе илчӗҫ. Пӗтӗмпе пирӗн командӑ пуххинче 9 медаль — 1 ылтӑн, 4 кӗмӗл тата 4 бронза. Пӗртен-пӗр ылтӑн медале Артем Щербаков тивӗҫрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе тренерсене Республика элтеперӗ Михаил Игнатьев саламларӗ, малалла та ҫитӗнӳсем тума сунчӗ.
Вӑрнар районӗнчи Калинино «Ялти бокс академийӗ» никӗсӗ ҫинче республикӑра бокс енӗпе мала тухассишӗн «Урожай» физкультурӑпа спорт обществин ӑмӑртӑвӗ иртнӗ.
Унта 6 районти ҫӗре яхӑн спортсмен хутшӑннӑ, ҫав шутра — красноармейскисем те. 1994—1995 ҫулсенче ҫуралнӑ ҫамрӑк боксерсем хушшинче 69 килограмлӑ виҫере Красноармейскинчи вӑтам шкулти Александр Тимофеев чемпион пулса тӑнӑ. Вӑл финалта Нурӑс шкулӗнче 11-мӗш класра вӗренекен Валерий Яшина ҫӗнтенрнӗ. Сӑмах май, Валера та Красноармейски каччиех, 10-мӗш класа Красноармейски 2-мӗш шкулӗнче вӗренсе пӗтернӗ. Амӑшӗ те, Игнатьева Т.А., Красноармейскинчех пурӑнать. Александр Тимофеевпа пӗр класра вӗренекен Александр Павлов 75 килограмлӑ виҫере иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. 1993 ҫулта ҫуралнӑ тата унран аслӑрах спортсменсем хушшинче 81 килограмлӑ виҫере Красноармейскинчи Вадим Сергеев чемпион ятне ҫӗнсе илнӗ. Вӗсене дипломсемпе тата асӑнмалӑх призсемпе чысланӑ.
Муркашри стадионта ҫӑмӑл атлетсен кросӗ иртрӗ. Спортпа туслисем Валентина Егорова Олимп чемпионӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн тупӑшрӗҫ. Шел пулин те, спортсмен уява хӑй килеймен, ӑмӑртӑва вара тӗнчипе паллӑ Вера Соколовӑпа Нина Охотникова ҫӑмӑл атлетсем хутшӑнчӗҫ.
Муркаш районӗнче ҫак ӑмӑрту йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ, кӑҫал ӑна 20-мӗш хут ирттерчӗҫ. Хутшӑнакансен шучӗ 600 яхӑн.
Чупу кунӗ сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансене пӗрлештерчӗ. Трасса ҫинче тупӑшса вӑй виҫес шухӑшлисемсӗр пуҫне уява чылай хӑна, спортпа туслисем пухӑнннӑ. Чылайӑшӗ кунта хӑй сывӑ пурнӑҫ йӗркине суйланине кӑтартас, ыттисене те спортпа туслашма чӗнес тесе хутшӑнчӗҫ. Ҫавӑнпа старта ватти те, вӗтти те тухрӗ. Ача-пӑча садне ҫӳрекенсем ӑмӑртӑва хутшӑнса уявӑн чи ҫамрӑк спортсменӗсем пулнипе асра юлчӗҫ. Тупӑшӑва вӗсем кӑҫал пӗрремӗш хут хутшӑнчӗҫ. Ӑмӑртӑва ӑста атлетсемпе пӗрлех район администрацийӗн ӗҫченӗсем, предприятисемпе организацисен командисем те тухрӗҫ.
АВН | 27 |
Паян — Туризм кунӗ. Ӑна халалласа республикӑра фестиваль йӗркеленӗ. Пуҫарӑвӑн тӗп тӗллевӗ — Чӑваш Енри туризмпа ҫыхӑннӑ ӗҫ-пуҫа аталантарасси.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Белые камни» (чӑв. «Шурӑ чул») физкультурӑпа сиплев центрӗнче хӑйне евӗрлӗ ӑмӑртусем иртрӗҫ. Вӑйне тӗрӗслеме республикӑри 3 хулапа 4 районтан 18 ушкӑн килнӗ. Кунта туризм ветеранӗсен, шкулта вӗренекен туристсен пӗрлехи пухӑвӗ пулчӗ. Чылай конкурс иртрӗ. Тупмалли вырӑна электронлӑ чипсемпе палӑртнӑ карттӑпа ҫула тухасси, чӑнкӑ ту ҫине улӑхасси тата темтепӗр. Кашни ушкӑн ҫӗнтерме тӗрӗшрӗ. Олимп резервӗсен 5-мӗш шкулӗнче вӗренекенсем нумай енӗпе ыттисенчен маттуртараххи палӑрчӗ. Байдарка киммипе ярӑнмалли конкурс чи хавасли пулчӗ. Кунта карапа тӗрӗс тытса пыма пӗлмелле. Ку енӗпе Муркаш районӗнчи Валентина Егорова Олимп чемпионӗ ячӗллӗ спорт шкулӗ пӗрремӗш вырӑна тухрӗ. Вӗрен туртмалли ӑмӑртура «Белые камни» сиплев центрӗн ушкӑнӗ ҫӗнтерчӗ.
