Юпан 9-11-мӗшӗсенче Чӑваш Енре иртекен «Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» канашлӑва тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ. Ҫак уяв тӗлне вӑй-хал культурине халалланӑ открыткӑсем тухӗҫ. Ҫавна май «Спортпа туслӑ Чӑваш Ен» конкурс ирттереҫҫӗ. Унта кашниех хатшӑнма пултарать.
Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, совет тапхӑрӗнче спорт почта открыткисенче тӑтӑшах тӗл пулнӑ. Раҫҫейре вара ку пӗрремӗш хут пулӗ.
Почта ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем Раҫҫее Шупашкар спорт хули пулма тивӗҫлине кӑтартасшӑн. Ӗҫсене авӑнӑн 15-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Финала тухнисем хӑйсем ӳкернӗ 100 открыткӑна тивӗҫӗҫ.
Палӑртмалла: вӑл «Чун чӗререн!» конкурспа килӗшӳллӗн иртет. Проект тӗллевӗ — открыткӑсенче чӑваш культурин хӑйнеевӗрлӗхне, йӑли-йӗркине, ӳнер пултарулӑхне кӑтартасси.