Авӑнӑн 25-мӗшӗнче спорт сывлӑх ҫӑлкуҫӗ пулнине ӗненмелле кӑтартса пачӗҫ. Палӑртнӑ вӑхӑтра Шупашкарти кӳлмек хӗрринчи Юрӑ уйӗнче спорт тумлӑ халӑхпа тулчӗ.
«Пӗтӗм Раҫҫейри чупу кунӗ — Нацисен кросӗ» Раҫҫейри пур субъектпа регионра та пӗр вӑхӑтра пуҫланчӗ, вӑл шутра Шупашкарта та. Вырӑнти ӑмӑртӑва Чӑваш Республикин Элтеперӗ М.Игнатьев уҫрӗ. Республика ертӳҫисем сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пынишӗн хавхалантарас, ҫак ӗҫе халӑха ытларах хутшӑнтарас, спорт ҫурчӗсене ҫӗклес, ансат спорт лаптӑкӗсене тӑвас, тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑнма пултаракан спортсменсене хатӗрлес тӗлӗшӗнчен пӗтӗм вӑй парса ӗҫлеме шантарчӗҫ. «Ку — республикӑра пурнӑҫа кӗрекен патшалӑх политикин тӗп тӗллевӗсенчен пӗри», — тенӗ Элтепер. Нацисен кросӗ халӑх хушшинче сывӑ пурнӑҫ йӗркине анлӑрах сарать, ҫын хастарлӑхне ӳстерет. Кунсӑр пуҫне кашни ҫынна ҫирӗплетет. Спортпа туслӑ ҫын кирек мӗнле ӗҫре те ӳсӗм тӑвайрать. «Спортӑн пысӑк уявне лайӑх кӑмӑл-туйӑмпа хутшӑнатпӑр. Урӑхла пулма та пултараймасть. Ҫирӗп кӑмӑлпа хамӑрӑн вӑя шанни пире яланах пулӑшать: ӗҫре те, пурнӑҫра та, халӑх хушшинче те.
Ӗнер, авӑнӑн 17-мӗшӗнче, «Олимп» стадионӗнче «Советская Чувашия» парнисемшӗн черетлӗ эстафети иртнӗ. Чи пӗрремӗшне 1930 ҫулта хатӗрленине шута илсен кӑҫал чупакансем старта 73-мӗш хут тухрӗҫ. Ӑна кӑҫал Андриян Николаев летчик-космонавта халалласа йӗркеленӗ.
Республикӑра иртерекен мероприятисене шута илсен ку эстафета пысӑккисен шутне кӗрет — хӑвӑрах пӑхӑр, унта 2 000 ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӗсен хушшинче Михаил Игнатьев та пулчӗ. Иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ чупу ҫӗнӗлле иртет: чи малтанах районсемпе хуласен хаҫачӗсен парнисене ҫӗнсе илессишӗн ӑмӑртаҫҫӗ (кӑҫал пурӗ 10 пин ҫын ытла хутшӑннӑ), кунта вара чи вӑйлисем килеҫҫӗ.
Пуҫлӑхсен чупӑвне Михаил Игнатьев та тухрӗ. Унпа пӗрле стадион тӑрӑх Чӑваш Ен Правительствин Председателӗ Олег Макаров, республикӑн министерствӑпа ведомствӑсен ӗҫченӗсем, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗндепутачӗсем, районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсем ӑмӑртмалла чупрӗҫ.
Йӑлана кӗнӗрен ҫак спорт уявӗнче ҫавӑн пекех патшалӑх влаҫӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ҫӑмӑл атлетика турнирне ирттереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |